Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ТӐВАТТӐМӖШ СЫПӐК

«Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»

«Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»

1, 2. а) Руфьпе Ноеминӗн ҫулӗ ҫинчен тата вӗсен пысӑк хуйхи ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Мӗншӗн Руфь пач пӗлмен ҫӗре кайнӑ теме пулать?

РУФЬ тата Ноеминь Моав ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳллӗ тӳремлӗхре тӑсӑлса выртакан ҫулпа утса пыраҫҫӗ, унта вара яланах ҫилсем алхаснӑ. Ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫӑ вырӑнта иккӗн ҫеҫ пулнӑран вӗсем ытла та пӗчӗк курӑнаҫҫӗ. Руфь каҫхи ӗмӗлке вӑрӑмланса пынине асӑрхать, вӑл хунямӑшӗ ҫине пӑхса илет те ҫӗр каҫмашкӑн вырӑн шырама вӑхӑт ҫитрӗ пулӗ тесе шутлать. Вӑл Ноемине питӗ хытӑ юратать, уншӑн тем тума та хатӗр.

2 Ҫак хӗрарӑмсен иккӗшӗн те чӗри калама ҫук вӑйлӑ ыратать. Нумай ҫул каялла упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ Ноеминь халӗ икӗ ывӑлӗ, Махлонпа Хилеон, вилнӗшӗн хуйхӑрать. Руфӗн те чӗри ыратать, Махлон унӑн упӑшки пулнӑ-ҫке. Вӑл хунямӑшӗпе пӗрле Израиль ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинелле ҫул тытать: Ноеминь хӑйӗн тӑван килне таврӑнать, Руфь вара пач пӗлмен ҫӗре каять. Кашни утӑм тумассерен унӑн тӑван-хурӑнташӗсем тата тӑван ҫӗрӗ, унти йӑла-йӗркесемпе унӑн туррисем те аяккарах та аяккарах юлаҫҫӗ. (Руфь 1:3—6 вулӑр.)

3. Мӗнле ыйтусен хуравӗсем пире Руфь пек ӗненме пулӑшӗҫ?

3 Мӗншӗн ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма шут тытнӑ-ха? Йӑлтах ҫӗнӗрен пуҫлама тата Ноеминьшӗн тӑрӑшма Руфӗн ӑҫтан вӑй тупмалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлсен, эпир Руфь тӗслӗхӗнчен нумай вӗренме пултаратпӑр. ( «Чуна пырса тивекен хайлав» рамкӑна та пӑхӑр.) Анчах малтан ҫак хӗрарӑмсем мӗншӗн вӑрӑм ҫула тухнине пӗлер.

Киле хуйхӑ килсе ҫапать

4, 5. а) Ноеминь ҫемйи мӗншӗн Моав ҫӗрне пурӑнма куҫнӑ? ӑ) Ноеминь Моавра мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

4 Руфь Моавра, Вилӗ тинӗсӗнчен Хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ пысӑках мар ҫӗршывра, ҫуралса ӳснӗ. Моав ҫӗрӗ — сайра вӑрманлӑ тата ту хушӑкӗсемпе ҫуркаланса пӗтнӗ тӳремсӑртлӑх. Моав ҫӗрӗнче ялан тенӗ пекех лайӑх тырпул туса илнӗ, Израильте  выҫлӑх пулнӑ чухне те. Ҫакӑ Руфь Махлонпа тата унӑн ҫемйипе мӗнле паллашнине ӑнланма пулӑшать (Руфь 1:1).

5 Израильте выҫлӑх пуҫлансан, Елимелех (Ноеминӗн упӑшки) хӑйӗн арӑмӗпе тата икӗ ывӑлӗпе пӗрле тӑван ҫӗрӗнчен тухса Моава куҫса кайма шут тытать. Паллах, ҫакна пула вӗсен ӗненӗвӗ тӗрӗсленет, мӗншӗн тесен израильтянсен Иеговӑна пуҫҫапма вӑл кӑтартнӑ вырӑна тӑтӑшах ҫӳремелле пулнӑ (Сак. аст. 16:16, 17). Упӑшки вилсен Ноеминь шутсӑр куляннӑ, анчах та Иеговӑна ҫирӗп ӗненме пӑрахман (Руфь 1:2, 3).

