Эсир пӗлетӗр-и?
Мӗншӗн израильтянсен ҫураҫнӑ хӗршӗн тӳлемелле пулнӑ?
ӖЛӖК-АВАЛ хӗре ҫураҫас тесен каччӑн унӑн ашшӗ-амӑшне мӗн те пулин тӳлемелле пулнӑ. Каччӑ уншӑн хаклӑ йышши япаласем, чӗрчунсем, укҫа пама пултарнӑ. Е хӗре качча илес тесен унӑн пӗр-пӗр ӗҫе тумалла пулнӑ. Иаковпа шӑп ҫапла пулнӑ та. Вӑл Рахиле качча илес тесе унӑн ашшӗн кӗтӗвӗсене ҫичӗ ҫул пӑхма хатӗр пулнӑ (Пулт. 29:17, 18, 20). Мӗншӗн ҫакӑн пек йӑла пулнӑ?
Кэрол Майерс ученӑй ҫапла ӑнлантарнӑ: «Авалхи Израильте хӗр кил хуҫалӑхра ӗҫлесе самаях пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа хӗр качча кайсан килте ӗҫлекенсен шучӗ чакнӑ». Ҫакӑ ҫемьешӗн пысӑк ҫухату пулнӑ. Акӑ мӗншӗн каччӑ хӗршӗн тӳленӗ те. Унсӑр пуҫне, ҫак йӑлана пула каччӑпа хӗр ҫемйи тӑванлашнӑ та йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех, хӗршӗн тӳлени хӗре ҫураҫнине кӑтартнӑ тата малашне уншӑн ашшӗ мар, упӑшки тӑрӑшассине пӗлтернӗ.
Ҫураҫнӑ хӗршӗн тӳлени Израильте хӗрарӑма сутма е туянма юранине пӗлтермен. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Хӗршӗн тӳленине пула мӑшӑрланни суту-илӳ пек курӑнма пултарнӑ. Анчах та ҫакӑ суту-илӳ мар, ҫемьере пулӑшса тӑракан хӗршӗн компенсаци пани пулнӑ» (Ancient Israel—Its Life and Institutions).
Хӑш-пӗр вырӑнсенче хӗршӗн тӳлес йӑла халӗ те пур. Енчен те христиансем хӑйсен хӗрӗшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан, вӗсен мӗнле принципсене шута илмелле? Сӑмахран, «эсир хӑвӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурте курса тӑччӑр» текен принципа шута илмелле (Флп. 4:5, ҪТ; 1 Кор. 10:32, 33). Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗнни ҫинче тӑрса хӗршӗн ытлашши нумай ыйтмасть. Ҫапла вӗсем укҫана хапсӑнманнине кӑтартаҫҫӗ (2 Тим. 3:2). Ашшӗ-амӑшӗ ытла нумай укҫа ыйтмасан каччи ҫителӗклӗ укҫа ӗҫлесе иличчен кӗтме тивмӗ. Унсӑр пуҫне, каччӑ ытларах ӗҫлесе илес тесе пионер ӗҫне те хӑвармӗ.
Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче саккун тӑрӑх ҫураҫнӑ хӗршӗн тӳлемелле. Христиансем пурӑнакан вырӑнта ҫакӑн пек саккун пур пулсан, вӗсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библи «аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса» пурӑнма тата Туррӑн ирӗкне хирӗҫлемен саккунсене тытса тӑма хушать (Рим 13:1; Ап. ӗҫ. 5:29).