Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Йывӑр кунсем» килсен, Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑмалла?

«Йывӑр кунсем» килсен, Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе тӑмалла?

«МАНӐН сывлӑх япӑхлансах-япӑхлансах пырать»,— хурлӑхлӑн каласа парать ҫитмӗл ҫултан иртнӗ Эрнст *. Сирӗн пирки те ҫакнах калама пулать-и? Ватлӑх енне сулӑнсан нумайӑшӗ хӑйсен вӑйӗпе сывлӑхӗ унчченхи пек пулманнине туять. Ҫавӑн чухне Екклесиаст кӗнекинчи пӗрремӗш сыпӑкри сӑмахсем уйрӑмах ҫывӑх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫав сыпӑкӑн 1-мӗш сӑвӑ йӗркинче ватлӑх кунӗсем пирки «йывӑр кунсем» тенӗ. Анчах ҫавӑн пек чухне те Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрса тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулать.

ҪИРӖП ӖНЕНСЕ ПУРӐНӐР

Эсир, пирӗн хаклӑ ватӑ тӑванӑмӑрсем, хӑвӑр тӳсекен йывӑрлӑхсенче пӗччен мар. Авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Иеговӑн ватӑ ӗҫлекенӗсене те ҫӑмӑл пулман. Сӑмахран, Исаакӑн, Иаковӑн тата Ахиян куҫӗсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑх курма пуҫланӑ (Пулт. 27:1; 48:10; 3 Патш. 14:4). Сарра хӑй «ватӑлса ҫитнине» туйнӑ (Пулт. 18:11, 12). Давид патша ватӑлсан «ӑшӑнма пултарайман» (3 Патш. 1:1). Пуян Верзеллие апат тутипе кӗвӗ сасси савӑнӑҫ кӳмен (2 Патш. 19:32—35). Авраамӑн тата Ноеминӗн хӑйсен мӑшӑрӗсен вилӗмне тӳссе-чӑтса ирттерме тивнӗ (Пулт. 23:1, 2; Руфь 1:3, 12).

Мӗн вӗсене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата савӑнӑҫа ҫухатмасӑр пурӑнма пулӑшнӑ? Авраам ватӑлса ҫитсен те Турӑ панӑ сӑмаха «ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ» (Рим 4:19, 20). Пирӗн те ҫирӗп ӗненмелле. Ҫавӑн пек ӗненӳ эпир миҫе ҫулта пулнинчен, мӗн тума пултарнипе пултарайманнинчен е пирӗн мӗнле лару-тӑру пулнинчен килмест. Сӑмахран, Иаков патриарх хавшакланса ҫитнӗ, куҫӗсем курма пӑрахнӑ тата вырӑн ҫинчен тӑрайми пулнӑ пулин те, Турӑ мӗн тума сӑмах панине ҫирӗп ӗненнӗ (Пулт. 48:1—4, 10; Евр. 11:21). Хальхи вӑхӑтра Инес ятлӑ 93 ҫулхи хӗрарӑм тӑван мышцӑсен атрофийӗпе асапланать. Ҫакна пӑхмасӑрах вӑл калать: «Кунсерен Иегова мана туллин пиллет. Эпӗ кашни кун рай ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫакӑ мана шанчӑк парать». Чӑнах та, вӑл ыррине курма тӑрӑшать!

Эпир хамӑр ӗненӗве кӗлтунипе, Турӑ Сӑмахне вӗреннипе тата христиансен пухӑвӗсене ҫӳренипе ҫирӗплететпӗр. Ватӑлса ҫитнӗ Даниил пророк кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ тата пӗрмаях Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ (Дан. 6:10; 9:2). Анна ятлӑ тӑлӑх ватӑ хӗрарӑм та «Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр... пурӑннӑ» (Лука 2:36, 37). Эсир май килнӗ таран пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренипе тата вӗсенче хутшӑннипе хӑвӑра та тӗреклентеретӗр, унта пынисене те хавхалантаратӑр. Эсир хӑвӑр тӑвас килнине тума пултараймасан та Иегова сирӗн кӗлӗсене яланах хапӑл тӑвать (Ытар. 15:8).

