Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи сирӗн пурнӑҫ ҫине малалла та витӗм кӳрсе тӑтӑр!

Библи сирӗн пурнӑҫ ҫине малалла та витӗм кӳрсе тӑтӑр!

«Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (РИМ 12:2).

ЮРӐСЕМ: 29, 52

1—3. а) Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мӗнле улшӑнусем тума йывӑр пулма пултарать? ӑ) Улшӑнма эпир шутланинчен йывӑртарах пулсан, пирӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗксене пӑхӑр.)

ЧӐНЛӐХА пӗлсен Кевинӑн 1 Иеговӑн тусӗ пулас килсе кайнӑ. Анчах та ҫавӑн чухне вӑл нумай ҫул хушши азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ, чӗлӗм туртнӑ, эрех-сӑрапа тата наркотиксемпе иртӗхнӗ. Турра юрӑхлӑ ҫын пулас тесен Кевинӑн Библи сивлекен ӗҫсене тума пӑрахмалла пулнӑ. Вӑл Иегова ҫине шаннӑ, Турӑ Сӑмахӗ ӑна улшӑнма вӑй панӑ (Евр. 4:12).

2 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Кевин улшӑнусем тума пӑрахнӑ-и? Ҫук. Унӑн малалла та Турра юрӑхлӑ енсене аталантармалла пулнӑ (Эф. 4:31, 32). Тӗслӗхрен, вӑл хӑйне алра тытма хӑш-пӗр чухне йывӑр пулнине асӑрханӑ. Кевин хӑй пирки калать: «Ҫилле тытса чарма вӗренесси япӑх ӗҫсем тума пӑрахассинчен чылай йывӑртарахчӗ!» Кевин хытӑ кӗлтунӑ, Библие тарӑн тӗпченӗ, вара кирлӗ улшӑнусем тума пултарнӑ.

3 Кевин пекех, пирӗнтен нумайӑшӗ Библире каланӑ пек пурӑнас тесе шыва кӗриччен хӑйсен пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем тунӑ. Анчах та Иеговӑпа Иисус кӑтартнӑ паха енсене лайӑхрах та лайӑхрах кӑтартас тесен пирӗн ытти улшӑнусене те, пысӑках маррисене те, тумаллине эпир ӑнланатпӑр (1 Петр 2:21; Эф. 5:1, 2). Тен, эсир хӑвӑрӑн пурне те тиркес е сӑмах сарса ҫӳрес йӑла, е ҫынсенчен хӑрасси, е урӑх япӑх ен пуррине асӑрхарӑр. Хӑш-пӗр ҫитменлӗхсене пӗтерме пире хамӑр шутланинчен те йывӑртарах пулма пултарать. Тен, эсир хӑвӑртан ҫапла ыйтнӑ: «Унччен эпӗ питӗ пысӑк улшӑнусем тума пултартӑм-ҫке! Мӗншӗн-ха ытти ҫитменлӗхсене пӗтерме ҫав тери йывӑр мана? Библи манӑн пурнӑҫ ҫине малалла та витӗм кӳрсе тӑтӑр тесен мӗн тумалла-ши?»

ЭСИР ИЕГОВӐНА САВӐНТАРМА ПУЛТАРАТӐР

4. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне эпир Иеговӑна кӳрентерме пултаратпӑр?

4 Иегова мӗнле Турӑ иккенне пӗлсе пынӑҫемӗн эпир ӑна хытӑ юратма пуҫларӑмӑр, ҫавӑнпа яланах ӑна савӑнтарас килет. Апла пулин те, ҫитменлӗхлӗ пулнӑран хӑш-пӗр чухне эпир Турра кӳрентерме пултаратпӑр. Эпир хамӑра Павел апостол пекех туятпӑр, вӑл ак ҫапла ҫырнӑ: «Манӑн ырӑ тӑвас килсессӗн те, ӑна тумашкӑн хамра вӑй тупаймастӑп» (Иак. 3:2; Рим 7:18).

5. Шыва кӗриччен эпир мӗнле улшӑнусем турӑмӑр, анчах та мӗнле ҫитменлӗхсемпе, тен, пирӗн малалла та кӗрешме тивет?

