Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

12-МӖШ СЫПӐК

Турра юрӑхлӑ пурӑн

Турра юрӑхлӑ пурӑн

Эсӗ Туррӑн тусӗ мӗнле пулма пултаратӑн?

Сатана айӑплани санпа мӗнле ҫыхӑннӑ?

Мӗн тунине Иегова кӑмӑлламасть?

Турра юрӑхлӑ пурӑнас тесен мӗн тумалла?

КАМПА санӑн туслашас килет? Ҫын санпа пӗр шухӑшлӑ пулсан, сирӗн пӗр пек интерессемпе тӗллевсем пулсан, ҫав ҫынпа, паллах ӗнтӗ, санӑн ҫывӑхланас килет. Пире ҫавӑн пекех лайӑх ҫынсем патне, сӑмахран, тӗрӗслӗхе юратакан тата ырӑ ҫынсем патне, кӑмӑл туртать.

2 Мӗн ӗмӗртенпех Турӑ хӑш-пӗр ҫынсене хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тесе шутланӑ. Сӑмахран, Иегова Авраама хӑйӗн тусӗ тенӗ (Исаия 41:8; Иаков 2:23). Иегова Давид пирки те «хам кӑмӑлӑма килекен ҫын» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл Турра юрӑхлӑ пурӑннӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 13:22). Иегова Даниил пророк ҫинчен «хаклӑ ҫын» тенӗ (Даниил 9:23, ҪТ).

3 Мӗншӗн Иегова Авраама, Давида тата Даниила хӑйӗн тусӗсем тесе шутланӑ? Турӑ Авраама акӑ мӗн каланӑ: «Эсӗ Манӑн сӑмахӑма итлерӗн» (Пултарни 22:18). Чӑнах та, ҫынсем Турӑ мӗн каланине пӗр хирӗҫлемесӗр итлеҫҫӗ пулсан, Иегова ҫавсемпе ҫывӑхланать. «Манӑн сассӑма итлесе тӑрӑр,— каланӑ вӑл Израиль ҫыннисене,— вара эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир манӑн халӑхӑм пулӑр» (Иеремия 7:23, ҪТ). Иеговӑна итлесе пурӑнсан, эсӗ те унӑн тусӗ пулма пултаратӑн!

ИЕГОВА ХӐЙӖН ТУСӖСЕНЕ ПУЛӐШАТЬ

4 Турӑпа туслӑ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. «Кам пӗтӗм чӗрипе унпа [Иеговӑпа], ҫавсене ырӑ тӑвасшӑн хӑйӗн вӑйне кӑтартас тесе» тӑрӑшать тенӗ Библире Иегова пирки (2 Летопись 16:9, ҪТ). Сана ырӑлӑх тӑвас тесе Иегова хӑйӗн вӑйне мӗнле кӑтартма пултарать? Псалом 31:8-мӗшӗнче пӗр майне кӑтартса панӑ, унта эпир вулатпӑр: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп; сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ».

5 Чӑнах та, Иегова тем териех тӑрӑшать! Вӑл сана тӗрӗс ҫул ҫине тӑма кӑна мар, ҫав ҫулпа пыма та пулӑшӗ. Йывӑрлӑхсемпе инкек-синкексене ӑнӑҫлӑ чӑтса ирттерме Туррӑн сана пулӑшас килет (Псалом 54:23). Ҫавӑнпа та эсӗ Иеговӑшӑн чӗререн парӑнса ӗҫлетӗн пулсан, псалом юрлакан ӗненнӗ пекех, эсӗ те ҫакна шанса тӑрӑн: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл — манӑн сылтӑм енче; такӑнассӑм ҫук» (Псалом 15:8; 62:9). Ҫапла, Иегова сана хӑйне юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшасшӑн. Анчах Туррӑн тӑшманӗ сана ҫакӑн пек пурӑнтарасшӑн мар.

САТАНА АЙӐПЛАТЬ

6 Ҫак кӗнекен 11-мӗш сыпӑкӗнче Сатана Шуйттан Туррӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентерни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Сатана Турра суеҫӗ тесе айӑпланӑ, ҫавӑн пекех Адампа Евӑна хӑйсенех ырӑпа усала уйӑрса илме ирӗк паманшӑн Иегова тӗрӗс мар тунӑ тесе тӗксе каланӑ вӑл. Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн тата ҫӗр ҫинче вӗсен ӑрӑвӗ пурӑнма пуҫласан, Сатана пур ҫыннӑн та шухӑш-кӑмӑлӗ япӑх тесе каланӑ. «Ҫынсем Турра юратнӑран ӗҫлесе тӑмаҫҫӗ,— айӑпланӑ Сатана.— Май пар кӑна, эпӗ Турӑран пурне те пӑрса яма пултарӑп». Сатана чӑнах та ҫапла шухӑшлани Иов ятлӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнинче курӑнса тӑрать. Кам вӑл Иов тата Сатана айӑплани унпа мӗнле ҫыхӑнса тӑнӑ?