6, 7. а) Ывӑлӗсем моавитянкӑсене качча илни Ноемине мӗншӗн кулянтарма пултарнӑ? ӑ) Ноеминь хӑйӗн кинӗсемпе ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни мӗншӗн мухтава тивӗҫлӗ?

6 Каярахпа, ывӑлӗсем моавитянкӑсене качча илсен, Ноеминӗн чунӗ хытӑ ыратнӑ пулӗ (Руфь 1:4). Израиль халӑхӗн ӑру пуҫӗ Авраам хӑйӗн ывӑлӗ валли арӑм Иеговӑна пуҫҫапакан халӑх хушшинче тупас тесе нумай вӑй хуни ҫинчен Ноеминь пӗлнӗ (Пулт. 24:3, 4). Унсӑр пуҫне, Моисей законӗнче израильтянсен ытти халӑх ҫыннисемпе мӑшӑрланмалла мар тесе ҫырнӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем вӗсене урӑх турӑсене пуҫҫапма явӑҫтарма пултарнӑ (Сак. аст. 7:3, 4).

7 Апла пулин те Махлонпа Хилеон моавитянкӑсене качча илнӗ. Ноемине ҫакӑ пӑшӑрхантарнӑ пулсан та, вӑл Руфьпе тата Орфӑпа ӑшӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Тен, вӑл вӗсем те пӗр-пӗр кун Иеговӑна пуҫҫапма тытӑнасса шаннӑ. Кинӗсем Ноемине питӗ юратса пӑрахнӑ. Пӗр-пӗринпе ӑшӑ хутшӑнусем пулни вӗсене, хуйхӑ килсе ҫапсан, питӗ пулӑшнӑ. Ноеминӗн кинӗсем упӑшкисемсӗр тӑрса юлнӑ, иккӗшӗн те ачасем пулман (Руфь 1:5).

8. Руфь Иеговӑпа мӗне пула ҫывӑхланнӑ?

8 Руфе хӑй мӗн пӗчӗкренех пӗлнӗ тӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркисем хуйха чӑтса ирттерме пулӑшнӑ-и? Ҫук пулас. Моавитянсем нумай турра пуҫҫапнӑ, тӗп турри вара Хамос пулнӑ (Йыша шутл. 21:29). Ҫав авалхи вӑхӑтра тискер йӑла-йӗркесем анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, моавитянсен тӗнӗ те тискерлӗхпе палӑрса тӑнӑ, тӗслӗхрен, вӗсем чӳк парни кӳрсе ачасене вутра ҫунтарнӑ. Руфь Израилӗн юратакан тата хӗрхенекен Турри, Иегова, ҫинчен Махлонран е Ноеминьрен пӗлсе пынӑ, ҫакӑ унӑн халӑхӗн тӗн вӗрентӗвӗсенчен тӗлӗнмелле уйрӑлса тӑнӑ. Израильтянсем хӑранӑран мар, юратнӑран Иеговӑна пуҫҫапнӑ. (Саккуна астутарни 6:5 вулӑр.) Хуйхӑ килсе ҫапсан, Руфь Ноеминьпе тата та ҫывӑхланнӑ пулӗ. Хунямӑшӗ ӑна пурне те пултаракан Иегова Турӑ ҫинчен, унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен тата Вӑл хӑйӗн  халӑхне питӗ юратни, питӗ хӗрхенни ҫинчен каласа панӑ чухне Руфь хаваспах итленӗ пулӗ.

