ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2016 октябрь

Ҫак брошюрӑра 2016 ҫулхи ноябрӗн 28 — декабрӗн 25-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

БИОГРАФИ

Хама лайӑх тӗслӗх кӑтартакансенчен вӗренетӗп

Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗ ыттисене лайӑх тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Томас Маклейн тӗрлӗ христиансен лайӑх тӗслӗхӗ ҫинчен тата ыттисене пулӑшас тесе мӗнле тӑрӑшни ҫинчен аса илет.

Ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ тума ан манӑр

Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем ҫине Турӑ мӗнле пӑхать? Ют ҫӗршывран куҫса килнисем ҫӗнӗ пухура килти пек туйччӑр тесе мӗн тума пулать?

Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫсан Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене хавшама ан парӑр

Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те чи малтанах Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшмалла тата ҫак тӗлӗшрен хӑйсен ҫемйинчисене пулӑшмалла. Ют чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫсан вара хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем сиксе тухма та пултараҫҫӗ.

Эсир ӑслӑлӑха упратӑр-и?

Ӑслӑлӑх пӗлӳпе ӑнлануран мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлни пире пысӑк усӑ парать

Хӑвӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса ҫирӗпрех ӗненме тӑрӑшӑр

Эпир авалхи тата хальхи вӑхӑтри Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӗненнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Эсир хӑвӑрӑн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратӑр?

Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр

Мӗн вӑл ӗненӳ? Эпир хамӑр ӗненнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

Эсир пӗлетӗр-и?

Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑри пуҫлӑхсене Рим мӗнле власть панӑ? Авалхи вӑхӑтра ют ҫын ани ҫине ҫумкурӑк акса хурасси чӑнах та пулма пултарнӑ-и?