Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

9-МӖШ СЫПӐК

Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?

Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?

Эпир пурӑнакан вӑхӑтра мӗнле ӗҫсем пулса иртмелле тесе Библире малтанах каласа хунӑ?

«Юлашки кунсенче» мӗнле ҫынсем пуласси пирки Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланӑ?

Библи малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, «юлашки кунсенче» мӗн лайӑххи пулмалла?

ТЕЛЕВИЗОРПА хыпарсене пӑхмассерен эсӗ пӗрре кӑна мар ҫакӑн пек ыйту панӑ пуль: «Ҫак тӗнчепе мӗн пулӗ-ши?» Пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен инкек хыҫҫӑн инкек сиксе тухать, ҫавӑнпа та ҫынсем ыран мӗн пулассине пӗлмеҫҫӗ (Иаков 4:14). Анчах Иегова пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлет (Исаия 46:10). Ӗлӗкех вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, паянхи кунсенче пулса иртекен хӑрушӑ ӗҫсемпе хӗн-асапсем ҫинчен ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ытарайми ырӑлӑхсем кӗҫех пуласси ҫинчен те каласа хунӑ.

2 Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинчи пур усала пӗтерет те ҫӗре рай туса хурать тенӗ Иисус Христос (Лука 4:43). Ҫав Патшалӑх хӑҫан килессине ҫынсем пӗлесшӗн пулнӑ. Пӗррехинче Иисусӑн вӗренекенӗсем унран ыйтнӑ: «Эсӗ килессипе тӗнче пӗтессин палли епле пулӗ?» (Матфей 24:3). Иисус вӗсене хуравласа каланӑ чухне ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине Иегова Турӑ кӑна пӗлет тенӗ (Матфей 24:36). Иисус ҫакӑ хӑҫан пулассине каламан пулин те, вӑл Турӑ Патшалӑхӗ чӑн-чӑн мирлӗ пурнӑҫ тӑвас умӗн ҫӗр ҫинче мӗнле ӗҫсем пулса иртесси пирки малтанах каласа хунӑ. Вӑл мӗн калани паян пурнӑҫланса пырать.

3 Эпир ҫав вӑхӑтра пурӑнни ҫинчен пӗлмешкӗн малтан пӗлӗтре пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар. Ҫав вӑрҫа ҫынсем курма пултарайман пулин те, вӑл мӗнпе вӗҫленни кашнине пырса тивет.

ПӖЛӖТ ҪИНЧИ ВӐРҪӐ

4 Ҫак кӗнекен унчченхи сыпӑкӗнче Иисус Христос 1914-мӗш ҫулта пӗлӗтре Патшана ларнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ (Даниил 7:13, 14). Патша влаҫне илсенех Иисус ӗҫе тытӑннӑ. «Унтан пӗлӗт ҫинче вӑрҫӑ хускалчӗ,— тенӗ Библире,— Михаилпа [Иисусӑн тепӗр ячӗ] унӑн Ангелӗсем драконпа [Сатана Шуйттанпа] вӑрҫма тухрӗҫ; драконпа унӑн ангелӗсем те вӗсене хирӗҫ тухрӗҫ»*. Сатанапа унӑн усал ангелӗсене, демонсене, ҫӗнтернӗ те пӗлӗтрен ҫӗр ҫине хӑваласа антарнӑ. Сатанапа унӑн демонӗсене хӑваласа антарса янӑшӑн Туррӑн шанчӑклӑ ангелӗсем савӑннӑ. Анчах ҫакӑ ҫынсене пӗр савӑнӑҫ та илсе килмен. Ҫынсем пӗлӗтри ангелсем пек савӑнма пултарайман, мӗншӗн тесен Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӗр… ҫинче пурӑнакансем! сире хуйхӑ; шуйттан, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ» (Апокалипсис 12:7, 9, 12).

