Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

5-МӖШ СЫПӐК

Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне

Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне

Тӳлесе илни — мӗн вӑл?

Мӗнле майпа тӳлесе илнӗ?

Ҫакӑ сана мӗнле усӑ парать?

Тӳлесе илнӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

МӖНЛЕ парне сан шутпа чи хакли? Пысӑк укҫа парса илнӗ пур парнене те хаклӑ парне теме пулмасть. Парнен пахалӑхне яланах укҫапа виҫме ҫук. Парне сана телей кӳрет пулсан тата уйрӑмах мӗн кирлипе тивӗҫтерет пулсан, ҫакӑн пек парне саншӑн чи хакли пулса тӑрать.

2 Эсӗ илме пултаракан парнесенчен пӗри ыттисене пурне те ирттерет. Вӑл — Турӑ этемлӗхе панӑ парне. Иегова пире нумай парнесем панӑ, анчах вӑл панӑ парнесенчен чи хакли — хӑйӗн Ывӑлӗн, Иисус Христосӑн, пурнӑҫне парнене пани (Матфей 20:28). Библире ҫак парне пирки тӳлесе илни тенӗ. Эпир ҫак сыпӑка пӑхса тухнӑ май тӳлесе илни вӑл чи хаклӑ парне пулнине курӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫак парне сана калама ҫук пысӑк телей кӳме тата сана чи кирлипе тивӗҫтерме пултарать. Тӳлесе илни вӑл — Иегова сана ҫав тери юратнине кӑтартса тӑрать.

ТӲЛЕСЕ ИЛНИ — МӖН ВӐЛ?

3 Кӗскен каласан, тӳлесе илни вӑл — Иеговӑн этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлмалли меслечӗ (Ефес 1:7). Библири ҫак вӗрентӗве ӑнланмашкӑн Едем пахчинче мӗн пулса иртнине пирӗн пӑхса тухмалла. Адам ҫылӑха кӗнипе мӗн ҫухатнине ӑнлансан кӑна эпир тӳлесе илни пирӗншӗн питӗ хаклӑ парне пулнине ӑнланӑпӑр.

4 Иегова Адама пултарсан ӑна хаклӑ парне панӑ — пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫ. Ҫакӑ Адамшӑн мӗне пӗлтернине пӑхса тухар. Унӑн кӗлеткипе ӑс-тӑнӗнче пӗр ҫитменлӗх те пулман, вӑл нихӑҫан та чирлемесӗр, ватӑлмасӑр тата вилмесӗр пурӑнма пултарнӑ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ май унӑн Иеговӑпа уйрӑм хутшӑнусем пулнӑ. Адам Туррӑн ывӑлӗ пулнӑ тенӗ Библире (Лука 3:38). Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗринпе ҫывӑх туссем пулнӑ. Иегова Адамшӑн юратакан Ашшӗ пулнӑ. Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ывӑлӗпе калаҫнӑ, ӑна кӑмӑла каякан ӗҫ тума хушнӑ тата Хӑй унран мӗн кӗтнине пӗлме май панӑ (Пултарни 1:28—30; 2:16, 17).

5 Адама «Турӑ евӗрлӗ» тунӑ (Пултарни 1:27). Ҫакӑ Адам сӑн-пичӗпе тата кӗлеткипе Турӑ пек пулнине пӗлтермест. Ҫак кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнчен Иегова куҫа курӑнман сывлӑш пулнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ (Иоанн 4:24). Ҫавӑнпа та Иеговӑн кӗлетки ҫынсен кӗлетки пек мар. Турӑ евӗрлӗ тунӑ тени вӑл — Адам Туррӑн лайӑх енӗсене, сӑмахран, юратӑва, ӑслӑлӑха, тӗрӗслӗхе тата вӑйне кӑтартма пултарнине пӗлтерет. Адам тата ак ҫак енчен хӑйӗн Ашшӗ пек пулнӑ: вӑл суйласа илме пултарнӑ. Адам хатӗрлесе хунӑ программа тӑрӑх ӗҫлекен робот пек пулман. Ун вырӑнне вӑл мӗн те пулин тума хӑех шутласа хума тата ыррипе усаллине суйласа илме пултарнӑ. Вӑл Турра итлесе-пӑхӑнса пурӑнассине суйласа илнӗ пулсан ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑннӑ пулӗччӗ.

