Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библири сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен словарӗ

А В Г К Н П С Ҫ Т Ч

А

  • Ази.

    Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче асӑннӑ Рим империйӗнчи провинци. Ун территорийӗ шутне хальхи Турцин хӗвеланӑҫ енчи пайӗ, ҫавӑн пекех ун ҫывӑхӗнчи утравсем, сӑмахран, Самос тата Патмос, кӗнӗ. Провинцин тӗп хули Эфес пулнӑ (Ап ӗҫ 20:16; Ӳлӗм 1:4).

  • Асап юпи.

    Хӑш-пӗр чухне стауро́с текен грек сӑмахне ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе куҫарнӑ. Стауро́с сӑмах тӳрӗ тӑракан юпана е шалчана пӗлтерет. Ҫакӑн пек юпа ҫине Иисуса пӑталанӑ. Стауро́с текен сӑмах хӗресе, суя тӗнлӗ халӑхсем Христос киличчен нумай ӗмӗр хушши тӗн символӗ пек усӑ курнӑ хӗресе те, пӗлтернине ҫирӗплетсе панисем ҫук. «Асап юпи» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ стауро́с текен грек сӑмахӗн пӗлтерӗшне лайӑх уҫса парать, мӗншӗн тесен ҫак сӑмахпа Иисус хыҫҫӑн пыракансем тӳсекен асап, хӗн-хур тата мӑшкӑл пирки сӑмах пынӑ чухне те усӑ курнӑ (Мф 16:24; Евр 12:2).

  • Аскӑнлӑх.

    Библире порне́йа текен грек сӑмахӗ Турӑ чаракан аскӑн ӗҫсене пӗлтерет. Ҫавӑн шутне аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталани, проституци, мӑшӑрланман ҫынсем пӗр-пӗринпе ар хутшӑнӑвне кӗни, арҫынпа арҫын ар хутшӑнӑвне кӗни тата выльӑхпа пӗтӗҫни кӗрет. Ӳлӗмхи кӗнекере суя тӗнсене Аслӑ Вавилон текен аскӑн хӗрарӑмпа сӑнласа панӑ. Ҫак аскӑн хӗрарӑм пирки сӑмах пынӑ чухне вӑл власть илессишӗн тата пуяссишӗн ҫак тӗнчери пуҫлӑхсемпе хутшӑннине кӑтартса парас тесе порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ.

В

  • Виле шӑтӑкӗ.

    Чылай чухне шео́л текен еврей сӑмахне тата ҫавнах пӗлтерекен ха́дес текен грек сӑмахне ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе куҫарнӑ. Шео́л тата ха́дес сӑмахсем вилнисем лекнӗ сӑнарлӑ вырӑна е ҫын пурӑнма пӑрахнине пӗлтереҫҫӗ (Пс 15:10; Ек 9:5, 10; Ап ӗҫ 2:31). Хӑш-пӗр чухне мнеме́йон грек сӑмахне те «виле шӑтӑкӗ» тесе куҫарнӑ. Ҫак сӑмах «асра тыт» тенине пӗлтерекен глаголран пулса кайнӑ, вӑл вилнӗ ҫынна асра тытнине палӑртать (Ин 5:28, 29, сноска).

Г

  • Геенна.

    Хинном айлӑмӗн грекла ячӗ. Вӑл авалхи Иерусалимран кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫак айлӑм вилесене пӑрахмалли вырӑн пулса тӑрать тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Иер 7:31, 32; 19:6). Гееннӑра чӗрӗ ҫынсене е чӗрчунсене ҫунтарса яни ҫинчен е вӗсене унта асаплантарни ҫинчен ҫирӗплетсе панисем ҫук. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑн ҫынсен чунӗсене вут-ҫулӑмра ӗмӗр-ӗмӗр асаплантармалли вырӑн пулма пултараймасть. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем «геенна» сӑмахпа «иккӗмӗш вилӗме», урӑхла каласан, ӗмӗрлӗхе, тӗппипех пӗтерессине, сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ (Ӳлӗм 20:14; Мф 5:22; 10:28).

