Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Ӑслӑ-тӑнлисемпе хутшӑнни нумай пиллӗх пачӗ

Ӑслӑ-тӑнлисемпе хутшӑнни нумай пиллӗх пачӗ

ҪАВ ирхине Брукингсра (Кӑнтӑр Дакота штачӗ, АПШ) питӗ сивӗччӗ. Сивӗ ҫанталӑк кӗҫех хӗл ларасси пирки систеретчӗ. Эпир амбарта пысӑк хуран умӗнче сивӗпе чӗтресе тӑраттӑмӑр, ку хуран выльӑх-чӗрлӗхе шыв ӗҫтермелли хуранччӗ. Унта сивӗ шыв ярса хунӑччӗ. Мӗншӗн ҫав хуран умӗнче тӑнине ӑнланма сире хам пурнӑҫ ҫинчен каласа парам-ха.

АЧАЛӐХ ТАТА ЯШЛӐХ

Атте тата унӑн пиччӗшӗ Алфред

Эпӗ 1936 ҫулта мартӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑватӑ ачаран эпӗ чи кӗҫӗнниччӗ. Эпир Кӑнтӑр Дакотӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче пурӑнаттӑмӑрччӗ, унта пирӗн пӗчӗк ферма пурччӗ. Манӑн ҫемьерисем фермӑра питӗ нумай ӗҫлетчӗҫ, анчах та ҫакӑ чи кирли пулман. 1934 ҫулта манӑн аттепе анне шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсем хӑйсене пирӗн пӗлӗтри аттене, Иеговӑна, халалланӑ, ҫавӑнпа та Туррӑн ирӗкне тӑвасси вӗсен пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Манӑн асатте тата унӑн тепӗр ывӑлӗ Алфред, ман аттерен аслӑраххи, Кондире (Кӑнтӑр Дакота штачӗ) пирӗн пӗчӗк пухура ертсе пырас ӗҫе туса тӑратчӗҫ (халӗ ҫак ӗҫе тӑвакан арҫын тӑвансене старейшинӑсен совечӗн координаторӗ теҫҫӗ).

Пирӗн ҫемьере пухусене сиктермесӗр ҫӳресси тата Библири шанчӑк ҫинчен килтен-киле кайса пӗлтересси йӑлана кӗнӗччӗ. Аттепе анне пире лайӑх тӗслӗх кӑтартатчӗҫ тата вӗрентсех тӑратчӗҫ. Ҫакӑ пирӗн пурнӑҫ ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳчӗ. Эпӗ те, Дороти аппам та ултӑ ҫултах Патшалӑх хыпарҫисем пулса тӑтӑмӑр. 1943 ҫулта эпӗ Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнтӑм. Ун чухне ӑна пухусенче тин ҫеҫ ирттерме пуҫланӑччӗ.

Пионер пулса ӗҫлетӗп. 1952 ҫул

Конгреса ҫӳресси пирӗн пурнӑҫра пысӑк вырӑнтаччӗ. 1949 ҫулта Су-Фолс хулинче (Кӑнтӑр Дакота штачӗ) конгресс пулчӗ. Грант Сьютер тӑван «Хӑвӑр шутланинчен те ҫывӑхрах!» ятлӑ доклада туса пачӗ. Эпӗ ҫав доклада паян кун та астӑватӑп. Сьютер тӑван хӑйсен пурнӑҫне Турра халалланӑ христиансен пурин те пӗтӗм вӑя хурса Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар пӗлтермелле тесе палӑртрӗ. Ҫакӑ мана хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалламалли ҫинчен шухӑшлаттарчӗ. Ҫав ҫулах, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, Брукингсра ирттернӗ тепӗр район конгресс вӑхӑтӗнче эпӗ ҫӳлерех асӑннӑ амбарта шыва кӗтӗм. Шыва кӗмелли «бассейнра» — хурҫӑ хуранта — тӑваттӑн шыва кӗтӗмӗр.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эпӗ пионер пулма тӗллев лартрӑм. 1952 ҫулта январӗн 1-мӗшӗнче вара, 15 ҫулхискер, эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Библире каланӑ: «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать» (Ытар. 13:21). Манӑн ҫемьере вара ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем нумайччӗ, пионер пулма шут тытнӑшӑн вӗсем мана ырларӗҫ. Эпир тепӗр пиччӗшӗпе, Джулиуспа, пӗрле час-часах ырӑ хыпар сарма ҫӳреттӗмӗр. Вӑл 60 ҫултаччӗ. Манран чылай аслӑ пулнӑ пулин те, пире пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреме питӗ килӗшетчӗ. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ та пурнӑҫ курнӑ ҫынччӗ тата мана нумай япалана вӗрентетчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Дороти те пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ.

