Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Аист

Вӗҫен кайӑксем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ

Вӗҫен кайӑксем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ

«Вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана; пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа алли пултарнине вӗсем пӗлмеҫҫӗ-им вара?» (Иов 12:7, 9.)

ИОВ ятлӑ ҫын 3 000 ҫула яхӑн каялла вӗҫен кайӑксем пире Турӑ тунӑ ӗҫсем ҫинчен нумайӑшне каласа пама пултарнине ӑнланнӑ. Ҫавӑн пекех кайӑксем хӑйсене мӗнле тытнине тата вӗсен уйрӑмлӑхӗсене кура тӗслӗхсемпе метафорӑсем шутласа кӑларма пулать. Библире асӑннӑ кайӑксем пире йӑнӑшсем тӑвассинчен мӗнле сыхланмаллине тата пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетмеллине вӗрентме пултараҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

ЧӖКЕҪ ЙӐВИН ВЫРӐНӖ

Чӗкеҫ

Иерусалимра пурӑнакансем чӗкеҫсене питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем, ялан тенӗ пекех, хӑйсен йӑвисене ҫуртӑн карнизӗ айӗнче ҫавӑрнӑ. Соломон храмӗнче те вӗсен йӑвисем пулнӑ. Чӗкеҫсем храм территоринче йӑва ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесен унта чӗпписене пӑхса ӳстерме хӑрушӑ пулман курӑнать.

84-мӗш Псаломӑн авторӗ — Корей ывӑлӗсенчен пӗри, кашни ҫур ҫулта храмра пӗр эрне ӗҫленӗскер — ҫавӑн пек йӑвасене храм территоринче асӑрханӑ. Вӑл Иеговӑн ҫуртӗнче пӗр вӗҫӗмсӗр пурӑнма пултаракан чӗкеҫсем пек пуласшӑн пулнӑ! Вӑл кӑшкӑрса каланӑ: «Ах, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Санӑн Ҫуртушӑн эпӗ епле тӗмсӗлетӗп! Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫа картишӗнче пуласшӑн ҫунать; [...] Эй ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, эй Патшамӑм, эй Туррӑм! Санӑн Ҫурту таврашӗнче ҫерҫи те хӑйне пурӑнма вырӑн тупать, чӗкеҫ те чӗпӗ кӑларма йӑва ҫавӑрать» (Псалом 83:2—4). Пирӗн те, пирӗн ачасен те ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑм пур-и? Турӑ халӑхӗпе пӗрле христиансен тӗлпулӑвӗсенче пухӑнма май пурришӗн эпир пархатарлӑ-и? (Псалом 25:8, 12.)

АИСТ ХӐЙӖН ВӐХӐТНЕ ПӖЛЕТ

«Тӳпери чарлан [«аист», ҪТ] та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет»,— тесе ҫырнӑ Иеремия пророк. Вӑл аистсем Пама пулнӑ ҫӗр урлӑ вӗҫсе килнипе кайнине питӗ лайӑх пӗлнӗ паллах. Ҫуркунне 300 000 ытла шурӑ аист Африкӑран Ҫурҫӗр Европӑна вӗҫсе кайнӑ чухне Иордан айлӑмӗ урлӑ вӗҫсе иртет. Вӗсен шалти «сехечӗ» вӗсене хӑйсен ҫуллахи чӗп кӑлармалли вырӑнӗсене таврӑнма кирлине аса илтерсе тӑрать. Кӑнтӑралла вӗҫсе каякан ытти кайӑксем пекех, аистсем «хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ» (Иеремия 8:7).

«Ҫакӑ тӗлӗнтерет, кайӑксем инстинктсене пула вӗҫсе каяҫҫӗ»,— тенӗ пӗр энциклопедире (Collins Atlas of Bird Migration). Иегова Турӑ кайӑксене инстинктсем панине пула вӗсем хӑҫан вӗҫсе каймаллине пӗлеҫҫӗ, анчах та вӑл этеме панӑ пултарулӑха пула ҫынсем хӑйсем мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланса илме пултараҫҫӗ (Лука 12:54—56). Аист инстинктсем тӑрӑх пурӑнать, ҫав вӑхӑтрах ҫынсен Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ илме май пур. Шӑп ҫав пӗлӳ пире хальхи вӑхӑтра пулса иртекен событисен пӗлтерӗшне ӑнланса илме пулӑшать. Иеремия пурӑннӑ чухнехи израильтянсем хӑйсем мӗнле вӑхӑтра пурӑннине чухласа илеймен. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Турӑ ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ: «Вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне йышӑнмарӗҫ — ӑҫта-ха вӗсен ӑсӗ?» (Иеремия 8:9.)

