Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Эпӗ нихӑҫан та алла усман

Эпӗ нихӑҫан та алла усман

«АТТЕ», «ТЕТЕ». Мана, 89 ҫулхи ҫынна, ҫамрӑк вефилецсем час-часах ҫапла чӗнеҫҫӗ. Ку мана питӗ килӗшет. Маншӑн ҫак ӑшӑ сӑмахсем 72 ҫул хушши тулли вӑхӑтпа ӗҫленӗшӗн Иегова панӑ парне пекех. Каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май эпӗ ҫамрӑк христиансене: «Аллӑрсене ан усӑр, Иегова сире пиллӗхсем паратех»,— тесе ҫирӗппӗнех калама пултаратӑп (2 Ҫулс. 15:7).

ПИРӖН ҪЕМЬЕ

Манӑн аттепе анне Канадӑран Украинӑна куҫса кайнӑ пулнӑ. Вӗсем Манитоба провинцийӗнчи Росберн хулинче пурӑнма пуҫланӑ. Аттепе аннен 8 арҫын ачапа 8 хӗр ҫуралнӑ, вӗсем хушшинче вара йӗкӗрешсем пачах пулман. Эпӗ 14-мӗшӗччӗ. Атте Библи вулама юрататчӗ, пире те вырсарникун ирхине вуласа паратчӗ. Тӗнсене вара ҫынсем ыттисенчен укҫа сӑптӑрса илес тесе шутласа кӑларнӑ тетчӗ. Час-часах атте кулса ҫапла калатчӗ: «Интереслӗ: ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн тата ҫынсене вӗрентнӗшӗн Иисуса кам укҫа тӳленӗ-ши?»

Манӑн тӑватӑ пичче тата виҫӗ аппапа пӗр йӑмӑк Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ. Роуз ятлӑ аппа мӗн виличченех пионер пулса ӗҫлерӗ. Хӑй вилес умӗн вӑл пурне те Библи вӗренме хавхалантаратчӗ тата ҫапла калатчӗ: «Манӑн сирӗнпе ҫӗнӗ тӗнчере тӗл пулас килет». Тед пичче вара чӑнлӑха йышӑниччен вутлӑ тамӑк ҫинчен вӗрентетчӗ. Кашни вырсарникун ирхине вӑл радиопа проповедь ирттеретчӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра ҫунса асапланӗҫ тесе пӗрмаях калатчӗ. Анчах та каярахпа вӑл Иеговӑн шанчӑклӑ та хастар ӗҫлекенӗ пулса тӑчӗ.

ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП

Пӗррехинче 1944 ҫулхи июнь уйӑхӗнче шкултан киле таврӑнсан эпӗ сӗтел ҫинче «Кӗҫех тӗнче ҫӗнелсе улшӑнӗ» брошюра выртнине куртӑм *. Эпӗ пӗрремӗш страницӑна вуларӑм, унтан иккӗмӗшне, кайран вара чарӑнаймарӑм та. Пӗтӗм брошюрӑна вуласа тухсан манӑн Иисус пекех Иеговӑшӑн ӗҫлес килсе кайрӗ.

Ҫак брошюра пирӗн киле мӗнле лекнӗ-ха? Стив пичче каланӑ тӑрӑх, пирӗн пата кӗнекесемпе брошюрӑсем сутса ҫӳрекен икӗ арҫын килсе кайнӑ иккен. «Эпӗ ҫакна илес терӗм, мӗншӗн тесен вӑл пилӗк цент анчах тӑратчӗ»,— терӗ вӑл. Вырсарникун ҫав ҫынсем каллех килчӗҫ. Вӗсем хӑйсем Иегова Свидетелӗсем пулни ҫинчен тата Библипе усӑ курса ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хурав тупма пулӑшни ҫинчен каларӗҫ. Ку пирӗншӗн питӗ интереслӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен аттепе анне пире Турӑ Сӑмахне хисеплеме вӗрентнӗ-ҫке. Тата ҫав Свидетельсем пире кӗҫех Виннипегра конгресс пуласси ҫинчен каларӗҫ, унта вара манӑн Элси аппа пурӑнатчӗ. Эпӗ ҫав конгреса кайса килме шутларӑм.