РАЙОН НАДЗИРАТЕЛӖСЕН ПУЛӐШӐВӖ

Хам мӗн астӑвассах аттепе анне час-часах район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсене хамӑр пата хӑнана чӗнетчӗҫ. Джесси тата Линн Кантуэлл ман ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳчӗҫ. Пионер пулса ӗҫлеме тӗллев лартма та мана вӗсемех пулӑшрӗҫ теме пулать. Вӗсем маншӑн тӑрӑшатчӗҫ тата мана хавхалантарсах тӑратчӗҫ. Хамӑртан инҫех мар пухӑва килсессӗн мана хӑйсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма илсе каятчӗҫ. Ҫак тӑвансемпе пӗрле ҫӳреме мана ҫав тери килӗшетчӗ! Ун чухне манӑн та Турӑшӑн нумайрах ӗҫлес килсе кайрӗ.

Кантуэллсем хыҫҫӑн район надзирателӗн ӗҫне тума пирӗн пухӑва Бад Миллер хӑйӗн арӑмӗпе, Джоанпа, килчӗ. Эпӗ ун чухне вунсаккӑртаччӗ. Ҫавӑнпа манӑн ҫара кайма ят тухрӗ. Чи малтанах вырӑнти ҫар комиссийӗ мана Иисус нейтралитет тытса тӑма хушнине хирӗҫлекен ӗҫе тума ярасшӑнччӗ. Ман вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас килетчӗ (Иоанн 15:19). Ҫар комиссийӗ эпӗ Турӑ ӗҫне тӑвакан ҫын пулнине йышӑнтӑр тесе унччен тунӑ йышӑну пирки жалоба ҫырса пама шут тытрӑм.

Миллер тӑван манпа пӗрле ҫар комиссийӗн ларӑвне пычӗ. Ҫакӑ ман чуна пырса тиврӗ. Вӑл ҫынсемпе калаҫма пултаратчӗ, хӑюллӑччӗ тата Библие те питӗ лайӑх пӗлетчӗ. Юнашар ҫакӑн пек тӑван пулни мана питӗ тӗреклетрӗ. Юлашкинчен вара 1954 ҫулта ҫар комиссийӗ эпӗ Турӑ ӗҫне тӑвакан ҫын пулнине йышӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн Иеговӑн ӗҫӗнче нумайрах ӗҫлеме май уҫӑлчӗ.

Вефиль ферминче ӗҫлеме пуҫланӑ чухне

Кӑшт вӑхӑт иртсен мана Вефиле, Хурал Башни Обществин фермине (Нью-Йоркри Статен-Айленд районӗ), ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Унта виҫӗ ҫула яхӑн ӗҫлерӗм. Ҫав вӑхӑта эпӗ ӑшӑ туйӑмсемпе аса илетӗп, мӗншӗн тесен манӑн ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвансемпе пӗрле ӗҫлеме тӳр килчӗ.

ВЕФИЛЬТЕ ӖҪЛЕТӖП

WBBR радиостанцинче Френц тӑванпа

Пирӗн фермӑра WBBR ятлӑ радиостанцие вырнаҫтарнӑччӗ. Иегова Свидетелӗсем унпа 1924—1957 ҫулсенче усӑ курчӗҫ. Фермӑра 15—20 вефилец ҫеҫ ӗҫлетчӗ. Эпир пурте ҫамрӑкчӗ, опыт та ҫукчӗ. Анчах та пирӗнпе пӗрле пирӗнтен чылай аслӑ, ӑслӑлӑх пухнӑ Элдон Вудуорт ятлӑ тӑван ӗҫлетчӗ. Вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑванччӗ. Вудуорт тӑван пирӗншӗн атте пекех тӑрӑшатчӗ. Унпа хутшӑннӑ май эпир нумай вӗрентӗмӗр. Пирӗн ҫитменлӗхсене пула йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Вудуорт тӑван ҫапла калатчӗ: «Эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах Ҫӳлхуҫа пирӗнпе усӑ курса мӗн тери тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать».