6 Адам Турра итлеме пӑрахнипе вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ уншӑн питӗ хакла ларнӑ. Ҫылӑха кӗнипе вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа, ҫавӑн пекех ҫав пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ пур пиллӗхсене те ҫухатнӑ (Пултарни 3:17—19). Шел пулин те, Адам ҫак калама ҫук ырӑ пурнӑҫа хӑйӗншӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех хӑйӗн пулас ӑрӑвӗшӗн те ҫухатнӑ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Чӑнах та, эпир пурте Адамран ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Библи каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйне те, хӑйӗн ӑрӑвне те ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхне «сутса» янӑ (Рим 7:14). Адампа Ева пӗлсе тӑрсах Турра итлеме пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен нимӗнле пуласлӑх та ҫук. Анчах вӗсен ӑрӑвӗ пирки — вӗсен шутне эпир те кӗретпӗр — мӗн калама пулать-ши?

7 Иеговӑн этемлӗхе ҫӑлмалли меслет — тӳлесе илни. Мӗн вӑл тӳлесе илни? Тӳлесе илни, чӑннипе каласан, икӗ япалана пӗлтерет. Пӗрремӗшӗ, тӳлесе илни — кама та пулин ирӗке кӑларма е салука каялла илме тӳленӗ хак. Ҫавӑн пек тӳлесе илнине тыткӑна лекнисене ирӗке кӑларма тӳленӗ хакпа танлаштарма пулать. Иккӗмӗшӗ, тӳлесе илни — мӗнӗн те пулин хакне кӑларни, урӑхла каласан, тӳлесе татни. Сӑмахран, тӳлесе илни — кирек кама пула е мӗне пула сиен пулчӗ пулсан, ҫак сиен мӗнле хака ларать, ҫав хака тӳлесе татнипе пӗрех. Калӑпӑр, кам та пулин авари турӗ пулсан, ҫак сиенӗн хакне унӑн тӳлесе татмалла пулать.

8 Адам этемлӗхе ҫав тери пысӑк сиен тунӑ, ҫавӑнпа та Адам тунӑ сиен хакне тӳлесе татма пулать-ши? Пире пурне те ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен мӗнле хӑтарма пулать-ши? Иегова мӗнле майпа тӳлесе илме панине тата ҫакӑ сана мӗнле усӑ пама пултарнине айтӑр пӑхса тухар.

ИЕГОВА МӖНЛЕ МАЙПА ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ?

9 Пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та ҫылӑхлӑ ҫынсенчен никам та ҫак пурнӑҫа каялла тӳлесе илме пултараймасть (Псалом 48:8—10). Тӳлесе илмелли хак ҫухатнӑ япалан хакӗпе пӗр тан пулмалла. Ҫакӑ Библири чӑн-чӑн тӗрӗслӗх принципӗпе килӗшсе тӑрать: «Чуншӑн — чун» (Саккуна астутарни 19:21). Апла пулсан, Адам ҫухатнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын чунӗшӗн, урӑхла каласан, пурнӑҫӗшӗн, мӗн хак тӳлемелле пулнӑ? Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ. Ҫакӑ вара хакне кура тӳлесе илни пулнӑ пулӗччӗ (1 Тимофей 2:6).

Тӳлесе илмешкӗн Иисус вилет

Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне пире тӳлесе илме панӑ

10 Тӳлесе илес тесе Иегова мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн пӗлӗтре пурӑнакан пӗр ҫитменлӗхсӗр ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Ҫак ывӑл ахаль ангел кӑна пулман. Вӑл хӑйӗншӗн чи хаклӑскерне, хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, янӑ (1 Иоанн 4:9, 10). Ҫак Ывӑл хӑйӗн пӗлӗтри килне хӑварма хатӗр пулнӑ (Филиппы 2:7). Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне Марийӑн варне тӗлӗнмелле майпа вырнаҫтарнине ҫак кӗнекен унчченхи сыпӑкӗнчен пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Туррӑн святой сывлӑшне пула Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫуралнӑ тата вӑл пӗр ҫылӑхсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн вилмелле пулман (Лука 1:35).

