Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

11-МӖШ СЫПӐК

Мӗншӗн Турӑ хӗн-асап пулма ирӗк парать?

Мӗншӗн Турӑ хӗн-асап пулма ирӗк парать?

Ҫынсем асапланнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и?

Едем пахчинче Турра мӗнле айӑпланӑ?

Усал туса сиен тунине пурне те Турӑ мӗнле пӗтерӗ?

ВӐРҪӐ пыракан пӗр ҫӗршывра хаяр ҫапӑҫу хыҫҫӑн хӗрарӑмсемпе ачасен виллисене пинӗ-пинӗпе пӗр виле шӑтӑкне пытарнӑ. Ҫав вырӑн тавралла табличкӑсем лартса тухнӑ, вӗсем ҫине пӗр сӑмах ҫырса хунӑ: «Мӗншӗн?» Ытларах чухне ҫынсем чунӗ ыратнӑран тата аптраса ҫитнӗ вӑхӑтра ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ. Вӑрҫӑсемпе ҫутҫанталӑк инкекӗсем ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫне татаҫҫӗ тата вӗсен ҫурт-йӗрӗсене аркатаҫҫӗ. Чир-чӗр, преступлени тӑвасси тата ытти инкек-синкексем ҫынсене калама ҫук асаплантараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗншӗн ҫакӑн пек хӗн-хур сиксе тухнине пӗлесшӗн.

2 Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма ирӗк парать? Иегова ӑслӑ тата пурне те тума пултарать пулсан, вӑл вӗҫӗмсӗр юратать тата тӗрӗслӗхшӗн тӑрать пулсан, мӗншӗн-ха вара тӗнчере пӗр-пӗрне курайманни тата тӗрӗсмарлӑх ҫав тери нумай? Эсӗ хӑҫан та пулин ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и?

3 Турӑ мӗншӗн хӗн-асап пулма ирӗк парать тесе ыйтни вырӑнлӑ-ши? Хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек ыйту пани Турра сахал ӗненнине тата ӑна хисеплеменнине кӑтартса парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах Библие вуланӑ май Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те ҫакӑн пек ыйтусем панине курӑн. Сӑмахран, Аввакум пророк Иеговӑран ыйтнӑ: «Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн? Ман умӑмра — ҫарату та пусмӑр, вӑрҫӑ-харҫӑ тухать, хирӗҫӳ пуҫланать» (Аввакум 1:3).

Иегова ҫынсене пур хӗн-асапран та хӑтарӗ

Ҫынна пытарни

4 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ Аввакум пророкне ҫакӑн пек ыйту панӑшӑн ятланӑ-и, айӑпланӑ-и? Ҫук. Ун вырӑнне Турӑ Аввакумӑн чун-чӗререн каланӑ сӑмахӗсене Библие ҫырса хума хушнӑ. Аввакума хумхантаракан ыйтусене уҫӑмлӑ ӑнланма та унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетме те пулӑшнӑ Турӑ. Иегова сана та пулӑшасшӑн. Библи «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать» тесе вӗрентет (1 Петр 5:7). Турӑ усаллӑха тата усаллӑха пула пулакан хӗн-асапа ҫав тери кураймасть, Туррӑн ҫак туйӑмӗ ҫынсен туйӑмӗнчен чылай ирттерет (Исаия 55:8, 9). Апла пулсан мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап ҫав тери нумай?

МӖНШӖН ХӖН-АСАП ҪАВ ТЕРИ НУМАЙ?

5 Ӗненекен ҫынсем мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумаййине пӗлес тесе хӑйсен тӗн пуҫлӑхӗсенчен ыйтаҫҫӗ. Час-часах вӗсене ак ҫапла хуравлаҫҫӗ: хӗн-асап Туррӑн ирӗкӗпе пулать имӗш тата Турӑ инкек-синкексемпе хӗн-хур пулать тесе ӗлӗк-авалах ҫырса хунӑ иккен. Нумайӑшӗ Туррӑн ҫулӗсене пӗлсе пӗтерме ҫук е Турӑ хӑйӗн патне пӗлӗт ҫине илмешкӗн ҫынсем ҫине — пӗчӗк ачасем ҫине те — вилӗм ярать теҫҫӗ. Иегова Турӑ нихӑҫан та усал туманнине эсӗ пӗлтӗн ӗнтӗ. Библире каланӑ: «Чӑнах, Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть, Пурне те Тытса Тӑраканӗ сута тӳнтер кӑтартмасть» (Иов 34:12).

