ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 12

Пасха уявӗ христиансене мӗнле пырса тивет?

Пасха уявӗ христиансене мӗнле пырса тивет?

12:5—7, 12, 13, 24—27

Израильтянсен вуннӑмӗш асапран хӑтӑлас тесен Иегова мӗн каланине итлемелле пулнӑ (Тх 12:28). Нисанӑн 14-мӗшӗнче, хӗвел анса ларсан, вӗсен ҫемйипе пӗрле пуҫтарӑнмалла пулнӑ. Вӗсен пӗр айӑпсӑр пӗр ҫулхи така е качака путеккине пусса унӑн юнне алӑк урлавӗпе икӗ янахне сӗрмелле пулнӑ. Унтан ӑна пӗтӗмпех вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе васкавлӑн ҫисе ямалла пулнӑ. Никамӑн та хӑйӗн ҫуртӗнчен ирччен тухмалла пулман (Тх 12:9—11, 22).

Мӗнле майпа Иеговӑна итлени пире хӳтӗлет?