Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ХЫҪСӐМАХ

Ҫыннӑн чӑнах та вилӗмсӗр чун пур-и?

Ҫыннӑн чӑнах та вилӗмсӗр чун пур-и?

ЧУН текен сӑмаха илтсен пуҫа мӗнле шухӑшсем кӗреҫҫӗ? Нумайӑшӗ ӗненнӗ тӑрӑх, пирӗн ӑшра темскер пур, вӑл вара куҫа та курӑнмасть тата нихӑҫан та вилмест. Вилсен, ҫыннӑн ҫав куҫа курӑнман пайӗ кӗлеткерен е ӳт-пӳрен тухать те малалла пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Ҫакна нумай ҫӗрте ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Библи ҫакӑн ҫинчен вӗрентменнине пӗлсен, нумайӑшӗ питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Апла пулсан мӗн вӑл чун? Турӑ Сӑмахӗ ҫакӑн пирки мӗн калать?

МӖН ВӐЛ ЧУН?

Чи малтан Библие еврей тата грек чӗлхисемпе ҫырнине эсӗ астӑватӑн пулӗ. Чӑвашла Библире «чун» сӑмаха нефеш текен еврей сӑмахӗнчен тата психи текен грек сӑмахӗнчен куҫарнӑ. Нефеш тата психи сӑмахсем Библире 800 хут ытла тӗл пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библире ҫак икӗ сӑмаха пур ҫӗрте те «чун» тесе куҫарнӑ. Библире «чун» тата «чунсем» текен сӑмахсемпе мӗнле усӑ курнине тӗпченӗ май ҫак сӑмахсем ытларах чухне 1) ҫынсене, 2) чӗрчунсене, ҫавӑн пекех 3) ҫынсен е чӗрчунсен пурнӑҫне пӗлтернине курӑн. «Чун» текен сӑмахӑн ҫак виҫӗ пӗлтерӗшне ӑнлантарса паракан Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухар.

Ҫынсем. «Ной пурӑннӑ кунсенче… шывран хӑтӑлса юлакан нумай пулман, сакӑр чун [психи] анчах хӑтӑлса юлнӑ» (1 Петр 3:20). Ҫакӑнта «чун» текен сӑмах, паллах ӗнтӗ, ҫынсене пӗлтерет — Ноя, унӑн арӑмне, унӑн виҫӗ ывӑлӗпе вӗсен арӑмӗсене. Тухни 16:16-мӗшӗнче Израиль ҫыннисене маннӑна мӗнле пухмалли пирки каланӑ. Вӗсене ак ҫакна тума хушнӑ: «Ӑна [маннӑна] кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр… хӑвӑр чатӑрта миҫе чун [нефеш], ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр». Ҫапла вара маннӑна мӗн чухлӗ пуҫтарасси кашни ҫемьере миҫе ҫын пулнинчен килнӗ. Библире «чун» тата «чунсем» текен сӑмахсем ҫынна е ҫынсен ушкӑнне пӗлтернине кӑтартса паракан ытти тӗслӗхсене Пултарни 46:18; Апостолсен ӗҫӗсем 27:37 тата Рим 13:1 тупма пулать.

Чӗрчунсем. Библире чӗрчунсене пултарни ҫинчен акӑ мӗнле ҫырнӑ: «Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем [нефеш] кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр. Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем [нефеш] кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ» (Пултарни 1:20, 24). Ҫак илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенче шывра пурӑнакан чӗрчунсем, выльӑх-чӗрлӗх тата тискер чӗрчунсем пурте — «чунсем». Вӗҫен кайӑксемпе ытти чӗрчунсене те «чунсем» тесе каланӑ, вӗсем пирки ҫак сӑвӑ йӗркисене пӑх: Пултарни 9:10 тата Шутлани 31:28.

Ҫын пурнӑҫӗ. Хӑш-пӗр чухне «чун» текен сӑмах ҫын пурнӑҫне пӗлтерет. Иегова Моисее каланӑ: «Санӑн чунна [нефеш] шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ» (Тухни 4:19). Моисейӑн тӑшманӗсем мӗн шыранӑ? Вӗсем Моисее вӗлересшӗн, урӑхла каласан, унӑн пурнӑҫне татасшӑн шыранӑ. Рахиль хӑйӗн ывӑлне Вениамина асаппа ҫуратнӑ чухне «виле пуҫланӑ, чунӗ [нефеш] тухнӑ» (Пултарни 35:16—19). Ҫав вӑхӑтра Рахиль пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗррехинче Иисус ак ҫапла каланӑ: «Эпӗ ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне [психи] парать» (Иоанн 10:11). Иисус хӑйӗн чунне, е пурнӑҫне этемлӗхшӗн панӑ. Ҫак илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисенче «чун» текен сӑмах ҫын пурнӑҫне пӗлтерет. Ҫакӑн пек пӗлтерӗшпе «чун» текен сӑмах ҫак сӑвӑ йӗркисенче те тӗл пулать: Матфей 10:39; Иоанн 15:13; Апостолсен ӗҫӗсем 20:10.

Библире ниҫта та вилӗмсӗр чун тесе калани ҫук, Турӑ Сӑмахне вӗренсе пынӑ май эсӗ ҫакна курӑн. Библире чун вилет тесе каланӑ (Иезекииль 18:4, 20).