Эпӗ Виннипега велосипедпа кайрӑм. Ҫав хула пирӗнтен 320 ҫухрӑмраччӗ. Ҫула май эпӗ Келвудра чарӑнса тӑма шутларӑм, пирӗн пата килнӗ Свидетельсем ҫав хулара пурӑнатчӗҫ. Унта эпӗ тӗлпулӑва кайса килтӗм, вара христиансен пухӑвӗ мӗн иккенне пӗлтӗм. Тата эпӗ пурин те — арҫынсемпе хӗрарӑмсен те, яш ачасемпе хӗрсен те — Иисус пекех ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳремеллине ӑнлантӑм.

Виннипегра эпӗ хамӑн Джек пиччепе тӗл пултӑм. Вӑл конгреса Онтарио провинцийӗн ҫурҫӗр пайӗнчен килнӗ. Пӗрремӗш кунах конгресра шыва кӗртесси пирки каларӗҫ. Эпир Джекпа шыва кӗме шутларӑмӑр, вара май килнӗ таран хӑвӑртрах пионер пулса ӗҫлес терӗмӗр. Джек конгресс хыҫҫӑнах пионер пулса тӑчӗ. Эпӗ вара вунулттӑраччӗ тата ман шкул вӗренсе пӗтермеллеччӗ. Анчах та ҫулталӑкранах эпӗ те пионер пулса тӑтӑм.

ОПЫТ ПУХАТӐП

Эпӗ Сурис хулинче (Манитоба провинцийӗ) пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпир Стэн Николсонпа пӗрле ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Кӗҫех пионер пулма ҫӑмӑлах маррине ӑнланса илтӗм. Укҫа кунран-кун сахаллансах пычӗ, анчах та эпир парӑнмарӑмӑр — ырӑ хыпар сарма пӑрахмарӑмӑр. Пӗррехинче кунӗпех ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне эпир выҫсах ҫитнӗччӗ, пӗр пус укҫа та ҫукчӗ. Киле ҫитсен алӑк умӗнче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗр мӑн пакет ларнине курсан эпир ҫав тери тӗлӗнтӗмӗр! Ҫав пакета кам илсе килнине эпир пӗлмесӗрех юлтӑмӑр. Каҫхине патшасем пекех апатлантӑмӑр. Иегова пире ал усманшӑн пиллерӗ. Уйӑх вӗҫӗнче виҫӗнсе пӑхсан эпӗ нихҫанхинчен те ытларах туртаттӑмччӗ.

Темиҫе уйӑхран пире Гилберт-Плейнса, Сурисран ҫурҫӗрелле 240 ҫухрӑмра ларакан хулана, куҫса кайма ыйтрӗҫ. Кашни пухурах сцена ҫинче пысӑк таблица ҫакӑнса тӑратчӗ, унта пуху уйӑхсерен ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн чухлӗ тунине ҫыратчӗҫ. Пӗррехинче пирӗн кӑтартусем япӑхланнӑччӗ. Ҫавӑнпа тӑвансене ытларах ырӑ хыпар сарма хавхалантарас тесе доклад туса патӑм. Пуху хыҫҫӑн ман пата пионер пулса ӗҫлекен пӗр ватӑ хӗрарӑм тӑван пычӗ, унӑн упӑшки чӑнлӑхра марччӗ. Хӗрарӑм тӑван куҫҫуль витӗр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ питӗ тӑрӑшрӑм, анчах та ман ытларах тума май килмерӗ». Эпӗ хам та макӑрса ятӑм, вара унран каҫару ыйтрӑм.