Йывӑр килнӗ вӑхӑтра Ноеминьпе ҫывӑхланса Руфь тӗрӗс тунӑ

9—11. а) Ноеминь, Руфь тата Орфа мӗнле йышӑну тунӑ? ӑ) Ноеминьпе, Руфьпе тата Орфӑпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Ноеминь тӑван вырӑнтан хыпарсем пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Пӗррехинче вӑл ҫул ҫӳрекен купсаран Израильте выҫлӑх пӗтни ҫинчен илтнӗ пулӗ. Иегова хӑйӗн халӑхне кӑмӑл тунӑ. Вифлеем (ҫакӑ «ҫӑкӑр ҫурчӗ» тенине пӗлтерет) каллех хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн ҫинчен илтсен Ноеминь килне таврӑнма шут тытнӑ (Руфь 1:6).

10 Руфьпе Орфа вара мӗн тӑвӗҫ-ши? (Руфь 1:7.) Пӗр пек хуйхӑ вӗсене тата ытларах ҫывӑхлантарнӑ. Унсӑр пуҫне, Руфе Ноеминь ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата Турра ҫирӗп ӗненни питӗ килӗшнӗ. Ҫапла вӗсем виҫҫӗн Иудӑна кайма шут тытаҫҫӗ.

11 Руфьпе мӗн пулса иртни пире япӑх ҫынсем те, лайӑххисем те хуйхӑ-суйхӑпа тӗл пулнине кӑтартса парать (Еккл. 9:2, 11). Ҫавӑн пекех эпир, чӑтмалла мар йывӑр хуйхӑ килсе ҫапсан, чун канӑҫлӑхне тупас тесе ыттисемпе, уйрӑмах Ноеминь пуҫҫапнӑ Иегова Турӑ хӳтӗлессе кӗтекенсемпе, калаҫни-хутшӑнни мӗн тери ӑслӑ иккенне курӑпӑр (Ытар. 17:17).

Руфь чун-чӗререн юратни

12, 13. Мӗншӗн Ноеминь Руфьпе Орфӑна каялла хӑйсен килне ярасшӑн пулнӑ тата кинӗсем чи малтан мӗн хуравланӑ?

12 Кашни утӑм тумассерен виҫӗ хӗрарӑм Моав ҫӗрӗнчен аяккарах кайса пынӑ чухне Ноемине тепӗр япала пӑшӑрхантарма пуҫлать. Вӑл хӑйӗн кинӗсем ҫинчен тата вӗсем хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те чӗререн юратни ҫинчен шухӑшлать. Вӗсен ахаль те йывӑр пурнӑҫне йывӑрлатас килмест унӑн. Кинӗсем тӑван ҫӗрне хӑварса унпа пӗрле пырсан, вӑл Вифлеемре вӗсемшӗн тӑрӑшма пултарӗ-ши?

13 Ноеминь кинӗсене каланӑ: «Кайӑрах ӗнтӗ, иксӗр те аннӗрсен килне таврӑнӑр; эсир манӑн ывӑлӑмсемпе те, хуняҫӑрпа  та, манпа та ырӑ пурӑнтӑр, ҫавна кура Ҫӳлхуҫа сире хӑвӑра та ырӑлӑх патӑр!» Вӑл Иегова вӗсене упӑшка парса ҫӗнӗ пурнӑҫпа пиллессе шанни те курӑнать. «Унтан вӑл вӗсене иккӗшне те ыталаса чуптунӑ,— тенӗ Библире,— кусем вара уласа йӗре пуҫланӑ». Руфьпе Орфа ҫак ырӑ та ыттисемшӗн тӑрӑшакан хӗрарӑма мӗншӗн хытӑ юратнине ӑнланма пулать. Вӗсем иккӗшӗ те каланӑ: «Ҫук, эпир санпа пӗрле санӑн халӑху патне каятпӑр» (Руфь 1:8—10).

14, 15. а) Орфа кам патне тата мӗн патне таврӑннӑ? ӑ) Ноеминь Руфе Моавра юлма мӗнле ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ?