5 Пӗлӗтре пулса иртнӗ ҫак вӑрҫӑ мӗнпе вӗҫленнине асӑрха-ха: Сатана питӗ ҫилленнипе ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ кӑтартса тӑрать. Эпир халӗ ҫак хуйхӑллӑ вӑхӑтра пурӑннине малалла пӑхса тухнӑ май пӗлӗпӗр. Анчах ҫак вӑхӑт нумая тӑсӑлмӗ, вӗт Сатана та «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет. Библире ҫак вӑхӑт пирки «юлашки кунсем» тенӗ (2 Тимофей 3:1, ҪТ). Турӑ кӗҫех Шуйттана ҫӗр ҫинче ним тума та памӗ, ҫакна пӗлни чунтан савӑнтарать! Библире малтанах каласа хунисенчен хӑш-пӗрисем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пынине пӑхса тухар. Ҫаксем пурнӑҫланса пыни эпир юлашки кунсенче пурӑннине тата Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех Иеговӑна юратакансем валли ӗмӗрлӗх пиллӗхсем илсе килессине кӑтартса парать. Чи малтан эпир Иисус каланӑ пирӗн вӑхӑтри тӑвӑтӑ уйрӑмлӑха пӑхса тухӑпӑр.

ЮЛАШКИ КУНСЕН ТӖП УЙРӐМЛӐХӖСЕМ

Вӑрҫ, выҫлӑх тата ҫутҫанталӑк инкекӗсем

6«Халӑх ҫине халӑх тӑрӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх тӑрӗ» (Матфей 24:7). Юлашки 100 ҫул хушшинче вӑрҫӑсенче миллионшар ҫын вилнӗ. Пӗр Британи историкӗ ҫырнӑ: «ХХ ӗмӗр пирки этемлӗх историнче чи нумай юн тӑкнӑ ӗмӗр теме пулать. […] Ҫак ӗмӗр чарӑна пӗлмен вӑрҫӑсен ӗмӗрӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен кӗске вӑхӑта вӑрҫӑ пыман тапхӑрсене шутламасан, ӑҫта та пулин яланах вӑрҫӑ пынӑ». «Уорлдуотч» институт отчётӗнче ҫапла каланӑ: «Пирӗн эрӑри I-мӗш ӗмӗртен пуҫласа 1899-мӗш ҫулччен пынӑ вӑрҫӑсенче вилнисене шута илсен, ХХ ӗмӗрти вӑрҫӑсенче кӑна виҫӗ хут нумайрах ҫын вилнӗ». 1914-мӗш ҫултанпа пыракан вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫын вилнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вӑрҫӑра вилни чуна хурлантарнине пӗлетпӗр пулин те, эпир миллионшар ҫын вилни мӗн тери асаплантарса чуна ыраттарнине пӗтӗмпех ӑнланса илме пултараймастпӑр.

7«Выҫлӑхсем… пулӗҫ» (Матфей 24:7). Юлашки 30 ҫул хушшинче апат-ҫимӗҫ туса кӑларасси чылай ӳснӗ тесе калаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Ҫапах та ҫынсем выҫлӑхпа аптраҫҫӗ, мӗншӗн тесен апат-ҫимӗҫ илме е тыр-пул туса илмешкӗн ҫӗр туянма нумайӑшӗн укҫа-тенкӗ ҫук. Аталанакан ҫӗршывсенче миллиард ытла ҫын кунне пӗр долларпа е унтан та сахалрах укҫапа пурӑнать. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнать. Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ (ВОЗ) пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫинӗ-ҫименнине пула кашни ҫул пилӗк миллион ытла ача вилет.