К

  • Килни.

    Грек Ҫырӑвӗсенче хӑш-пӗр вырӑнта ҫак сӑмахпа Иисус Христос Патша пек курӑнмасӑр килнине сӑнласа панӑ. Ҫак тапхӑр Христос тӳпере патшана ларсан пуҫланнӑ, вӑл ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсем вӑхӑтӗнче те пырать. Христос килни — вӑл килсе тӳрех кайнине пӗлтермест; ҫак тапхӑр нумай вӑхӑта тӑсӑлать (Мф 24:3).

Н

  • Намӑссӑрла хӑтланни.

    «Намӑссӑрла хӑтланни» тесе куҫарнӑ асе́лгейа грек сӑмахӗ ҫын йывӑр ҫылӑх туса Туррӑн законӗсене пӑснине тата ҫавна чӑрсӑр, сӗмсӗр шухӑш-кӑмӑлпа тунине пӗлтерет. Ҫыннӑн ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулни вӑл Туррӑн влаҫне, законӗсене тата нормисене хисеплеменнине, вӗсене ним вырӑнне те хуманнине кӑтартать. Пӗчӗк ҫылӑхсем пирки намӑссӑрла хӑтланни теме ҫук (Гл 5:19; 2Пт 2:7).

П

  • Пухура пулӑшакан.

    Ҫакӑ диа́конос грек сӑмахне куҫармалли пӗр май, ҫак сӑмаха час-часах «ӗҫлекен» тесе те куҫараҫҫӗ. Пухура пулӑшакансем пухури старейшинӑсен советне пулӑшса тӑраҫҫӗ. Арҫыннӑн, ҫак тивӗҫлӗ ӗҫе тума юрӑхлӑ пулас тесен, пухура пулӑшакансем валли Библире ҫырнӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (1Тм 3:8—10, 12).

С

  • Старейшина.

    Пӗр-пӗр халӑхра е общинӑра власть панӑ яваплӑ арҫын (Тх 4:29; Ыт 31:23). Ҫавӑн пекех Туррӑн сурӑхӗсене пӑхакан кӗтӳҫсене те — пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсене — старейшинӑсем теҫҫӗ. Грек Ҫырӑвӗсенче «старейшина» сӑмахпа пресби́терос тата эпи́скопос грек сӑмахӗсене куҫарнӑ. Ҫак сӑмахсем иккӗшӗ те христиансен пухӑвӗнче пӗр вырӑнах йышӑнакан арҫынна пӗлтереҫҫӗ, анчах пресби́терос сӑмах ҫав арҫын лайӑх енсене аталантарнӑ, ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулнине палӑртать, эпи́скопос вара ӑна мӗнле ӗҫсем шанса панине кӑтартать. Эпи́скопос сӑмахӑн тӗп пӗлтерӗшӗ — хӳтӗлес тӗллевпе пӑхни. Ҫак сӑмах ҫак вырӑнсенче тӗл пулать: Апостолсен ӗҫӗсем 20:28; Филиппӑ 1:1; 1 Тимофей 3:2—7; Тит 1:7; 1 Пётр 2:25 (сноска); 5:2. Ытти вырӑнсенче, сӑмахран, 1 Тимофей 5:17-мӗшӗнче, «старейшина» сӑмахпа пресби́терос грек сӑмахне куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех Ӳлӗмхи кӗнекере тӳпере пурӑнакансенчен хӑшӗ-пӗрисене те старейшинӑсем тесе каланӑ (Ӳлӗм 4:4).

  • Сывлӑш.

