Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

 1-МӖШ ЫЙТУ

Эпӗ мӗнле ҫын?

Эпӗ мӗнле ҫын?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Хӑв мӗнле ҫын пулнине тата мӗне хакланипе мӗне ӗненнине пӗлни сана, хӑвна ыттисем хӗснӗ чухне те, тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Карен туслӑ тӗлпулӑва килнӗ тейӗпӗр. Ҫавӑнта килнӗренпе вунӑ минут та иртмест, хӑйӗн хыҫӗнче паллакан сасса илтет.

«Мӗн кунта тӑратӑн?»

Карен ҫаврӑнса пӑхать те икӗ уҫӑ сӑра бутылкине тытса тӑракан Джессика ятлӑ тусне курах каять. Джессика пӗр бутылкине Карен еннелле тӑсать те калать: «Тек эсӗ пӗчӗк ача мар ӗнтӗ».

Карен ӗҫесшӗн мар, анчах та Джессика унӑн тусӗ-ҫке. Каренӑн ӑна кӳрентерес килмест. Унсӑр пуҫне Джессика пирки лайӑх хӗр теҫҫӗ. Вӑл ӗҫет пулсан, ҫавӑнта ним япӑххи те ҫук эппин. «Ку сӑра кӑна вӗт, наркотик мар-ҫке»,— тесе лӑплантарать хӑйне хӑй Карен.

Эсӗ Карен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Ҫавӑн пек лару-тӑрура тӗрӗс йышӑну тӑвас тесен санӑн хӑв мӗнле ҫын пулнине пӗлмелле. Хӑв мӗнле ҫын пулнине пӗлни вӑл эсӗ мӗне хакланипе тата мӗне ӗненнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна ӑнланнине пула эсӗ хӑвӑн пурнӑҫупа ыттисене хуҫаланма памӑн, ун вырӑнне хӑвӑн пурнӑҫупа хӑв хуҫа пулӑн (1 Коринф 9:26, 27).

Ҫавӑн пек ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулас тесе мӗн тума пулать? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравла.

 1. МАНӐН МӖНЛЕ ПАХАЛӐХСЕМ ПУР?

Хӑвӑн мӗнле пултарулӑхпа мӗнле лайӑх енсем пуррине пӗлни сана хӑвна хӑюллӑрах туйма пулӑшӗ.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХ. Павел апостол ҫырнӑ: «Эпӗ хитре калаҫма ӑста мар пулин те, пӗлӳ тӗлӗшӗнчен япӑх мар» (2 Коринф 11:6). Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ лайӑх пӗлнӗрен Павел хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки иккӗленекенсене тивӗҫлӗ хурав пама пултарнӑ. Хӑйӗн ҫинчен вӗсем япӑх калаҫсан та, ҫавна вӑл хӑйне аптратса ӳкерме паман (2 Коринф 10:10; 11:5).

ХӐВНА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХ. Хӑвӑн мӗнле талант е пултарулӑх пуррине ҫырса хур.

Халӗ хӑвӑн хӑш-пӗр лайӑх енсене ҫырса хур. Шухӑшласа пӑх, эсӗ мӗнле ҫын: ыттисемшӗн тӑрӑшакан-и? мӗн пама пултарнине савӑнсах паракан-и? шанчӑклӑ-и? пурне те вӑхӑтра тӑвакан-и?

2. МАНӐН МӖНЛЕ ҪИТМЕНЛӖХСЕМ ПУР?

Ҫип ӑҫта ҫинҫе, ҫавӑнтан татӑлать теҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсӗ хӑвӑн ҫитменлӗхӳсене хӑвӑнпа хуҫаланма паратӑн пулсан, хӑв мӗне хакланине тата мӗне ӗненнине ҫӑмӑллӑнах хаклама пӑрахӑн.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХ. Павел хӑйӗн мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине пӗлнӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп, ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать» (Рим 7:22, 23).

