Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем

 141-мӗш юрӑ

Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

Уҫласа илӗр:

(Лука 10:6)

  1. «Ыр хыпар сарӑр»,— хушнӑ Иисус.

    Вӑл шӑрӑхра нумай утса

    Пӗлтернӗ ырӑ хыпара.

    Вӑл ҫынсене юратнӑ чӗререн,

    Ир пуҫласа каҫченех

    Вӗрентнӗ вӗсене.

    Килтен киле, урамсенче

    Хӗн-хур кӗҫех пӗтет тесе

    Эпир калатпӑр пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Кам чӑн Турра

    Пӗлсе ӑна ҫеҫ пуҫҫапасшӑн,

    Кам чӑнлӑха

    Тупса телейлӗ пурӑнасшӑн,

    Айтӑр шырар

    Ҫав ҫынсене.

  2. Вӑхӑт сахал вӗт, вӑл кӗтмест пире.

    Мӗн чухлӗ ҫын, мӗн чул чӗре!

    Ҫӑласчӗ вӗсенчен пӗрне.

    Хавхалантартӑр юрату пире.

    Шӑлса илет кӗҫех Турӑ

    Пӗтӗм куҫҫуле.

    Эпир шыратпӑр ҫынсене,

    Пире итлес текенсене.

    Туса тӑратпӑр хаваспах ҫак ӗҫе.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Кам чӑн Турра

    Пӗлсе ӑна ҫеҫ пуҫҫапасшӑн,

    Кам чӑнлӑха

    Тупса телейлӗ пурӑнасшӑн,

    Айтӑр шырар

    Ҫав ҫынсене.

(Ҫавӑн пекех Исаия 52:7; Матф. 28:19, 20; Лука 8:1; Рим 10:9, 10 пӑхӑр.)