Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи калавӗсен кӗнеки

7-мӗш пайӗ: Иисус чӗрӗлсе тӑнинчен пуҫласа Павела тӗрмене хупиччен

7-мӗш пайӗ: Иисус чӗрӗлсе тӑнинчен пуҫласа Павела тӗрмене хупиччен

Виҫҫӗмӗш кунне Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ. Вара ҫав кунах вӑл пилӗк хутчен хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑннӑ. Ҫапла вӑл вӗсене 40 кун хушши курӑннӑ. Ун хыҫҫӑн темиҫе вӗренекенӗ пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра Иисус пӗлӗте хӑпарса кайнӑ. Вунӑ кун иртсен, Иерусалимр кӗтсе тӑракан Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫине Турӑ святой сывлӑшне янӑ.

Каярахпа Туррӑн тӑшманӗсен апостолсене тӗрмене лартма май килет, анчах та вӗсене ангел ирӗке кӑларать. Стефана, Иисусӑн вӗренекенне, чулпа персе вӗлереҫҫӗ. Иисус ҫак хирӗҫ тӑракансенчен пӗрне хӑйӗн ятарлӑ ӗҫлекенӗ пулма суйласа илни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр, вӑл Павел апостол пулса тӑрать. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул ҫурӑ иртсен, Турӑ Петр апостола Корнилие — вӑл иудей ҫынни мар — тата пӗтӗм унӑн кил-йышне ырӑ хыпар калама ярать.

Вунвиҫӗ ҫул иртсен Павел ырӑ хыпар калама хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне тухать. Иккӗмӗш ҫулҫӳреве унпа пӗрле Тимофей каять. Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тунӑ чухне Павелп тата унӑн юлташӗсемпе ҫул ҫинче пулса иртнӗ чуна хумхантаракан ӗҫсем ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Каярахпа Павела Римра тӗрмене лартаҫҫӗ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна ирӗке кӑлараҫҫӗ, анчах та кайран каллех тӗрмене лартаҫҫӗ те, унтан вӗлереҫҫӗ. ҪИЧЧӖМӖШ пайӗнче каласа панӑ ӗҫсем 32 ҫула яхӑн тӑсӑлакан вӑхӑт хушшинче пулса иртеҫҫӗ.

Савла ҫутӑ суккӑр тӑвать