Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ВУННӐМӖШ СЫПӐК

Вӑл чӑн Турӑ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ

Вӑл чӑн Турӑ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ

1, 2. а) Мӗн пирки израильтянсем хӗн курнӑ? ӑ) Кармил тӑвӗ ҫинче камсем Илияна хирӗҫ тӑнӑ?

ИЛИЯ Кармил тӑвӗ ҫине хӑпаракан халӑх ҫине пӑхса тӑрать. Вӗсем ҫити-ҫитми пурнӑҫпа пурӑннине ирхи кӑвак шуҫӑм ҫутипе те асӑрхама пулать. Акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши вӗсем ҫумӑр ҫуманнипе хӗн кураҫҫӗ.

2 Халӑхпа пӗрле Ваалӑн 450 пророкӗ мӑнаҫлӑн утать. Вӗсем Илияна — Иеговӑн пророкне — пӗтӗм чӗререн кураймаҫҫӗ. Патша майри Иезавель Иеговӑн пророкӗсенчен нумайӑшне вӗлерсе пӗтернӗ пулсан та, Илия Ваала пуҫҫапнине питлеме пӑрахмасть. Анчах ҫак тан мар кӗрешӳре пӗччен ҫын ҫӗнтерме пултарӗ-ши? Ваал апӑсӗсене ҫакӑ пулма пултараймасть пек туйӑнать пулас (3 Патш. 18:4, 19, 20). Кармил тӑвӗ ҫине Ахав та хӑйӗн патша урапипе килнӗ, анчах вӑл та Илияна хӑйӗн тӑшманӗ тесе шутлать.

3, 4. а) Ҫав татӑклӑ кун пророк мӗншӗн хӑрама пултарнӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

3 Илия пурнӑҫӗнче ҫакнашкал йывӑр кун ку таранччен нихӑҫан та пулман. Вӑл Кармил тӑвӗ ҫине килнӗ халӑх кӗҫех кам хӑватлӑрах пулнине уҫҫӑн курасса пӗлет: Турӑ-и е усал ҫынсем-и. Ҫав ирхине пророкӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ-ши? Вӑл пачах хӑраман теме ҫук, вӑл «пирӗн пек ҫынах пулнӑ» вӗт. (Иаков 5:17 вулӑр.) Ҫакӑн пирки ҫеҫ иккӗленмесӗр калама пулать: шанчӑкран тухнӑ халӑх ҫине, чӑн Турра хирӗҫ пыракан патша ҫине тата хытӑ чӗреллӗ апӑссем ҫине пӑхса Илия хӑйне нихӑҫанхинчен те пӗчченӗн туйнӑ (3 Патш. 18:22).

4 Анчах та мӗншӗн Израиль ҫав йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ-ха? Тата ҫавӑн чухне мӗн пулса иртни пире мӗнле пырса тивет? Илия Турра мӗн таран хытӑ ӗненни ҫинчен тата унӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентни ҫинчен айтӑр пӑхса тухар.

Кӗрешӳ хӗрсе ҫитет

5, 6. а) Израиль халӑхӗ мӗнле кӗрешӗве хутшӑннӑ? ӑ) Ахав патша мӗн туса Иеговӑна пит хытӑ ҫиллентернӗ?

5 Израиль халӑхӗ Турӑ панӑ йӗркесене ним вырӑнне те хуманнине  тата пӑрахӑҫа кӑларма хӑтланнине Илия курса тӑнӑ, анчах та вӑл ҫав лару-тӑрӑва улӑштарма пултарайман. Израильтянсенчен нумайӑшӗ таса тӗне хӑварнӑ та суя тӗне суйласа илнӗ, Иегова Турра пуҫҫапас вырӑнне юнашар пурӑнакан халӑхсен суя туррисене пуҫҫапма тытӑннӑ. Илия пурӑннӑ вӑхӑтра йӗрӗхсене пуҫҫапасси нихҫанхинчен анлӑ сарӑлнӑ.

6 Ахав патша Сидон патши хӗрне, Иезавеле, качча илнӗ. Иезавель Израиль халӑхне Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахтарасшӑн пулнӑ, ҫине тӑрсах вӗсене Ваала пуҫҫаптарма хӑтланнӑ. Ахав Иезавель витӗмне питӗ хӑвӑрт лекнӗ. Ҫак усал патша Ваал кӗлеткин ҫуртне тата чӳк вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫав суя турра пуҫҫапакансен ертӳҫи пулса тӑнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӑл Иеговӑна питӗ ҫиллентернӗ (3 Патш. 16:30—33).

7. а) Ваала пуҫҫапни мӗншӗн йӗрӗнмелле ирсӗр пулнӑ? ӑ) Илия вӑхӑтӗнче ҫанталӑк мӗн вӑхӑт хушши типӗ тӑни ҫинчен Библире ҫырни тӗрӗсси пирки мӗншӗн иккӗленмелли ҫук? ( Рамкӑри шухӑшсене те пӑхӑр.)