6 Хӗн-асап курнӑшӑн ҫынсем мӗншӗн Турра айӑпланине пӗлетӗн-и? Вӗсем Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫак тӗнчен чӑн-чӑн пуҫлӑхӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем Библи вӗрентекен ансат, ҫав хушӑрах питӗ кирлӗ чӑнлӑха пӗлмеҫҫӗ. Эсӗ ҫав чӑнлӑх ҫинчен ҫак кӗнекен 3-мӗш сыпӑкӗнчен пӗлтӗн. Унта ҫак тӗнчен чӑн-чӑн пуҫлӑхӗ — Сатана Шуйттан тенӗ.

7 Библире уҫҫӑн каланӑ: «Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ] тӑрать» (1 Иоанн 5:19). Ҫакна асра тытсан, пурте ӑнланмалла пулса тӑрать. Ҫак тӗнче ҫав куҫа курӑнман усал сывлӑш евӗрлӗ, вӗт ҫав усал сывлӑш пирки «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе [улталаса] пурӑнакан» тенӗ (Апокалипсис 12:9). Сатанан курайманлӑхӗ капашсӑр пысӑк, хаярлӑхӗ ҫав тери тискер, тата вӑл — ултавҫӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн аллине илнӗ тӗнчере те курайманлӑх, хаярлӑх тата суя-ултав питӗ нумай. Ҫакӑ мӗншӗн хӗн-асап нумаййине кӑтартакан пӗрремӗш сӑлтав.

8 Иккӗмӗш сӑлтав вӑл — Едемра пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ҫынсем ҫылӑхлӑ пулса тӑни. Эпир ун ҫинчен 3-мӗш сыпӑкра пӑхса тухнӑччӗ. Ҫылӑхлӑ ҫынсем влаҫа хӑйсен аллине илесшӗн ҫунаҫҫӗ, ҫавна пула вӑрҫӑсем сиксе тухаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пусмӑрлаҫҫӗ тата хӗн-хур кӑтартаҫҫӗ (Екклесиаст 4:1; 8:9). Виҫҫӗмӗш сӑлтав — хӗн-асап пуласси «вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Екклесиаст 9:11). Ҫак тӗнчере, Иеговӑн хӳтлӗхӗ ҫук пирки, ҫынсем кирлӗ мар вӑхӑтра кирлӗ мар вырӑна лекнӗрен хӗн-хур кураҫҫӗ.

9 Турӑ хӗн-асап ярса тӑманнине пӗлни чуна йӑпатать. Вӑрҫӑсемшӗн, преступленисем тунӑшӑн, пусмӑрланишӗн, ҫынсене асап кӳрекен ҫутҫанталӑк инкекӗсемшӗн те вӑл яваплӑ мар. Ҫапах та пирӗн пӗлмелле: мӗншӗн Иегова ҫак хӗн-асапа пулма ирӗк парать? Вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулсан, унӑн, эппин, хӗн-асапа пӗтерме вӑй пур. Анчах мӗншӗн вӑл ҫакна тумасть? Апла пулсан юратакан Туррӑн хӗн-асап пулмашкӑн ирӗк пама витӗмлӗ сӑлтавсем пулмалла (1 Иоанн 4:8).