Ман тӗслӗхрен ҫакӑ курӑнать: ҫамрӑк, вӑй питти тӑвансем ман пекех йӑнӑш тума, кайран вара манран ним те пулмасть тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та йӑнӑш тусан ал усиччен ҫав йӑнӑшран ӑса вӗренсен лайӑхрах пулнине ӑнланса илтӗм. Хӑйӗншӗн малалла та шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракансене Иегова пиллетех.

КВЕБЕКШӐН КӖРЕШЕТПӖР

21 ҫула ҫитсен мана Галаад шкулне 14-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Ҫакӑ маншӑн пысӑк чыс пулчӗ. 1950 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпӗ ҫав шкула вӗренсе пӗтертӗм. Пирӗн класра вӗренекенсенчен тӑваттӑмӗш пайне Квебек провинцине (Канада) ячӗҫ, унти ҫынсем французла калаҫатчӗҫ. Квебекра Иегова Свидетелӗсене хытӑрах та хытӑрах хӗсӗрлеме пуҫланӑччӗ. Мана Валь-д’Ор ятлӑ хулана ячӗҫ. Унта ҫынсем ылтӑн кӑларатчӗҫ. Пӗррехинче эпир тӑвансемпе юнашар вырнаҫнӑ Валь-Сеннвиль ятлӑ ялта ырӑ хыпар сартӑмӑр. Унти священник пире ялтан тухса каймасан хӗнессипе хӑратрӗ. Эпӗ ӑна суда патӑм, вара ӑна штраф пачӗҫ.

Ҫак пулса иртнӗ ӗҫ, ытти ӗҫсенчен нумайӑшӗ пекех, «Квебекшӑн кӗрешетпӗр» ятлӑ тапхӑрти ӗҫсем шутне кӗрсе юлчӗ. Рим-католик чиркӗвӗ 300 ҫул ытла Квебекра власть тытса тӑнӑ. Священниксемпе политика ертӳҫисем пӗр пулса Иегова Свидетелӗсене хӗсӗрлетчӗҫ. Ун чухне йывӑр вӑхӑт пулчӗ. Эпир питӗ сахаллӑнччӗ, пӳрне хуҫлатса шутламалӑх ҫеҫчӗ. Ҫапах та эпир алла усмарӑмӑр. Квебекра ырӑ хыпара йышӑнакан ҫынсем пурччӗ. Эпӗ кампа Библи вӗренеттӗм, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха йышӑнчӗҫ. Астӑватӑп, вунӑ ҫынран тӑракан ҫемьепе вӗренеттӗм. Вӗсем пурте Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Вӗсен хӑюлӑхӗ ыттисене те католиксен чиркӗвӗнчен тухма хавхалантарчӗ. Эпир ырӑ хыпар сарма чарӑнмарӑмӑр, юлашкинчен вара ҫӗнтертӗмӗр!

ГАИТИРИ АРҪЫН ТӐВАНСЕНЕ ВӖРЕНТЕТӖП

1956 ҫулта мана ырӑ хыпар сарма Гаитие ячӗҫ. Малтанлӑха унта килнӗ миссионерсене французла калаҫма йывӑрччӗ, анчах та ҫынсем вӗсене ҫавах итлетчӗҫ. Ҫав миссионерсенчен пӗри, Стэнли Боггэс, аса илетчӗ: «Тӗлӗнмелле те, ҫынсем пире хамӑр мӗн каласшӑн пулнине калама пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатчӗҫ». Малтанах эпӗ мана ҫӑмӑлтарах пулать пуль тенӗччӗ, мӗншӗн тесен француз чӗлхине Квебекрах вӗренеттӗм. Анчах та каярахпа эпир кунти тӑвансем нумайӑшӗ гаитян чӗлхипе ҫеҫ калаҫнине ӑнланса илтӗмӗр. Ҫавӑнпа та миссионерсен ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен пирӗн ҫак чӗлхепе калаҫма вӗренмелле пулчӗ. Эпир ҫапла турӑмӑр та, пиллӗхсем вара нумай кӗттермерӗҫ.