Харри Петерсон хастар хыпарҫӑ пулнӑ

Фредерик Френц тӑванпа пӗрле ӗҫлени те пирӗншӗн уйрӑмах пысӑк чыс пулчӗ. Вӑл мӗн тери ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тата Библие питӗ лайӑх пӗлни пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ. Френц тӑван пирӗнпе кашнинпех интересленетчӗ. Пирӗнпе пӗрле тата Харри Петерсон тӑван ӗҫлетчӗ, вӑл поварччӗ. Унӑн чӑн хушамачӗ Папаргиропулос пулнӑ, анчах Петерсон тесе чӗнме чылай ҫӑмӑлтарахчӗ! Вӑл та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерччӗ тата Турӑшӑн ҫав тери хастаррӑн ӗҫлесе тӑратчӗ. Петерсон тӑван Вефильте тӑрӑшса ӗҫлетчӗ, анчах ырӑ хыпар сарма каймасан та юрать тесе нихӑҫан та шутламастчӗ. Кашни уйӑхрах вӑл ҫӗршер журнал салататчӗ. Вӑл та Библие питӗ лайӑх пӗлекен тӑванччӗ. Эпир ӑна пӗр вӗҫӗмех ыйтусем параттӑмӑр, вӑл вара хуравлатчӗ.

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕНЧЕН ВӖРЕНЕТӖП

Эпир фермӑра лартса ӳстернӗ улма-ҫырлапа пахчаҫимӗҫе Вефиль ҫемйи валли хӗлле ҫиме хупаттӑмӑр, кашни ҫулах 45 пин банка таранах. Ҫавӑн чухне Этта Хут ятлӑ питӗ ӑслӑ хӗрарӑм тӑванпа ӗҫлеме тӳр килчӗ. Улма-ҫырлана тата пахчаҫимӗҫе хупмалли рецептсене вӑл шухӑшласа кӑларатчӗ. Пахчаҫимӗҫ хатӗрленӗ вӑхӑтра пире фермӑран инҫех мар пурӑнакан хӗрарӑм тӑвансем пулӑшатчӗҫ, Этта вара вӗсене ӗҫ уйӑрса паратчӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче ӑста пулнӑ пулсан та, фермӑри надзирательсене хисеплес тата теократи йӗркине тытса тӑрас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартатчӗ.

Анджелӑпа тата Этта Хут тӑванпа

Фермӑна ӗҫлеме килекен хӗрарӑм тӑвансем хушшинче Анджела Роумено пурччӗ. Этта ӑна чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Ҫапла вара эпӗ Вефильте ӗҫленӗ чухне тепӗр ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм, унпа эпир 58 ҫул ӗнтӗ пурнӑҫ ҫулӗпе утатпӑр. Эпир 1958 ҫулхи апрель уйӑхӗнче пӗрлешрӗмӗр, унтанпа Иеговӑшӑн тӗрлӗ майпа ӗҫлесе куртӑмӑр. Анджи Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнни ҫав ҫулсенче пирӗн ҫемьене тӗреклетсе тӑчӗ. Кирек мӗнле йывӑрлӑхра та эпӗ ун ҫине шанма пултаратӑп.

МИССИОНЕР ТАТА РАЙОН НАДЗИРАТЕЛӖ ПУЛСА ӖҪЛЕНИ

1957 ҫулта Статен-Айлендри WBBR радиостанцие сутса янӑ хыҫҫӑн эпӗ тата кӑштах Вефильте ӗҫлерӗм. Мӑшӑрлансан Вефильтен кайрӑм, вара эпир Анджипе пӗр виҫӗ ҫул Статен-Айлендра пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр. Пӗр вӑхӑт пирӗн радиостанцин ҫӗнӗ хуҫисем патӗнче те ӗҫлерӗм, ун чухне вӑл WPOW ятлӑччӗ.

Пирӗн пулӑшу ӑҫта кирлӗ пулать, ҫавӑнта кайма хатӗр пулас тесе эпир Анджипе ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшрӑмӑр. Вара 1961 ҫулта пире Фолс-Сити хулинче (Небраска штачӗ) ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнсен, эпир килӗшрӗмӗр. Унта ҫитсенех пире Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗренме чӗнчӗҫ. Ун чухне пӗр уйӑх хушши тӑсӑлакан ҫак шкула Саут-Лансингра (Нью-Йорк штачӗ) ирттеретчӗҫ. Вӗренме пире питӗ килӗшетчӗ, пирӗн Небраскӑна таврӑнса мӗн пӗлнипе усӑ курас килетчӗ. Ҫавӑнпа Камбоджӑна миссионер пулса ӗҫлеме кайма сӗнсен эпир тӗлӗнсех кайрӑмӑр. Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азире вырнаҫнӑ хитре ҫӗршывра пирӗншӗн веҫех ҫӗнӗ пулчӗ — ҫутҫанталӑк та, сасӑсем те, шӑршӑсем те. Унта пурӑнакан ҫынсене пирӗн часрах ырӑ хыпар пӗлтерес килсе тӑратчӗ.

