«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2017 сентябрь
Сӗнмелли майсем
Салатмалли брошюрӑна сӗнмелли тата Библи наукӑпа килӗшсе тӑни ҫинчен чӑнлӑха пӗлтермелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ!
Иезекииль храм ҫинчен курнӑ курӑну Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ шанчӑклӑ иудейсенчен тӑрса юлнисене вӗсем Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапӗҫ тесе шантарнӑ.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Тӗрӗс пуҫҫапнине эсир мӗншӗн хаклатӑр?
Тӗрӗс пуҫҫапасси асла тухнӑ. Иеговӑна пӗлесси тата уншӑн ӗҫлесси мӗн тери пысӑк чыс пулни ҫинчен эсир яланах шухӑшлатӑр-и?
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Ҫӗнетнӗ ҫӗр ҫинче израильтянсене питӗ лайӑх пурнӑҫ кӗтнӗ
Иезекииль курнӑ курӑну израильтянсем Турра каллех тӗрӗс пуҫҫапӗҫ тесе шантарнӑ, вара йӗрке пулӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ тата хӑрушсӑрлӑхра пурӑнӗҫ.
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иеговӑна чунтан парӑнни пиллӗхсем кӳрет
Виҫӗ еврей ҫинчен каласа пани пире Иегова Турра чунтан парӑнса пурӑнма вӑй пама пултарать.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Илӗртнӗ чухне чунтан парӑннине кӑтартӑр
Илӗртнӗ чухне Иисус Христос Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем йывӑр лару-тӑрура Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултараҫҫӗ-и?
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Тӑван-хурӑнташа пухуран кӑларса ярсан чунтан парӑннине кӑтартӑр
Тӑван-хурӑнташа пухуран кӑларса ярсан эпир Иегова Турра чунтан парӑнни тӗрӗсленет. Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшма пултарать?
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Эсир Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑрӑр-ши?
Даниил Турӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма ниме те чӑрмантарма паман.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Вӗсене Иеговӑшӑн пӗрмай ӗҫлесе тӑма вӗрентӗр
Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн тата кашни эрнере хутшӑнма вӗрентӗр. Кампа Библи вӗренетӗр, ҫавна ӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ пулса тӑма пулӑшӑр.