Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

ХЫҪСӐМАХ

Даниил пророк Мессия килесси ҫинчен каласа хуни

Даниил пророк Мессия килесси ҫинчен каласа хуни

ДАНИИЛ пророк Иисус ҫураличчен 500 ҫул ытла маларах пурӑннӑ. Иисуса Мессия, е Христос пулма суйласа лартас вӑхӑт хӑҫан пуҫланассине шутласа кӑларма Иегова Даниила хыпар тунӑ. Даниила каланӑ: «Эппин, пӗл тата ӑнлан: Иерусалима юсаса тата туса лартма калакан хушу тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа Ҫулпуҫ Мессийӑччен ҫичӗ эрне тата утмӑл икӗ эрне иртет» (Даниил 9:25, ҪТ).

Мессия килмелли вӑхӑта шутласа кӑларас тесен, чи малтан пирӗн ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тапхӑр хӑҫан пуҫланнине пӗлмелле. Пророкла каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, ҫак тапхӑр «Иерусалима юсаса тата туса лартма калакан хушу тухнӑ вӑхӑтран пуҫланмалла». Ҫак хушу хӑҫан тухнӑ-ши? Иерусалим стенисене юсаса туса лартмалли хушу Артаксеркс патшана ларсан ҫирӗммӗш ҫулӗнче тухни пирки Неемия кӗнекинче каланӑ (Неемия 2:1, 5—8). Историксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Артаксеркс пирӗн эрӑчченхи 475-мӗш ҫулта патшана ларнӑ. Апла пулсан вӑл патшана ларсан 20-мӗш ҫулӗ пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫул ҫине ӳкет. Халӗ вара эпир Даниил пророк Мессия ҫинчен калакан тапхӑр хӑҫан пуҫланнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑт пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫултан пуҫланать.

Даниил «Ҫулпуҫ Мессия» киличчен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртмелли ҫинчен палӑртнӑ. Пророкла сӑмахсенче каланӑ: «Ҫичӗ эрне тата утмӑл икӗ эрне» — мӗнпурӗ 69 эрне. Ҫак тапхӑр мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑлать-ши? Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче сӑмах ҫичӗ кунран тӑракан эрне ҫинчен мар, ҫулталӑксенчен тӑракан эрне ҫинчен пырать. Урӑхла каласан, ҫак кашни эрне шутне ҫичӗ ҫул кӗрет. Авалхи иудейсем ҫулталӑксенчен тӑракан эрнесем ҫинчен, урӑхла каласан, ҫичӗ ҫулпа танлашакан вӑхӑт виҫи ҫинчен, лайӑх пӗлнӗ. Сӑмахран, вӗсем, кашни ҫиччӗмӗш кунне шӑматкун тесе уявланӑ пек, кашни ҫиччӗмӗш ҫулне шӑматкун тесе тытса тӑнӑ (Тухни 23:10, 11). Ҫавӑнпа та пророкла каланӑ 69 «эрне» вӑл — 69 вӑхӑт виҫи, кашни виҫи 7 ҫултан тӑрать, эппин, 69 «эрне» 483 ҫул хушши тӑсӑлать.

Халӗ вара пирӗн шутласа кӑлармалли кӑна тӑрса юлчӗ. Пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫултан 483 ҫул шутласа хурсан эпир пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫул патне тухатпӑр. Шӑп ҫав ҫул Иисус шыва кӗнӗ те Мессия пулса тӑнӑ!* (Лука 3:1, 2, 21, 22). Библире пророкла каланӑ сӑмахсем ҫакӑн пек тӗпӗ-йӗрӗпе пурнӑҫланни ӗненӗве питӗ ҫирӗплетет!


*  Пирӗн эрӑчченхи 455-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 1-мӗш ҫулччен 454 ҫул иртнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 1-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 1-мӗш ҫулччен пӗр ҫул иртнӗ (нульмӗш ҫул ҫук). Пирӗн эрӑри 1-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулччен — 28 ҫул. Ҫак виҫӗ цифрӑна пӗрле (454+1+28) хушсан, 483 ҫул пулать. Иисуса пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта вӗлернӗ, ун чухне ҫулталӑксенчен тӑракан 70-мӗш эрни пынӑ (Даниил 9:24, 26). «Внимайте пророчеству Даниила!» (вырӑсла) ятлӑ кӗнекен 11-мӗш сыпӑкне тата «Insight on the Scriptures» (акӑлчанла) энциклопедине, 2-мӗш том, 899—901-мӗш страницӑсем, пӑхӑр. Ҫак публикацисене Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ.

«ҪИТМӖЛ ЭРНЕ»
490 ҫул
7 эрне
(49 ҫул)
62 эрне
(434 ҫул)

←пирӗн эрӑччен | пирӗн эра→

1 эрне
(7 ҫул)
455

«Иерусалима юсаса тата туса лартма калакан хушу

Иерусалим ишӗлчӗкӗсем
406

Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартнӑ

Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартнӑ
29

Мессия килет

Иисус шыва кӗрет
33

Мессийӑна вӗлернӗ

Иисусӑн вилӗмӗ
36

«Ҫитмӗлмӗш эрнен» вӗҫӗ

Рим салтакӗ

← Сыпӑка пӑх