    Ру́ах текен еврей сӑмахне тата пне́ума текен грек сӑмахне час-часах «сывлӑш» тесе куҫараҫҫӗ, ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем вара нумай. Вӗсем пурте ҫын куҫне курӑнманнипе ҫыхӑннӑ тата ӗҫ тӑвакан вӑя пӗлтереҫҫӗ. Ру́ах тата пне́ума акӑ мӗне пӗлтерме пултараҫҫӗ: 1) ҫиле, 2) ҫӗр ҫинче пурӑнакан чӗрӗ чунсен пурнӑҫ вӑйне, 3) ҫыннӑн сӑнарлӑ чӗринчи вӑя (вӑл ӑна хӑйне пӗр-пӗр майлӑ тытма, калаҫма хистет), 4) Турӑран е демонсенчен тухакан хыпара, 5) Турра, ангелсене е демонсене тата 6) Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, урӑхла каласан, святой сывлӑша (Тх 35:21, сноска; Пс 103:29; Мф 12:43; Лк 11:13).

Ҫ

  • Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем.

    Шуйттан тытса тӑракан ҫак усал тӗнче пӗтес умӗнхи тапхӑр. Ҫак тапхӑр Христос курӑнмасӑр килнипе пуҫланнӑ. Иисус ертсе пынипе ангелсем «усал ҫынсене тӳрӗ ҫынсенчен уйӑрса» илӗҫ те вӗсене тӗп тӑвӗҫ (Мф 13:40—42, 49). Иисусӑн вӗренекенӗсем «ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем» хӑҫан ҫитессине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ (Мф 24:3). Тӳпене таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене «ҫак тӗнче пӗтичченех эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» тесе сӑмах панӑ (Мф 28:20). ТӖНЧЕ пӑхӑр.

Т

  • Тартар.

    Ҫакӑ тӗрмене хупса лартнӑ чухнехи пек мӗскӗнлетни. Турӑ Ной вӑхӑтӗнчи итлемен ангелсене ҫапла мӗскӗнлетнӗ. 2 Пётр 2:4-мӗшӗнче усӑ курнӑ тартаро́о глагол («тартара пӑрахни» тенине пӗлтерет) «ҫылӑха кӗнӗ ангелсене» юмах-халапри тартара (тӗттӗм вырӑна е кӗҫӗн турӑсене хупса лартнӑ ҫӗр айӗнчи тӗрмене) хупса лартнине пӗлтермест. Ҫакӑ вӑл Турӑ вӗсене тӳперен антарса янине тата вӗсенчен чыслӑ тивӗҫӗсене туртса илнине пӗлтерет. Вӗсен ӑс-тӑнӗ сӗм-тӗттӗмре, тата вӗсем Туррӑн ҫутӑ тӗллевӗсене ӑнланаймаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен пуласлӑхӗ те ҫук: Библире каланӑ тӑрӑх, юлашкинчен вӗсене хӑйсен пуҫлӑхӗпе, Шуйттанпа, пӗрле яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ. Ҫапла вара, тартар вӑл ҫав пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсене мӗскӗнлетсех янине пӗлтерет. Ӑна Ӳлӗмхи 20:1—3 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ «тӗпсӗр вырӑнпа» пӑтраштармалла мар.

  • Тӗнче.