8«Ҫӗр пит хытӑ чӗтӗрӗ» (Лука 21:11). СШАри Геологи служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫултан пуҫласа кашни ҫул вӑтамран 17 пысӑк ҫӗр чӗтренни пулса иртет, ҫакӑ вара ҫурт-йӗрсене сиен кӳрет тата ҫӗр питне ҫура-ҫура ярать. Ку ҫеҫ мар, ҫурт-йӗрсене тӗпӗ-йӗрӗпе аркатакан ҫӗр чӗтренӗвӗсем вӑтамран кашни ҫул пулса пыраҫҫӗ. Тепӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла пӗлтернӗ: «Юлашки 100 ҫул хушшинче ҫӗр чӗтреннине пула ҫӗршер пин ҫын вилнӗ, паянхи технологи аталанса пыни вара ҫынсем вилессине кӑшт кӑна чакарма май панӑ».

9«Мурсем [эпидемисем]… пулӗҫ» (Лука 21:11). Медицина аталанса пырать пулин те, ӗлӗкхи тата ҫӗнӗ чирсем этемлӗхе хирсе тӑраҫҫӗ. Пӗр отчётра 20 паллӑ чир пирки — сӑмахран, туберкулез, малярия тата холера — юлашки вунҫуллӑхсенче анлӑ сарӑлнӑ тенӗ, тата хӑш-пӗр чирсенчен вара эмелсемпе те сыватма йывӑр тесе каланӑ. Ҫитменнине тата, сахалтан та 30 ҫӗнӗ чир тупӑннӑ. Ҫав хӑш-пӗр чирсенчен сыватма пӗлмеҫҫӗ, тата ҫак чирсенчен ҫынсем вилеҫҫӗ.

ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ ҪЫНСЕМ МӖНЛЕРЕХ ПУЛӖҪ?

Турӑ Сӑмӑхӗнчи ӑслӑлӑха нумайӑшӗ сирсе яраҫҫӗ

10 Библире юлашки кунсенче мӗн пулса иртни ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех ҫынсем улшӑнса пыни ҫинчен те каланӑ. Павел апостол ҫынсем мӗнлерех пулассине тата вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсене сӑнласа панӑ. 2 Тимофей 3:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче эпир вулатпӑр: «Малашне [«юлашки кунсенче», ҪТ] йывӑр саманасем килӗҫ». Павел каланӑ тӑрӑх, ҫынсем ак ҫакнашкал пулӗҫ:

  • хӑйсене юратакан
  • укҫана хапсӑнакан,
  • ашшӗ-амӑшӗсене пӑхӑнмӗҫ,
  • пархатарсӑр,
  • пӗр-пӗрне юратмӗҫ,
  • чарусӑр,
  • хытӑ кӑмӑллӑ,
  • Турра юратассинчен ытла киленсе пурӑнма юратӗҫ,
  • Турра юрӑхлӑ пурӑнакансем пек курӑнӗҫ, ӑшӗсенче вӑл пурӑнӑҫа юратмӗҫ.

11 Сирӗн таврара пурӑнакан ҫынсем пирки ҫакнах калама пулмасть-и? Паллах, пулать. Ҫавӑн пек ҫынсене халӗ пур ҫӗрте те курма пулать. Ҫакӑ Турӑ кӗҫех хӑйӗн ӗҫне тума пуҫлассине пӗлтерет, мӗншӗн тесен Библире каланӑ: «Ҫылӑхлӑ ҫынсем курӑк пек ӗрчеҫҫӗ пулин те, усал ӗҫ тӑвакансем чечекленеҫҫӗ пулин те, кайран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе ҫухалаҫҫӗ» (Псалом 91:8).

САВӐНМАЛЛИ ТЕ ПУР

12 Библире юлашки кунсенче хуйхӑ питӗ нумай пулать тесе малтанах каласа хунӑ. Анчах ҫак канӑҫсӑр, пӑлханса тӑракан тӗнчере Иеговӑна юратакансен савӑнмалли те пур.

