Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем

 138-мӗш юрӑ

Санӑн яту — Иегова

Санӑн яту — Иегова

Уҫласа илӗр:

(Псалом 83:18, ҪТ)

  1. Ҫӗрпе тӳпе Турри,

    Пурне те эс пултарнӑ,

    Пире эс пурнӑҫ панӑ.

    Иегова — сан яту.

    Эпир — сан халӑху,

    Ҫакна эпир хаклатпӑр.

    Сана ҫеҫ аслӑлатпӑр

    Мӗнпур ҫын умӗнче.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Иегова, Иегова,

    Чӑн Турӑ эс кӑна.

    Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те

    Мухтаччӑр сан ятна.

    Эс чи аслӑ, чи хӑватлӑ,

    Пӗлтерӗпӗр ҫакна.

    Иегова, Иегова,

    Чыслатпӑр чӑн Турра — сана.

  2. Эс пулӑшнипеле

    Кунран-кун улшӑнатпӑр,

    Эс ыйтнӑ пек тӑватпӑр.

    Иегова — сан яту.

    «Свидетельсем» тесе

    Пире ят эсӗ патӑн.

    Хыпар сарма шанатӑн

    Чи аслӑ ят ҫинчен.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Иегова, Иегова,

    Чӑн Турӑ эс кӑна.

    Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те

    Мухтаччӑр сан ятна.

    Эс чи аслӑ, чи хӑватлӑ,

    Пӗлтерӗпӗр ҫакна.

    Иегова, Иегова,

    Чыслатпӑр чӑн Турра — сана.

(Ҫавӑн пекех 2 Ҫулс. 6:14; Пс. 71:19; Ис. 42:8 пӑхӑр.)