7 Иов пӗр 3 600 ҫул ытла каялла пурӑннӑ. Вӑл лайӑх ҫын пулнӑ, мӗншӗн тесен Иегова ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын» (Иов 1:8). Иов Турра юрӑхлӑ пурӑннӑ.

8 Иов Турӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни пирки иккӗлентернӗ Сатана. Шуйттан Иеговӑна каланӑ: «Ӑна хӑйне те, унӑн кил-ҫуртне те, ытти пурлӑхне те Эсӗ сыхласа усрамастӑн-и-ха? Вӑл тӑвакан ӗҫе Эсӗ пилленӗ, ҫавӑнпа унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ҫӗр ҫинче ӗрченӗҫемӗн ӗрчесе пырать; анчах Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн мӗн пуррине сӗртӗн-ха,— вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и?» (Иов 1:10, 11).

9 Сатана каланӑ тӑрӑх, Иов хӑйӗншӗн кӑна, мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать иккен. Шуйттан Иова тата ак ҫапла айӑпланӑ: йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӑл Турӑран пӑрӑнса каятех. Сатана айӑплани ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ-ши? Ҫак ыйту Иовӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫыхӑннӑ пирки Иова тӗрӗслемешкӗн Иегова Сатанана ирӗк панӑ. Ҫакӑ вара Иов Турра юратнипе юратманнине питӗ лайӑх кӑтартнӑ пулӗччӗ.

ИОВА ТӖРӖСЛЕНИ

10 Сатана Иова тӗрлӗ майпа тӗрӗслеме пуҫлать. Иовӑн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне тенӗ пекех вӑрласа каяҫҫӗ, тӑрса юлнисене пӗтереҫҫӗ. Унӑн тарҫисенчен нумайӑшне вӗлерсе тухаҫҫӗ. Ҫапла Иов нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлать. Унтан Иов пуҫӗ ҫине хӑрушӑ инкек йӑтӑнса анать: вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Иовӑн вунӑ ачи вилет. Ҫак инкексене чӑтма тивнӗ пулин те, «Иов ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан» (Иов 1:22).

Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иова ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса панӑ

Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иова ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса панӑ

11 Анчах Сатана парӑнасшӑн пулман. Сатана ҫакӑн пек шухӑшланӑ пулас: «Иов хӑйӗн мӗн пуррине, тарҫисене тата ачисене ҫухатнине тӳссе ирттерчӗ пулин те, ӑна чирлеттерсе ӳкерсен вӑл Турӑран пӑрӑнса каятех». Сатана Иов ҫине йӗрӗнтерекен тата асаплантаракан чир ярать. Иегова Сатанана ҫакна тума ирӗк парать. Анчах ҫакӑ та Иова Турра ӗненме пӑрахтарайман. Чӑнах та «Иов чӗлхипе усал каласа ҫылӑха кӗмен», е Турра хирӗҫ калаҫман (Иов 2:10).

12 Ҫак инкек-синкексене Сатана ярса тӑнине Иов пӗлмен. Шуйттан тавлашуллӑ ыйту ҫӗклени ҫинчен Иов пурне те пӗлмен, тата унӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем Турӑран килеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ вӑл (Иов 6:4; 16:11—14). Ҫапах та вӑл Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. Сатана Иов пирки вӑл Турра юратса ӗҫлесе тӑмасть тени суя пулнине Иов шанчӑклӑ тӑрса юлнипе яр-уҫҫӑн кӑтартнӑ!

13 Иов шанчӑклӑ тӑрса юлни Сатана хӑртса айӑплани ҫине витӗмлӗ хуравлама май панӑ. Иов Иеговӑн чӑн-чӑн тусӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Турӑ ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн ырӑлӑх кӑтартса тавӑрса панӑ (Иов 42:12—17).

ҪАКӐ САНПА МӖНЛЕ ҪЫХӐННӐ?