«Пур халӑхсене те пӗлтерме, Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ [«ырӑ хыпарӗ», ҪТ] пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ» (Матфей 24:14)

Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сараҫҫӗ

13«Чӑн-чӑн пӗлӳ нумайланӗ»,— тесе малтанах каласа хунӑ Библири Даниил ятлӑ кӗнекере. Ҫак сӑмахсен хӑҫан пурнӑҫланмалла пулнӑ? «Юлашки вӑхӑт» хушшинче (Даниил 12:4, ҪТ). Уйрӑмах 1914-мӗш ҫултанпа Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлеме кӑмӑл тӑвакансене Библие тарӑнрах ӑнланма пулӑшма пуҫланӑ. Вӗсем Туррӑн ячӗ ҫинчен, вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен, Иисус Христос тӳлесе илме хӑйӗн пурнӑҫне пани ҫинчен, вилсен мӗн пулни тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан хаклӑ чӑнлӑхсене тарӑнрах та тарӑнрах ӑнланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӑннипех телейлӗ пулмашкӑн тата Турра мухтаса пурӑнмашкӑн мӗн тумаллине пӗлсе пынӑ. Вӗсем ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗн пӗлтерӗшӗ пирки тата вӑл ҫӗр ҫинче Турӑ ирӗкне мӗнле тӑвасси пирки лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Ҫак пӗлӳсемпе вӗсем мӗнле усӑ курнӑ? Ҫак ыйту юлашки кунсенче пурнӑҫланса пыракан тата тепӗр пророкла каланипе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.

14«Пур халӑхсене те пӗлтерме, Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ [«ырӑ хыпарӗ», ҪТ] пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ»,— тенӗ Иисус Сатана тӗнчи пӗтесси ҫинчен пророкла каланӑ чухне (Матфей 24:3, 14). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар — мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ, вӑл мӗн туса пани тата вӑл паракан пиллӗхсене эпир мӗнле илме пултарни ҫинчен калакан хыпар — пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе, 230 ытла ҫӗршывра 400 яхӑн чӗлхепе, янӑраса тӑрать. Ҫак ырӑ хыпара миллионшар Иегова Свидетелӗсем пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» тухнӑ (Апокалипсис 7:9). Вӗсем Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлес текен миллионшар ҫынпа килӗсенче Библи вӗренеҫҫӗ, ҫакӑншӑн вӗсем укҫа ыйтмаҫҫӗ. Чӑн христиансене «пурте курайми пулӗҫ» тесе Иисус малтанах каласа хунине шута илсен, ҫак пророкла калани пурнӑҫланса пыни чӑннипех тӗлӗнтерет (Лука 21:17).

ЭСӖ МӖН ТӐВӐН-ШИ?

15 Библире пророкла каланисенчен нумайӑшӗ паян пурнӑҫланса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр тенипе эсӗ килӗшетӗн-и? Иегова ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳреме ҫитет тесен, «пӗтес вӑхӑт» пулать (Матфей 24:14). «Пӗтес вӑхӑт» тени вӑл Турӑ ҫӗр ҫинчи усала пӗтерес вӑхӑта пӗлтерет. Хӑйне хирӗҫ тӑракансене пӗтерме Иегова Иисуспа тата хӑватлӑ ангелсемпе усӑ курӗ (2 Фессалоника 1:6—9). Сатанапа унӑн демонӗсем халӑхсене тек улталаймӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара, Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн влаҫне — ҫак власть тӗрӗслӗх ҫинче никӗсленнӗ — пӑхӑнса тӑракансене нумай пиллӗх кӳрӗ (Апокалипсис 20:1—3; 21:3—5).

16 Сатанан тӗнчи пӗтесси ҫывӑх пулнӑран пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: пирӗн мӗн тумалла-ши? Иегова ҫинчен тата вӑл пире мӗн тума хушни ҫинчен нумайрах пӗлсе пыни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Иоанн 17:3). Библие тӑрӑшса вӗрен. Иегова ирӗкне туса тӑракансемпе яланах пӗрле пухӑнма тӑрӑш (Еврейсем 10:24, 25). Иегова Турӑ парса тӑракан пӗлӳсене тарӑнрах ӑнланма вӑй хур тата Турра юрӑхлӑ пурӑнас тесе хӑвӑн пурнӑҫунта улшӑнусем ту (Иаков 4:8).

