Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем

 5-МӖШ ЫЙТУ

Шкулта манран мӑшкӑллаҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?

Шкулта манран мӑшкӑллаҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Эсӗ хӑвна мӗнле тытнипе лару-тӑрӑва е лайӑхлатса, е япӑхлатса ярӑн.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Андрей паян та, ыран та, нихӑҫан та шкула каясшӑн мар. Ҫакӑ виҫӗ уйӑх каялла, пӗр класрисем ун ҫинчен сӑмах сарма пуҫланӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗ. Унтан вӗсем кӳрентерекен ятсем парса витлеме пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр чухне кам та пулин ун аллинчен кӗнекесене ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн ку ӑнсӑртран пулнӑ пек кӑтартнӑ е кам та пулин тӗкнӗ хыҫҫӑн ҫавна кам тунине пӗлес тесе Андрей ҫаврӑнса пӑхсан ҫавна кам тунине калама пултарайман. Ӗнер вара мӑшкӑл ҫӗнӗ шая ҫитрӗ: Андрей хӑйӗн патне юнаса-хӑратса ҫырнӑ электронлӑ хыпар илчӗ...

Эсӗ Андрей вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Хӑвна ним тума пултарайман ҫын вырӑнне ан хур! Эсӗ чышкӑсемсӗрех мӑшкӑлҫӑсене хирӗҫ тӑма пултаратӑн. Мӗнле?

  •   КУРМӐШ-ИЛТМӖШ ПУЛ. Библире каланӑ: «Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать» (Ытарӑшсем 29:11). Эсӗ май ҫитнӗ таран лӑпкӑ пулма — сахалтан та тулашӗнчен лӑпкӑ курӑнма — тӑрӑшатӑн пулсан, мӑшкӑлҫӑсем сан ҫума ҫыпҫӑнма пӑрахӗҫ тен.

  • АН ТАВӐР. Библире каланӑ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр» (Рим 12:17). Тавӑрни ыйтӑва татса парас вырӑнне лару-тӑрӑва йывӑрлатса ярӗ ҫеҫ.

  • ХӐРУШЛӐХА МАЛАРАХ КУРМА ТӐРӐШ. Библире каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать» (Ытарӑшсем 22:3). Май ҫитнӗ таран хӑрушӑ ҫынсенчен тата вырӑнсенчен пӑрӑнса ҫӳре.

  • ПАЧАХ КӖТМЕН ХУРАВ ПАМА ТӐРӐШ. Библире каланӑ: «Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать» (Ытарӑшсем 15:1). Кӳрентерсе каланине шӳте ҫавӑрма пулать. Сӑмахран, сана мӑнтӑркка тесе йӗкӗлтеҫҫӗ пулсан, эсӗ йӑл кулса ҫапла калама пултаратӑн: «Кӑшт мӑнтӑртарах пулни пӑсмасть».

  • ПӐРӐНСА УТ. «Хӑвна тытса чарма пӗлнипе эсӗ яваплӑха туякан ҫын пулнине тата хӑвӑнтан мӑшкӑллакансенчен чылай вӑйлӑрах пулнине кӑтартатӑн,— калать 19 ҫулхи Нора.— Ҫакӑнта эсӗ чаруллӑ пулни тата ҫак лайӑх ен сана кӳрентерекенӗн ҫитсех кайманни тӳрех курӑнать» (2 Тимофей 2:24).

  • ХӐЮЛЛӐРАХ ПУЛМА ВӖРЕН. Кам хӑйсен вӑйне шансах каймасть тата хирӗҫ тӑма пултараймасть, ҫавсене мӑшкӑлҫӑсем тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, мӑшкӑлҫӑ эсӗ ӑна хӑвӑнпа хуҫаланма паманнине курсан, санран, тен, пӑрӑнса утӗ.

  • ҪАВӐН ҪИНЧЕН ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ПАР. Учитель пулса ӗҫленӗ пӗр хӗрарӑм калать: «Мӑшкӑлпа тӗл пулакансене пурне те эпӗ ҫавӑн ҫинчен каласа пама сӗнетӗп. Ҫакна туни тӗрӗс тата ыттисене мӑшкӑлтан хӳтӗлеме май парӗ».

Хӑюллӑрах пулни сана вӑй парӗ, мӑшкӑлҫӑн вара ҫакӑн пек вӑй ҫук