7 Ваала пуҫҫапни мӗншӗн ҫав тери ирсӗрле ӗҫ пулнӑ? Ҫав суя турра пуҫҫапни Израиль халӑхне тӗрӗс ҫултан пӑрса янӑ, вара нумайӑшӗ чӑн Турра пуҫҫапма пӑрахнӑ. Ҫав тӗн хаяр та йӗрӗнмелле ирсӗр пулнӑ. Ваал ҫуртӗнче арҫынсем те, хӗрарӑмсем те проституципе аппаланнӑ, унта ушкӑнпа ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе алхаснӑ, ҫавӑн пекех ачасене чӳкленӗ. Ҫавӑнпа Иегова Илияна Ахав патне янӑ та ҫанталӑк типӗ тӑрасси пирки тата Туррӑн пророкӗ каласассӑн ҫеҫ ҫумӑр пуласси пирки пӗлтерме хушнӑ (3 Патш. 17:1). Илия каллех Ахав умне тӑриччен, ӑна халӑха тата Ваал пророкӗсене Кармил тӑвӗ ҫине пуҫтарма хушиччен темиҫе ҫул иртнӗ ӗнтӗ *.

Ваала пуҫҫапнин хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем пирӗн вӑхӑтченех упранса юлнӑ

8. Ваала пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен пирӗн мӗншӗн пӗлмелле?

8 Анчах та ҫав ҫулсенче мӗн пулса иртни пире мӗншӗн кӑсӑклантармалла? Кам та пулин ҫавӑ пире пачах та пырса тивмест, паян Ваал ҫурчӗсем те, ӑна чӳк тумалли вырӑнсем те ҫук вӗт теме пултарӗ. Апла пулин те, ун чухне пулса иртни авалхи истори ҫеҫ мар (Рим 15:4). Еврей сӑмахӗ «Ваал», сӑмахран сӑмах куҫарсан, «хуҫа» тенине пӗлтерет. Турӑ халӑхӗн хӑйӗн «ваалӗ» пулма, урӑхла каласан, упӑшка евӗрлӗ хуҫа пулма Иеговӑна суйласа илмелле пулнӑ (Ис. 54:5). Анчах та эсир асӑрханӑ пулӗ, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑшӑн мар, тӗрлӗрен «хуҫасемшӗн» ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗнче укҫа-тенкӗ, чаплӑ вырӑн, кану, ар ҫыхӑнӑвӗсемпе киленесси «хуҫа» пулса  тӑнӑ, Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас вырӑнне вӗсем хисепсӗр нумай турра пуҫҫапаҫҫӗ (Матф. 6:24; Рим 6:16 вулӑр.) Ҫавӑнпа Ваала пуҫҫапнин хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем пирӗн вӑхӑтченех упранса юлнӑ теме пулать. Иеговӑпа Ваал хушшинчи кӗрешӗве тӗплӗн пӑхса тухни пире камшӑн ӗҫлемеллине тӗрӗс суйласа илме пулӑшӗ.

«Икӗ урапа та уксахласа» ҫӳрени

9. а) Ваал суя турӑ пулнине кӑтартма Кармил тӑвӗ мӗншӗн чи юрӑхлӑ вырӑн пулнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Илия халӑха мӗн каланӑ?

9 Кармил тӑвӗ тӑрринчен тавралӑх ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑннӑ: аялта Киссон юханшывӗн айлӑмӗ тата Аслӑ тинӗс (Вӑтаҫӗр тинӗс) сарӑлса выртнӑ, инҫетре ҫурҫӗр енче вара Ливан тӑвӗсем мӑнаҫлӑн курӑнса ларнӑ *. Анчах та ҫав татӑклӑ кун малтанхи  хӗвел пайӑркисем ҫӗр ҫине ӳксенех пророк куҫӗ умне питӗ хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑнӑ. Турӑ унччен Аврам ачи-пӑчине панӑ тухӑҫлӑ ҫӗре халӗ вилӗм вителӗкӗ хупласа илнӗ. Хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫӗр питне ҫуркалантарса янӑ. Ҫакӑншӑн Туррӑн халӑхӗ хӑй айӑплӑ пулнӑ. Ҫынсем ту ҫине пуҫтарӑнсан, Илия вӗсем патне пынӑ та каланӑ: «Эсир хӑҫанччен икӗ урапа та уксахласа ҫӳрӗр-ши? Эхер те Ҫӳлхуҫа чӑн Турӑ пулсассӑн, Ун ҫулӗпе ҫӳрӗр; эхер те Ваал пулсассӑн, ун ҫулӗпе ҫӳрӗр» (3 Патш. 18:21).

10. Мӗншӗн Илия халӑх «икӗ урипе те уксахласа» ҫӳрет тенӗ тата израильтянсем мӗн ҫинчен манса кайнӑ?

10 Халӑх «икӗ урипе те уксахласа» ҫӳрет тенипе Илия мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫав ҫынсен кама пуҫҫапмаллине суйласа илмелле пулнӑ: Иеговӑна е Ваала. Анчах вