ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Кӗҫӗне хуни мӑнкӑмӑллӑ пулнинчен лайӑхрах
Гедеон хӑйне кӗҫӗне хунине пула Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗх арканман (Тӳр 8:1—3; w21.07 16—17 с., 10, 11 абз.).
Гедеон хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ, вӑл ҫынсем хӑйне мар, Иеговӑна мухтава кӑларччӑр тенӗ (Тӳр 8:22, 23; w17.01 20 с., 15 абз.).
Авимелех мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, ҫакӑ ӑна хӑйне те, ыттисене те сиен кӳнӗ (Тӳр 9:1, 2, 5, 22—24; w08-U 2/15 9 с., 9 абз.).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тарӑхса кайнӑ ҫынна тӗл пулсан, хамӑра кӗҫӗне хуни мӗнле пулӑшма пултарать?