«РУАХ» ТАТА «ПНЕВМА» СӐМАХСЕМПЕ БИБЛИРЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРНӐ?

Ҫакна палӑртмалла: чӑвашла куҫарнӑ Библире ру́ах текен еврей сӑмахне те, пне́вма текен грек сӑмахне те хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенче «чун» тесе куҫарнӑ. Анчах ҫак икӗ сӑмаха урӑхла куҫарнисем те пур, сӑмахран, «чӗм», «сывлӑш». Ҫавӑнпа та ру́ах тата пне́вма мӗне пӗлтереҫҫӗ: чуна-и е урӑххине?

Библи хӑех ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса парать. Сӑмахран, Псалом 103:29-мӗшӗнче Иегова Турӑ пирки ак мӗн каланӑ: «Сывлан сывлӑшне [ру́ах] илетӗн те — вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ». Иаков 2:26-мӗшӗнче «чун [пне́вма] пулмасан, ӳт вилсе выртать» тенӗ. Ҫак Библири сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ру́ах тата пне́вма — ӳт-пӳри пурнӑҫа мӗн тытса тӑрать, ҫавна пӗлтрет. Руах тата пневма пулмасан, ӳт вилет. Ҫавӑнпа та «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библире руах текен сӑмаха пурнӑҫ вӑйӗ тесе куҫарнӑ. Сӑмахран, Ной пурӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре шыв илесси ҫинчен Пултарни 6:17-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Эпӗ вара тӳпе айӗнчи пур ҫынна тата чӗрчуна, ӑшӗнче пурнӑҫ вӑйӗ [руах] пуррисене, пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп» (Пултарни 7:15, 22). Апла пулсан руах пневма вӑл — кашни чӗрӗ япалари пурнӑҫа тытса тӑракан куҫа курӑнман вӑй.

Радиоприемник

Радиона ӗҫлеме электричество кирлӗ пек, чӗрӗ пулмашкӑн ҫын ӳт-пӳне те пурнӑҫ вӑйӗ [руах е пневма] кирлӗ. Ҫакна ӑнланмашкӑн йӑтса ҫӳремелли радиоприемник ҫинчен шухӑшласа пӑх. Радиоприемник ӗҫлетӗр тесен ун ӑшне батарейкӑсем лартмалла, мӗншӗн тесен ӑна батарейкӑри электричество ӗҫлеттерет. Батарейкӑсемсӗр радиоприемник ӗҫлемест. Ытти радиосем те, шнурне розеткӑран кӑларсан, ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн кӗлетке е ӳт-пӳ чӗрӗ пултӑр тесен ӑна пурнӑҫ вӑйӗ кирлӗ. Электричество пекех, пурнӑҫ вӑйӗ [руах е пневма] туйма та, шухӑшлама та пултараймасть. Вӑл — ахаль вӑй кӑна. Анчах та пурнӑҫ вӑйӗсӗр, псалом ҫыракан каланӑ пекех, ҫынсем «вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ».

Ҫын вилӗмӗ пирки Екклесиаст 12:7-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӗртен-тӑпраран пулни каллех тӑпра пулӗ, чун [ру́ах] вара хӑйне панӑ Турӑ патне таврӑнӗ». Пурнӑҫ вӑйӗ ҫын ӳтне хӑварсан, ӳчӗ вара, ҫӗртен-тӑпраран пулнӑскер, вилет те каллех тӑпра пулса тӑрать. Ҫавӑн пекех пурнӑҫ вӑйӗ те каялла, ӑна кам панӑ, ҫавӑн патне таврӑнать — Турӑ патне (Иов 34:14, 15; Псалом 35:10). Ҫакӑ пурнӑҫ вӑйӗ пӗлӗте каять тенине пӗлтермест. Турӑ патне таврӑнӗ тени вӑл вилнӗ ҫыннӑн пурнӑҫне Иегова Турӑ кӑна каялла тавӑрса пама пултарнине пӗлтерет. Унӑн пурнӑҫӗ Туррӑн аллинче теме пулать. Турӑ кӑна хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курса пурнӑҫ вӑйне каялла тавӑрса пама пултарать, вара ҫыннӑн каллех пурӑнма май пулать.

Турӑ «тупӑкра выртакансене» пурне те пурнӑҫ парассине пӗлни ҫав тери йӑпатать (Иоанн 5:28, 29). Вилӗмрен чӗртнӗ чухне Иегова вилнисене ҫӗнӗ кӗлетке е ӳт-пӳ парать те вӗсем чӗрӗлсе тӑччӑр тесе вӗсен ӑшне пурнӑҫ вӑйне вӗрсе кӗртет. Ҫавӑн чухне мӗн тери савӑнӑҫ пулӗ!

Библире «чун» тата «пурнӑҫ вӑйӗ» текен сӑмахсемпе мӗнле усӑ курни ҫинчен нумайрах пӗлмешкӗн Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Что происходит при смерти?» ятлӑ брошюрӑна тата «Рассуждение с помощью Писаний» ятлӑ кӗнекери 131—135, 139—144 страницӑсене пӑхӑр.

← Сыпӑка пӑх