ТУРӐ ПИРКИ ИККӖЛЕНТЕРЕКЕН ЫЙТУ

10 Турӑ мӗншӗн хӗн-асап пулма ирӗк панине пӗлес тесен усаллӑх пуҫланса кайнӑ вӑхӑта аса илмелле. Сатана Адампа Евӑна Иеговӑна хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ чухне тавлашуллӑ ыйту кӑларса тӑратнӑ. Сатана Иеговӑн вӑйӗ пирки иккӗлентерекен ыйту кӑларса тӑратман. Турӑ пурне те тума пултарнине Сатана та пӗлет. Ун вырӑнне Сатана Иеговӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентернӗ. Турӑ хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен темскер лайӑххине пытарса усрать тесе Сатана Турра суеҫӗ тенӗ, тӳррӗн каласан, вӑл Иегова пирки япӑх пуҫлӑх тесе каланӑ (Пултарни 3:2—5). Ҫынсем Турӑсӑрах лайӑх пурӑнма пултарӗҫ тесе Сатана тӗксе каланӑ. Ҫапла вӑл Иегова тытса тӑракан чи аслӑ власть пирки, урӑхла каласан, Туррӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки иккӗлентернӗ.

11 Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ. Чӑннипе, вӗсем ҫапла каланӑ теме пулать: «Иеговӑна хамӑр пуҫлӑх тесе ӑна пӑхӑнса пурӑнни пире кирлӗ мар. Эпир хамӑрӑнне хамӑр пӗлетпӗр, эпир хамӑр тӗллӗнех ыррипе усаллине уйӑрса илме пултаратпӑр». Иеговӑн ҫак ыйтӑва мӗнле татса памалла пулнӑ? Вӑл хӑй пултарнисене, ӑстӑн пуррисене, пӑлхавҫӑсем тӗрӗс мар пулнине тата Хӑйӗн ҫулӗ кӑна чи лайӑх ҫул пулнине мӗнле кӑтартса пама пултарнӑ? Кам та пулин, тен, пӑлхавҫӑсене Туррӑн пӗтермелле пулнӑ та ҫӗнӗ ҫын туса пурне те ҫӗнӗрен пуҫласа ямалла пулнӑ тесе калӗ. Анчах пурте Иегова мӗн тума шухӑшласа хунине пӗлнӗ. Вӑл шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, Адампа Евӑн ӑрӑвӗ йышлӑланса пырса пӗтӗм ҫӗре туллиех тултармалла тата ҫынсен ҫӗр ҫинчи райра пурӑнмалла пулнӑ (Пултарни 1:28). Иегова хӑй мӗн тӑвас тенине яланах пурнӑҫласа пырать (Исаия 55:10, 11). Тата ҫакна каласа хӑвармалла: Турӑ Едемра пӑлхавҫӑсене пӗтернӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма ирӗк пурри пирки кӑларса тӑратнӑ ыйтӑва татса паман пулӗччӗ.

Учительпе унӑн вӗрекенӗсем

Кам лайӑхрах пӗлет: учитель е вӗренекен?

12 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Учитель класа йывӑр задачӑна мӗнле шутламалли ҫинчен ӑнлантарса парать тейӗпӗр. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ӑслӑ, анчах кутӑн кӑмӑллӑ вӗренекен учитель задачӑна тӗрӗс мар шутлать тет. Вӑл учителе задачӑна мӗнле шутламаллине пӗлмест тесе айӑплать, анчах хӑй вӑл задачӑна мӗнле шутламаллине лайӑхрах пӗлет иккен. Хӑш-пӗр вӗренекенсем унпа килӗшеҫҫӗ те ун майлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Учителӗн вара мӗн тумалла-ши? Пӑлхавҫӑсене класран хӑваласа кӑларса ярсан, ытти вӗренекенсем ҫакӑн ҫинчен мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ? Вара вӗсем кам тӗрӗс пулнине пӗлме пултарӗччӗҫ-ши? Ытти вӗренекенсем вара, учитель ухмаха тӑрса юласран хӑрать тесе шухӑшласа, учителе хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ. Анчах та пӑлхавҫӑ задачӑна мӗнле шутланине пӗтӗм класс куртӑр тесе учитель ӑна задачӑна шутлама ирӗк парать тейӗпӗр.

