Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи калавӗсен кӗнеки

6-мӗш пайӗ: Иисус ҫуралнӑ вӑхӑтран пуҫласа вӑл виличчен

6-мӗш пайӗ: Иисус ҫуралнӑ вӑхӑтран пуҫласа вӑл виличчен

Мария ятлӑ хитре хӗр патне Гавриил ятлӑ ангела янӑ. Вӑл Марийӑн ача ҫураласси ҫинчен тата ҫав ача вара патша пулса ӗмӗр-ӗмӗр ертсе пырасси ҫинчен пӗлтерет. Ҫак ача, Иисус, витере ҫуралать, ӑна курма ҫавӑнта кӗтӳҫӗсем пыраҫҫӗ. Каярахпа пӗр ҫӑлтӑр Тухӑҫ енчи ҫынсене пӗчӗк ача патне ертсе пырать. Вӗсем мӗншӗн ҫӑлтӑра курма пултарнине тата Иисуса вилӗмрен мӗнле ҫӑлнине эпир пӗлӗпӗр.

Кайран эпир вӗрентекенсемпе калаҫса ларакан 12 ҫулхи Иисуса храмра тупӑпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн вунсакӑр ҫул иртсен Иисус шыва кӗрет те Турӑ ӑна ҫӗр ҫине тума янӑ ӗҫе тума пуҫлать: Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар калама тата вӗрентме. Иисус хӑйне пулӑшма 12 арҫынна суйласа илет те вӗсене хӑйӗн апостолӗсем тӑвать.

Ҫавӑн пекех Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Вӑл пиншер ҫынна темиҫе ҫӑкӑрпа тата пӗчӗк пулӑпа тӑрантарать. Вӑл чирлисене сыватать тата вилнисене те чӗртет. Ҫак пайӑн вӗҫӗнче Иисус пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен тата ӑна мӗнле вӗлерни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Иисус виҫӗ ҫул ҫурӑ патнелле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ, ҫавӑнпа та УЛТТӐМӖШ пайӗ 34 ҫула яхӑн тӑсӑлать.

Иисус вӗрентет