Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫамрӑксем, тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑрӑр

Ҫамрӑксем, тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑрӑр

Ҫамрӑксем, тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑрӑр

«Сирӗн сӑмахӑр... витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр» (КОЛ. 4:6).

1, 2. Яшсемпе хӗрсенчен нумайӑшӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑран хӑйсене мӗнле туять тата мӗншӗн?

 ПАЛЛАХ ӗнтӗ, эсӗ тантӑшсем хӗсни ҫинчен илтнӗ кӑна мар, санпа та ун пекки пулнӑ. Тен, кам та пулин сана пӗр-пӗр тӗрӗс мар ӗҫ тума хӗтӗртнӗ те пулӗ. Ҫавӑн пек чухне эсӗ хӑвна мӗнле туятӑн? «Хӑш-пӗр чухне манӑн ӑҫта та пулин тарса пытанас кӑна килет,— тесе калать 14 ҫулхи Кристофер,— е пӗр класра вӗренекенсенчен уйрӑлса тӑрас мар тесе вӗсем пекех пулас килет».

2 Тантӑшсем хӗсни сан ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет-и? Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха ун пекки пулать? Тен, эсӗ вӗсем сана хамӑр ҫын тесе йышӑнччӑр тесшӗн? Ҫакӑн пек кӑмӑл-туртӑмра ним япӑххи те ҫук. Ҫитӗннӗ ҫынсен те ыттисен кӑмӑлне каяс килет. Никама та — ни ҫамрӑка та, ни ват ҫынна та — хӑйне сирсе яни килӗшмест. Анчах та ҫакна йышӑнмалла: хӑш-пӗр ҫынсем эсӗ тӗрӗс тӑвас тесе тӑрӑшнине ырламасан та пултараҫҫӗ. Иисуспа та ҫавӑн пекки пулкаланӑ. Анчах та вӑл яланах тӗрӗссине тунӑ. Пӗрисем унӑн хыҫҫӑн пырса унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ вӑхӑтрах, теприсем Туррӑн Ывӑлӗнчен йӗрӗннӗ тата «Ӑна ним вырӑнне те хуман» (Ис. 53:3).

Тантӑшсем хӗсни — мӗн тери вӑйлӑ пулма пултарать

3. Хӑвӑн принципусене тытса тӑма пӑрахни тата санӑн тантӑшусем хушшинче мӗнле тытма хӑнӑхнӑ, ҫавӑн пек хӑвна тытни мӗншӗн тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ?

3 Хӑш-пӗр чухне тантӑшсем ырлама ан пӑрахчӗр тесе кӑна хӑвӑн принципусене тытса тӑма пӑрахас тата хӑвна вӗсем пекех тытас шухӑш илӗртме пултарать. Ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Христиансен пӗчӗк ачасем пек, «ҫилпе хумханнӑ» хумсем пек, пулмалла мар (Еф. 4:14). Пӗчӗк ачасем ҫине ыттисем ҫӑмӑллӑнах витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Эсӗ халӗ ӗнтӗ пӗчӗк ача мар, кӗҫех ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулӑн. Ҫавӑнпа та эсӗ Иеговӑн нормисем сана усӑ параҫҫӗ тесе ӗненетӗн пулсан, хӑв ӗненни тӑрӑх пурӑнни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Сакк. аст. 10:12, 13). Ун пек тумасан эсӗ хӑвӑн пурнӑҫун хуҫи пулаймӑн. Ыттисем хӗснине парӑнма пуҫларӑн пулсан, эсӗ вӗсен аллине лекнӗ ҫын пулса тӑратӑн. (2 Петр 2:19 вуласа пар.)

4, 5. а) Мӗнле лару-тӑрура Аарон хӑйне хӗснине хирӗҫ тӑрайман тата эсӗ ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратӑн? ӑ) Тантӑшусем сан ҫине витӗм кӳрес тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ?