14 Анчах та Ноемине ӳкӗте кӗртме ҫӑмӑл пулман. Вӑл Израильте вӗсемшӗн тӑрӑшма пултарайманнине ӑнлантарса парать, мӗншӗн тесен унӑн хӑйне мӗн кирлипе тивӗҫтерме упӑшки ҫук, вӗсене качча илме унӑн ывӑлсем те ҫук, хӑйӗн те тепре качча кайса ывӑлсем ҫуратма шанчӑк ҫук. Вӑл вӗсемшӗн нимӗн те тума пултарайманни унӑн чунне хытӑ ыраттарни ҫинчен калать. Орфӑна Ноеминь сӑмахӗсем ӗнентерӳллӗ курӑннӑ. Моавра унӑн амӑшӗ, хурӑнташӗсем тата килӗ пулнӑ, ӑна унта кӗтнӗ. Чӑнах та, Моавра юлни тӗрӗс пек туйӑннӑ. Пӗтӗм чӗререн хуйхӑрса, вӑл Ноемине чуптуса сывпуллашать те каялла каять (Руфь 1:11—14).

15 Руфь вара мӗн тӑвӗ-ши? Ноеминь мӗн калани ӑна та пырса тивнӗ-ҫке. Библире вӑл «хунямӑшӗпе пӗрлех юлнӑ» тенӗ. Ноеминь малалла утнӑ май хӑй хыҫҫӑн Руфь пынине асӑрханӑ пулӗ. Вӑл вара ӑна каланӑ: «Ав сан килӗнтешӳ хӑвӑр халӑх хушшине, хӑвӑр туррӑрсем патне таврӑнчӗ; эсӗ те килӗнтешӳ  хыҫҫӑн каях ӗнтӗ» (Руфь 1:15). Ноеминь сӑмахӗсем пире питӗ кирлӗ япала ҫине тимлеттереҫҫӗ: Орфа хӑйӗн халӑхӗ хушшине ҫеҫ мар, хӑйӗн «туррисем патне» те таврӑннӑ. Хамоса тата ытти суя турӑсене пуҫҫапни ӑна ҫырлахтарнӑ. Руфь пирки вара мӗн калама пулать?

16—18. а) Руфь чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Руфь тӗслӗхӗнчен чун-чӗререн юратни пирки эпир мӗн пӗлетпӗр? (Ҫак икӗ хӗрарӑма ӳкерсе панӑ ӳкерчӗксене пӑхӑр.)

16 Ҫын ҫук ҫул ҫинче Руфь Ноемине куҫран пӑхса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн йышӑнӑвӗ тӗрӗсси пирки ним чухлӗ те иккӗленмен. Руфь Ноемине те, унӑн Туррине те питӗ юратнӑ. Вӑл каланӑ: «Хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ; эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ» (Руфь 1:16, 17).

«Санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ»

17 Ҫав вӑхӑтранпа 3000 ҫула яхӑн иртнӗ пулин те, ҫынсем унчченхи пекех ҫак сӑмахсене астӑваҫҫӗ. Ҫав сӑмахсенчен питӗ паха ен курӑнса тӑрать — чун-чӗререн юратни. Руфь Ноемине питӗ хытӑ юратнӑ, вӑл унпа пӗрле кирек ӑҫта кайма та хатӗр пулнӑ. Вӗсене вилӗм ҫеҫ уйӑрма пултарнӑ. Ноеминь халӑхӗ унӑн халӑхӗ пулса тӑрӗ тенӗ Руфь. Вӑл Моаври пурнӑҫне те, Моав туррисене те манма хатӗр пулнӑ. Орфӑпа танлаштарсан, Руфь Иеговӑна, Ноеминӗн Туррине, хӑйӗн Турри тӑвас килни ҫинчен чӗререн калама пултарнӑ.

