Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

ХЫҪСӐМАХ

Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон»?

Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон»?

АПОКАЛИПСИС кӗнекинче хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене тӳррӗн ӑнланма кирлӗ мар. Сӑмахран, унта пӗр хӗрарӑм ҫинчен каланӑ, унӑн ҫамки ҫине «аслӑ Вавилон» текен ят ҫырса хунӑ пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки «халӑхсем, йӑхсем» ҫинче ларать тенӗ (Апокалипсис 17:1, 5, 15). Ахаль хӗрарӑм ҫакна тума пултараймасть, ҫавӑнпа аслӑ Вавилон тени вӑл — символласа каланине пӗлтерет. Апла пулсан ҫак аскӑн хӗрарӑм кама сӑнласа парать-ши?

Апокалипсис 17:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫак хӗрарӑм пирки «ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула» тенӗ. «Хула» тени ҫынсен организацине кӑтартса тӑрать. Ҫав «аслӑ хула» «ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑрать» пулсан, аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм вара пӗтӗм тӗнчене витӗм кӳрсе тӑракан организацие пӗлтерет. Ун пирки тӗнче иперийӗ теме пулать. Мӗн ҫине вӑл витӗм кӳрсе тӑрать? Тӗнсем ҫине. Апокалипсис кӗнеки ҫак шухӑша мӗнле уҫса панине пӑхса тухар.

Империсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: политикӑлла, суту-илӳ тата тӗн империйӗсем. Аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм политикӑлла импери пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен «унпа ҫӗр ҫинчи патшасем», урӑхла каласан, ҫак тӗнчери политиксемпе влаҫа тытса тӑракансем, «аскӑнланса пурӑнчӗҫ» тенӗ Библире. Ҫав хӗрарӑмӑн аскӑн ӗҫӗ вӑл — ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсемпе килӗшӳсем тунине пӗлтерет. Акӑ мӗншӗн ун пирки «ытла та аскӑн арӑм» тенӗ (Апокалипсис 17:1, 2; Иаков 4:4).

Аслӑ Вавилон суту-илӳ империйӗ те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен «сутса тӑракансем», урӑхла каласан, суту-илӳ организацийӗсем, ҫак аслӑ хулана тӗп тунӑ чухне уласа йӗрӗҫ тенӗ. Библире, унсӑр пуҫне, патшасем те, сутуҫӑсем те «аякра тӑрса» аслӑ Вавилон ҫине пӑхса тӑни ҫинчен каланӑ (Апокалипсис 18:3, 9, 10, 15—17). Апла пулсан аслӑ Вавилон вӑл — политикӑлла е суту-илӳ империйӗ мар, тӗн империйӗ.

Аслӑ Вавилон тӗнсене пӗлтернине тата тепӗр япала кӑтартса парать. Апокалипсис кӗнекинче ҫак аслӑ хула пур халӑха та «ӑрӑмланипе», е юмӑҫ янипе, аташтарса улталать тенӗ (Апокалипсис 18:23). Юмӑҫ яни яланах тӗнпе ҫыхӑннӑ тата вӗсем демонсенчен тухса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та Библи аслӑ Вавилона «шуйттансем [демонсем] пурӑнмалли… вырӑн» тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Апокалипсис 18:2; Саккуна астутарни 18:10—12). Ҫак импери чӑн тӗне хирӗҫ тӑрать, вӑл «пророксене, святойсене» хӗсӗрлет (Апокалипсис 18:24). Чӑнах та, аслӑ Вавилон чӑн тӗне ҫав тери кураймасть, ҫавӑнпа та вӑл «Иисус ҫинчен каласа пӗлтерекен ҫынсене» тискеррӗн хӗсӗрлет, ҫитменнине тата вӗсене вӗлерет те (Апокалипсис 17:6). Апла пулсан аслӑ Вавилон ятлӑ хӗрарӑм суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне пӗлтерет — Иегова Турра хирӗҫ тӑракан пур тӗне те.

← Сыпӑка пӑх