4 Пӗррехинче Моисейӑн пиччӗшӗ, Аарон, ыттисем хӗснине хирӗҫ тӑрайман. Израильсем ӑна хӑйсене валли турӑ туса пама ыйтсан, вӑл вӗсене пӑхӑннӑ. Аарон хӑравҫӑ ҫын пулман. Унччен вӑл Моисейпа пӗрле пӗрре ҫеҫ мар фараон, Египетри чи хӑватлӑ ҫын, умне тӑнӑ пулнӑ. Ун чухне Аарон ӑна Туррӑн хыпарне хӑюллӑн пӗлтернӗ. Анчах та израильсем ӑна хӗсме пуҫласан вӑл вӗсене парӑннӑ. Ыттисем хӗсни питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать-ҫке! Аарона хӑйӗн халӑхӗн ҫыннисене хирӗҫ тӑриччен, Египет патшнине хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлтарах пулнӑ (Тух. 7:1, 2; 32:1—4).

5 Ааронпа пулса иртнӗ тӗслӗхрен эпир ҫакна курма пултаратпӑр: ыттисем хӗсессипе ҫамрӑксем кӑна мар тӗл пулаҫҫӗ, хӗснине хирӗҫ тӑма тӗрӗс маррине тума хӑнӑхнӑ ҫынсене кӑна мар йывӑр. Ыттисем хӗсни чун-чӗререн тӗрӗссине тӑвас текенсем ҫине те — ҫав шутра сан ҫине те — витӗм кӳме пултарать. Тантӑшсем сана йӗкӗлтесе, айӑпласа е мӑшкӑлласа пӗр-пӗр тӗрӗс мар ӗҫ тутарттарас тесе хӑтланса пӑхма пултарӗҫ. Тантӑшсем хӗсни кирек мӗнле пулсан та, ҫавна хирӗҫ тӑма питӗ йывӑр. Ҫакна хирӗҫ тӑрас тесен пуринчен малтан хӑв мӗне ӗненни тӗрӗс пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пуҫламалла.

«Хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр»

6, 7. а) Мӗншӗн хӑв мӗне ӗненни тӗрӗс пулнине ҫирӗп ӗненмелле тата ҫавӑн пек ӗненӗве мӗнле аталантармалла? ӑ) Хӑв мӗне ӗненнине ҫирӗплетес тесе хӑвна мӗнле ыйтусем пама пултаратӑн?

6 Тантӑшсем хӗсӗрленине хирӗҫ тӑрас тесен чи малтанах хӑв мӗне ӗненни тата эсӗ тытса тӑракан нормӑсем тӗрӗс пулнине ҫирӗп ӗненмелле. (2 Коринф 13:5 вуласа пар.) Хытӑ ӗненни сана, эсӗ вӑтанчӑк ҫын пулсан та, хӑюллӑ пулма пулӑшать (2 Тим. 1:7, 8). Хӑюллӑ ҫынна та, вӑл мӗне те пулин ҫуррине кӑна ӗненет пулсан, ҫавна хӳтӗлеме питӗ йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑнпа та сана Библирен мӗне вӗрентни чӑннипех те чӑнлӑх пулнине мӗншӗн хӑвна ху ӗнентерес мар? Тӗп вӗрентӳсене тӗпчессинчен пуҫла. Сӑмахран, эсӗ Турра ӗненетӗн тата ыттисем Турӑ пуррине мӗншӗн ӗненнине мӗнле ӑнлантарса панине илтнӗ. Ҫавӑнпа та хӑвӑнтан ыйт: «Турӑ пуррине мана мӗн ӗнентерет?» Хӑвна ҫавӑн пек ыйту панин тӗллевӗ иккӗлентерсе ярасси мар, хӑвӑн ӗненӗвне ҫирӗплетесси. Ҫавӑн пекех хӑвӑнтан ыйт: «Библие Турӑ пӗлтернипе ҫырнине эпӗ ӑҫтан пӗлетӗп?» (2 Тим. 3:16). «Паянхи кунсем „юлашки кунсем“ пулнине эпӗ мӗншӗн ҫирӗп ӗненетӗп?» (2 Тим. 3:1—5). «Иеговӑн нормисем маншӑн усӑллӑ пулнине мана мӗн ҫирӗп ӗнентерет?» (Ис. 48:17, 18).