18 Малалла вӗсем Вифлеемелле иккӗн утнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫулҫӳрев эрнене пыма пултарнӑ. Паллах ӗнтӗ, Руфьпе Ноеминь ҫак йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулнӑ.

19. Ҫемьерисемпе, туссемпе тата пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне эпир Руфь пек пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

19 Паянхи тӗнчере хӗн-асапӑн вӗҫӗ ҫук. Пирӗн вӑхӑт пирки Библире «йывӑр самана» тенӗ, ҫынсем тӗрлӗрен инкек-синкекпе тӗл пулаҫҫӗ, ҫав шутра ҫывӑх ҫыннисене те ҫухатаҫҫӗ (2 Тим. 3:1). Ҫавӑнпа Руфӗн пулнӑ паха ен — чун-чӗререн юратни — хальхи вӑхӑтра уйрӑмах кирлӗ. Чун-чӗререн юратни вӑл — пӗр вӗҫӗмсӗр ырӑ туни, вӑл нихӑҫан та пӗтмест; вӑл пире ҫак усал тӗнчере ырӑ тума хавхалантарса тӑракан хӑватлӑ вӑй. Ҫак паха ен пире ҫемьерисемпе, туссемпе тата пухури тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне питӗ кирлӗ. (1 Иоанн 4:7, 8, 20 вулӑр.) Ҫавӑнпа та айтӑр Руфь пек юратма вӗренер.

 Руфьпе Ноеминь Вифлееме ҫитеҫҫӗ

20—22. а) Моаври пурнӑҫ Ноемине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Ноеминь мӗн пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑ? (Ҫавӑн пекех Иаков 1:13 пӑхӑр.)

20 Паллах, чун-чӗререн юратни ҫинчен калаҫасси тата ҫавна ӗҫпе ҫирӗплетсе парасси пӗр япала мар. Руфӗн Ноемине ҫеҫ мар, Иеговӑна та чунтан юратнине кӑтартма май пулнӑ, вӑл ун пирки хӑйӗн Турри тенӗ.

21 Юлашкинчен Руфьпе Ноеминь Вифлееме ҫитеҫҫӗ, вӑл Иерусалимран кӑнтӑр еннелле 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пысӑках мар хула. Ноеминьпе унӑн ҫемйине Вифлеемре лайӑх пӗлнӗ пулас, ҫавӑнпа вӑл таврӑнни ҫинчен хыпар пӗтӗм хулипех сарӑлнӑ. Хӗрарӑмсем ун ҫине тинкерсе пӑхса «ку Ноеминь-ши?» тенӗ. Паллах ӗнтӗ, Моавра чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑхсемпе хуйхӑ-суйхӑ Ноеминь пичӗ ҫинче тарӑн йӗр хӑварнӑ (Руфь 1:19).

22 Ноеминь Вифлеемри ҫынсене, хурӑнташӗсемпе унчченхи кӳршисене, хӑйӗн йывӑр кунҫулӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл хӑйне Ноеминь («кӑмӑллӑ» тенине пӗлтерет) тесе мар, Мара («йӳҫӗ» тенине пӗлтерет) тесе чӗнме ыйтнӑ. Мӗскӗн Ноеминь! Темиҫе ӗмӗр каяллах пурӑннӑ Иов пекех, вӑл хӑй ҫине йӑтӑнса аннӑ инкек-синкек Иеговӑран тесе шутланӑ (Руфь 1:20, 21; Иов 2:10; 13:24—26).

23. Руфь мӗн ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ тата Моисей Законӗнчи мӗнле йӗркесем чухӑнсене хӳтӗленӗ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

23 Вифлееме килсен, Руфь хӑйӗншӗн тата хунямӑшӗшӗн мӗнле тӑрӑшмалли пирки шухӑшлама пуҫланӑ. Вӑл Иегова Израиль халӑхне панӑ Законра чухӑнсене хӳтӗлекен йӗркесем пуррине пӗлет. Сӑмахран, вырма вӑхӑтӗнче чухӑнсен тырӑ выракан ҫынсем хыҫҫӑн ӳксе юлнӑ пучахсене пуҫтарма тата уй хӗррисенче хӑварнӑ тырпула вырса илме юранӑ * (Лев. 19:9, 10; Сак. аст. 24:19—21).