14 Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юласси ҫинчен Сатана ҫӗкленӗ ыйту Иовпа кӑна ҫыхӑнман. Ҫак ыйту пире те пырса тивет. Ҫакна Ытарлӑх 27:11-мӗш сӑвӑ йӗркинче питӗ лайӑх кӑтартнӑ, унта Иегова чӗнсе калать: «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ». Ҫак сӑмахсене Иов вилнӗренпе ҫӗршер ҫулсем иртсен ҫырнӑ, ҫапах та вӗсем Сатана унчченхи пекех Турра хирӗҫ кӳрентерекен сӑмахсем каланине тата Туррӑн ӗҫлекенӗсене ӑйӑпланине кӑтартса тӑраҫҫӗ. Эпир Турра юрӑхлӑ пурӑнатпӑр пулсан, чӑннипе вара Сатана суйса айӑплани ҫине хуравлама пулӑшатпӑр тата ҫапла майпа Иеговӑн чӗрине савӑнтаратпӑр. Ҫакӑ санра мӗнле туйӑмсем ҫуратать? Шуйттан суйса айӑплани ҫине хурав парасси вӑл — ҫакна тӑвас тесе, тен, пурнӑҫунта мӗн те пулин улӑштарма та тивӗ — чӑн-чӑн чыс. Ҫакӑнпа эсӗ килӗшетӗн пулӗ.

15 Сатана каланӑ: «Пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» (Иов 2:4). Сатана «этем» тесе каланипе вӑл Иова анчах мар, пур ҫынна та айӑпланине кӑтартса парать. Ҫакна асра тытни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Сатана айӑплани эсӗ Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлассипе те ҫыхӑннӑ. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эсӗ Турра итлеме пӑрахни тата унӑн тӳрӗлӗх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайни Шуйттан кӑмӑлне каять. Сатана ҫакна пурнӑҫлас тесе мӗн тӑвать?

16 Сатана тӗрлӗ меслетсепе усӑ курса ҫынсене Турӑран пӑрса яма тӑрӑшнине эпир 10-мӗш сыпӑкран пӗлтӗмӗр. Пӗр енчен илес пулсан, вӑл «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн» тапӑнать (1 Петр 5:8). Сатана витӗм кӳрсе тӑни уйрӑмах туссем, тӑван-хурӑнташсем е ытти ҫынсем сана Библи вӗренме тата мӗн вӗреннине тытса пыма чӑрмантарнӑ чухне палӑрса тӑрать* (Иоанн 15:19, 20). Тепӗр енчен илес пулсан, Сатана хӑйне «ҫутӑ Ангел евӗрлӗ» те тытма пултарать (2 Коринф 11:14). Ҫавӑн чухне вӑл пире улталас тата Турра юрӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗнчен пӑрса ярас тесе чеен хӑтланма пултарать. Хуйха ӳксен, вӑл сана эсӗ Турӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар тесе шухӑшлаттарма тӑрӑшӗ (Ытарлӑх 24:10). Сатана хӑйне «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек» е «ҫутӑ Ангел евӗрлӗ» тытать-и, унӑн пӗр тӗллев: йывӑрлӑхсем тата илӗртӳсем сиксе тухсан, эсӗ Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахатӑн тесе калать вӑл. Эсӗ, Иов пекех, Сатана айӑплани ҫине хурав пама тата Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма мӗнле пултаратӑн?

ИЕГОВӐН ЗАПОВЕЧӖСЕНЕ ТУСА ТӐНИ

17 Турра юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнатӑн пулсан, эсӗ Сатана айӑплани ҫине хурав пама пултаратӑн. Ҫакна мӗнле тумалла-ши? Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Саккуна астутарни 6:5). Санӑн Турра юратасси мӗн чухлӗ ӳссе пырӗ, ҫавӑн чухлӗ ӑна юрӑхлӑ пулас килсе пырӗ. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Турӑ заповечӗсене туса тӑни Ӑна юратни пулать». Эсӗ Иеговӑна пӗтӗм чӗрӳпе юрататӑн пулсан, саншӑн «Унӑн заповечӗсем йывӑр мар» пулӗҫ (1 Иоанн 5:3).