5 Эпир ҫылӑх ҫулне хӑвартӑмӑр. Унсӑрӑн эпир христиансен пухӑвӗнче пулман пулӑттӑмӑр (1 Кор. 6:9, 10). Апла пулин те, эпир ҫитменлӗхлӗ ҫынсем (Кол. 3:9, 10). Ҫавӑнпа шыва кӗрсенех е Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесен эпир хамӑрӑн пӗтӗм ҫитменлӗхсене пӗтеретпӗр тата йӑнӑшсем урӑх тумастпӑр тесе, пур ӗҫе те ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа тӑватпӑр тата пирӗн ӗҫсем яланах ӑнӑҫуллӑ пулӗҫ тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн нумай ҫул кирлӗ пулма пултарать.

6, 7. а) Эпир ҫылӑхлӑ пулсан та мӗне пула Туррӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр? ӑ) Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран каҫару ыйтма пӑрахмалла мар?

6 Пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсем Иеговӑн тусӗ пулма тата уншӑн ӗҫлеме чӑрмантармалла мар. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: пире хӑй патне ҫывхарма пулӑшнӑ чухне Иегова эпир хушӑран йӑнӑшсем тӑвасса пӗлнӗ (Иоанн 6:44). Турӑ пире питӗ лайӑх пӗлет тата пирӗн чӗрере мӗн пуррине курса тӑрать. Апла пулсан, пире мӗнле ҫитменлӗхсемпе кӗрешме йывӑр пуласса та вӑл пӗлнӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта эпир ҫылӑх тӑвасса Иегова ӑнланнӑ пулин те, вӑл пире хӑйӗн тусӗсем тӑвасшӑн пулнӑ.

7 Пире юратнӑран Турӑ хӑйӗн Ывӑлне тӳлесе илмелли парне пек панӑ. Ҫакӑ хаклӑран та хаклӑ парне (Иоанн 3:16). Йӑнӑшсем тусан пирӗн тӳлесе илме панӑ парнене ӗненсе Турӑран каҫару ыйтмалла. Ҫапла вара малалла та унӑн тусӗсем пулма пултарасса шанма пултаратпӑр (1 Иоанн 2:1, 2; Рим 7:24, 25). Асра тытӑр, Иисус хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене тӳлесе илес тесе вилнӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ҫылӑх нумай тесе шутлатпӑр пулсан та, нихӑҫан та Иеговӑна кӗлтуса каҫару ыйтма пӑрахмалла мар. Эпир унран каҫару ыйтмастпӑр пулсан, ҫакӑ вараланнӑ алла ҫума килӗшменнипе пӗрех пулӗччӗ. Ҫапла, тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир, ҫитменлӗхлӗ пулсан та, Иеговӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. (1 Тимофей 1:15 вуласа пар.)

8. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн ҫитменлӗхсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар?

8 Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пирӗн унран тата унӑн Ывӑлӗнчен тӗслӗх илсе вӗсен кӑмӑлне каякан ҫынсем пулса тӑма тӑрӑшмалла (Пс 14:1—5). Ҫавӑн пекех эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешме тата вӗсене пӗтерме вӑй хуратпӑр. Ҫавӑнпа эпир нумаях пулмасть шыва кӗнӗ е Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан та, пирӗн пурин те пӗрмаях лайӑхланма тӑрӑшмалла (2 Кор. 13:11).

9. Эпир малалла та ҫӗнелсе пыма пултарнине ӑҫтан пӗлетпӗр?

9 Лайӑхланас тесен тата «ҫӗнӗ этем» пулас тесен пирӗн пӗрмаях вӑй хумалла. Павел христиансене аса илтернӗ: «Эсир... пӗлнӗ — илӗртекен ӳт хыҫҫӑн кайнӑран пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлакан авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахмаллаччӗ, сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ, сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ» (Эф. 4:21—24). Грек чӗлхинче «ҫӗнелме» тесе куҫарнӑ глагол нумай вӑхӑта тӑсӑлакан ӗҫе пӗлтерет. Апла, пирӗн яланах ҫӗнелсе пымалла. Ҫак шухӑш хавхалантарать, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑшӑн кирек мӗн чухлӗ ҫул ӗҫлесен те ҫӗнӗ этемӗн пулмалли енсене малалла та аталантарма пултаратпӑр. Чӑнах та, Библи пире пӗрмаях лайӑхланса пыма пулӑшма пултарать.

