Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑна мухтаса юрлар. Ҫӗнӗ юрӑсем

 136-мӗш юрӑ

Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

Уҫласа илӗр:

(Ӳлӗмхине 11:15; 12:10)

  1. Иегова, эс — Пултаракан,

    Эс — ӗмӗрхи Патша.

    Эс власть панӑ хӑв Ывӑлна —

    Ларать вӑл патшара.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

  2. Паян питӗ йывӑр кунсем,

    Пире ку хӑратмасть.

    Шуйттанӑн тӗнчи кӗҫ пӗтет —

    Чӑн шанчӑк вӑй парать.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

  3. Юрлаҫҫӗ ҫӳлти ангелсем

    Янравлӑ сасӑпа.

    Антарнӑ ҫапса пӗлӗтрен

    Ултавҫӑ Шуйттана.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    (ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

(Ҫавӑн пекех Дан. 2:34, 35; 2 Кор. 4:18 пӑхӑр.)