ХӐВНА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХ. Хӑвӑн хӑш ҫитменлӗхӳсене санӑн тытса чарма вӗренмелле?

3. МАНӐН МӖНЛЕ ТӖЛЛЕВСЕМ ПУР?

Такси ҫине ларсан, эсӗ водителе бензин пӗтиччен пӗр квартал тӑрӑх каллӗ-маллӗ ярӑнтарса ҫӳреме ыйтнӑ пулӑттӑн-и? Ҫук ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӑссӑрла пулнӑ тата хакла кайса ларнӑ пулӗччӗ!

Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Тӗллевсем пире пурнӑҫра тӗлли-паллисӗр пурӑнассинчен сыхланма пулӑшӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн умна мӗнле тӗллев лартмаллине тата ӑна мӗнле пурнӑҫламаллине пӗлетӗн.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХ. Павел ҫырнӑ: «Эпӗ тӗллевсӗр чупмастӑп» (1 Коринф 9:26, ҪХ). Тӗлли-паллисӗр пурӑнас вырӑнне Павел хӑйӗн умне тӗллевсем лартнӑ та вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ (Филиппӑ 3:12—14).

ХӐВНА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХ. Тепӗр ҫулталӑкра пурнӑҫа кӗртес килекен виҫӗ тӗллеве ҫырса хур.

4. МӖНЕ ЭПӖ ПУРИНЧЕН ЫТЛА ХАКЛАТӐП ТАТА ӖНЕНЕТӖП?

Эсӗ хӑв мӗне хакланине тата мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑратӑн пулсан, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла чӑтса ирттерме пултаракан ҫирӗп тымарлӑ йывӑҫ евӗрлӗ пулӑн

Эсӗ хӑв мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑма пултараймастӑн пулсан, ҫирӗп шухӑшлӑ пулаймӑн. Хӑйӗн тӗсне улӑштаракан хамелеон пек эсӗ ыттисем евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑн — ҫакӑ вара эсӗ хӑв мӗне ӗненнине тата хакланине ҫирӗп тытса тӑма пултарайманнине кӑтартакан паллӑ.

Тепӗр енчен илес пулсан, эсӗ хӑв мӗне ӗненнипе тата мӗне хакланипе килӗшӳллӗ пурӑннипе — ыттисем хӑйсене кирек мӗнле тытсан та — хӑвна улӑштарма памӑн.

БИБЛИРИ ТӖСЛӖХ. Даниил пророка ҫамрӑк чухнех тӑван-хурӑнташӗсенчен уйӑрнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл Туррӑн законӗсене тытса тӑма «хӑйӗн чӗринче шут тытнӑ» (Даниил 1:8, ҪТ). Ҫапла тунипе вӑл хӑй мӗне ӗненнишӗн ҫирӗп тӑнине кӑтартнӑ. Чӑнах та, Даниил пуринчен ытла мӗне хакланӑ тата мӗне ӗненнӗ, ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑннӑ.

ХӐВНА ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХ. Эсӗ мӗне ӗненетӗн тата хаклатӑн? Сӑмахран: эсӗ Турра ӗненетӗн-и? Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн ӗненетӗн? Турӑ пуррине сана мӗн ӗнентерет?

Туррӑн нравственность нормисем хӑвна усӑ панине эсӗ ӗненетӗн-и? Ӗненетӗн пулсан, мӗншӗн?

Эппин, кам эсӗ? Кӑшт ҫил вӗрнипех вӗҫсе ҫӳрекен татӑлса ӳкнӗ ҫулҫӑ-и е вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла чӑтса ирттерме пултаракан йывӑҫ-и? Хӑв мӗне хакланине тата мӗне ӗненнине тытса тӑма ҫирӗп шут тыт, вара эсӗ ҫавӑн пек йывӑҫ евӗрлӗ пулӑн. Ҫакӑ сана: «Эпӗ мӗнле ҫын?» — текен ыйту ҫине хурав пама пулӑшӗ.