13 Иегова та пирӗн тӗслӗхри учитель пек тунӑ. Аса ил-ха: Едемра пулса иртнӗ ӗҫсем пӑлхавҫӑсемпе кӑна ҫыхӑнман. Миллионшар ангел ҫакна сӑнаса тӑнӑ (Иов 38:6, 7; Апокалипсис 5:11). Иегова ҫак ыйтӑва мӗнле татса пани ҫав ангелсем ҫине те, юлашкинчен вара пӗтӗм ҫынсем ҫине те питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Иегова мӗн тунӑ-ши? Вӑл Сатанана этемлӗхӗн пуҫлӑхӗ пулма ирӗк панӑ. Сатана ертсе пынипе ҫынсене те пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тӑма ирӗк панӑ Турӑ.

14 Пирӗн тӗслӗхри учитель пӑлхавҫӑпа ун майлисем тӗрӗс мар пулнине пӗлет. Ҫавӑн пекех пӑлхавҫӑсене хӑйсен шухӑшланӑ шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме ирӗк пани пӗтӗм класшӑн усӑллӑ пулнине те вӑл пӗлет. Пӑлхавҫӑсен ӗҫӗ тухмасан, ытти вӗренекенсем учитель тӗрӗс пулнине тата вӑл кӑна урока ертсе пыма пултарнине курӗҫ. Вара пурӑна киле кам та пулин каллех пӑлхав ҫӗклесен, учитель ӑна мӗншӗн класран кӑларса янине пурте ӑнланӗҫ. Ҫавӑн пекех Сатанапа ун майлисен ӗҫӗ тухманнине курни тата ҫынсем пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тытса тӑма пултарайманнине курни пур тӳр кӑмӑллӑ ҫынна та, ангелсене те усӑ панине Иегова пӗлет. Авалхи Иеремия пророк пекех, вӗсем пӗр питӗ кирлӗ чӑнлӑха ӑнланӗҫ: «Эй Иегова, ҫыннӑн ҫулӗ унӑн ирӗкӗнче маррине пӗлетӗп. Хӑйӗн утӑмӗсене ярса пусасси утаканӑн ирӗкӗнче мар» (Иеремия 10:23, ҪТ).

МӖНШӖН ВӐРАХА ЯНӐ?

15 Анчах мӗншӗн Иегова питӗ нумай вӑхӑт хушши хӗн-асап пулма ирӗк панӑ? Мӗншӗн вӑл ҫынсене инкек-синкексенчен хӑтармасть? Эпир илсе кӑтартнӑ тӗслӗхри учитель мӗн туманнине пӑхса тухӑпӑр. Пӑлхавҫӑ-вӗренекен задачӑна мӗнле шутламаллине ӑнлантарса пама пуҫласан, учитель ӑна чарса тӑман. Учитель ӑна задачӑна шутлама та пулӑшман. Ҫавӑн пекех Иегова мӗн туманни ҫинчен пӑхса тухар. Сатанапа ун майлисене хӑйсем тӗрӗс пулнине кӑтартса паччӑр тесе вӑл вӗсене чарса тӑман. Ун вырӑнне вӑл вӗсене вӑхӑт уйӑрса панӑ. Мӗн ӗлӗкренпех ҫынсем влаҫа тытса тӑрас тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ курнӑ, тӗрлӗ патшалӑхсем йӗркеленӗ. Ҫынсем наука тата ытти енчен ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫапах та паян тӗрӗсмарлӑх, чухӑнлӑх, преступлени тӑвасси тата вӑрҫӑсем нихӑҫанхинччен те вӑйлӑрах тустарса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тытса тӑрасси ӑнӑҫлӑ пулманни паллӑ пулчӗ.

16 Иегова Сатанана ҫак тӗнчене тытса тӑма та пулӑшман. Турӑ усал тата тискер ӗҫсене чарса тӑнӑ пулсан, ҫакӑ вара пӑлхавҫӑсем тӗрӗс пулнине кӑтартса памӗччӗ-ши? Турӑ ҫавӑн пек тунипе ҫынсем хӑйсем тӗллӗнех, пӗр инкек-синкексӗр, влаҫа тытса тӑма пултаратпӑр тесе шухӑшлама пуҫламӗччӗҫ-ши? Иегова ҫапла тунӑ пулсан, вӑл ултавҫӑсен шутне кӗнӗ пулӗччӗ. Анчах та Турӑ улталама пултараймасть (Еврейсем 6:18).

Турӑ сана пур хӗн-асапа та чӑтса ирттерме пулӑшӗ

Туррӑн Сӑмахне вулани хӗрарӑма йӑпатать

17 Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхав пин-пин ҫулсем хушши ҫынсене сиен кӳрсе тӑни ҫинчен мӗн калама пулать? Иегова пурне те тума пултарни ҫинчен пирӗн асра тытмалла. Ҫавӑнпа та вӑл хӗн-асап ҫынсене мӗн чухлӗ сиен тунине пурне те пӗтерме пултарать тата вӑл ҫавна тӑватех. Хальхи вӑхӑтра ҫӗре вараласа тустарса тӑраҫҫӗ кӑна, анчах ҫӗр рай пулса тӑрассине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Ҫылӑх мӗн чухлӗ сиен кӳнӗ, ҫавсем пурте Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме парнене панине ӗненнине пула тӗп пулӗҫ, вилӗм кӳнӗ сиене вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе ҫӗнтерӗҫ. Турӑ Иисуса «шуйттан ӗҫне ҫӗмӗрсе тӑкма» хушнӑ (1 Иоанн 3:8). Ҫаксене пурне те Иегова шӑп хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пурнӑҫлӗ. Иегова ҫакна ӗлӗкрех туманшӑн эпир савӑнатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл нумай тӳссе тӑни пире чӑнлӑха пӗлме тата уншӑн ӗҫлесе пурӑнма май пачӗ (2 Петр 3:9, 10). Ҫав вӑхӑтрах Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлеме кӑмӑл тӑвакан тӳр кӑмӑллӑ ҫынсене тӑрӑшса шырать. Вӑл вӗсене ҫак канӑҫсӑр, пӑтранса тӑракан тӗнчере тӗл пулакан инкек-синкексемпе йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать (Иоанн 4:23; 1 Коринф 10:13).

18 Анчах ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: мӗншӗн Турӑ Адампа Евӑна пултарнӑ чухнех вӗсем яланах тӗрӗссине туса тӑччӑр тесе пултарман? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен, Иегова пире панӑ хаклӑ парне ҫинчен аса илмелле.

ТУРӐ ПАНӐ ПАРНЕПЕ ЭСӖ МӖНЛЕ УСӐ КУРӐН-ШИ?

19 Эпир 5-мӗш сыпӑка пӑхса тухнӑ чухне ҫынсен суйласа илме май пурри ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫак парне калама ҫук хаклӑ пулнине эсӗ ӑнланатӑн-и? Турӑ чӗрчунсене инстинкт тӑрӑх пурӑнмалла тунӑ. Турӑ пире чӗрчунсем пек тунӑ пулсан, эпир телейлӗ пулнӑ пулӑттӑмӑрччӗ-ши? Паллах, ҫук. Суйласа илме май пурри пире питӗ савӑнтарать, вӗт эпир хамӑр кам пулассине, хамӑр пурнӑҫа мӗнле йӗркелесе ярассине тата кампа туслашассине суйласа илме пултаратпӑр. Пире ҫакӑн пек ирӗклӗх килӗшет, Турӑ та пире ҫакнах сунать.

20 Иегова хӑйӗншӗн никама та вӑйпа хистесе ӗҫлеттересшӗн мар (2 Коринф 9:7). Ашшӗ-амӑшне мӗн ытларах кӑмӑла кайни ҫинчен шухӑшласа пӑх: кам та пулин хистенипе ача ашшӗ-амӑшне юрататӑп тесе калани-и е ачи хӑех ҫакна чун-чӗререн калани? Иегова сана та суйласа илме ирӗк панӑ, эсӗ унпа мӗнле усӑ курӑн-ши? Сатана, Адам тата Ева чи начаррине суйласа илнӗ. Вӗсем Иегова Турра сирсе янӑ. Эсӗ мӗн суйласа илӗн-ши?

