Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?

Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах

Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах

ХӐРУШЛӐХ: Патшалӑх ертӳҫисем тата тӗн пуҫлӑхӗсем нумайӑшӗ Библири хыпара сарӑлма парас мар тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Час-часах вӗсем хӑйсен влаҫӗпе усӑ курса ҫынсене Библи илме, ӑна тӗрлӗ чӗлхесем ҫине куҫарма, ҫырса илме тата пичетлеме чарнӑ. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

  • Пирӗн эрӑчченхи 167 ҫул. Ҫав ҫул тӗлнелле Селевкидсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ Антиох Эпифан патша иудейсене грексен тӗнне вӑйпа йышӑнтарас тесе Еврей Ҫырӑвӗсен пур копине те пӗтерме хушнӑ. Ҫав патшан ҫыннисем мӗн-мӗн туни ҫинчен Генрих Грец историк акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсем Торӑн пӗр-пӗр чӗркемне тупсан ӑна ҫурса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ тата сӑваплӑ ҫырӑва вӑйпа йӑпату илес тесе вулакансене тӳрех вӗлернӗ».

  • Вӑтам ӗмӗрсем. Католик тӗнӗнчи хӑш-пӗр пуҫлӑхсем чиркӳре ӗҫлемен ҫынсем католик тӗнӗн догмачӗсене мар, Библи вӗрентӗвӗсене сарса ҫӳренӗшӗн питӗ тарӑхнӑ, ҫавӑнпа вӗсем латин чӗлхипе кӑларнӑ Псаломсемсӗр пуҫне Библин ытти кӗнекисене тытса усракан ҫынсене еретиксем тесе айӑпланӑ. Пӗр чиркӗвӗн совечӗ кӑларнӑ хушу тӑрӑх, «еретиксене пурне те тупиччен тӗплӗн тата ҫине-ҫинех шырамалла... Библи пытарса хунӑ пек туйӑнакан кашни ҫурта, кашни путвала лайӑх тӗрӗслемелле [пулнӑ]... Пӗр-пӗр еретика мӗнле те пулин ҫуртра тупсан, ҫав ҫурта пӗтӗмпех аркатмалла» пулнӑ.

Турӑ Сӑмахӗн тӑшманӗсен Библие пӗтерме май килнӗ пулсан, эпир унти хыпара нихӑҫан та илтмен пулӑттӑмӑр.

Уильям Тиндал акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарнӑ Библи — унпа усӑ курма ирӗк паманнине, ӑна тӗп тума тӑрӑшнине тата 1536 ҫулта Тиндала хӑйне асаплантарса вӗлернине пӑхмасӑрах — сыхланса юлнӑ

БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ: Антиох патша Израильте пурӑнакан иудейсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Анчах ытти ҫӗршывсенче те иудейсен ушкӑнӗсем нумай пулнӑ. Ученӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, I ӗмӗр тӗлнелле еврейсенчен ҫурри ытла Израиль тулашӗнче пурӑннӑ. Вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн копийӗсене синагогӑсенче упранӑ. Ҫак кописем пулас ӑрусем, ҫав шутрах христиансем те, каярахпа усӑ курнӑ Ҫырусемех пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:21).

Вӑтам ӗмӗрсенче Турӑ Сӑмахне юратакан ҫынсем хӑйсене хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Библие хӑюллӑн куҫарнӑ тата салатнӑ. XV ӗмӗр варринелле, наборласа пичетлемелли станока шутласа кӑларичченех, Библин хӑш-пӗр пайӗсене 33 чӗлхе ҫине куҫарнӑ пулмалла. Кӗҫех Библие нихӑҫанхинчен те ытларах куҫарма тата пичетлеме пуҫланӑ.

ПӖТӖМЛЕТӲ: Хӑватлӑ патшасемпе тӗн пуҫлӑхӗсем хаяррӑн хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Библи чи анлӑ сарӑлнӑ тата чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ кӗнеке пулса тӑнӑ. Библи хӑш-пӗр ҫӗршывсен законӗсемпе чӗлхи ҫине, ҫавӑн пекех миллион-миллион ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ.