Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

 3-МӖШ ЫЙТУ

Атте-аннепе пӗр чӗлхе тупма мана мӗн пулӑшӗ?

Атте-аннепе пӗр чӗлхе тупма мана мӗн пулӑшӗ?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Эсӗ аҫу-аннӳпе пӗр чӗлхе тупсан, нумай йывӑрлӑхран хӑтӑлӑн.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш. Юнкун. Каҫхине. 17 ҫулхи Джефф килти ӗҫсене туса пӗтернӗ. Халӗ вара канса илме те юрать! Вӑл телевизор ярать те хӑйӗн юратнӑ кресли ҫине канлӗн вырнаҫса ларать.

Ҫав самантра алӑкран ашшӗ кӗрет, вӑл вара кӑмӑлсӑр пулас.

— Джеффри! Мӗн телевизор умӗнче ларатӑн? Шӑллуна урок тума кам пулӑшать? Эсӗ мӗн тума хушнине нихӑҫан та тумастӑн!

— Пуҫланчӗ каллех,— илтӗнмелле мӑкӑртатса илет Джефф. Ашшӗ кӑштах пӗшкӗнет те калать:

— Мӗн каларӑн эсӗ?

— Нимех те,— ассӑн сывласа илет Джефф пит-куҫне чалӑштарса. Ашшӗ тарӑхсах каять:

— Ун пек ан калаҫ манпа!

Эсӗ Джефф вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ҫавӑн пек харкашу ан пултӑр тесе мӗн тунӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Атте-аннепе калаҫасси вӑл машинпа ҫӳрессипе пӗрех. Ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен чӑрмав сиксе тухсан, эсӗ урӑх ҫул шыратӑн.

 ТӖСЛӖХ:

«Мана аттепе калаҫма йывӑр,— калать Лия ятлӑ хӗр.— Хӑш-пӗр чухне, эпӗ мӗн те пулин каласа панӑ чухне, вӑл кӗтмен ҫӗртен: „Каҫар, тархасшӑн, эсӗ мӗн каларӑн?“ — тесе ыйтать».

ЛИЙӐН САХАЛТАН ТА ВИҪӖ МАЙ ПУР:

  1. А. Ашшӗ ҫине кӑшкӑрса тӑкӗ.

    Лия кӑмӑлсӑррӑн калать: «Атте, мӗншӗн эсӗ мана итлеместӗн? Эпӗ кирлине калатӑп вӗт!»

  2. Ӑ. Кун пирки урӑх калаҫас мар тейӗ.

    Лия хӑйӗн йывӑрлӑхӗ пирки ашшӗпе калаҫас мар тесе шутласа хурать.

  3. Б. Меллӗ вӑхӑт тупма тӑрӑшӗ.

    Лия ҫакӑн пирки каярахпа калаҫса пӑхать е хӑйӗн йывӑрлӑхӗ пирки ашшӗ патне ҫыру ҫырать.

Эсӗ Лийӑна хӑш майне сӗннӗ пулӑттӑн?

ШУХӐШЛАСА ПӐХАР: Лийӑн ашшӗ хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑ, ҫавӑнпа та хӗрӗ пӑшӑрханнине асӑрхамасть. Ҫавӑнпа та Лия А мая суйласа илсен, урӑхла каласан, харкашма пуҫласан, ашшӗ мӗн пулса иртнине ӑнланмасан та пултарать, хӗрӗн сӑмахӗсене те итлемӗ тен. Ҫитменнине тата ҫакӑ ашшӗне хисеплеменнине кӑтартнӑ пулӗччӗ (Эфес 6:2, 3). Чӑнах та, ҫак майран ним усси те ҫук.

Аҫу-аннӳпе калаҫма чӑрмавсем сиксе тухсан, ҫакӑ ним тума май ҫук тенине пӗлтермест. Эсӗ тепӗр май тупма пултаратӑн!

Ӑ май чи ҫӑмӑлли, анчах та чи лайӑххи мар, мӗншӗн тесен Лийӑн хӑйӗн йывӑрлӑхне татса памашкӑн ашшӗпе калаҫса пӑхмалла. Ашшӗ хӗрӗпе мӗн пулнине пӗлсен ҫеҫ ӑна пулӑшма пултарать. Ҫавӑнпа та ашшӗпе калаҫманнине ыйтӑва татса памалли май теме ҫук.

Б мая илес пулсан, Лия сиксе тухнӑ чӑрмава хӑйӗн ашшӗпе калаҫма чӑрмантарма памӗ. Вӑл ашшӗпе тепрехинче калаҫса пӑхӗ. Лия ашшӗ патне ҫыру ҫырсан, тен, хӑйне лайӑхрах туйма пуҫлӗ.

Ҫыру ҫырни ӑна хӑйӗн шухӑшӗсене уҫӑмлӑн каласа пама пулӑшӗ. Ашшӗ ҫыруна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Лия мӗн каласшӑн пулнине пӗлӗ те хӗрне лайӑхрах ӑнланма пултарӗ. Апла пулсан, Б май Лийӑшӑн та, унӑн ашшӗшӗн те вырӑнлӑ пулӗ. Ашшӗпе калаҫни е ун патне ҫыру ҫырни Лийӑна, Библире каланӑ пек, «пӗр-пӗрне килӗштерсе... пурӑнмалли майсене» шырама май парӗ (Рим 14:19, ҪХ).

Лия тата мӗн тума пултарать?

Эсӗ мӗн сӗннӗ пулӑттӑн? Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшла.

 ХӐВӐН ШУХӐШУСЕНЕ УҪӐМЛӐН КАЛА

Ҫакна асра тыт: хӑш-пӗр чухне эсӗ мӗн каланине аҫупа аннӳ пачах урӑхла ӑнланма пултараҫҫӗ.

ТӖСЛӖХ:

Аҫупа аннӳ санран мӗншӗн эсӗ кӑмӑлсӑр тесе ыйтаҫҫӗ. «Манӑн кун ҫинчен калаҫас килмест»,— тетӗн эсӗ.

Анчах та ҫакӑ аҫупа аннӳне ҫакӑн пек илтӗнет: «Эпӗ сире шанмастӑп. Хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен эпӗ сирӗнпе мар, туссемпе калаҫӑп».

Сӑмахран, санӑн йывӑрлӑх сиксе тухрӗ, аҫупа аннӳ сана пулӑшу сӗнеҫҫӗ тейӗпӗр. Анчах эсӗ: «Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ ку ыйтӑва хамах татса парӑп»,— тетӗн.

  • Аҫупа аннӳне мӗн илтӗнме пултарать?

  • Саншӑн мӗнле калани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?