Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Турӑ ҫакӑн пек пурӑнтарасшӑн-ши?

Турӑ ҫакӑн пек пурӑнтарасшӑн-ши?

ХАҪАТ вулатӑн-и, телевизор пӑхатӑн-и е радио итлетӗн-и: вӗсенче преступленисем, вӑрҫӑсем тата терроризм ҫинчен питӗ нумай калаҫҫӗ! Хӑвӑн йывӑрлӑхусем ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Эсӗ, тен, йывӑр чирпе чирлетӗн е ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ. Ҫаксем сана калама ҫук хурлантараҫҫӗ. Эсӗ хӑвна, тен, Иов ятлӑ ҫын пекех туятӑн, вӑл ҫапла каланӑ: «Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ» (Иов 3:26)

Шухӑшласа пӑх-ха

  • Турӑ пире ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнӑ-и
  • Хамӑр йывӑрлӑхсене ҫӗнтермешкӗн эпир пулӑшу ӑҫтан илме пултаратпӑр
  • Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин мирлӗ пурнӑҫ пуласса шанма пулать-и

Библи ҫак ыйтусем ҫине витӗмлӗ хуравсем парать

ТУРӐ ҪӖР ҪИНЧЕ ҪАКӐН ПЕК УЛШӐНУСЕМ ТӐВАТЬ ТЕСЕ ВӖРЕНТЕТ БИБЛИ

Ватӑ ҫын ҫамрӑк пулса тӑнӑ

«Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса илӗ, вилӗм те пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук» (Апокалипсис 21:4)


Утма пултарайман хӗрача каллех чупать

«Уксаххи пӑлан пекех сиккипе чупӗ» (Исаия 35:6, ҪТ; Матфей 11:5)


Суккӑр ҫын куракан пулать

«Суккӑррисен куҫӗсем уҫӑлӗҫ» (Исаия 35:5, ҪТ; Матфей 21:14)


Ҫывӑх ҫынни вилӗмрен чӗрӗлни пирки савӑнакан хӗрарӑм

«Тупӑкра выртакансем пурте… чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Иоанн 5:28, 29)


Арҫын ача чирӗнчен сывалать

«Пурӑнакансенчен нихӑшӗ те: "эпӗ чирлӗ“,— тесе каламӗ» (Исаия 33:24, ҪТ)


Уйри тырӑ-пулӑ

«Тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ» (Псалом 71:16)


БИБЛИЕ ТӖПЧЕ

Икӗ арҫын Библи вӗренеҫҫӗ

Маларах каланисем пирки пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт тесе шухӑшлама ан васка. Турӑ ҫавсене тума сӑмах панӑ, Библи вара вӑл ҫавна мӗнле тӑвасси ҫинчен ӑнлантарса парать

Унсӑр пуҫне Библи пире паянах кӑмӑла ҫырлахтаракан пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать. Хӑвна канӑҫ паман йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Укҫа-тенкӗ ҫитменни, ҫемьери йывӑрлӑхсем, чирпе хавшани, ҫывӑх ҫын вилни — ҫаксем, тен, санӑн пурнӑҫунти хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем кӑна-ха. Анчах Библи сана ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Библи сана йӑпатса лӑплантарма пултарать тата питӗ кирлӗ ыйтусем ҫине хурав парать

  • Мӗншӗн эпир асапланса пурӑнатпӑр
  • Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерме пулать
  • Хамӑр ҫемьене телейлӗ мӗнле тума пултаратпӑр
  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсене хӑҫан та пулин эпир каллех курма пултарӑпӑр-ши
  • Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлассине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр

Эсӗ ҫак кӗнекене вулани ак ҫакна кӑтартать: эсӗ Библи чӑнлӑхне пӗлесшӗн. Ҫак кӗнеке сана Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлме пулӑшӗ. Ҫакна асӑрха: кашни абзац валли ыйтусем пур, вӗсене страницӑсен аялти пайӗнче ҫырса хунӑ. Миллионшар ҫынна Иегова Свидетелӗсемпе ыйту-хурав меслетпе Библи вӗренме килӗшет. Ҫав меслет сана та килӗшессе шанатпӑр. Ҫавӑн пек вӗренни усӑ патӑр тата Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлмешкӗн вӑй хунине Турӑ пиллетӗр сана!

БИБЛИЕ ЛАЙӐХРАХ ПӖЛ

Библи

БИБЛИ 66 кӗнекепе ҫыруран тӑрать. Унпа усӑ курма ҫӑмӑл пултӑр тесе кашни кӗнекине е ҫыруне сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайласа тухнӑ. Ҫак кӗнекере Библи сӑвӑ йӗркине илсе панӑ пулсан, Библи кӗнеки ячӗ е ҫыру ячӗ хыҫҫӑн тӑракан пӗрремӗш цифри ҫав кӗнекен е ҫырӑвӑн сыпӑкне пӗлтерет, икӗ точка хыҫҫӑнхи цифри вара — сӑвӑ йӗркине. Сӑмахран, 2 Тимофей 3:16 илсе панӑ пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркине Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче, 3-мӗш сыпӑкра, 16-мӗш сӑвӑ йӗркинче тупма пулать

Ҫак кӗнекере илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене уҫса вуласан, эсӗ часах Библипе усӑ курма вӗренӗн. Библие кашни кун вулама тӑрӑш. Кунне 3—5 сыпӑк вуласан, эсӗ ҫулталӑкра Библие пӗтӗмпех вуласа тухма пултаратӑн