Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ХЫҪСӐМАХ

Уявсене паллӑ тума юрать-и?

Уявсене паллӑ тума юрать-и?

ХАЛЬХИ вӑхӑтра нумай ҫӗрте паллӑ тӑвакан тӗн уявӗсем тата кашни ҫӗршывра йышӑннӑ уявсем Библипе пӗртте ҫыхӑнман. Апла пулсан, мӗншӗн-ха вӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ? Эсӗ пурӑнакан вырӑнта анлӑ сарӑлнӑ уявсем ҫинчен энциклопедисенче тата ытти кӗнекесенче мӗн каланине пӗлме сана, тен, интереслӗ пулӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар

Мӑнкун. «Ҫӗнӗ Халалра [вырӑсла Новый Завет] Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ятпа уяв туни ҫинчен ниҫта та каламан» тенӗ «Британи энциклопедийӗнче». Мӑнкуна Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине асӑнса тӑвакан уяв теҫҫӗ пулин те, унӑн йӑли-йӗркисене суя тӗнрен илнӗ. Сӑмахран, «Большая советская энциклопедия» кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ: «Мӑнкунӑн йӑли-йӗркисене (Мӑнкун куличӗсене сӑвапласси, Мӑнкунра пӗҫерекен тӑпӑрчӑ икерчисем, ҫӑмарта сӑрласси тата ытти те) суя тӗнри ҫуркунне ирттерекен уявран илнӗ» (2-мӗш кӑларӑм, 32-мӗш том, 1955-мӗш ҫул)

Ҫӗнӗ ҫул. Ҫӗнӗ ҫула хӑш вӑхӑтра тата мӗнле уявласси кашни ҫӗршывра хӑйне майлӑ пулма пултарать. Ҫак уяв мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен «Уорлд бук» энциклопедире ак ҫапла каланӑ: «Рим пуҫлӑхӗ, Юлий Цезарь, ҫӗнӗ ҫул январӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать тесе пирӗн эрӑчченхи 46-мӗш ҫулта йышӑннӑ. Рим ҫыннисем ҫав куна Януса — кӗрессипе тухассин, алӑксен тата пуҫламӑшӗн туррине — халалланӑ. Январь уйӑхне Янус туррӑн ятне панӑ. Янус туррӑн икӗ пит пулнӑ: пӗр пичӗ малалла пӑхнӑ, тепри вара — хыҫалалла». Чӑнах та, Ҫӗнӗ ҫула уявласси суя тӗнрен тухни питӗ лайӑх курӑнса тӑрать

Хеллоуин. «Америка энциклопедийӗнче» каланӑ: «Хеллоуин уявӗн йӑли-йӗркисем христиансен тӗнӗ пуҫланса кайичченех пулнӑ, вӗсем друидсен [авалхи кельт апӑсӗсен (вырӑсла жрецы)] тӗн йӗркипе ҫыхӑннӑ. Кельтсем икӗ тӗп турӑ ячӗпе уяв ирттернӗ — хӗвел турри тата вилнисен турри ячӗпе. Вилнисен туррине чысласа ноябрӗн 1-мӗшӗнче уяв тунӑ — ҫак куна авалхи кельтсем ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗ тесе шутланӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав уяв майӗпен христиансен уявӗ пулса тӑнӑ»

Ытти уявсем. Пӗтӗм тӗнчипе хальхи вӑхӑтра паллӑ тӑвакан пур уяв ҫинчен те сӳтсе явма май ҫук. Анчах та ҫынсене е организацисене чысласа ирттерекен уявсене Иегова, паллах, ырламасть (Иеремия 17:5—7; Апостолсен ӗҫӗсем 10:25, 26). Турӑ уява ырланипе ырламанни ҫав уяв мӗнле пуҫланса кайнинчен килет — ҫакна яланах асра тытмалла (Исаия 52:11; Апокалипсис 18:4). Хӑш уява хутшӑнма кирлипе кирлӗ марри ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине пӗлме ҫак кӗнекере 16-мӗш сыпӑкра каланӑ Библи принципӗсем пулӑшӗҫ

← Сыпӑка пӑх