Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 САККӐРМӖШ СЫПӐК

Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ

Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ

1. Мӗншӗн Силома хуйхӑ ҫавӑрса илнӗ?

САМУИЛ Силом хуйхӑ ӑшне путнине курнӑ. Ӑна пӗтӗм хула макӑрнӑн туйӑннӑ. Пур ҫӗрте те хӗрарӑмсемпе ачасем кӑшкӑрса йӗни илтӗннӗ. Ашшӗсем, упӑшкисем, ывӑлӗсем тата пиччӗш-шӑллӗсем урӑх нихӑҫан та таврӑнас ҫукки пирки хӑрушӑ хыпар миҫе киле ҫитмен пулӗ! Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: филистимлянсемпе хаяррӑн ҫапӑҫнӑ чухне Израилӗн 30 000 ҫар ҫыннийӗ вилнӗ, унччен кӑшт маларах вара тепӗр ҫапӑҫура 4 000 израильтянин пуҫ хунӑ (1 Патш. 4:1, 2, 10).

2, 3. Мӗнле инкексене пула Силомри пурнӑҫ яланлӑхах улшӑннӑ тата хула хӑйӗн чапне ҫухатнӑ?

2 Анчах та ҫакӑ Израиль ҫине йӑтӑнса аннӑ инкексенчен пӗри ҫеҫ пулнӑ-ха. Офнипе Финеес, аслӑ священник Илийӗн юрӑхсӑр ывӑлӗсем, саккун арчине Силомран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Арча ещӗк евӗрлӗ пулнӑ, ӑна хаклӑ йышши материалсенчен тунӑ тата ытларах чухне ӑна Сӑваплӑ чатӑрти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмре тытнӑ. Саккун арчи Иегова халӑхпа пӗрле пулнине сӑнарланӑ. Израильтянсем саккун арчине хӑйсемпе пӗрле ҫапӑҫӑва илнӗ, ҫав арча, талисман пек, ҫӗнтерме пулӑшӗ тесе ӑссӑрла шутланӑ. Анчах та филистимлянсем арчана туртса илнӗ, Офнипе Финееса вара вӗлернӗ (1 Патш. 4:3—11).

3 Сӑваплӑ чатӑрпа саккун арчи Силомра темиҫе ҫӗр ҫул хушшиех ларнӑ пулнӑ. Халӗ вара хула ҫав арчасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн ҫинчен илтсен 98 ҫулхи Илий ларкӑч ҫинчен месерле кайса ӳкнӗ те вилнӗ. Унӑн кинӗ, ҫав кун тӑлӑха юлнӑскер, ача ҫуратнӑ чухне вилсе кайнӑ. Вилес умӗн вӑл каланӑ: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ». Ҫав кунсенче пулса иртнӗ ӗҫсем Силомри пурнӑҫа яланлӑхах улӑштарнӑ (1 Патш. 4:12—22).

4. Ҫак сыпӑкра мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑта Самуил мӗнле чӑтса ирттерӗ-ши? Турӑ ырлама тата хӳтӗлеме пӑрахнӑ халӑха пулӑшмалӑх унӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп пулӗ-ши? Вӑхӑтран вӑхӑта эпир пурте йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр, ӗмӗт татӑласси те пулкалать — ҫаксем пурте  пирӗн ӗненӗве тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Самуил тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентнине айтӑр пӗлер.

«Тӳррипе сут туса пурӑннӑ»

5, 6. Самуил тепӗр 20 ҫул хушшинче мӗн туни ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

5 Библире ҫак тӗлте Самуил ҫинчен ҫырса пани татӑлать, малалла вара саккун арчипе мӗн пулса тухни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Арчана туртса илсен Филисти ҫыннисем инкек хыҫҫӑн инкек тӳснӗ, юлашкинчен вара вӗсен ҫав арчана тавӑрса пама тивнӗ. Библире Самуил ҫинчен каллех ҫырма пуҫланӑ вӑхӑталла 20 ҫул иртнӗ те ӗнтӗ (1 Патш. 7:2). Ҫав ҫулсенче вӑл мӗн тунӑ-ха? Пирӗн ҫавӑн пирки пуҫа ватмалла мар.