11 Пӗр ҫын миллионшар ҫынна мӗнле майпа тӳлесе илме пултарнӑ? Ҫынсем мӗнле ҫылӑхлӑ пулса тӑнине аса ил-ха? Адам ҫылӑха кӗнипе Туррӑн калама ҫук хаклӑ парнине — пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа — ҫухатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӑрӑвне пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа пама пултарайман. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн ӑрӑвне ҫылӑхпа вилӗм кӑна парса хӑварма пултарнӑ. Иисусӑн — Библире ун пирки «иккӗмӗш Адам» тенӗ — пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫ пулнӑ. Вӑл нихӑҫан та ҫылӑха кӗмен (1 Коринф 15:45). Иисус пире ҫӑлмашкӑн Адам вырӑнне тӑнӑ теме пулать. Иисус хӑйӗн пурнӑҫӗнче Турра пур енчен те итлесе-пӑхӑнса пурӑннӑ тата пӗр ҫылӑх та туман, ҫавӑнпа та унӑн нихӑҫан та вилмелле пулман. Вӑл Адам ҫылӑха кӗрсе ҫухатнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа каялла тӳлесе илме хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне панӑ. Ҫапла майпа Иисус Адамӑн ӑрӑвне шанчӑк панӑ (Рим 5:19; 1 Коринф 15:21, 22).

12 Вилес умӗн Иисус мӗнле асапсем тӳссе ирттерни ҫинчен Библире тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна хаяррӑн хӗненӗ, асап юпи ҫумне пӑталанӑ, тата вӑл ҫав юпа ҫинче мӗн виличчен асапланса ҫакӑнса тӑнӑ (Иоанн 19:1, 16—18, 30; Хыҫсӑмах). Мӗншӗн Иисусӑн ҫакӑн пек асапланмалла пулнӑ? Каярахпа ҫак кӗнекен пӗр сыпӑкӗнче Сатана Иеговӑн ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмаҫҫӗ тенине пӗлӗпӗр. Асапсене тӳснӗ чухне шутсӑр йывӑр пулнӑ пулин те, Иисус шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Сатанана хирӗҫ хуравлама питӗ лайӑх май панӑ. Шуйттан тем те пӗр тусан та, хӑй тӗллӗн суйласа илме пултаракан пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине Иисус кӑтартнӑ. Хӑйӗн Ывӑлӗ шанчӑклӑ тӑрса юлнишӗн Иегова калама ҫук савӑннӑ пулас! (Ытарлӑх 27:11).

13 Мӗнле майпа тӳлесе илнӗ? Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта, еврейсен календарӗ тӑрӑх нисанӑн 14-мӗшӗнче Иегова хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр тата пӗр ҫылӑхсӑр Ывӑлне вӗлерме ирӗк панӑ. Ҫапла майпа Иисус хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи пурнӑҫне — «пӗр хут» тата яланлӑха парнене панӑ (Еврейсем 10:10). Вилнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Иегова Иисуса пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Пӗлӗтре Иисус Адам ӑрӑвне каялла тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗн хакне Турра тӳленӗ (Еврейсем 9:24). Иегова Иисус панӑ парнене этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ҫӑлмашкӑн тӳлесе илме май паракан парне тесе йышӑннӑ (Рим 3:23, 24).

ТӲЛЕСЕ ИЛНИ САНА МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

14 Эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине пӑхмасӑрах тӳлесе илнине пула нимпе те танлаштарма ҫук пиллӗхсем илме пултаратпӑр. Турӑ панӑ чи хаклӑ парне паян та, пуласлӑхра та мӗнле усӑ панине пӑхса тухар.

15Ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ. Ҫылӑхлӑ ҫуралнине пула пирӗн тӗрӗссине тӑвассишӗн кӗрешме тивет. Эпир пурте сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе ҫылӑха кӗретпӗр. Анчах Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине пула пирӗн «ҫылӑхӑмӑрсем каҫарӑнма» пултараҫҫӗ (Колоссы 1:13, 14). Анчах ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен, пирӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине ӗненнӗ тӑрӑх, эпир Иеговӑран йӑвашшӑн каҫару ыйтма пултаратпӑр (1 Иоанн 1:8, 9).

16Турӑ умӗнче таса совесть. Совесть пире айӑплать пулсан, эпир хамӑра пӗтӗм шанчӑка ҫухатнӑ, ниме тӑман ҫын пек туйма пултаратпӑр. Анчах тӳлесе илни урлӑ ҫылӑхсене каҫарса Иегова пире — ҫылӑхлӑ ҫынсене — хӗрхенсе хӑйне таса совеҫпе пуҫҫапса пурӑнма май парать (Еврейсем 9:13, 14). Ҫакна пула пирӗн Иегова умӗнче сӑмаха хӑюллӑ, хӑрамасӑр калама май пур. Апла пулсан эпир ирӗккӗн Ӑна кӗлӗ тума пултаратпӑр (Еврейсем 4:14—16). Таса совесть чуна канӑҫлӑх парать, хамӑра хисеплеме пулӑшать тата телей кӳрет.

17Ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкӗ. «Ҫылӑх вилӗм кӳрет»,— тенӗ Рим 6:23-мӗшӗнче. Ҫак сӑвӑ йӗркинчех малалла ҫапла каланӑ: «Турӑ Ҫӑлакан Иисус Христоспа тӑма ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх [пурнӑҫ] парать». Ҫак кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнче эпир ҫӗр ҫинчи пулас Райри пиллӗхсем ҫинчен пӑхса тухнӑччӗ ӗнтӗ (Апокалипсис 21:3, 4). Ҫак пулас пиллӗхсем, сӑмахран, ҫирӗп сывлӑхпа ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнасси, Иисус пирӗншӗн вилнине пула пулма пултараҫҫӗ. Ҫак пиллӗхсене илес тесен, пирӗн тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулмалла.

ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?

18 Мӗншӗн тӳлесе илнишӗн Иеговӑна чунтан тав тумалла? Кам та пулин парне парас тесе вӑхӑчӗпе вӑйне тата укҫа-тенкине шеллемест пулсан, ҫак парне пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ. Парне паракан пире чунтан юратнипе парне пани пирӗн чӗрене пырса тивет. Тӳлесе илни — пур парнесенчен те чи хакли, мӗншӗн тесен Турӑшӑн ҫак парне калама ҫук хакла ларнӑ. «Турӑ тӗнчене пит юратнӑ: Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне те панӑ»,— тенӗ Иоанн 3:16-мӗшӗнче. Тӳлесе илни — Иегова пире ҫав тери юратнине кӑтартать. Ҫавӑн пекех тӳлесе илни — Иисус пире юратнине кӑтартса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панӑ (Иоанн 15:13). Тӳлесе илме панӑ парне Иегова тата унӑн Ывӑлӗ пире кашнине юратнине ҫирӗплетсе парать (Галатия 2:20).

19 Туррӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Чи малтан Иегова ҫинчен, тӳлесе илме Паракан ҫинчен, нумайрах пӗлсе пыма вӑй хур (Иоанн 17:3). Иегова ҫинчен нумайрах пӗлме ҫак кӗнеке тӑрӑх Библи вӗренни пулӑшӗ. Иеговӑна пӗлнӗҫемӗн эсӗ ӑна тарӑнрах та тарӑнрах юратма пуҫлӑн. Турра юратни сана ӑна мӗн юрӑхлине тума хистесе тӑрӗ (1 Иоанн 5:3).

Библи вулакан хӗрарӑм

Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пынипе эсӗ вӑл тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартӑн

20Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме парнене панине ӗнен. Иисус пирки Библире ҫапла каланӑ: «Ывӑлне ӗненсе тӑракан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать» (Иоанн 3:36). Иисуса ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ӗненетӗп тени ҫителӗксӗр. «Ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех»,— тенӗ Иаков 2:26-мӗшӗнче. Ҫапла, чӑн-чӑн ӗненнине ырӑ ӗҫсем тунипе кӑтартма пулать. Иисуса ӗненнине кӑтартмалли майсенчен пӗри — вӑй ҫитнӗ таран Иисус пек тума тӑрӑшни (Иоанн 13:15).