    Ытларах чухне ко́смос текен грек сӑмахне ҫак сӑмахпа куҫарнӑ. Ҫак грек сӑмахӗ 1) пӗтӗм этемлӗхе, 2) обществӑри лару-тӑрӑва, 3) камсен Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем ҫук, ҫав ҫынсене пӗлтерме пултарать (Ин 3:16; 17:5; 1Ин 2:15—17). Пӗр-пӗр вӑхӑтӑн, тапхӑрӑн е ӗмӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем е хӑйне евӗрлӗ лару-тӑрӑвӗ пирки сӑмах пырать пулсан, айо́н текен грек сӑмахӗ те «тӗнче» сӑмахпа куҫарӑнать. Ҫакна пӗлтернӗ чухне айо́н текен сӑмах «халӗ», «пуласлӑхра», «ӗмӗр», «ҫак вӑхӑт» тесе куҫарӑнать (Мф 12:32; Мк 10:30). Библире «ҫак тӗнче» тени ҫак тӗнчери лару-тӑрӑва тата ҫынсем мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине пӗлтерет (2Тм 4:10). Турӑ хӑйӗн халӑхӗпе закон килӗшӗвне хывсан, Израиль ҫыннисен, е еврейсен, ӗмӗрӗ текен ӗмӗр (е тӗнче) пуҫланнӑ. Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнепе усӑ курса Турӑ ҫӗнӗ ӗмӗр (е тӗнче) пуҫласа янӑ, вӑл вара, чи малтан, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пухӑвӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Моисей законӗнче мӗн-мӗн пирки пророкла кӑтартса панӑ, ҫавсем ҫав вӑхӑтра пурнӑҫланма тытӑннӑ (Мф 24:3; Мк 4:19; Рм 12:2). Айо́н сӑмах нумайлӑ хисепре тӑнӑ чухне вӑл унчченхи е пуласлӑхри тӗрлӗ тапхӑра е лару-тӑрӑва пӗлтерет (1Кр 2:7; 10:11). Хӑш-пӗр чухне «тӗнче» текен сӑмах Турӑ мӗн тунӑ, ҫавсене пурне те, ҫав шутра хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене тата ҫӗре, пӗлтерет (Евр 11:3). ҪАК ТӖНЧЕН ЮЛАШКИ КУНӖСЕМ пӑхӑр.

  • Турӑран хӑрани.

    Турра чун-чӗререн хисеплени. Турӑран хӑрани ӑна юратнипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Турӑран хӑракан ҫын Турра килӗшмен ӗҫсене туса ӑна кулянтарма хӑрать. Вӑл хӑйне Турӑ наказани парассинчен хӑраса мар, Турра юратнӑран ӑна кулянтарма хӑрать. Ҫакӑн пек туйӑм Туррӑн юратӑвӗпе ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран тата Туррӑн хӑйне пӑхӑнман ҫынсене наказани пама власть пуррине ӑнланнӑран ҫуралать (Сак аст 10:12, 13).

Ч

  • Чун.

    Не́феш текен еврей сӑмахне тата психе́ текен грек сӑмахне ахаль чухне ҫак сӑмахпа куҫараҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе Библире мӗнле усӑ курнине тӗпчени вӗсем 1) ҫынсене, 2) чӗрчунсене тата 3) ҫынсен е чӗрчунсен пурнӑҫне пӗлтернине кӑтартать (Плт 1:20; 2:7; Йыш 31:28; Ап ӗҫ 27:37; тата сноскӑсем). Тӗн кӗнекисенче нумайӑшӗнче вара «чун» сӑмах урӑххине пӗлтерет. Библире, ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне, не́феш тата психе́ сӑмахсем мӗн куҫа курӑнать, мӗне сӗртӗнме пулать тата мӗн вилме пултарать, ҫавсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫак куҫарура не́феш тата психе́ сӑмахсене контекста кура «пурнӑҫ», «пурӑнакан», «ҫын» тесе куҫарнӑ е местоименисемпе усӑ курнӑ (сӑмахран, «манӑн чун» вырӑнне — «эпӗ»). Хӑш-пӗр чухне «чун» сӑмаха сноскӑсенче илсе панӑ. «Чун» сӑмах тӗп текстра е сноскӑсенче тӗл пулнӑ чухне унӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесен ҫӳлерех ӑнлантарса панине шута илмелле. Пӗр-пӗр ӗҫе «пӗтӗм чунтан» тумалла тени ӑна чун-чӗререн, пӗтӗм вӑя хурса тумаллине пӗлтерет (Сак аст 6:5; Мф 22:37). Хӑш-пӗр контекстра не́феш тата психе́ сӑмахсем чӗрӗ чунӑн кӑмӑл-туртӑмне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вилнӗ ҫын пирки е вилӗ пирки каланӑ чухне те ҫак икӗ сӑмахпа усӑ курма пултараҫҫӗ (Йыш 6:6; Ыт 16:26; Аг 3:13).