Анчах та политикӑри лару-тӑру улшӑнчӗ, вара пирӗн Кӑнтӑр Вьетнама кайма тиврӗ. Шел пулин те, икӗ ҫултан эпӗ хытӑ чирлесе ӳкнине пула пирӗн киле таврӑнмалла пулчӗ. Сывлӑх лайӑхлансан эпир каллех пионерсем пулса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

Анджелӑпа пӗрле телевиденире интервью париччен. 1975 ҫул

1965 ҫулта март уйӑхӗнче пире район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма ыйтрӗҫ. 33 ҫул хушши эпӗ район тата область надзирателӗ пулса ӗҫлерӗм, ҫав хушӑрах конгрессене ирттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те хутшӑнтӑм. Конгресс маншӑн яланах пысӑк событи пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йӗркелеме хаваспах пулӑшаттӑм. Темиҫе ҫул хушши эпир Нью-Йоркри тата ун таврашӗнчи пухусене кайса ҫӳрерӗмӗр, конгрессем ун чухне пӗрре кӑна мар «Янки» стадионра иртрӗҫ.

ВЕФИЛЕ ТАВРӐННИ ТАТА ТӖРЛӖ ШКУЛСЕМ ИРТТЕРНИ

Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа нумай ҫул хушши ӗҫленӗ май, пире Анджипе иксӗмӗре ҫӗнӗ те йывӑр тивӗҫлӗхсем шанса паратчӗҫ. Тӗслӗхрен, 1995 ҫулта мана Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулӑн вӗрентекенӗ пулма лартрӗҫ. Виҫӗ ҫул иртсен вара пире Вефиле чӗнчӗҫ. 40 ҫул каялла Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлеме пуҫланӑ вырӑна таврӑнни мӗн тери савӑнтарчӗ! Эпӗ сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнче ӗҫлерӗм тата тӗрлӗ шкулсем ирттертӗм. 2007 ҫулта Ертсе пыракан совет теократи шкулӗсен уйрӑмне йӗркелесе ячӗ. Ҫак ҫӗнӗ уйрӑмӑн Вефильте иртекен шкулсене йӗркелесе тӑмаллаччӗ. Темиҫе ҫул хушши эпӗ ҫак уйрӑмӑн надзирателӗ пулса ӗҫлерӗм.

Юлашки ҫулсенче пирӗн организацинче вӗрентес тӗлӗшрен нумай улшӑну пулса иртрӗ. 2008 ҫулта ҫӗнӗ шкула ирттерме пуҫларӗҫ — Пухури старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкула. Тепӗр икӗ ҫул хушшинче унта 12 пин ытла старейшина вӗренчӗ. Занятисем Паттерсонра тата Бруклинра иртетчӗҫ. Халӗ вара ҫак шкула ытти ҫӗрте те ирттереҫҫӗ. 2010 ҫулта Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкула Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗ теме пуҫларӗҫ. Унсӑр пуҫне, тепӗр ҫӗнӗ шкула — Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулне — ирттерме тытӑнчӗҫ.

2015 ҫулта сентябрь уйӑхӗнче ҫак икӗ шкула пӗрлештерчӗҫ те пӗр шкул турӗҫ, ӑна Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ теме пуҫларӗҫ. Халӗ унта мӑшӑрсен те, мӑшӑрланман тӑвансен те вӗренме май уҫӑлчӗ. Ҫак шкула нумай филиалта ирттересси ҫинчен пӗлсен пурте питӗ савӑнчӗҫ! Нумайрах та нумайрах тӑванӑн теократи шкулӗсенче вӗренме май пурри хытӑ савӑнтарать. Вӗренме килнӗ тӑвансемпе паллашма мана ҫав тери килӗшет.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑнхи кунҫула аса илсен, ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвансем мана чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пулӑшнӑшӑн Иеговӑна тав тӑватӑп. Хӑшӗсем манран аслӑрахчӗ, хӑшӗсем кӗҫӗнрехчӗ. Урӑх халӑх ҫыннисем те пурччӗ. Анчах та вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗнчен тата ӗҫӗсенчен вӗсем Иеговӑна хытӑ юратни курӑнатчӗ. Туррӑн организацийӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвансем мӗн тери нумай! Вӗсемпе хутшӑнни нумай усӑ парать. Эпӗ ҫапла тӑвас терӗм те.

Теократи шкулӗсенче вӗренме килнӗ тӑвансемпе паллашма мана питӗ килӗшет