Самуил хӑйӗн халӑхне йывӑр ҫухатӑва тата хурлӑхлӑ лару-тӑрӑва тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшнӑ?

6 Библире эпир вӑрҫӑ пуҫланас умӗн «Самуил... пӗтӗм Израильпе калаҫни», халӑха Туррӑн сӑмахне пӗлтерни ҫинчен вулатпӑр (1 Патш. 3:21). Ун хыҫҫӑн вара Сӑваплӑ Ҫырура Самуил пурнӑҫӗн тепӗр тапхӑрӗ ҫинчен каласа панӑ: ҫулталӑкра пӗр хут вӑл Израильти виҫӗ хулана халӑха суд тума тата хирӗҫӳ-харкашусене татса пама кайса ҫӳренӗ, унтан вара тӑван хулине, Рамӑна, таврӑннӑ (1 Патш. 7:15—17). Ҫак сӑмахсенчен ҫав 20 ҫул хушшинче Самуил питӗ ӗҫлӗ пулни уҫҫӑн курӑнать.

Библире Самуил 20 ҫул хушши мӗнле пурӑнни ҫинчен нимӗн те ҫырман пулин те, ҫав тапхӑрта вӑл Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлени пирки иккӗленмелли ҫук

7, 8. а) 20 ҫул хушши хастаррӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Самуил халӑха мӗн тума чӗннӗ? ӑ) Самуил шантарса каланине илтсен халӑх мӗн тунӑ?

7 Илийӗн ывӑлӗсем йӗркесӗр, аскӑн ӗҫсем тунӑран Израиль халӑхӗн ӗненӗвӗ хавшанӑ. Израильтянсенчен нумайӑшӗ йӗрӗхсене пуҫҫапма тытӑннӑ пулас. 20 ҫул хушши Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн та Самуил халӑха малалла та ҫапла чӗнсе каланӑ: «Эсир пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнатӑр пулсассӑн, ют ҫӗр туррисемпе Астартӑсене хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр, хӑвӑр чӗрӗре Ҫӳлхуҫана вырӑнаҫтарӑр, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара сире филистимсен аллинчен хӑтарӗ» (1 Патш. 7:3).

8 «Филистимсен алли» Израиле пусса тӑнӑ. Израиль ҫарне аркатса тӑксан, филистимлянсем халӗ Туррӑн халӑхне хӗсӗрлеме те юрать, ҫавӑншӑн ним те пулмасть тесе шутланӑ. Анчах та Самуил израильтянсене, вӗсем Иегова патне таврӑнас пулсан, веҫех улшӑнӗ тесе шантарса каланӑ. Израильтянсем ҫавна тума хатӗр пулнӑ-ши? Вӗсем йӗрӗхсенчен тасалнӑ та «пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫашӑн ҫеҫ ӗҫлесе пурӑнма пуҫланӑ», ҫакӑ Самуила савӑнтарнӑ. Самуил халӑха Массифӑра, туллӑ-сӑртлӑ ҫӗрте, Иерусалимран ҫурҫӗр еннелле  вырнаҫнӑ хулара, пухӑнма каланӑ. Пӗрле пуҫтарӑнсан халӑх йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн ӳкӗнсе типӗ тытнӑ. (1 Патшасен 7:4—6 вулӑр.)

Ӳкӗннине кӑтартса Иеговӑн халӑхӗ пӗрле пухӑнсан, филистимлянсем вӗсене тапӑнма майлӑ самант ҫитрӗ тесе шутланӑ

9. Филистимлянсем мӗнле лару-тӑрупа усӑ курма шут тытнӑ, тата хӑрушлӑх ҫывхарса килни ҫинчен илтсен Туррӑн халӑхӗ мӗн тунӑ?