18 Иеговӑн заповечӗсем шутне мӗн кӗрет? Хӑш-пӗр заповедьсенче пирӗн мӗнле ӗҫсенчен пӑрӑнмалли ҫинчен каланӑ. Сӑмахран, «Иегова мӗне кураймасть, ҫавсенчен пӑрӑн» ятлӑ рамкӑна пӑх-ха. Эсӗ унта Библи мӗнле ӗҫсене сивлет, ҫавсене курӑн. Пӗрре пӑхсанах вӗсенче ним япӑххи те ҫук пек туйӑнать. Анчах Библи сӑвӑ йӗркисене вуласа шухӑшласа пӑхсан Иеговӑн законӗсен ӑслӑлӑхне курӑн. Хӑвӑн пурнӑҫунта улшӑнусем тума, тен, сана нихҫанхинчен те йывӑртарах пулӗ. Ҫапах та Турра юрӑхлӑ пурӑнни кӑмӑла ҫырлахтарать тата телей кӳрет (Исаия 48:17, 18). Эпир Турра юрӑхлӑ пурӑнма пултараятпӑр. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

ИЕГОВА МӖНЕ КУРАЙМАСТЬ, ҪАВСЕНЧЕН ПӐРӐН

Вӑрӑ-хурах ушкӑнӗнчен иккӗшӗ
Чӗлӗм туртакан арҫынпа ӗҫекен хӗрарӑм
Вӑрлакан хӗрарӑм
  • Ҫынна вӗлерни (Тухни 20:13; 21:22, 23)
  • Ар хутшӑнӑвӗсенчи аскӑнлӑх (Левит 20:10, 13, 15, 16; Рим 1:24, 26, 27, 32; 1 Коринф 6:9, 10)
  • Усал сывлӑшсемпе хутшӑнни (Саккуна астутарни 18:9—13; 1 Коринф 10:21, 22; Галатия 5:20)
  • Турӑшсемпе йӗрӗхсене пуҫҫапни (1 Коринф 10:14)
  • Ӗҫке ерни (1 Коринф 5:11)
  • Вӑрлани (Левит 6:2, 4; Ефес 4:28)
  • Суя (Ытарлӑх 6:16, 19; Колоссы 3:9)
  • Ҫӑткӑнланса хапсӑнни (Ефес 5:5)
  • Пусмӑрлани (Псалом 10:5; Ытарлӑх 22:24, 25; Галатия 5:20)
  • Ирсӗр сӑмахпа, кирлӗ мара калаҫни (Левит 19:16; Ефес 5:4; Колоссы 3:8)
  • Юнпа тӗрӗс мар усӑ курни (Пултарни 9:4; Апостолсен ӗҫӗсем 15:20, 28, 29)
  • Ҫемьешӗн тӑрӑшманни (1 Тимофей 5:8)
  • Ҫак тӗнчери вӑрҫӑсене тата политика ӗҫӗсене хутшӑнни (Исаия 2:4; Иоанн 6:15; 17:16)
  • Чӗлӗм туртни тата киленес тесе наркотиксемпе иртӗхни (Марк 15:23; 2 Коринф 7:1)

19 Иегова нихӑҫан та эпир тума пултарайманнинчен ытла тума ыйтмасть (Саккуна астутарни 30:11—14). Вӑл эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине пирӗнтен те лайӑхрах пӗлет (Псалом 102:14). Ку анчах мар, Иегова пире тӗрӗссине туса тӑмашкӑн вӑй та пама пултарать. Павел апостол ҫырнӑ: «Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турра шанмалла: Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чух чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ» (1 Коринф 10:13). Пурне те чӑтса ирттерме Турӑ сана «ытла пысӑк хӑват» та пама пултарать (2 Коринф 4:7). Нумай йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн Павел ҫапла калама пултарнӑ: «Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Филиппы 4:13, ҪТ).

ТУРРА ЮРӐХЛӐ ЕНСЕНЕ АТАЛАНТАР

20 Паллах ӗнтӗ, Иегова мӗне кураймасть, ҫавсенчен пӑрӑнни кӑна ҫителӗклӗ мар. Турра юрӑхлӑ пурӑнас тесен вӑл мӗн юратнине те юратмалла (Рим 12:9). Эсир ҫынпа пӗр шухӑшлӑ пулсан, сирӗн пӗр пек интерессемпе тӗллевсем пулсан, сире ҫавӑн пек ҫынсем патне кӑмӑл туртмасть-им? Иегова пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫавӑнпа та Иегова мӗне хаклать, ҫавна юратма вӗрен. Иегова мӗне юратнисенчен хӑш-пӗрисене Псалом 14:1—5 ҫырса панӑ, ҫав сӑвӑ йӗркисенче эпир Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен вулама пултаратпӑр. Иеговӑн тусӗсем «сывлӑш ӗҫӗсене [«ҫимӗҫне», ҪТ]» кӑтартаҫҫӗ. Библире сывлӑш ҫимӗҫӗ тесе ак ҫак лайӑх енсене калаҫҫӗ: «Юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, Турӑ ҫине шанни, йӑваш пулни, чаруллӑ пулни» (Галатия 5:22, 23).