Пирӗн тӑвансене тата ытларах пулӑшас килетчӗ, ҫавӑнпа эпир «Хурал башнине» тата ытти публикацисене гаитян чӗлхи ҫине куҫарма ирӗк ыйтрӑмӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ытларах ҫын килме пуҫларӗ. 1950 ҫулта Гаитире 99 хыпарҫӑ пулнӑ, 1960 ҫулсенче вара вӗсен шучӗ 800-ре ҫитрӗ! Ун чухне мана Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗҫ. 1961 ҫулта мана Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне ирттерес ӗҫе шанса пачӗҫ. Эпир 40 арҫын тӑвана — пуху надзирателӗсене тата ятарлӑ пионерсене — вӗрентрӗмӗр. 1962 ҫулхи январьте конгресс иртрӗ. Унта эпир юрӑхлӑ арҫын тӑвансене сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума хавхалантартӑмӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Ҫакӑ питӗ вӑхӑтлӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен Свидетельсене хытӑрах хӗсӗрлеме тытӑннӑччӗ.

1962 ҫулхи январӗн 23-мӗшӗнче, конгресс хыҫҫӑнах, мана тата Эндрю д’Амико ятлӑ миссионера филиалтах арестлерӗҫ. Унсӑр пуҫне, 1962 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче француз чӗлхипе тухнӑ «Вӑранӑр!» журналӑн пӗтӗм партине конфискацилерӗҫ. Ҫав кӑларӑмра французла тухнӑ хаҫатсенчен цитата илсе панӑ, унта вара Гаитире вуду культне тытса тӑраҫҫӗ тенӗ пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисене журналта мӗн ҫырни килӗшмен, вара влаҫсем ҫав статьяна пирӗн филиалта ҫырнӑ тесе каланӑ. Темиҫе эрнерен миссионерсене Гаитирен кӑларса ячӗҫ. Ҫав вырӑнти арҫын тӑвансем вара, унччен вӗреннӗскерсем, сӑваплӑ ӗҫе пирӗнсӗрех туса тӑма пултарчӗҫ. Эпӗ вӗсем ҫирӗп тӑнӑшӑн тата хӑйсен ӗненӗвне пиҫӗхтернӗшӗн питӗ савӑнатӑп. Халӗ гаитян чӗлхипе «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» те пур. Унччен эпир ҫакӑн ҫинчен ӗмӗтленнӗ кӑна!

ВӐТАҪӖР АФРИКА РЕСПУБЛИКИНЧИ СТРОИТЕЛЬСТВО

Гаитирен кайсан эпӗ Вӑтаҫӗр Африка Республикинче миссионер пулса ӗҫлерӗм. Каярахпа эпӗ унта ҫулҫӳрекен надзиратель пултӑм, кайран вара — филиал надзирателӗ.

Миссионер пулса ӗҫленӗ чухне унти Патшалӑх залӗсене питӗ ансат тӑватчӗҫ. Эпӗ пӳрт тӑррине улӑмпа витме вӗрентӗм. Ҫав ӗҫе аран-аран тӑваттӑм, эп мӗн тунине ҫынсем пухӑнса пӑхса тӑратчӗҫ. Анчах та манӑн тӗслӗхе курса арҫын тӑвансем Патшалӑх залӗсене туса лартас тата вӗсене тирпейлӗ-юсавлӑ тытса тӑрас ӗҫе ытларах хутшӑнма пуҫларӗҫ. Тӗн пуҫлӑхӗсем пирӗнтен кулатчӗҫ, мӗншӗн тесен пирӗн Патшалӑх залӗсемпе танлаштарсан, вӗсен чиркӗвӗсен тӑррине тимӗр витнӗччӗ. Анчах та эпир алла усмарӑмӑр, улӑм витнӗ ансат Залсем тума пӑрахмарӑмӑр. Пӗррехинче Банги тӗп хулине ҫил-тӑвӑл килсе ҫапрӗ. Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил чиркӳ тӑррине сӳсе илсе тӗп урама кайса пӑрахрӗ, пирӗн Залсен улӑмпа витнӗ тӑррисем вара тӗрӗс-тӗкелех тӑрса юлчӗҫ. Тинех пирӗнтен кулма пӑрахрӗҫ. Патшалӑх ӗҫне лайӑхрах йӗркелесе тӑрас тесе эпир ҫӗнӗ филиал тата миссионерсен ҫуртне туса лартрӑмӑр. Ҫак ӗҫе эпир пилӗк уйӑх хушшинчех туса пӗтертӗмӗр.