9 Израильтянсем хулара пуҫтарӑнни ҫинчен илтсен, филистимлянсем ҫакӑнпа усӑ курма шут тытнӑ. Вӗсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене тӗп тӑвас тесе Массифӑна ҫар янӑ. Израильтянсем хӑрушлӑх ҫывхарса килни ҫинчен илтсен хӑраса кайнӑ. Вӗсем Самуила хӑйсемшӗн кӗлтума ыйтнӑ. Самуил Турра кӗлтунӑ тата парне кӳнӗ. Ҫав самантра Массифа патне Филисти ҫарӗ ҫитнӗ. Иегова хӑйӗн пророкӗн кӗлли ҫине хуравланӑ — «филистимсен тӗлӗнче аслати сассиллӗн хӑрушла кӗмсӗртеттерсе янӑ». Ҫапла Иегова хӑй тарӑхнине кӑтартнӑ (1 Патш. 7:7—10).

10, 11. а) Иегова филистимлянсен тӗлӗнче аслати кӗмсӗртеттерни мӗншӗн тӗлӗнмелле япала пулнӑ? ӑ) Массифа патӗнчи ҫапӑҫу мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

10 Филистимлянсем ахаль аслатирен хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗҫ-ши тата хӑранипе амӑшӗ хыҫне пытанакан ачасем пекех хӑйсене тытнӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук паллах. Вӗсем ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ вӑйлӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ. Апла ҫав аслати ахаль чухнехи пек пулман. Тен, вӑл пӗлӗт янкӑр таса пулнӑ чухне вӑйлӑ кӗмсӗртетсе янӑ. Е аслати сасси сӑртсем хушшинче янӑраса кайни тӑшмансен ҫарне аптратсах ӳкернӗ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, мӗн пулса иртни филистимлянсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ. Пӗр самантрах вӗсем тапӑнакансенчен таракансем пулса тӑнӑ. Вара израильтянсем Массифӑран тухнӑ та вӗсене ҫапса аркатнӑ тата вӗсене Вефхора ҫитичченех, Иерусалимран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле, нумай ҫухрӑм хыҫалтан хӑваласа кайнӑ (1 Патш. 7:11).

11 Ҫав ҫапӑҫу Турӑ халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Самуил судья тивӗҫлӗхӗсене туса тӑнӑ чухне израильтянсем филистимлянсене хӗссе пынӑ. Туррӑн халӑхӗ хуласене пӗрин хыҫҫӑн теприне каялла тавӑрнӑ (1 Патш. 7:13, 14).

12. Самуил тӳрӗлӗхе мӗнле ҫирӗплетнӗ тата мӗншӗн унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ теме пулать?

12 «Тӳррипе сут туса пурӑннӑ», е тӳрӗлӗхе ҫирӗплетнӗ, шанчӑклӑ пророксемпе судьясем ҫинчен каланӑ чухне Павел апостол Самуила та асӑннӑ (Евр. 11:32, 33). Самуил Турӑ умӗнче тӗрӗс те ырӑ ӗҫсем тунӑ тата ыттисене те ҫапла тума хавхалантарнӑ. Вӑл Иеговӑна  чӑтӑмлӑн кӗтнӗ тата хурлӑхлӑ вӑхӑтра та хӑйне шанса панӑ ӗҫсене шанчӑклӑн туса тӑнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ теме пулать. Унсӑр пуҫне, Самуил пархатарлӑ ҫын пулнӑ. Массифа патӗнче ҫӗнтерсен Самуил Иегова ҫӑлӑнӑҫ панине аса илтерсе тӑракан палӑк тунӑ (1 Патш. 7:12).

13. а) Самуилран тӗслӗх илсе мӗнле паха енсем аталантармалла? ӑ) Сирӗн шутпа, ҫак паха енсене хӑҫан аталантармалла?

13 Сирӗн тӳрӗлӗхе ҫирӗплетес килет-и? Ҫапла пулсан, Самуилтан тӗслӗх илӗр: чӑтӑмлӑ, пархатарлӑ пулӑр тата хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. (1 Петр 5:6 вулӑр.) Ҫак паха енсене пирӗн пурин те аталантармалла. Самуил, ҫамрӑк чухнех ҫав енсене аталантарнине пула, ватӑлсан та питӗ пӑшӑрхантаракан лару-тӑрусене чӑтса ирттернӗ.

«Санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ»

14, 15. а) Ватӑлса ҫитсен Самуила мӗн питӗ пӑшӑрхантарнӑ? ӑ) Самуил Илий пек япӑх атте пулнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

14 Библире Самуил пирки тепӗр хут асӑннӑ чухне вӑл ватӑлса ҫитнӗ ӗнтӗ. Унӑн икӗ ывӑл пулнӑ: Иоиль тата Авия. Вӑл вӗсене халӑха суд туса хӑйне пулӑшма тивӗҫлӗх шанса панӑ. Шел пулин те, вӗсем шанӑҫа тӳрре кӑларман. Хӑйсен тӳрӗ кӑмӑллӑ ашшӗпе  танлаштарсан, Иоильпе Авия хӑйсен влаҫӗпе иртӗхнӗ. Вӗсем тӗрӗс мар суд тунӑ, сӗрев те илнӗ (1 Патш. 8:1—3).

15 Пӗррехинче ватӑ пророк патне Израильти старейшинӑсем килнӗ те ӳпкелешме пуҫланӑ: «Санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ» (1 Патш. 8:4, 5). Самуил хӑйӗн ывӑлӗсем япӑх ӗҫсем туни ҫинчен пӗлнӗ-и? Библире ҫавӑн ҫинчен ним те каламан. Анчах та Илийпе танлаштарсан, Самуил пирки япӑх атте теме ҫук. Иегова Илий пророка хӑйӗн юрӑхсӑр ывӑлӗсене тӳрлетменшӗн тата вӗсене Хӑйӗнчен ытларах чысланӑшӑн айӑпланӑ тата хаса панӑ (1 Патш. 2:27—29). Самуил ҫинчен вара Иегова ҫавнашкал пӗр сӑмах та каламан.

Ывӑлӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тунине пӗлсен, Самуила хытӑ пӑшӑрханнине ирттерсе яма мӗн пулӑшнӑ?

16. Итлемен ачасен ашшӗ-амӑшӗсем мӗн туяҫҫӗ тата Самуил тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани вӗсене мӗнле пулӑшма пултарать?

16 Самуил хӑйӗн ывӑлӗсем усал ӗҫсем туни ҫинчен пӗлсен мӗн тери кулянни, намӑсланни тата пӑшӑрханни пирки Библире ҫырса паман. Нумай ашшӗ-амӑшӗ унӑн туйӑмӗсене питӗ лайӑх ӑнланать. Пирӗн йывӑр вӑхӑтра ҫамрӑксем ашшӗ-амӑш влаҫне хирӗҫ тӑраҫҫӗ тата вӗсем вӗрентсе каланине ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. (2 Тимофей 3:1—5 вулӑр.) Самуил тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани ашшӗ-амӑшӗсене ыратакан чунӗсене лӑплантарма тата мӗн тусан лайӑхрах пулнине курма пулӑшӗ. Хӑйӗн ывӑлӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ пулсан та, Самуил Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма унчченхи пекех ҫирӗп шутлӑ пулнӑ. Асра тытӑр: сӑмахсем тата ӳкӗтленисем ачасен сисми-туйми пулса ларнӑ чӗрисене пырса тивмесен те, ашшӗ-амӑшӗсен тӗслӗхӗ ҫав-ҫавах вӗсене вӑйлӑ витӗм кӳрет. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсем, Самуил пекех, хӑйсен пӗлӗтри Ашшӗне, Иегова Турра, яланах савӑнтарма пултараҫҫӗ.

«Пире патша лартса пар»

17. Израильти старейшинӑсем Самуила мӗн каланӑ тата вӑл ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?

17 Самуил ывӑлӗсем хӑйсен ҫӑткӑнлӑхӗ тата хӑйсене ҫеҫ юратни мӗн патне илсе ҫитересси пирки шухӑшлама та пултарайман. Израильти старейшинӑсем пророка каланӑ: «Пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр». Самуил хӑйне сивленӗ пек туйнӑ-и? Вӑл нумай ҫул хушши Иегова умӗнче ҫак халӑха суд тунӑ-ҫке. Халӗ вара израильтянсен хӑйсене ахаль пророка мар, патшана суд тутарас килнӗ. Юнашар халӑхсен патшасем пулнӑран израильтянсем те патша ыйтма пуҫланӑ. Самуил ҫавӑн ҫинчен мӗн шутланӑ? Ҫакӑ «Самуила килӗшмен» тенӗ Библире (1 Патш. 8:5, 6).

