Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ХЫҪСӐМАХ

Кам вӑл Михаил архангел?

Кам вӑл Михаил архангел?

БИБЛИРЕ Михаил архангел ҫинчен темиҫе хут кӑна каланӑ. Анчах ун ҫинчен сӑмах пынӑ чухне ҫакӑ яланах мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑннӑ. Даниил пророк кӗнекинче Михаил усал ангелсемпе ҫапӑҫать, Иуда янӑ ҫырура — вӑл Сатанапа тавлашать, Апокалипсис кӗнекинче вара — Шуйттанпа унӑн демонӗсене хирӗҫ вӑрҫа тухать тенӗ. Иеговӑн аслӑ влаҫне хӳтӗленӗ чухне тата Туррӑн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне Михаил хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗн пурӑнать, унӑн ячӗ «Кам Турӑ евӗрлӗ?» тенине пӗлтерет. Анчах кам-ши вӑл Михаил?

Хӑш-пӗр чухне ҫынсен темиҫе ят та пулма пултарать. Сӑмахран, Иаков патриарха ҫавӑн пекех Израиль тесе чӗннӗ, Петр апостола вара Симон тенӗ (Пултарни 49:1, 2; Матфей 10:2). Ҫавӑн пекех Михаил та Иисус Христосӑн тепӗр ячӗ. Ӑна ҫак ятпа ҫӗр ҫине киличчен тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан чӗннӗ. Библи ҫакна мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухар.

Архангел. Библире Михаил пирки архангел тесе каланӑ (Иуда 9). Ҫак сӑмах «чи аслӑ, тӗп ангел» тенине пӗлтерет. Библире архангел текен сӑмах пӗреллӗ хисепре кӑна тӗл пулать, нихӑҫан та ун пирки нумайлӑ хисепре каламан. Эппин, архангел текен пӗр ангел кӑна пур. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Ҫӳлхуҫа, Иисус Христос, ҫинчен 1 Фессалоника 4:16-мӗш (ҪТ) сӑвӑ йӗркинче ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа хӑй чӗнсе каланипе, архангел сассипе… пӗлӗтрен анӗ». Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иисусӑн сассине архангел сассипе танлаштарнӑ. Апла пулсан Иисус вӑл — Михаил архангел.

Ҫар Пуҫлӑхӗ. Библире «Михаилпа унӑн Ангелӗсем драконпа вӑрҫма тухрӗҫ; драконпа унӑн ангелӗсем те вӗсене хирӗҫ тухрӗҫ» тенӗ (Апокалипсис 12:7). Апла пулсан Михаил шанчӑклӑ ангелсен ҫарӗн Пуҫлӑхӗ. Апокалипсис кӗнекинче Иисус пирки те шанчӑклӑ ангелсен ҫарӗн Пуҫлӑхӗ тесе каланӑ (Апокалипсис 19:14—16). Павел апостол вара «Ҫӑлакан Иисус Хӑйӗн хӑватлӑ Ангелӗсемпе» тесе ҫырнӑ (2 Фессалоника 1:7). Ҫавӑнпа та Библи Михаилӑн та, Иисусӑн та хӑйсен ангелӗсем пур тесе калать (Матфей 13:41; 16:27; 24:31; 1 Петр 3:22). Пӗлӗтре шанчӑклӑ ангелсенчен тӑракан икӗ ҫар пур тесе, пӗрне Михаил, теприне Иисус ертсе пырать тесе Библире ниҫта та каламан. Ҫавӑнпа та Михаил вӑл — пӗлӗтри мухтавлӑха илнӗ Иисус Христос*.


*  Михаил Турӑ Ывӑлӗн ячӗ пулни пирки «Insight on the Scriptures» (акӑлчанла) ятлӑ энциклопедирен, 2-мӗш том, 393—394-мӗш страницӑсем, нумайрах пӗлме пулать. Ҫак публикацие Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ.

← Сыпӑка пӑх