21Кашни ҫул иртекен Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пул. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче, каҫхине, Иисус ятарлӑ уяв пуҫарса янӑ, Библире ҫак уяв пирки «Ҫӑлакан апачӗ» тенӗ (1 Коринф 11:20; Матфей 26:26—28). Ҫавӑн пекех ҫак уяв Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат ятлӑ. Хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне тӳлесе илмешкӗн панине апостолсем тата ытти чӑн христиансем асра тытчӑр тесе Иисус ҫак уява пуҫарса янӑ. Ҫак уяв пирки Иисус ҫапла хушса хӑварнӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне уявлани Иеговӑпа Иисус пире ҫав тери юратни ҫинчен аса илтерсе тӑрать. Иисус вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне кашни ҫул паллӑ тунипе тӳлесе илнишӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр*.

22 Иегова тӳлесе илме пани — чӑннипех, калама ҫук пысӑк парне (2 Коринф 9:14, 15). Ҫак хаклӑ парне вилнӗ ҫынсене те усӑ пама пултарать. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарни ҫинчен 6-мӗш тата 7-мӗш сыпӑксенче ӑнлантарса панӑ.

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

  • Тӳлесе илни вӑл — Иеговӑн этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлмалли меслечӗ (Ефес 1:7).
  • Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне пирӗншӗн вилмешкӗн ҫӗр ҫине ярса Иегова тӳлесе илмеллине панӑ (1 Иоанн 4:9, 10).
  • Тӳлесе илнине пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ, таса совесть тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли шанчӑк туянатпӑр (1 Иоанн 1:8, 9).
  • Эпир тӳлесе илнишӗн пархатарлӑ пулнине Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пынипе, Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненнипе тата Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне паллӑ тунипе кӑтартатпӑр (Иоанн 3:16).

*  Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ ҫинчен Хыҫсӑмахра нумайрах пӗлме пулать.


Вӗренмелли ыйтусем

1, 2. a) Хӑҫан парне саншӑн чи хакли пулса тӑрать? ӑ) Мӗншӗн тӳлесе илнине чи хаклӑ парне теме пулать?

3. Тӳлесе илни — мӗн вӑл тата вӑл питӗ хаклӑ парне пулнине пӗлмешкӗн пирӗн мӗн ӑнланмалла?

4. Пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫ Адамшӑн мӗне пӗлтернӗ?

5. Библире Адам пирки «Турӑ евӗрлӗ» тунӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

6. Адам Турра итлеме пӑрахсан мӗн ҫухатнӑ тата ҫакӑ унӑн ӑрӑвӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

7, 8. Тӳлесе илни мӗнле икӗ япалана пӗлтерет?

9. Тӳлесе илнӗ чухне мӗне шута илмелле пулнӑ?

10. Тӳлесе илес тесе Иегова мӗн тунӑ?

11. Пӗр ҫын миллионшар ҫынна мӗнле майпа тӳлесе илме пултарнӑ?

12. Иисус асапсене тӳссе ирттернипе мӗн кӑтартнӑ?

13. Мӗнле майпа тӳлесе илнӗ?

14, 15. «Ҫылӑхӑмӑрсем каҫарӑнччӑр» тесен пирӗн мӗн тумалла?

16. а) Пире Турра таса совеҫпе пуҫҫапса пурӑнма мӗн май парать? ӑ) Таса совесть мӗнле усӑ парать?

17. Иисус пирӗншӗн вилнине пула мӗнле пиллӗхсем пулма пултараҫҫӗ?

18. Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна тав тумалла?

19, 20. Туррӑн тӳлесе илме панӑ парнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле майпа кӑтартма пулать?

21, 22. a) Мӗншӗн пирӗн кашни ҫул иртекен Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пулмалла? ӑ) 6-мӗш тата 7-мӗш сыпӑксенче мӗн ҫинчен ӑнлантарса панӑ?