18. Иегова Самуил чунне мӗнле лӑплантарнӑ тата Израиль халӑхӗ йывӑр ҫылӑха кӗнине мӗнле кӑтартнӑ?

18 Самуил Иеговӑна кӗлтуса хӑйӗн чунне уҫса парсан, Вӑл ӑна мӗн хуравланине асӑрхӑр-ха: «Халӑх хӑвна мӗн каланине пурне те  итле: вӗсем сана мар сивлерӗҫ, Мана сивлерӗҫ, вӗсене Эпӗ патша пулни кирлӗ мар». Паллах ӗнтӗ, ҫак сӑмахсем Самуила йӑпатнӑ, анчах та израильтянсем мӗн ыйтни Пурне те Пултаракан Турра мӗн тери хурлантарнӑ пуль! Патша суйласа лартни Израиль халӑхне хакла ларасси пирки Иегова пророка асӑрхаттарма хушнӑ. Самуил вӗсене Туррӑн сӑмахӗсене каласа панӑ, анчах та лешӗсем ҫине тӑрсах: «Ҫук, пирӗнпе патша хуҫалантӑр»,— тенӗ. Хӑйӗн Туррине яланах итлекен Самуил кайнӑ та Иегова суйласа илнӗ патшана ҫу сӗрнӗ (1 Патш. 8:7—19).

19, 20. а) Иегова Саула патша пулма ҫу сӗрме хушнине Самуил мӗнле пурнӑҫланӑ? ӑ) Самуил Туррӑн халӑхӗшӗн малалла та мӗнле тӑрӑшнӑ?

19 Самуил Иегова хушнӑ ӗҫе мӗнле пурнӑҫланӑ? Сӳрӗккӗн-ши? Е кӑмӑлсӑррӑн? Кӳренӳсене тата чуна ыраттаракан туйӑмсене хӑйӗн чӗринче вӑй илме панӑ-и вӑл? Ҫук, Самуил ҫапла нихӑҫан та туман пулӗччӗ. Вӑл Саула ҫу сӗрнӗ тата ӑна Иегова суйласа илнине йышӑннӑ. Самуил Саула чуптунӑ, ҫапла вӑл ҫӗнӗ патшана саламланӑ тата уншӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме хатӗррине кӑтартнӑ. Самуил халӑха каланӑ: «Ҫӳлхуҫа кама суйласа илнине куратӑр-и? пӗтӗм халӑх хушшинче ун пекки урӑх ҫук» (1 Патш. 10:1, 24).

20 Самуил Иегова суйласа илнӗ патшан ҫитменлӗхӗсене пӑхман, вӑл унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тӑрӑшнӑ. Самуила хӑйне илсен, ӑна паян капла, ыран апла шухӑшлакан ҫынсем умӗнче мар, Иегова умӗнче ырӑ ятлӑ пуласси хумхантарнӑ (1 Патш. 12:1—4). Вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫе шанчӑклӑн тунӑ: халӑха Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫухатма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ тата Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарнӑ. Самуил асӑрхаттарни ҫынсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем ӑна хӑйсемшӗн кӗлтума ыйтнӑ. Акӑ мӗнле чуна хумхантаракан сӑмахсем вӑл каланӑ: «Сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп» (1 Патш. 12:21—24).

Самуил тӗслӗхӗ чӗрере кӗвӗҫӳ тата ытти япӑх туйӑмсем тымар ярасран хамӑра асӑрхаса тӑмаллине аса илтерет

21. Пӗр-пӗр ӗҫе е чыслӑ тивӗҫе сире мар, урӑх ҫынна шанса панӑ чухне пӑшӑрханнине ҫӗнтерме Самуил тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшать?