Ыттисене хавхалантарӑр

Паллах ӗнтӗ, сирӗнтен нумайӑшӗ вулама куҫ куртӑр тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме вӑй-хал пултӑр тет. Анчах та, тен, сире ҫаксене тума йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать е эсир ҫавсене пачах та тума пултараймастӑр. Ҫавӑн пек чухне мӗн тума пулать? Мӗн пуррипе усӑ курма тӑрӑшӑр. Кам пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пултараймасть, ҫавсем вӗсене телефонпа итлеме пултараҫҫӗ. Инге ятлӑ 79 ҫулхи хӗрарӑм тӑван питӗ япӑх курать пулин те тӗлпулусене хатӗрленнӗ чухне питӗ пысӑк саспаллисемпе ҫырнӑ текста вулать, ҫавна ӑна пухури арҫын тӑван илсе килсе парать.

Тен, сирӗн ыттисене мӗн ҫитмест, ҫавӑ пур — пушӑ вӑхӑт. Мӗншӗн ҫав вӑхӑтпа усӑ курса Библие, Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисене, докладсене тата сасӑллӑ постановкӑсене итлес мар? Ҫавӑн пекех пухури тӑвансене Библири пӗр-пӗр шухӑша каласа памашкӑн тата вӗсемпе «пӗрле... савӑнмашкӑн» эсир вӗсем патне хӑвӑр шӑнкӑравлама пултаратӑр (Рим 1:11, 12).

ТУРРӐН ӖҪНЕ ТУСАХ ТӐРӐР

Ырӑ хыпара пӗлтерӗр

«Унччен тунӑ чухлӗ тума пултарайманнине туйма питӗ хӗн»,— хурланса каласа парать 85 ҫулхи Криста хӗрарӑм тӑван. Апла пулсан, ватӑ тӑвансем савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен мӗн тума пултараҫҫӗ? «Пурнӑҫра ыррине курма тӑрӑшмалла,— хуравлать 75 ҫулхи Петер ятлӑ арҫын тӑван.— Хӑвӑр халӗ мӗн тума пултарайманни ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлас вырӑнне хӑвӑр мӗн тума пултарнине кура савӑнӑр».

Сӑваплӑ ӗҫе тума сирӗн мӗнле майсем пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, Хайди ятлӑ хӗрарӑм тӑван унчченхи пек ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳреме пултараймасть. Ҫав-ҫавах вӑл, 80-ран иртнӗ пулин те, ҫырусем ҫырас тесе компьютерпа усӑ курма вӗреннӗ. Хӑш-пӗр ватӑ тӑвансем ырӑ хыпара автобус чарӑнӑвӗсенче е паркри саксем ҫинче ларса пӗлтереҫҫӗ. Эсир ваттисен ҫуртӗнче пурӑнатӑр пулсан, ҫавна эсир хӑвӑр «территори» тесе шутлама, ҫавӑн пекех унти пациентсене тата медработниксене ырӑ хыпар калама пултаратӑр-и?

Хӑналама юратӑр

Давид патша ватӑлсан та тӗрӗс пуҫҫапассишӗн чунтан тӑрӑшнӑ. Вӑл храма тӑвас ӗҫе йӗркеленӗ тата ҫавна тума кирлӗ япаласем панӑ (1 Ҫулс. 28:11—29:5). Эсир те пӗтӗм тӗнчери Патшалӑх ӗҫӗ мӗнле пынипе интересленме тата ҫав ӗҫе тума пулӑшас тесе хӑвӑр енчен вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума пултаратӑр. Мӗншӗн-ха хӑвӑр пухури пионерсене е ытти хастарлӑ хыпарҫӑсене хавхалантаракан сӑмахсем каласа, пысӑках мар парнесем парса е мӗнпе те пулин хӑналаса пулӑшас мар? Эсир ҫамрӑксемшӗн, ҫемьесемшӗн, сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑракансемшӗн, чирлӗ тӑвансемшӗн тата пухура яваплӑ тивӗҫсене туса тӑракан арҫын тӑвансемшӗн кӗлтума пултаратӑр.

Хаклӑ ватӑ тӑванӑмӑрсем, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр умӗнче эсир хӑвӑр та, сирӗн сӑваплӑ ӗҫ те питӗ хаклӑ. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та хӑвармӗ (Пс. 70:9). Иегова сире юратать тата питӗ хаклать. Кӗҫех эпир, ҫулсем иртсе пырсан та, ватлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑр кунсене курма пӑрахӑпӑр. Вара эпир, сып-сывӑскерсем, хамӑрӑн юратакан Иегова Турӑшӑн тулли вӑйпа ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлесе пурӑнӑпӑр!

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.