Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем

 152-мӗш юрӑ

Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

Уҫласа илӗр:

(Ытарӑшсем 14:26)

  1. Тав сана, Иегова, шанчӑкшӑн.

    Чуна вӑл ӑшӑтать.

    Пирӗн ун ҫинчен пурне те

    Калас килсе тӑрать.

    Ӑнсӑртран инкек килсе тухсан

    Хӑраса ӳкме пулать,

    Пирӗн хаклӑ ҫутӑ шанчӑк

    Сӳнме те пултарать.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Эсӗ пирӗншӗн шанчӑк,

    чӑн-чӑн тӗрек.

    Эс хӳтлӗх паратӑн куллен.

    Сан хӑватлӑ аллу

    пирӗнпе пӗрле.

    Шанатпӑр сана чӗререн.

  2. Эй Иегова, йывӑр вӑхӑтра

    Йӑпатнӑ эс ялан.

    Чӗрере ҫакна упрасшӑн,

    Манма эс ан парсам.

    Эсӗ пулӑшни аса килсен

    Сӳннӗ шанчӑк чӗрӗлет,

    Сан яту ҫинчен хӑюллӑн

    Пӗрмай калас килет.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Эсӗ пирӗншӗн шанчӑк,

    чӑн-чӑн тӗрек.

    Эс хӳтлӗх паратӑн куллен.

    Сан хӑватлӑ аллу

    пирӗнпе пӗрле.

    Шанатпӑр сана чӗререн.

(Ҫавӑн пекех Пс. 70:13, 14; Ытар. 3:5, 6, 26; Иер. 17:7 пӑхӑр.)