7 Тен, эсӗ хӑвна ҫавӑн пек ыйтусем пама хӑраса тӑратӑн, мӗншӗн тесен вӗсем ҫине хуравлаймастӑп тесе пӑшӑрханатӑн. Ҫавӑн пек туни вӑл машинӑн панелӗ ҫинче вырнаҫнӑ топлива мӗн чухлӗ тӑрса юлнине кӑтартакан прибор ҫине, унта йӗппи нуль ҫинче тӑма пултарнинчен шикленсе, пӑхма хӑранипе пӗрех. Бакра топлива ҫук пулсан, ҫакна татса парас тесе ҫакӑн ҫинчен пӗлмелле. Ҫавӑнпа та хӑвӑнта кӑшт та пулин иккӗленнине асӑрхарӑн пулсан, ҫав иккӗленӗве пӗтерес тесе вӑй хуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Ап. ӗҫ. 17:11).

8. Турӑ аскӑн ӗҫрен пӑрӑнма хушни тӗрӗс пулнине мӗнле майпа ҫирӗплетме пултаратӑн? Ӑнлантарса пар.

8 Тӗслӗх пӑхса тухар. Библи пире: «Аскӑнлӑхран тарӑр»,— тесе чӗнсе калать. Мӗншӗн ҫакна тума хушнине тӗрӗс теме пулать тесе хӑвӑнтан ыйт. Санӑн тантӑшусене ҫавнашкал ӗҫсене тума мӗн хӗтӗртсе тӑни ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Ҫавӑн пекех мӗншӗн аскӑн ӗҫ тунипе ҫын «хӑйӗн ӳт-пӗвне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать» тесе калама пулни ҫинчен те шухӑшласа пӑх (1 Кор. 6:18, ҪХ). Ҫакӑн хыҫҫӑн саншӑн мӗн лайӑх, мӗн япӑх пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх та хӑвӑнтан ыйт: «Хӑш ҫулпа кайни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ? Чӑнах та ар хутшӑнӑвне кӗрсе аскӑн ӗҫ тума кирлех-ши?» Ҫакӑн ҫинчен малалла шухӑшла та ҫак ыйту ҫине хурав пар: «Ар хутшӑнӑвне кӗрсе аскӑн ӗҫ турӑм пулсан, эпӗ хама мӗнле туйнӑ пулӑттӑм?» Тантӑшусем сана тӳрех ку хамӑр ҫын тесе калӗҫ те пулӗ, анчах та каярахпа хӑвӑн аҫу-аннӳпе е Турӑ Патшалӑхӗн Залӗнче христиан-тӑвансемпе пӗрле пулнӑ чухне хӑвна мӗнле туйнӑ пулӑттӑнччӗ-ши эсӗ? Иеговӑна кӗлӗ тума пикенсе пӑхнӑ чухне санӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ пулӗччӗҫ? Нивушлӗ эсӗ хӑвӑнпа пӗр класра вӗренекенсене юрассишӗн Турӑ умӗнче таса пулассине сирсе яма хатӗр?

9, 10. Хӑв мӗне ӗненнинче ҫирӗп тӑни мӗнле майпа сана хӑвӑн тантӑшусемпе пулнӑ чухне хӑвна хӑюллӑрах тытма пулӑшать?

9 Эсӗ ҫула ҫитмен ҫамрӑк пулсан, ҫав ҫулсенче санӑн ӑс-тӑну, е шухӑшлав пултарулӑху, питӗ хӑвӑрт аталанса пырать. (Рим 12:1, 2 вуласа пар.) Ҫак вӑхӑтпа Иегова Свидетелӗ пуласси саншӑн мӗне пӗлтернине ӑнланас тесе усӑ кур. Ҫакӑн пек шухӑшлани сана хӑв мӗне ӗненни тӗрӗс пулнине ҫирӗплетме пулӑшать. Вара тантӑшсем хӗснипе тӗл пулсан, эсӗ ҫакӑн ҫине хӑвӑрттӑн та ӗнентерӳллӗн хуравлама пултарӑн. Вара эсӗ хӑв мӗне ӗненнине ҫамрӑк христианка пекех пӗр иккӗленмесӗр хӳтӗлеме пултаратӑн. Вӑл каланӑ: «Хам мӗне ӗненни ҫинче ҫирӗп тӑрса эпӗ ыттисене хам чӑннипех кам пулнине кӑна кӑтартатӑп. Ҫакӑ маншӑн „пӗр-пӗр тӗне тытса тӑни“ кӑна мар. Ҫакӑнпа манӑн шухӑшсем, тӗллевсем, принципсем тата манӑн пӗтӗм пурнӑҫ ҫыхӑннӑ».