Эпир халӗ Библире «юлашки кунсем» текен вӑхӑтра пурӑннине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пирӗн питӗ нумай (2 Тимофей 3:1—5). Эсир, аист пекех, хӑвӑр вӑхӑта пӗлетӗр-и?

ӐМӐРТКАЙӐКӐН КУҪӖ ИНҪЕТРИНЕ КУРАТЬ

Ӑмӑрткайӑк

Библире ӑмӑрткайӑк пирки нумай хутчен каланӑ. Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫав кайӑкӑн тӳпере вӗҫекен ӗлкине лайӑх пӗлнӗ. Ӑмӑрткайӑк ту ҫинчи ҫӳллӗ вырӑнта йӑва ҫавӑрать, «унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать» (Иов 39:27—29). Вӗсем ҫивӗч куҫлӑ кайӑксем пулнӑран пӗр ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнчен ҫӗр ҫинчи мулкача курма пултараҫҫӗ.

«Инҫетрине куракан» ӑмӑрткайӑк пекех, Иегова пуласлӑхра мӗн пулассине курма пултарать. Акӑ мӗн вӑл каланӑ хӑй пирки: «Вӗҫӗнче мӗн пулассине Эпӗ пуҫламӑшӗнчех пӗлтеретӗп, мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе тӑратӑп» (Исаия 46:10). Эпир Иеговӑн канашӗсене тимлетпӗр пулсан, унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑлӑхӗ тата вӑл малашне мӗн пулассине курма пултарни пире нумай йӑнӑш тӑвассинчен сыхлӗ (Исаия 48:17, 18).

Библире Иеговӑна шанакансене ӑмӑрткайӑксемпе танлаштарнӑ. Унта каланӑ: «Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ: ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек ҫӗклеҫҫӗ те юхнӑ пек вӗҫеҫҫӗ» (Исаия 40:31). Ӑмӑрткайӑк вӗҫнӗ чухне ҫӳлелле хӑпаракан ӑшӑ сывлӑш юхӑмӗпе усӑ курать. Ҫав юхӑма тупсан, вӑл ҫуначӗсене сарать, вара ҫав юхӑм ӑшӗнче ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳлерех те ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарать. Ӑмӑрткайӑк тӳпере нумай вӑхӑт хушши тата инҫетелле ярӑнса вӗҫнӗ чухне хӑйӗн вӑйӗ ҫине шанмасть. Ҫавӑн пекех Иеговӑна шанакансем хӑйсене вӑл «ытла та пысӑк хӑват» парасса шанма пултараҫҫӗ (2 Коринф 4:7, 8).

«ЧӖП АМӐШӖ ХӐЙ ЧӖППИСЕНЕ ҪУНАЧӖ АЙНЕ ПУХНӐ ПЕК»

Чӑх хӑйӗн чӗпписемпе

Иисус хӑй виличчен кӑшт маларах иудейсен тӗп хули пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!» (Матфей 23:37.)

Кайӑксен питӗ хӑватлӑ инстинкчӗсенчен пӗри вӑл — хӑйсен чӗпписене хӳтӗлес килни. Ҫӗр ҫинче йӑва ҫавӑракан кайӑксен, сӑмахран, чӑхсен сыхӑ тӑмалла. Чӑх пӗлӗтре явӑнакан хурчкана курсан хыттӑн кӑтиклетме пуҫлать, вара чӗпписем унӑн ҫунатти айне пытанас тесе ун патне хӑвӑрт чупса каяҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем шӑрӑх кун е вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫунат айӗнче хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иисус Иерусалим ҫыннисене хӳтлӗх парасшӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Иисус пире канӑҫлӑх тупмашкӑн тата кулленхи йывӑрлӑхсемпе хуйхӑ-суйхӑран хӑтӑлмашкӑн хӑйӗн патне пыма чӗнет (Матфей 11:28, 29).

Чӑнах та, эпир вӗҫен кайӑксенчен нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр. Вӗсене сӑнанӑ май Библире вӗсем пирки каланӑ метафорӑсене аса илме тӑрӑшӑр. Чӗкеҫсем сире Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑна хаклама кирлине аса илтерсех тӑччӑр. Турра шанса тӑрӑр, вара эсир ӑмӑрткайӑк пекех вӗҫсе ҫӳреме пултарӑр. Чӑнлӑх илес тесе Иисус патне пырӑр, вара ҫав чӑнлӑх сире чӑх амӑшӗ хӑйӗн чӗпписене хӳтӗленӗ пекех хӳтӗлесе тӑрӗ. Аист вара сире сыхӑ тӑма тата тӗнчере пулса иртекен событисен пӗлтерӗшне ӑнланма кирлине аса илтерсе тӑтӑр.