21 Библие кунсерен вулани тата тӗпчени сана Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантарма пулӑшӗ. Турӑ мӗн тума ыйтнине пӗлсе пынӑ май эсӗ Турӑ шухӑшланӑ пекех шухӑшлама пуҫлӑн (Исаия 30:20, 21). Эсӗ Иеговӑна мӗн чухлӗ хытӑрах юрататӑн, ҫавӑн чухлӗ Турра юрӑхлӑ пурӑнас кӑмӑл вӑйлансах-вӑйлансах пырӗ.

22 Турра юрӑхлӑ пурӑнас тесен вӑй хумалла. Библире хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тӑвасси пирки кивӗ этемлӗхе пӑрахса ҫӗнӗ этем пулнипе танлаштарнӑ, ҫакӑ вӑл кивӗ тумтире хывса пӑрахса ҫӗнӗ тумтир тӑхӑннипе пӗрех (Колоссы 3:9, 10). Иеговӑн заповечӗсем пирки псалом юрлакан ҫырнӑ: «Вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап» (Псалом 18:12). Турра юрӑхлӑ пурнӑҫ чӑннипех пысӑк сӑвап, е ырӑлӑх, панине эсӗ те курма пултарӑн. Ҫапла тунипе эсӗ Сатана айӑплани ҫине хурав парӑн тата Иеговӑн чӗрине савӑнтарӑн!

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

  • Турра итлесе пурӑннипе эсӗ унӑн тусӗ пулма пултаратӑн (Иаков 2:23).
  • Сатана пур ҫыннӑн айӑпсӑрлӑхӗ пирки иккӗлентернӗ (Иов 1:8, 10, 11; 2:4; Ытарлӑх 27:11).
  • Турра юрӑхсӑр ӗҫсенчен пӑрӑнмалла (1 Коринф 6:9, 10).
  • Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнас тесен вӑл мӗн курайманнине пирӗн те курайми пулмалла тата вӑл мӗн юратнине юратмалла (Рим 12:9).

*  Ҫакӑ сана Библи вӗренме чӑрмантаракансене кашнине Сатана ертсе пырать тенине пӗлтермест. Анчах Сатана ҫак тӗнчен турри тата пӗтӗм тӗнче ун аллинче (2 Коринф 4:3, 4; 1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа та ҫак тӗнчере Турра юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑннине килӗштерсех кайманнинчен тата хӑш-пӗрисем сана тӗрӗс ҫулпа пыма чӑрмантарнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.


Вӗренмелли ыйтусем

1, 2. Иегова камсене хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тесе шутланӑ?

3. Иегова кампа туслашасшӑн?

4, 5. Хӑйӗн халӑхне ырӑлӑх тӑвас тесе Иегова хӑйӗн вӑйне мӗнле кӑтартса тӑрать?

6. Сатана ҫынсене мӗн тесе айӑпланӑ?

7, 8. а) Иов хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсенчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑнӑ? ӑ) Иов чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни пирки Сатана мӗнле майпа иккӗлентернӗ?

9. Сатана айӑплани ҫине Иегова мӗнле хуравланӑ тата мӗншӗн?

10. Иовӑн мӗнле инкексене чӑтса ирттерме тивнӗ тата вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ?

11. а) Сатана Иов пирки тата мӗн тесе айӑпланӑ, Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле хуравланӑ? ӑ) Асаплантаракан чирпе чирлесе ӳксен те Иов хӑйне мӗнле тытнӑ?

12. Шуйттан айӑплани суя пулнине Иов мӗнле кӑтартнӑ?

13. Иов Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн тума май панӑ тата ҫакӑ Иова мӗн панӑ?

14, 15. Сатана айӑплани Иовпа анчах мар, пур ҫынпа та ҫыхӑннӑ тесе мӗншӗн калама пултаратпӑр?

16. а) Сатана мӗнле меслетсемпе усӑ курса ҫынсене Турӑран пӑрса яма тӑрӑшать? ӑ) Шуйттан ҫак меслетсемпе

17. Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑма хавхалантаракан мӗнле сӑлтава тӗп сӑлтав теме пулать?

18, 19. а) Иеговӑн хӑш-пӗр заповечӗсем шутне мӗн кӗрет? (Рамкӑна пӑх.) ӑ) Иегова эпир тума пултарайманнинчен ытла тума ыйтманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

20. Турра юрӑхлӑ мӗнле лайӑх енсене пирӗн аталантармалла тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

21. Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантарма сана мӗн пулӑшӗ?

22. Турра юрӑхлӑ пурӑнни сана мӗн парӗ?