24, 25. Вооз уйне ӑнсӑртран лексен Руфь мӗн тунӑ тата юлнӑ пучахсене пуҫтарма ҫӑмӑл пулнӑ-и?

 24 Ҫавӑн чухне урпа вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, хальхи календарьпе апрель уйӑхӗ пулас. Кам хӑй уйӗнче пучах пуҫтарма ирӗк парӗ-ши тесе Руфь уя кайнӑ. Вӑл ӑнсӑртран пуян ҫӗр хуҫин Воозӑн уйне килсе тухнӑ, Вооз Ноеминӗн вилнӗ упӑшкин, Елимелехӗн, хурӑнташӗ пулнӑ. Закон тӑрӑх Руфь пучах пуҫтарма пултарнӑ пулин те, вӑл тырӑ выракан ҫынсене пӑхса тӑраканран ҫав уйра ӗҫлеме ирӗк ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫеҫ Руфь ӗҫлеме тытӑннӑ (Руфь 1:22—2:3, 7).

25 Ҫынсем уйра вут чулӗнчен тунӑ ҫурлапа урпа пучахӗсене выраҫҫӗ. Руфь вӗсем хыҫҫӑн пырать: вӗсем ӳкернӗ е юри хӑварнӑ пучахсене пуҫтарать, кӗлтене ҫыхать, унтан пӗр ҫӗре кайса хурать, каярахпа вара вӗсене ҫапса тырӑ пухма пулать. Ҫакӑ питӗ йывӑр, вӑраха тӑсӑлакан ӗҫ пулнӑ, хӗвел хӑпарнӑҫемӗн ӗҫлеме йывӑрлансах пынӑ. Руфь пӗр канмасӑр ӗҫленӗ, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илме ҫеҫ е хӗвелтен пытанмалли вырӑнта ҫырткаласа илме ҫеҫ ӗҫлеме чарӑннӑ.

Хӑйӗншӗн тата Ноеминьшӗн тӑрӑшас тесе Руфь йывӑр ӗҫлеме те, хура ӗҫ тума та хатӗр пулнӑ

26, 27. Вооз мӗнле ҫын пулнӑ тата вӑл хӑйне Руфьпе мӗнле тытнӑ?

26 Руфь, паллах, ыттисем хӑйпе кӑсӑкланасса кӗтмен. Анчах та ӑна асӑрханӑ: ӑна Вооз курнӑ, вӑл выракансенчен чи аслинчен ҫав хӗрарӑм камне ыйтса пӗлнӗ. Турра ӗненекен Вооз хӑйӗн ӗҫлекенӗсене (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем кун тӑрӑх ӗҫлекенсем е ют халӑх ҫыннисем пулма пултарнӑ) саламласа ҫапла каланӑ: «Турӑ пулӑштӑр сире!» Лешӗсем те ӑна ҫав сӑмахсемпех саламланӑ. Турра юратакан Вооз Руфьрен чылай аслӑрах пулнӑ тата хӑйне унпа ашшӗ пек тытнӑ (Руфь 2:4—7).

 27 Руфе хӗрӗм тенипе Вооз ӑна хӑйӗн уйне килме тата ӑна никам та ан кӳрентертӗр тесе хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе юнашар ҫӳреме сӗннӗ. Вӑл ҫавӑн пекех Руфь хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле кӑнтӑрла апатланма пултартӑр тесе тӑрӑшнӑ. (Руфь 2:8, 9, 14 вулӑр.) Унсӑр пуҫне, вӑл ӑна мухтаса илнӗ тата хавхалантарнӑ. Вӑл ӑна мӗн каланӑ-ха?