21 Пӗр-пӗр ӗҫе е чыслӑ тивӗҫе сире мар, урӑх ҫынна шанса панӑшӑн эсир хӑҫан та пулин пӑшӑрханнӑ-и? Самуил тӗслӗхӗ пире кӳреннине тата кӗвӗҫнине хамӑр чӗрере тымар яма памалла марри пирки аса илтерет. (Ытарӑшсем 14:30 вулӑр.) Туррӑн хӑйӗн кашни шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ валли кӑмӑла ҫырлахтаракан, пиллӗх кӳрекен ӗҫ пур.

 «Хӑҫанччен эсӗ Саулшӑн кулянса пурӑнӑн?»

22. Мӗншӗн Саулӑн ырӑ енӗсене асӑрханипе Самуил йӑнӑшман теме пулать?

22 Саулӑн ырӑ енӗсене асӑрханипе Самуил йӑнӑшман. Ку чаплӑ ҫын пулнӑ: ҫӳллӗ, илемлӗ, хӑюллӑ, тавҫӑруллӑ, сӑпайлӑ, унсӑр пуҫне хӑйне кӗҫӗне хунӑ (1 Патш. 10:22, 23, 27). Ҫавӑн пекех Саулӑн тепӗр хаклӑ тивлет пулнӑ — суйласа илмелли ирӗк, урӑхла каласан, пурнӑҫ ҫулне вӑл хӑй суйласа илме тата йышӑнусем тума пултарнӑ (Сак. аст. 30:19). Вӑл ҫав тивлетпе мӗнле усӑ курнӑ?

23. Саул кӗҫех хӑйӗн мӗнле паха енне ҫухатнӑ тата вӑл мӑнкӑмӑлланса кайни мӗнрен курӑннӑ?

23 Шел пулин те, власть илсен ҫын час-часах чи малтан сӑпайлӑхне ҫухатать. Саул та питӗ хӑвӑрт мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Вӑл Иегова Самуил урлӑ мӗн хушнисене туман. Пӗррехинче Саул тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑ та Турра парне кӳнӗ, вӑл ҫавна Самуилӑн тумаллине пӗлнӗ ҫӗртенех тунӑ. Самуил Саула хыттӑн айӑпланӑ тата патша влаҫне унӑн ҫемйинчен туртса илесси пирки пӗлтернӗ. Анчах та Саул тӳрленмен, пачах урӑхла, вӑл пушшех итлеме пӑрахнӑ (1 Патш. 13:8, 9, 13, 14).

24. а) Амаликитянсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсан, Саул Иеговӑна итлемесӗр мӗн тунӑ? ӑ) Питленӗ чухне Саул хӑйне мӗнле тытнӑ, тата Иегова мӗнле йышӑну тунӑ?

24 Самуил урлӑ Иегова Саула амаликитянсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма тата вӗсен йӗркесӗр патшине Агага вӗлерме хушнӑ. Анчах та Саул Агага вӗлермен тата «тупаланӑ тупӑшран» чи лайӑххине хӑварнӑ. Самуил Саула питлеме килсен Саул мӗн тери вӑйлӑ улшӑнни уҫҫӑн курӑннӑ. Хӑйӗн ҫылӑхне йӑвашшӑн йышӑнас вырӑнне Саул тӳрре тухасшӑн пулнӑ, сӑмаха урӑх еннелле пӑрса яма тата ыттисене айӑплама хӑтланнӑ. Хӑйне хаса ан паччӑр тесе Саул тупӑшӑн пӗр пайне Иеговӑна парне кӳмешкӗн хӑвартӑмӑр тенӗ. Самуил вара нумайӑшӗ пӗлекен ҫак сӑмахсемпе хуравланӑ: «Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах». Вӑл патшана хӑюллӑн питленӗ те Иеговӑн йышӑнӑвне пӗлтернӗ: Израильти патша влаҫне Саул аллинчен туртса илӗҫ те унран лайӑхрах ҫынна парӗҫ * (1 Патш. 15:1—33).