ХАСТАР ПИОНЕРКӐНА КАЧЧА ИЛЕТӖП

Туй кунӗ

1976 ҫулта Вӑтаҫӗр Африка Республикинче пирӗн ӗҫе чарса лартрӗҫ. Вара мана юнашар вырнаҫнӑ Чад Республикин тӗп хулине, Нджаменӑна, ячӗҫ. Унта эпӗ Хэппи ятлӑ хастар ятарлӑ пионеркӑпа паллашрӑм, вӑл Камерунранччӗ. Эпир 1978 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче мӑшӑрлантӑмӑр. Ҫав уйӑхрах граждан вӑрҫи пуҫланчӗ, вара ҫынсем нумайӑшӗ ҫӗршывӑн кӑнтӑр пайне тарчӗҫ, пирӗн те тарма тиврӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен эпир каялла Нджаменӑна таврӑнтӑмӑр. Пирӗн килте хӗҫпӑшаллӑ темле ҫар ушкӑнӗ вырнаҫнӑ пулнӑ иккен. Пирӗн литературӑна кӑна мар, Хэппин качча тухнӑ чухне тӑхӑннӑ кӗпине те, пире туйра панӑ парнесене те — веҫех илсе тухса кайнӑ. Анчах та эпир алла усмарӑмӑр. Чи кирли вӑл — эпир пӗрле. Пирӗн хӑвӑртрах сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑнас килетчӗ.

Пӗр икӗ ҫултан Вӑтаҫӗр Африка ҫӗршывӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума ирӗк пачӗҫ. Эпир унта таврӑнтӑмӑр та ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне туса тӑма пуҫларӑмӑр. Фургон пирӗн кил пулса тӑчӗ. Унта раскладушка, 200 литр кӗрекен шыв пички, газпа ӗҫлекен холодильникпа горелка пурччӗ. Ҫул ҫинче питӗ йывӑр килетчӗ. Пӗррехинче пирӗн 117 блокпост урлӑ тухма тиврӗ.

Час-часах 50 градус таранах шӑрӑхчӗ. Конгрессенче хӑш-пӗр чухне шыва кӗрекенсем валли шыв тупма та йывӑрччӗ. Арҫын тӑвансем типсе ларнӑ юханшыв ҫулӗ ҫинче шӑтӑксем чавса кӑштахшарӑн-кӑштахшарӑн шыв пуҫтаратчӗҫ. Ун чухне ытларах пичкере шыва кӗртетчӗҫ.

АФРИКӐРИ ЫТТИ ҪӖРШЫВСЕНЧЕ ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕТПӖР

1980 ҫулта эпир Нигерие куҫса кайрӑмӑр. Унта эпир икӗ ҫул ҫурӑ хушши филиал тума мӗн кирлине хатӗрлеме пулӑшрӑмӑр. Арҫын тӑвансем икӗ хутлӑ склад туянчӗҫ, ӑна вара сӳтсе хамӑрӑн стройка пынӑ ҫӗре илсе кайса пуҫтармаллаччӗ. Пӗр ирхине унта пулӑшнӑ чухне эпӗ ҫӳллӗ ҫӗре хӑпарса кайрӑм. Кӑнтӑрла ҫитеспе хам хӑпарнӑ ҫӗртенех каялла анма пуҫларӑм. Урана тӗрек ҫине пусасшӑнччӗ кӑна — ҫӗре персе антӑм: тӗреке сӳтсе илме ӗлкӗрнӗ те иккен. Ман ӗҫсем япӑх пек туйӑнатчӗ, анчах та рентген тунӑ хыҫҫӑн тухтӑр Хэппие каларӗ: «Ан пӑшӑрханӑр. Унӑн ура шӑнӑрӗ кӑна тӑсӑлнӑ, эрнеренех юсанать».

