Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библи калавӗсен кӗнеки

2-мӗш пайӗ: Пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран ирӗке тухиччен

2-мӗш пайӗ: Пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран ирӗке тухиччен

Сакӑр ҫын кӑна пӗтӗм ҫӗре шыв илнине пурӑнса ирттернӗ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен шучӗ нумай пин таран ӳссе кайнӑ. Пӗтӗм тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн 352 ҫул иртсен Авраам ҫуралнӑ. Турӑ Авраама Исаак ятлӑ ывӑл парса хӑй сӑмах панине мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Тата кайран Турӑ Исаакӑн икӗ ывӑлӗнчен Иакова́ мӗнле суйласа илнине пӗлӗпӗр.

Иаковӑн пысӑк ҫемье пулнӑ: 12 ывӑл тата темиҫе хӗр. Иаковӑн вунӑ ывӑлӗ хайсен шӑллӗне Иосифа курайми пулса ҫитнӗ те ӑна Египета чуралӑха сутса янӑ. Каярахпа Иосиф Египетра́ паллӑ пуҫлӑх пулса тӑнӑ. Хаяр выҫлӑх ҫитсен, Ио́сиф хӑйӗн пиччӗшӗсен чӗри улшӑннипе улшӑнманнине пӗлес тесе вӗсене тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен Иа́ковӑн пӗтӗм ҫемйи — вӗсене тата Израиль ҫыннисем тесе чӗннӗ — Египета́ куҫса кайнӑ. Ҫакӑ Авраа́м ҫуралнӑ хыҫҫӑн 290 ҫултан пулса иртнӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн 215 ҫул хушши Израиль ҫыннисем Египетра́ пурӑннӑ. Ио́сиф вилнӗ хыҫҫӑн вӗсем унта чурасем пулса тӑнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Моисе́й ҫуралнӑ, вара Турӑ унпа усӑ курса Израиль халӑхне Египетра́н ирӗке кӑларнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ИККӖМӖШ пайне 857 ҫул хушшинче мӗн пулса иртни кӗрет.

Иаков ҫемьи Египета каять

ҪАК УЙРӐМРА