25, 26. а) Мӗншӗн Самуил Саулшӑн хуйхӑрнӑ, тата Иегова хӑйӗн пророкне мӗнле тӳрлетнӗ? ӑ) Иессей килне кайсан Самуил мӗне вӗреннӗ?

 25 Саул шанчӑклӑ пулманшӑн Самуил чӗререн куляннӑ. Ҫӗрӗпех вӑл кӗлӗре Иеговӑна чунне уҫса панӑ. Вӑл Саулшӑн питӗ хуйхӑрнӑ. Самуил Саула питӗ шаннӑ, анчах та вӑл мӗн кӗтни пурнӑҫланман. Саул пач урӑхла ҫын пулса тӑнӑ: вӑл хӑйӗн чи лайӑх енӗсене ҫухатнӑ тата Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ. Ҫавӑнпа Самуил тек патшана курасшӑн пулман. Пӗр вӑхӑт иртсен Иегова хӑйӗн пророкне ҫемҫен тӳрлетнӗ: «Хӑҫанччен эсӗ Саулшӑн кулянса пурӑнӑн? Эпӗ унран вӑл Израиль патши ан пултӑр тесе пӑрӑнтӑм. Мӑйракуна йывӑҫ ҫӑвӗ тултар та кай; Эпӗ сана Вифлеем ҫынни Иессей патне яратӑп: унӑн ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ Хам валли патша пӑхса хутӑм» (1 Патш. 15:34, 35; 16:1).

26 Иегова мӗн шутласа хуни пурнӑҫланасси шанчӑкран тухма пултаракан ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен килмест. Кам та пулин шанчӑкран тухсан Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама урӑх ҫынна тупать. Самуил Саулшӑн хуйхӑрма пӑрахнӑ. Иегова хушнипе ватӑ пророк Вифлееме Иессей патне кайнӑ, унӑн темиҫе хитре ывӑл пулнӑ. Анчах та Иегова Самуила ҫын сӑн-питне пӑхмалла марри ҫинчен асӑрхаттарнӑ. (1 Патшасен 16:7 вулӑр.) Юлашкинчен Самуил умне Иессейӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, Давид, пырса тӑнӑ — Иегова шӑпах ӑна суйласа илнӗ те.

Самуил Иеговӑшӑн татса памалла мар лару-тӑру ҫуккине, ҫавсем пиллӗх пулса тӑма пултарнине ӑнланса илнӗ

27. а) Самуилӑн ӗненӗвӗ мӗне пула ҫирӗпленсе пынӑ? ӑ) Самуилӑн тӗслӗхӗ сирӗн чӗрере мӗнле туйӑмсем вӑратать?

27 Иегова тунӑ йышӑну — Давида Саул вырӑнне патшана лартни — питӗ тӗрӗс пулнине Самуил хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче тата лайӑхрах ӑнланнӑ. Саул сӗмсӗрле кӗвӗҫме пуҫланӑ тата Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ. Давидӑн вара питӗ чаплӑ енсем пулнӑ: вӑл хӑюллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, Турра ӗненнӗ тата чунтан парӑнса пурӑннӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн Самуилӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ. Вӑл Иеговӑшӑн татса памалла мар йывӑр лару-тӑру ҫуккине тата ҫавсем пиллӗх пулса тӑма пултарнине ӑнланса илнӗ. Самуил пӗр ӗмӗре яхӑнах пурӑннӑ, унӑн кун-ҫулӗ чаплӑ пулнӑ. Ҫав шанчӑклӑ пророк вилсен пӗтӗм халӑх макӑрнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗ хӑйӗнчен ыйтма пултарать: «Эпӗ Самуил ӗненнӗ пек ӗненетӗп-и?»

^ 24 абз. Агаг пирки тунӑ приговора Самуил хӑй пурнӑҫланӑ. Усал патша та, унӑн ҫемйи те хӗрхеннине тивӗҫлӗ пулман. Агагӑн аякри хурӑнташӗсем хушшинче Туррӑн халӑхне тӗп тума хӑтланнӑ «Агаг ҫынни Аман» пулнӑ (Эсф. 8:3; ҫак кӗнекери 15-мӗшпе 16-мӗш сыпӑксене пӑхӑр).