Конгреса «автобуспа» каятпӑр

1986 ҫулта эпир Кот-д’Ивуара куҫса кайрӑмӑр, унта ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне туса тӑма пуҫларӑмӑр. Унсӑр пуҫне, эпир юнашар вырнаҫнӑ Буркина-Фасо ҫӗршывӗнчи пухусене те хавхалантарма ҫӳреттӗмӗр. Ҫак ҫӗршыв темиҫе ҫултан пирӗн кил пулса тӑрасси пирки эпир шутламан та!

Ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне фургон пирӗн кил пулса тӑчӗ

Эпӗ Канадӑран 1956 ҫулта куҫса кайнӑччӗ. 47 ҫул иртсен вара, 2003 ҫулта, Вефильте ӗҫлеме каялла таврӑнтӑм, анчах халӗ Хэппипе пӗрле. Документсем тӑрӑх эпир Канада ҫыннисемччӗ, чун-чӗрепе вара — Африкӑраччӗ.

Буркина-Фасора (аялта) Библи вӗренӗвне ирттеретӗп

2007 ҫулта, эпӗ 79 ҫула ҫитсен, каллех Африкӑна таврӑнтӑмӑр! Эпӗ Буркина-Фасора Ҫӗршыв комитетӗнче ӗҫлерӗм. Каярахпа пирӗн офис куҫаракансен аякри офисӗ пулса тӑчӗ, ӑна Бенинри филиал пӑхса тӑратчӗ. 2013 ҫулхи августра пире Бенинри Вефиле куҫарчӗҫ.

Хэппипе пӗрле Бенинри филиалта

Сывлӑх начар пулсан та эпӗ Иеговӑн ӗҫне питӗ хаклатӑп. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче эпӗ кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсенчен иккӗшӗ, Жедеон тата Фрежи ятлӑ арҫынсем, шыва кӗчӗҫ. Ҫавӑншӑн питӗ савӑнатӑп. Старейшинӑсене те, Хэппие те мана пулӑшнӑшӑн эпӗ ҫав тери пархатарлӑ. Жедеон та, Фрежи те Иеговӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть пире арӑмпа иксӗмӗре Вӑтаҫӗр Африкӑри филиала куҫарчӗҫ. Кунта ман сывлӑха пӑхсах тӑраҫҫӗ. Вӑтаҫӗр Африка Республики — эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫленӗ ҫӗршывсенчен ҫиччӗмӗшӗ. 2017 ҫулхи октябрьте эпир Иеговӑран уйрӑмах пысӑк парне илтӗмӗр — Уорвикри (Нью-Йорк штачӗ) пӗтӗм тӗнчери тӗп управление халалланӑ ҫӗрте пултӑмӑр. Ҫакна нихӑҫан та манассӑм ҫук!

1994 ҫулхи «Ежегодникра» 255-мӗш страницӑра (акӑлч.) ҫапла каланӑ: «Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши тӳсӗмлӗн ӗҫлесе тӑракан тӑвансене эпир ҫапла чӗнсе калатпӑр: „Хӑюллӑ пулӑр тата алла ан усӑр, мӗншӗн тесен хӑвӑр ӗҫӗршӗн сире пиллӗхсем пулӗҫ“ (2 Ҫулс. 15:7)». Эпир Хэппипе шӑпах ҫапла тума ҫирӗп шут тытрӑмӑр та, ыттисене те ҫапла тума чӗнетпӗр.

^ 9 абз. Ӑна Иегова Свидетелӗсем 1944 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ пичетлемеҫҫӗ.