17 Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр тенине нумайӑшӗ ӗненмӗҫ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ. Усал ҫынсем пӗтесси сасартӑк пулса иртӗ. Ҫак пӗтес вӑхӑт нумай ҫыншӑн ҫӗрлехи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен ҫитӗ (1 Фессалоника 5:2). Иисус асӑрхаттарнӑ: «Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫапла пулӗ: ҫӗр ҫине шыв тулас умӗнхи кунсенче Ной кимӗ ҫине кӗрес куна ҫитичченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, шыв тулса пурне те пӗтеричченех нимӗнне те пӗлмен [е нимӗн ҫинчен те шухӑшламан]; Этем Ывӑлӗ килни те ҫаплах пулӗ» (Матфей 24:37—39).

18 Анчах Иисус хӑйне итлекенсене каланӑ: «Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр; ытлашши ҫисе, ӳсӗрӗлсе ҫӳресе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшса сирӗн чӗрӗрсем ан йывӑрланччӑр, вӑл кун сирӗншӗн сасартӑк ҫитмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те вӑл кун таната пек карса илӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:34—36). Пирӗн Иисусӑн сӑмахӗсене яланах асра тытмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова тата «Этем Ывӑлӗ», Иисус Христос, умне тӑма тивӗҫлӗ пулакансем Сатанан тӗнчине пӗтернӗ чухне ҫӑлӑнса юлма тата ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ. Ҫак вӑхӑт ҫав тери ҫывӑх! (Иоанн 3:16; 2 Петр 3:13).

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

  • Юлашки кунсем вӑрҫӑсемпе, выҫлӑхсемпе, ҫӗр чӗтреннисемпе тата эпидемисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ (Матфей 24:7; Лука 21:11).
  • Юлашки кунсенче нумайӑшӗ хӑйсене, укҫана юратаҫҫӗ тата Турра юратассинчен ытла киленсе пурӑнма юратаҫҫӗ (2 Тимофей 3:1—5).
  • Ҫак юлашки кунсенче Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ (Матфей 24:14).

*  Михаил Иисус Христосӑн тепӗр ячӗ пулнине пӗлме Хыҫсӑмаха пӑхӑр.


Вӗренмелли ыйтусем

1. Пуласлӑх ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

2, 3. Иисуса вӗренекенӗсем мӗнле ыйту панӑ тата вӑл мӗн тесе хуравланӑ?

4, 5. a) Иисуса Патшана лартсанах пӗлӗтре мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Апокалипсис 12:12-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, пӗлӗтре пулса иртнӗ вӑрҫӑ мӗнпе вӗҫленнӗ?

6, 7. Иисус вӑрҫӑсемпе выҫлӑхсем ҫинчен калани паян мӗнле пурнӑҫланса пырать?

8, 9. Иисус ҫӗр чӗтренни тата эпидемисем ҫинчен малтанах каласа хуни чӑннипех пурнӑҫланса пыни ӑҫтан курӑнса тӑрать?

10. 2 Тимофей 3:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсем халь мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

11. Псалом 91:8-мӗшӗнче усал ҫынсемпе мӗн пулать тенӗ?

12, 13. «Чӑн-чӑн пӗлӳ» юлашки вӑхӑтра мӗнле майпа нумайланнӑ?

14. Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарӗ мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ тата ҫак хыпара кам пӗлтерсе ҫӳрет?

15. a) Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр тенине эсӗ ӗненетӗн-и тата мӗншӗн? ӑ) Иеговӑна хирӗҫ тӑракансемшӗн тата Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнса тӑракансемшӗн «пӗтес вӑхӑт» мӗне пӗлтерет?

16. Ҫак юлашки кунсенче мӗн туни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ?

17. Мӗншӗн нумай ҫыншӑн ҫак усал тӗнче пӗтесси кӗтмен ҫӗртен ҫитӗ?

18. Иисус мӗн тесе асӑрхаттарса каланине пирӗн яланах асра тытмалла?