Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ХЫҪСӐМАХ

Мӗншӗн чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ

Мӗншӗн чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ

МИЛЛИОНШАР ҫын хӗресе чыслать. «Британи энциклопедийӗнче» хӗрес пирки «христиан тӗнӗн тӗп символӗ» тенӗ. Анчах та чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ. Мӗншӗн

Сӑлтавсенчен пӗри — Иисус Христос хӗрес ҫинче вилмен. Ставро́с текен грек сӑмахне ытларах чухне «хӗрес» тесе куҫарнӑ. Ҫак сӑмах, тӗрӗссипе вара, вӗҫне шӗвӗртнӗ шалчана е юпана пӗлтерет. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла ҫырса панӑ: «[Ставро́с] текен сӑмах нихӑҫан та икӗ пӗренене урлӑ хурса ҫыхӑнтарнине пӗлтермест… […] Грек чӗлхипе ҫырнӑ текстра [Ҫӗнӗ Халалра] икӗ пӗрене ҫинчен нимӗн те каламан» («The Companion Bible»)

Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенче Иисуса вӗлерме усӑ курнӑ хатӗр ҫинчен каланӑ чухне кси́лон текен тепӗр грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:30; 10:39; Галатия 3:13; 1 Петр 2:24). Ҫак сӑмах «пӗренене, патака е йывӑҫа» пӗлтерет

«Хӗрес тата пӑталани» ятлӑ кӗнекере вӗлерме айӑпланӑ ҫынсене вӗлермешкӗн мӗншӗн ахаль юпапа усӑ курни ҫинчен ак ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Вӗлерме айӑпланӑ ҫынсене вӗлерме уйӑрнӑ вырӑнсенче яланах йывӑҫсем пулман. Ҫавӑнпа та ахаль пӗренене ҫӗре чавса лартнӑ. Закона пӑсакан ҫыннӑн аллисене ҫӳлелле тӑсса, час-часах урисене те пӗрене ҫине ҫыхса е пӑталаса хунӑ» (Херман Фульда, «Das Kreuz und die Kreuzigung»)

Анчах Иисуса хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлерменни ҫинчен Турӑ Сӑмахӗ хӑех витӗмлӗ кӑтартса парать. Павел апостол каланӑ: «Христос, пирӗншӗн ылханлӑ пулса, пире закон ылханӗнчен хӑтарнӑ (мӗншӗн тесен: йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кирек кам та ылханлӑ, тесе ҫырнӑ)» (Галатия 3:13). Ҫакӑнта Павел Саккуна астутарни 21:22, 23-мӗшӗнчи сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ, унта сӑмах хӗрес ҫинчен мар, йывӑҫ юпа ҫинчен пырать. Кирек кама та юпа ҫине ҫакса вӗлернӗ пулсан, вӑл ылханлӑ пулса тӑрать, ҫавӑнпа та христиансен хӑйсен килӗсене Христоса пӑталанӑ ӳкерчӗксемпе хитрелетмелле мар

Христос вилнӗ хыҫҫӑн 300 ҫул хушши христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курнине ним те ҫирӗплетсе памасть. Анчах IV ӗмӗрте суя тӗне тытса тӑракан Константин император чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиан тӗнне йышӑннӑ та хӗрес пирки христиан тӗнӗн символӗ тесе пӗлтернӗ. Константин ҫакна мӗн шухӑшпа тунине пӗлместпӗр пулин те, хӗрес Иисус Христоспа нихӑш енчен ҫыхӑнса тӑмасть. Тӗрессипе каласан, хӗрес суя тӗнрен тухнӑ символ. «Католиксен ҫӗнӗ энциклопедийӗнче» каланӑ: «Хӗрес христиан тӗнӗ пуҫланичченех пулнӑ тата христиан тӗнне тытса пыман культурӑсенче те тӗл пулать». Ытти сумлӑ тӗпчев ӗҫӗсем те хӗрес ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пуҫҫапнипе тата суя тӗнри аскӑн ӗҫсен йӑли-йӗркипе ҫыхӑннине палӑртаҫҫӗ

Апла пулсан, мӗншӗн христиансем суя тӗнрен тухнӑ символа йышӑннӑ? Суя тӗне тытса тӑракансене христиан тӗнне йышӑнма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе пулас. Темле пулсан та, суя тӗнӗн символӗсене пуҫҫапакансене Библи сивлет тата айӑплать (2 Коринф 6:14—18). Библи йӗрӗхсене пуҫҫапма юрамасть тесе калать (Тухни 20:4, 5; 1 Коринф 10:14). Ҫак витӗмлӗ сӑлтавсене пула чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ*.


*  Хӗреспе мӗншӗн усӑ курмалла марри ҫинчен лайӑхрах ӑнланмашкӑн Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библири 1743—1745-мӗш страницӑсене тата «Рассуждение с помощью Писаний» ятлӑ кӗнекери 89—93-мӗш страницӑсене пӑх

← Сыпӑка пӑх