10 Ҫапла, эсӗ мӗне тӗрӗс тесе шутлатӑн, ҫавна тытса тӑрас тесе вӑй хумалла (Лука 13:24). Тен, эсӗ шухӑшлатӑн: ҫакна туни кирлех-ши? Асра тыт: эсӗ хӑвна тӳрре кӑларма е хӑв тӗрӗс тунишӗн вӑтанма пуҫларӑн пулсан, ыттисем ҫакна туяҫҫех, вара вӗсем сана, тен, тата ытларах хӗсме пуҫлӗҫ. Анчах та эсӗ ҫирӗппӗн хуравлатӑн пулсан, тантӑшусем сана кӗҫех тӗкӗнме пӑрахнинчен, тен, хӑв та тӗлӗнӗн (Лука 4:12, 13 танлаштар).

Мӗнле хуравламалли ҫинчен шухӑшла

11. Тантӑшсем хӗсессине хирӗҫ малтанах хатӗрленни мӗншӗн усӑллӑ?

11 Тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑма пулӑшакан тепӗр питӗ кирлӗ утӑм вӑл — хатӗрленни. (Ытарӑшсем 15:28 вуласа пар.) Хатӗрленни шутне мӗнле лару-тӑру пулма пултарасси ҫинчен малтанах шухӑшласа хуни кӗрет. Хӑш-пӗр чухне мӗн ҫинчен те пулсан маларах кӑшт шухӑшласа хурсан пысӑк харкашу-хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма пулать. Калӑпӑр, эсӗ санпа пӗр класра вӗренекенсем чӗлӗм туртса тӑнине аякранах асӑрхарӑн. Вӗсем сана та чӗлӗм туртма сӗнмӗҫ тесе шанма пулать-ши? Йывӑрлӑх сиксе тухма пултарассине кура эсӗ мӗн тума пултаратӑн? Ытарӑшсем 22:3-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать». Тепӗр ҫулпа кайма шут тытса, тен, санӑн ҫав начар лару-тӑрӑва ҫакланасси те пулмӗ. Ҫакӑ вӑл эсӗ хӑравҫӑ пулнине пӗлтермест; ҫакӑ вӑл — ӑслӑлӑх ҫулӗпе пыни.

12. Саншӑн аванах мар лару-тӑрӑва эсӗ мӗнле татса пама пултарнӑ пулӑттӑн?

12 Пӗр-пӗр лару-тӑруран пӑрӑнма май ҫук пулсан, вара мӗн тумалла? Калӑпӑр, калаҫу сасартӑк ар хутшӑнӑвӗсем пирки пуҫланчӗ те кам-та пулин санран тӗлӗнсе ыйтать тейӗпӗр: «Мӗн санӑн чӑнах та халиччен те никам та пулман-и?» Ҫакӑн пек чухне Колоссӑ 4:6-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланине тытса пыни лайӑхрах. Унта каланӑ: «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр». Библири ҫак сӑвӑ йӗркинче калӑнӑ тӑрӑх, эсӗ мӗнле хуравласси лару-тӑруран килет. Библи ҫинчен нумай калаҫма кирлӗ мар. Тен, кӗскен тата татӑклӑн хурав пани ҫителӗклӗ те пулӗ. Сӑмахран, санӑн кам та пулин пулни ҫинчен ыйтсан, эсӗ кӗскен ҫапла хуравлама пултаратӑн: «Ҫук, пулман» е «Ку манӑн ӗҫ вӑл».

13. Тантӑшсем мӑшкӑлласа кулни ҫине хуравлас тесен мӗншӗн мӗн ыррипе мӗн усаллине уйӑрма пӗлни кирлӗ?