21 Санӑн ҫак паха парнепе — суйласа илме ирӗк пуррипе — питӗ лайӑх усӑ курма май пур. Кам Иегова майлӑ тӑрать, эсӗ вӗсемпе хутшӑнма пултаратӑн. Ҫак ҫынсем Турра савӑнтараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Сатана ултавҫӑ, ниме тӑман пуҫлӑх пулнине кӑтартмашкӑн пӗтӗм вӑйне хураҫҫӗ (Ытарлӑх 27:11). Пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илнипе эсӗ те ҫакна тума пултарӑн. Ҫакна мӗнле тумалли ҫинчен тепӗр сыпӑкра ӑнлантарса панӑ.

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

  • Ҫак тӗнчери инкек-синкексемпе хӗн-хуршӑн Турӑ яваплӑ мар (Иов 34:12).
  • Турӑ ҫинчен суеҫӗ тата Турӑ хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен темскер лайӑххине пытарса усрать тенипе Сатана Иеговӑн чи аслӑ влаҫӗ пирки иккӗлентернӗ (Пултарни 3:2—5).
  • Иегова хӑйӗн Ывӑлне, хӑйӗн Патшалӑхӗн Патшине, ҫынсем тӳсекен пур хӗн-асапа тата пӑлхав кӳнӗ пур сиене те пӗтерме хушнӑ (1 Иоанн 3:8).

Вӗренмелли ыйтусем

1, 2. Паян ҫынсен пурнӑҫӗнче мӗнле инкек-синкексем пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем мӗнле ыйтусем параҫҫӗ?

3, 4. a) Турӑ мӗншӗн хӗн-асап пулма ирӗк парать тесе ыйтни вырӑнлӑ пулнине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Иегова усаллӑхпа хӗн-асап ҫине мӗнле пӑхать?

5. Хӗн-асап мӗншӗн пулнине ҫынсем час-часах мӗнле ӑнлантарса параҫҫӗ, анчах Библи мӗне вӗрентет?

6. Хӗн-асап курнӑшӑн ҫынсем мӗншӗн Турра айӑплаҫҫӗ?

7, 8. a) Мӗншӗн ҫак тӗнчене хӑйӗн пуҫлӑхӗ евӗрлӗ теме пулать? ӑ) Ҫынсем ҫылӑхлӑ пулни тата «вӑхӑтран, ӑнсӑртран килни» мӗнле майпа хӗн-асапа нумайлатаҫҫӗ?

9. Мӗншӗн Иеговӑн хӗн-асап пулмашкӑн ирӗк пама витӗмлӗ сӑлтавсем пулмалла теме пултаратпӑр?

10. Сатана мӗн пирки иккӗлентернӗ тата мӗнле?

11. Мӗншӗн Иегова пӑлхавҫӑсене тӳрех пӗтермен?

12, 13. Тӗслӗхпе усӑ курса мӗншӗн Иегова Сатанана ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулма тата ҫынсене пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тӑма ирӗк панине ӑнлантарса пар.

14. Иегова ҫынсене пӗр-пӗринпе пуҫ пулса тытса тӑма ирӗк пани мӗншӗн усӑ парать тесе калама пултаратпӑр?

15, 16. a) Мӗншӗн Иегова хӗн-асапа питӗ нумай вӑхӑт хушши пулма ирӗк панӑ? ӑ) Мӗншӗн Иегова усал тата тискер ӗҫсене чарса тӑман?

17, 18. Ҫынсем пуҫ пулса ертсе пыни тата Сатана витӗм кӳни мӗн чухлӗ сиен тунине Иегова мӗнле пӗтерӗ?

19. Иегова пире мӗнле хаклӑ парне панӑ тата мӗншӗн пирӗн ҫак парнене хакламалла?

20, 21. Суйласа илме ирӗк пуррипе питӗ лайӑх усӑ курас тесе мӗн тума пултаратпӑр тата мӗншӗн эпир ҫакна тӑвасшӑн?

Ытларах пӗлӗр

БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ЫЙТӐР

Мӗншӗн Библи вӗренмелле?

Библи пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫынна пурнӑҫри тӗп ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшать. Сирӗн вӗсенчен пӗри пулас килет-и?