Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем

 9-МӖШ ЫЙТУ

Эволюцие манӑн ӗненмелле-ши?

Эволюцие манӑн ӗненмелле-ши?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Пур чӗрӗ чун та эволюцие пула пулса кайнӑ пулсан, пирӗн хальхи пурнӑҫсӑр пуҫне нимле пуласлӑх та ҫук. Пурне те Турӑ тунӑ пулсан, вара эпир ҫынсем мӗншӗн пурӑннине тата пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултаратпӑр.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Алекс ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑрать. Вӑл яланах Турра тата Турӑ пурне те тунине ӗненнӗ. Анчах та паян шкулта биологи учителӗ эволюци чӑнах та пулнӑ, ҫакна наука тӗпчевӗсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ тесе татӑклӑн каларӗ. Алексӑн ыттисем умӗнче ухмах пек курӑнас килмест. «Тепӗр тесен, ученӑйсем эволюци чӑннипех пулнине ҫирӗплетсе панӑ пулсан,— тесе калать вӑл хӑйне,— вӗсем пирки иккӗленме эпӗ камах вара?»

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, учебниксенче эволюци чӑннипех пулнӑ тесе каланӑшӑнах Алексӑн эволюцие ӗненмелле-ши?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Пурнӑҫ эволюцие пула пуҫланса кайнӑ текенсем те, Турӑ пурне те тунине ӗненекенсем те хӑйсем мӗне ӗненнине калама пултараҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫавна мӗншӗн ӗненнине час-часах ӑнлантарса параймаҫҫӗ.

  • Хӑш-пӗрисем Турӑ пурне те тунине ӗненессе те ҫавна вӗсене чиркӳре вӗрентнӗрен ҫеҫ ӗненеҫҫӗ.

  • Хӑш-пӗрисем эволюцие ӗненессе те ҫавна вӗсене шкулта вӗрентнӗрен ҫеҫ ӗненеҫҫӗ.

 ШУХӐШЛАСА ПӐХМАЛЛИ УЛТӐ ЫЙТУ

Библире каланӑ: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Еврейсем 3:4). Ҫакна ӗненни тӗрӗс-ши?

Пурнӑҫ хӑйне хӑех, Турӑ тумасӑрах пуҫланса кайнӑ тени вӑл ҫурт хӑйне хӑех, ҫын тумасӑрах пулса ларнӑ тенӗ пекех ӑссӑрла

ҪАПЛА КАЛАНИ ПУР: Ҫут тӗнче пысӑк сирпӗнӗве пула пуҫланса кайнӑ.

1. Ҫав пысӑк сирпӗнӳ кама е мӗне пула пулнӑ?

2. Хӑшӗ тӗрӗсрех пек туйӑнать: пурте хӑйне хӑех пулса кайни-и е пурте камӑн та пулин ӗҫӗсене пула пуҫланса кайни-и?

ҪАПЛА КАЛАНИ ПУР: ҫынсем чӗрчунсенчен пулса кайнӑ.

3. Ҫынсем чӗрчунсенчен, сӑмахран, упӑтесенчен пулса кайнӑ пулсан, ҫынсемпе упӑтесен ӑс-тӑн пултарулӑхӗ хушшинче мӗншӗн питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пур?

4. Мӗншӗн чи ансат организмсем те питӗ кӑткӑс?

ҪАПЛА КАЛАНИ ПУР: эволюци чӑнах та пулнине фактсемпе ҫирӗплетсе панӑ.

5. Ҫакна калакан ҫын ҫав фактсене хӑй тӗрӗслесе пӑхнӑ-и?

6. Вӗреннӗ ҫынсем пурте эволюцие ӗненеҫҫӗ тесе каланӑран ҫеҫ мӗн чухлӗ ҫын эволюцие ӗненет?

«Эсир вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ чухне хитре ҫурт куртӑр пулсан: „Ак япала! Йывӑҫсем питӗ меллӗ ӳкнӗ те ҫавӑн пек чаплӑ ҫурт пулса тӑнӑ-мӗн!“ — тесе шутланӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫук паллах! Ҫакӑн пек каланипе килӗшес килмест. Апла пулсан, Ҫут тӗнчере пурте хӑйне хӑех пулса кайнӑ тенине мӗншӗн пирӗн ӗненмелле?» (Джулия.)

«Сӑмахран, сире кам та пулин типографире темскер сирпӗнчӗ те унти чернил стенапа мачча ҫине пӗрхӗнсе пӗтрӗ, ҫавна пула пысӑк словарӗн тексчӗ пулса тӑчӗ терӗ тейӗпӗр. Эсир ҫакна ӗненнӗ пулӑттӑр-и?» (Гвен.)

 ТУРРА ӖНЕНМЕ МӖНЛЕ СӐЛТАВСЕМ ПУР?

Библи пире пуҫпа шухӑшлама хавхалантарать (Рим 12:1). Апла пулсан, эсӗ Турра ӗненесси ҫаксенчен кӑна килмелле мар:

  • ТУЙӐМСЕНЧЕН (Мана темле аслӑ вӑй пур пек туйӑнать)

  • ТАВРАРИ ҪЫНСЕМ ВИТӖМ КӲНИНЧЕН (Эпӗ пурӑнакан вырӑнта пурте Турра ӗненеҫҫӗ)

  • ЫТТИСЕМ ХИСТЕНИНЧЕН (Эпӗ Турра ӗненекен ҫемьере ӳснӗ — манӑн суйласа илме май пулман)

Ун вырӑнне санӑн хӑв мӗне ӗненнине ҫирӗплетсе паракан витӗмлӗ сӑлтавсем пулмалла.

«Урокра учитель этем организмӗ мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен каласа панӑ чухне Турӑ пурри пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те тӑрса юлмасть. Ҫын кӗлеткин кашни пайӗ, чи пӗчӗкки те, хӑйӗн ӗҫне тӑвать. Эпир ҫавна час-часах сисместпӗр те. Чӑнах та, этем кӗлетки тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!» (Тереза.)

«Эпӗ пӗр-пӗр питӗ ҫӳллӗ ҫурта, пысӑк карапа е машинӑна курсан, хама ҫакӑн пек ыйту паратӑп: „Ҫакна кам тунӑ?“ Сӑмахран, машинӑна илер. Унӑн нумай вӗтӗ деталӗ пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пултартӑр тесен ӑна тума ӑста специалист кирлӗ. Машинсене тума конструктор кирлӗ пулсан, ҫынсем пирки те ҫавнах каламалла мар-и?» (Ричард.)

«Эпӗ наукӑна мӗн чухлӗ нумайрах тӗпчетӗп, ҫавӑн чухлӗ ытларах эволюцие шанми пулса пыратӑп. [...] Ман шутпа, эволюцие ӗненес тесен Турӑ пуррине ӗненнинчен те ытларах ӗненӳ кирлӗ» (Энтони).

МӖН ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАСА ПӐХМАЛЛА

Вун-вун ҫул хушши тӗпчев ӗҫӗсене ирттернӗ хыҫҫӑн та ученӑйсем эволюци пирки пӗр шухӑш патне ҫитеймерӗҫ. Эволюци пирки ученӑйсем пӗр шухӑшлӑ мар пулсан — вӗсен ҫавӑн ҫинчен пуринчен те ытларах пӗлмелле-ҫке — мӗншӗн санӑн ҫав теори пирки иккӗленмелле мар?

Ытларах пӗлӗр

КӖНЕКЕСЕМ ТАТА БРОШЮРӐСЕМ

Пурнӑҫа пултарнӑ-и?