МӖНШӖН ҪАКНА ТУМА ЙЫВӐР?

10. Библи пире малалла та лайӑхланса пыма пулӑштӑр тесен пирӗн мӗн тумалла тата ҫак тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

10 Турӑ Сӑмахӗ пире пӗрмаях лайӑхланса пыма пулӑштӑр тесен пирӗн нумай вӑй хумалла. Анчах та ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: «Мӗншӗн улшӑнма йывӑр? Эпир тӑрӑшнине кура Иегова пире пиллет пулсан пирӗн хӑвӑртрах лайӑхланмалла мар-и вара? Пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсене нумай вӑй хумасӑрах пӗтерме тата лайӑх енсене аталантарма Иегова пулӑшма пултараймасть-и вара?»

11—13. Мӗншӗн Иегова эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗтерме вӑй хурасса кӗтет?

11 Ҫут тӗнче ҫинчен шухӑшласан Иеговӑн пысӑк хӑват пулнине ӑнланатпӑр. Тӗслӗхрен, кашни ҫеккунтра Хӗвел пилӗк миллион тонна материрен энерги тӑвать. Ҫӗр ҫине ҫав энергин пӗчӗк пайӗ ҫеҫ ҫитет пулсан та, пирӗн планета ҫинче пурӑнма ӑшӑпа ҫутӑ ҫителӗклӗ (Пс. 73:16; Ис. 40:26). Кирлӗ пулсан, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаваспах вӑй парать (Ис. 40:29). Чӑнах та, Турӑ пире хамӑрӑн кирек мӗнле ҫитменлӗхе те ҫӑмӑллӑнах пӗтермешкӗн тата хамӑрӑн йӑнӑшсем ҫинче вӗренмелле ан пултӑр тесе вӑй пама пултарӗччӗ паллах. Мӗншӗн-ха вӑл ҫакна тумасть?

12 Турӑ пире питӗ хаклӑ парне панӑ — суйласа илмелли ирӗке. Эпир кӑмӑлтан Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама вӑй хуратпӑр пулсан, Иеговӑна хытӑ юратнине тата ӑна савӑнтарас килнине кӑтартатпӑр. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине те кӑтартатпӑр. Сатана Иеговӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа эпир хамӑр ирӗкпе Иегова майлӑ тӑма ҫирӗп шут тытнине пирӗн ырӑ Аттемӗр питӗ хаклать, паллах (Иов 2:3—5; Ытар. 27:11). Анчах та Иегова пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӗр вӑй хумасӑрах пӗтермешкӗн май панӑ пулсан, эпир Турра чунтан парӑнса пурӑнатпӑр тата ӑна кӑмӑлтан итлетпӗр тесе калани пуш сӑмах пулнӑ пулӗччӗ.

13 Акӑ мӗншӗн Иегова пире лайӑх енсене аталантарма «пӗтӗм вӑйран» тӑрӑшма хавхалантарать (2 Петр 1:5—7 вуласа пар; Кол. 3:12). Иегова эпир хамӑрӑн шухӑшсене те, туйӑмсене те тӗрӗслесе тӑрасса кӗтет (Рим 8:5; 12:9). Ҫапла тусан эпир чӑннипех телейлӗ пулӑпӑр тата Библи пирӗн ҫине яланах витӗм кӳрсе тӑнине туйӑпӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖ СИРЕ МАЛАЛЛА ТА УЛШӐНСА ПЫМА ПУЛӐШТӐР

14, 15. Турра юрӑхлӑ енсене аталантарас тесен мӗн тума пулать? («Библи тата кӗлтуни вӗсен пурнӑҫне улӑштарнӑ» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Иеговӑна юрӑхлӑ енсене аталантарас тата ӑна савӑнтарас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Хамӑрта мӗнле улшӑнусем тумалли пирки шутлани ҫеҫ ҫителӗксӗр, пирӗн Турӑ вӗрентнӗ пек тумалла. Рим 12:2-мӗшӗнче каланӑ: «Ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр». Иегова пире Библи урлӑ тата святой сывлӑш парса хӑйӗн ирӗкне пӗлме, ӑна пурнӑҫлама тата хамӑрӑн пурнӑҫра улшӑнусем тума пулӑшать. Пирӗн кашни кун Туррӑн Сӑмахне вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата святой сывлӑш ыйтмалла (Лука 11:13; Гал. 5:22, 23). Святой сывлӑш ертсе пыни тӑрӑх пурӑннӑ май тата Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренсе пынӑ май пирӗн шухӑшсем, сӑмахсем тата ӗҫсем ӑна ытларах та ытларах савӑнтарӗҫ. Апла пулин те, ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен пирӗн яланах сыхӑ тӑмалла (Ытар. 4:23).

Хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешме пулӑшакан статьясемпе Библири сӑвӑ йӗркисене пухса пыни тата вӗсене вӑхӑтран вӑхӑта вулани усӑллӑ (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15 Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен ытларах пӗлес тата ун пек пулма вӗренес тесен кашни кун Библи вуланисӗр пуҫне пирӗн ӑна хамӑрӑн публикацисемпе усӑ курса тӗпчемелле. Хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсене лайӑх енсене аталантарма тата ҫитменлӗхсемпе кӗрешме пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисене тата хамӑрӑн брошюрӑсенчи статьясене пухса пыраҫҫӗ те вӗсене вӑхӑтран вӑхӑта вулаҫҫӗ.

16. Хӑвӑртах улшӑнма пултараймасан мӗншӗн пирӗн ал усмалла мар?

16 Иеговӑн лайӑх енӗсене кӑтартма вӗренмешкӗн сире нумайрах вӑхӑт кирлӗ пек туйӑнать пулсан, ҫакна ан манӑр: Турра юрӑхлӑ енсене пӗр самантрах аталантарма ҫук. Библи малалла та пирӗн пурнӑҫа лайӑх енне улӑштарма пулӑштӑр тесен пирӗн чӑтӑмлӑ пулса пӗрмаях вӑй хумалла. Тен, малтанлӑха Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланине хамӑра вӑйпах тутармалла пулӗ. Иегова вӗрентнӗ пек тума тата вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама хӑнӑхмашкӑн мӗн таран нумайрах вӑй хуратпӑр, ҫав таран нумайрах хамӑрӑн шухӑшсемпе тата ӗҫсемпе ӑна савӑнтарма пултарӑпӑр (Пс. 36:31; Ытар. 23:12; Гал. 5:16, 17).

ХӐВӐРӐН ЧАПЛӐ ПУЛАСЛӐХ ПИРКИ ШУХӐШЛӐР

17. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗнле чаплӑ пуласлӑх кӗтет?

17 Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансем пуласлӑхра пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те уншӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлеме пултарӗҫ. Ун чухне пирӗн хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешмелле пулмӗ тата Иеговӑн паха енӗсене кӑтартма ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑ пире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ. Анчах та, ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах, Иисусӑн каҫарттаракан парнине пула эпир халӗ те Турӑшӑн хаваспах ӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫакӑн валли пирӗн Турӑ Сӑмахне малалла та хамӑрӑн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме памалла.

18, 19. Библи пирӗн пурнӑҫа лайӑх еннелле улӑштарма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

18 Унччентерех асӑннӑ Кевин хӑйӗн ҫиллине тытса чарма вӗренес тесе нумай вӑй хунӑ. Вӑл Библири принципсем ҫинчен шухӑшланӑ тата вӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл пухури тӑвансем пулӑшнӑшӑн тата канаш панӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Темиҫе ҫул хушшинче Кевин лайӑхланма пултарнӑ. Вӑхӑт иртсен вӑл пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑнӑ, юлашки 20 ҫул хушшинче вара пухура старейшина пулса ӗҫлет. Анчах Кевин хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе халӗ те кӗрешмеллине ӑнланать.

19 Кевин тӗслӗхӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсене Библи лайӑх еннелле улшӑнса пыма пулӑшнине кӑтартать. Турӑ Сӑмахӗ малалла та пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑтӑр тата Иегова патне ҫывхарма пулӑштӑр (Пс. 24:14). Эпир вӑй хунине Иегова пилленине курса Библи пурнӑҫа улӑштарма пулӑшасси пирки пачах иккӗленместпӗр (Пс. 33:9).

^ 1 1-мӗш абзац. Ятне улӑштарнӑ.