13 Тӗплӗн ӑнлантарса панин усси ҫуккине кура Иисус час-часах кӗскен хуравланӑ. Сӑмахран, Ирод Иисуса ыйтусем парсан вӑл ӑна нимӗн те каламан (Лука 23:8, 9). Час-часах шӑп тӑни вӑл — вырӑнсӑр ыйту ҫине лайӑх хурав пани (Ытар. 26:4; Еккл. 3:1, 7). Тепӗр чухне вара, ҫын малтан сана сӑмахпа хӑртать пулсан та эсӗ хӑвна мӗнле тытни — калӑпӑр, мораль тӗлӗшӗнчен мӗнле тытни — ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернине унӑн сӑмахӗсенче асӑрхама пултарӑн (1 Пет. 4:4). Ун пек чухне мӗншӗн эсӗ Библи нормисене тытса тӑни ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса пани, тен, вырӑнлӑрах пулнӑ пулӗччӗ. Хӑрани сана чарса ан тӑтӑр. Хӑв мӗне ӗненни ҫинчен «каласа пама ялан хатӗр тӑр» (1 Пет. 3:15).

14. Мӗнле майпа хӑш-пӗр лару-тӑрура хӗснине каялла майне пӗлсе ҫавӑрса яма пултаратӑн?

14 Хӑш-пӗр чухне, сана хӗснӗ чухне, эсӗ ҫакна каялла ҫавӑрса яма пултаратӑн. Анчах та ҫакна майне пӗлсе тумалла. Сӑмахран, пӗр класра вӗренекен сана сигарет илме хистесе сӗнет пулсан, эсӗ ҫакӑн пек калама пултарнӑ пулӑттӑнччӗ: «Ҫук, тавтапуҫ». Ун хыҫҫӑн: «Эпӗ сан пирки ӑслӑ ҫын тесе шутланӑччӗ, эсӗ вара ӑссӑрла хӑтланатӑн!» Пӗр класра вӗренекен мӗнле майпа сан вырӑнна йышӑннине асӑрхарӑн-и? Мӗншӗн эсӗ чӗлӗм туртманнине халӗ вара санӑн ӑнлантарса памалла мар, унӑн мӗншӗн вӑл ҫавна туни ҫинчен шухӑшласа пӑхма тивет a.

15. Сана хӗсме хӑтланакан тантӑшсенчен хӑҫан пӑрӑнса утни лайӑхтарах пулнӑ пулӗччӗ тата мӗншӗн?

15 Эсӗ вӑй хуратӑн пулсан, хӗсме ҫапах пӑрахмаҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫакӑн пек чухне пӑрӑнса утни лайӑхтарах пулнӑ пулӗччӗ. Мӗн чухлӗ ытларах унта юлатӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑв тытса тӑракан принципсене кӑшт та пулин пӑсма хӗтӗртекен майсем пулӗҫ. Ҫавӑнпа та унтан тӳрех кай. Вӗсем ҫӗнтерчӗҫ тесе ан шутла. Вӗт эсӗ ҫак лару-тӑрӑва алла илнӗ. Эсӗ пӗр-пӗр ҫынна хӑвӑнпа хуҫаланма памарӑн тата Иеговӑн чӗрине савӑнтартӑн (Ытар. 27:11).

Ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшакан плансем

16. Хӗсни мӗнле майпа хӑйне христианин теекенрен тухма пултарать?

16 Хӑш-пӗр чухне хӑйсем пирки Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансем тесе калакан яшсемпе хӗрсем сана пӗр-пӗр лайӑх мар ӗҫе явӑҫтарас тесе хистеме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, ҫавӑн пек ҫын кану каҫӗ йӗркеленӗ тата унта килсен аслисенчен никам та пулманнине асӑрхарӑн пулсан, вара мӗн тӑвӑн? Хӑйне христианин теекен пӗр-пӗр яш каччӑ е хӗр унта эрех-сӑра илсе килчӗ пулсан, анчах санӑн та, унта килнисен ыттисен те закон тӑрӑх, ҫула ҫитмен пирки, эрех-сӑра ӗҫме юрамасть пулсан, вара мӗн тумалла? Санӑн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть каланӑ пек тумалли тӗрлӗ лару-тӑру сиксе тухма пултарать. Пӗр ҫамрӑк христианка каласа парать: «Эпир йӑмӑкпа пӗрле кинотеатртан тухса кайрӑмӑр, мӗншӗн тесен фильмра усал сӑмахпа нумай калаҫни пурччӗ. Ыттисем, пирӗнпе пӗрле килнисем, юлма шутларӗҫ. Ҫавӑн пек тунӑшӑн, аттепе анне пире мухтаса илчӗҫ. Анчах та пирӗнпе пынисем пирӗн ҫине ҫилленчӗҫ, мӗншӗн тесен пире пула вӗсем ыттисен умӗнче питӗ начар курӑнса тӑнӑ».