28, 29. а) Ҫынсем Руфь пирки мӗн шутланӑ? ӑ) Иеговӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтлӗх шырас тесен пирӗн, Руфь пекех, мӗн тумалла?

28 Руфь эсӗ манпа, ют ҫӗр ҫыннипе, ырӑ пулнине мӗнпе тивӗҫлӗ пултӑм-ши тесе ыйтсан, Вооз хуравланӑ: «Эсӗ хунямушӑн мӗн-мӗн тунине эпӗ илтсеттӗм». Паллах, Ноеминь хӑйӗн юратнӑ кинӗ пирки Вифлеемри хӗрарӑмсем умӗнче мухтаса каланӑ. Унӑн сӑмахӗсем вара Вооз хӑлхине те кӗнӗ. Вӑл Руфь Иеговӑна пуҫҫапма тытӑнни пирки те илтнӗ. Ҫакӑ унӑн сӑмахӗсенчен курӑнать: «Ҫак ӗҫӳшӗн сана Ҫӳлхуҫа тивӗҫлипех тӳлетӗр, эсӗ Унӑн ҫуначӗ айӗнче хӳтӗленсе тӑма килнӗ; Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана ҫавӑншӑн мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр!» (Руфь 2:12.)

29 Ҫак сӑмахсем Руфе мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ! Вӑл чӑнах та, хӳтлӗх шыраса амӑшӗ ҫумне тӗршӗнекен кайӑк чӗппи пекех, Иегова Туррӑн ҫуначӗсем айӗнче хӳтлӗх тупма шут тытнӑ. Руфь Вооза ӑшӑ сӑмахсемшӗн тав тунӑ та каҫ пуличченех унӑн уйӗнче ӗҫленӗ (Руфь 2:13, 17).

30, 31. Руфь чун-чӗререн юратни, пархатарлӑ тата ӗҫчен пулни пире мӗн тума хавхалантарать?

30 Ӗҫсемпе палӑрса тӑнӑ Руфӗн ӗненӗвӗ паян экономика пӑтранса тӑнӑран йывӑрлӑхсем тӳсекенсемшӗн пуриншӗн те чаплӑ тӗслӗх пулать. Руфь ыттисенчен пулӑшу кӗтсе ларман, вӑл кирек епле пулӑшушӑн та пархатарлӑ пулнӑ. Вӑл юратнӑ ҫыннишӗн тӑрӑшас тесе йывӑр ӗҫлеме те, хура ӗҫ тума та вӑтанса тӑман. Хӑйне ӑҫта тата кампа ӗҫлесен лайӑхрах пуласси пирки канаш парсан, вӑл итленӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн хӑватлӑ Ашшӗ, Иегова Турӑ, ҫеҫ чӑн хӳтлӗх пама пултарнине нихӑҫан та манман.

31 Эпир, Руфь пекех, ыттисене чун-чӗререн юрататпӑр тата хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫавӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлетпӗр тата ыттисем пулӑшнине хаклатпӑр пулсан, пирӗн тӗслӗх те кама та пулин хавхалантарма пултарать. Анчах та Иегова Руфьпе Ноеминьшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ 23 абз. Паллах ӗнтӗ, ку тӗлӗнмелле чаплӑ закон пулнӑ, Руфӗн тӑван ҫӗрӗнче унашкалли пулман. Ӗлӗк-авал Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫра тӑлӑх арӑмсене ним вырӑнне те хуман. Пӗр справочникра каланӑ: «Упӑшки вилсен, тӑлӑх арӑм ытларах чухне ывӑлӗсем пулӑшасса ҫеҫ кӗтме пултарнӑ. Ывӑлсем пулман пулсан, унӑн хӑйне чуралӑха сутмалли, е аскӑн ӗҫпе пурӑнмалли, е вилмелли ҫеҫ тӑрса юлнӑ».