Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмах!

Мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмах!

ВУНСАКӐР ҫул асапланнӑран кукленсе аннӑ хӗрарӑма сыватнӑ чухне Иисус ҫапла каланӑ: «Хӗрарӑм! Эсӗ чирӗнтен хӑтӑлатӑн» (Лука 13:10—13). Хӗрарӑмсене ҫапла чӗнсе калани авалхи вӑхӑтра хисеплӗн калани шутланнӑ. Иисус Мария Магдалинӑпа калаҫнӑ чухне те ҫак сӑмахпа усӑ курнӑ (Иоанн 20:15). Анчах та еврейсен тата ҫепӗҫрех сӑмах пулнӑ.

Библире хӑш-пӗр хӗрарӑмсем ҫинчен каланӑ чухне ӑшӑ та ҫепӗҫ туйӑмпа каланӑ сӑмахпа усӑ курнӑ. Иисус ҫак сӑмахпа юн кайнипе 12 ҫул аптракан пӗр хӗрарӑма чӗнсе каланӑ. Халӑх хушшипе Иисус патне пырса тата унӑн тумтирне сӗртӗнсе ҫав хӗрарӑм Саккуна пӑснӑ теме пулать, мӗншӗн тесен хӑйӗн чирне пула вӑл таса мар шутланнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫак хӗрарӑмӑн ыттисенчен аякра тӑмалла пулнӑ теме пултарнӑ (Лев. 15:19—27). Анчах та ҫак мӗскӗн хӗрарӑм пӗтӗм шанчӑка ҫухатнӑ, вӑл «тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ» (Марк 5:25, 26, ҪХ).

Ҫак хӗрарӑм халӑх хушшипе Иисус патне хыҫалтан пырса унӑн тумтирӗн аркине сӗртӗннӗ. Ҫав самантрах унӑн юн кайма чарӑннӑ! Вӑл хӑйне асӑрхамӗҫ тесе шутланӑ, анчах та Иисус: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» — тесе ыйтнӑ (Лука 8:45—47). Вара ҫав хӗрарӑм хӑранипе чӗтресе Иисус умне ӳксе «ӑна пурне те тӗрӗссине каласа панӑ» (Марк 5:33).

Хӗрарӑма лӑплантарма тӑрӑшса Иисус: «Хӗрӗм, хӑюллӑ пул!» — тесе ҫепӗҫҫӗн каланӑ (Матф. 9:22). Библи тӗпчевҫисен шухӑшӗпе «хӗрӗм» тесе куҫарнӑ еврейла тата грекла сӑмахпа ӑшӑ та ҫепӗҫ туйӑмсене кӑтартас тесе усӑ курма пултарнӑ. Иисусӑн малалли сӑмахӗсем ӑна тата ытларах йӑпатнӑ: «Ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул!» (Марк 5:34).

Ҫак сӑмахах, «хӗрӗм» сӑмаха, Израильте пурӑнакан Вооз ятлӑ пуян ҫын Руфьпе калаҫнӑ чухне усӑ курнӑ. Руфь те хӑйне аван мар туйнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй палламан арҫыннӑн уйӗнче урпа пучахӗсене пуҫтарса ҫӳренӗ. Вооз ӑна ҫапла чӗнсе каланӑ: «Итле-ха, хӗрӗм». Ун хыҫҫӑн вӑл Руфе хӑйӗн уйӗнче юлма сӗннӗ. Руфь Вооз умне ӳкнӗ те мӗншӗн вӑл унпа, ют халӑх ҫыннипе, хӑйне питӗ ыррӑн тытать тесе ыйтнӑ. Вооз мӗн калани хӗрарӑмӑн чӗрени ӑшӑтнӑ: «Эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине эпӗ илтсеттӗм... ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр» (Руфь 2:8—12).

Иисуспа Вооз пухури старейшинӑсемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх. Калӑпӑр, икӗ старейшина пӗр хӗрарӑм тӑвана йӑпатас тата хавхалантарас тесе ун патне килнӗ. Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтсан тата тӑвана тимлӗ итлесен старейшинӑсем Библири вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса ӑна пулӑшма тата хавхалантарма пултараҫҫӗ (Рим 15:4).