17. Эсӗ кану каҫӗ ирттернӗ ҫӗре кайма пуҫтарӑнатӑн пулсан, Туррӑн нормисене пӑсас мар тесе мӗн-мӗн тума пултаратӑн?

17 Ҫак тӗслӗх Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть кӑтартнӑ пек тунине пула эсӗ аванах мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкме пултарнине кӑтартса парать. Анчах та мӗне эсӗ тӗрӗс тесе шутлатӑн, ҫавӑнтан ан пӑрӑн. Ҫакӑн пек лару-тӑрусемпе тӗл пулма хатӗр пул. Эсӗ кану каҫӗ ирттернӗ ҫӗре кайма пуҫтарӑнатӑн пулсан, унта ӗҫ эс шутланӑ пек каймасан, «тухса каймалли план» шутласа хур. Хӑш-пӗр яшсемпе хӗрсем ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫакӑн пек калаҫса татӑлнӑ: вӗсем телефонпа шӑнкӑравласан ашшӗ-амӑшӗ вӗсене иртерех килсе илсе каять (Пс. 25:4, 5). Ҫакӑн пек тимлӗ пулса тӑрӑшни, е плансем туни, ӑнӑҫлӑ пулма парать (Ытар. 21:5).

«Эй яш ача... савӑн»

18, 19. а) Иегова сана телейлӗ тӑвасшӑн пулнине эсӗ мӗншӗн ӗненме пултаратӑн? ӑ) Тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑракансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

18 Иегова сана пурнӑҫпа савӑнса пурӑнмалла пултарнӑ тата вӑл сана телейлӗ тӑвасшӑн. (Екклесиаст 11:9 вуласа пар.) Санӑн тантӑшусенчен нумайӑшӗ мӗнле пурӑнни вӑл — «ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑнни» кӑна (Евр. 11:25). Чӑн Турӑ сана чылай лайӑххине парасшӑн. Вӑл сана ӗмӗр-ӗмӗрӗпех телейлӗ тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа та мӗн те пулин тӑвас килет пулсан, ҫав ӗҫе Турӑ ырламаннине пӗлетӗн пулсан, ҫакна асра тыт: Турӑ сана мӗн тума ыйтать, ҫавӑ юлашкинчен усӑ кӑна парса тӑрӗ.

19 Ҫамрӑк чухне ҫакна ӑнланмалла: тантӑшсем сана хамӑр ҫын тесе йышӑнсан та вӗсенчен нумайӑшӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн санӑн ятна аса та илеймӗ. Иеговӑна илес пулсан, вӑл эсӗ тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑнине курса тӑрать, вӑл вара сана та, эсӗ ӑна чунтан-вартан парӑнса пурӑннине те нихӑҫан та манса каймӗ. Вӑл калать: «Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и» (Мал. 3:10). Унтан та ытларах, эсӗ манран ку пулмасть тесе шутласан та вӑл сана хӑйӗн святой сывлӑшне парса сана ҫирӗп тӑмашкӑн тӗреклетӗ. Ҫапла, Иегова сана тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑма пулӑшма пултарать!

[Сноска]

a «Вопросы молодежи. Практические советы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи «Мои действия в условиях прессинга» ятлӑ схемӑна пӑх, 132, 133-мӗш страницӑсем.

Эсир астӑватӑр-и?

• Ыттисем витӗм кӳрсе тӑни мӗн тери вӑйлӑ пулма пултарать?

• Ҫирӗп ӗненни мӗнле майпа тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑрас енчен пулӑшма пултарать?

• Тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑма эсӗ мӗнле хатӗрленме пултаратӑн?

• Иегова эсӗ ӑна чун-чӗререн парӑннине хакланине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]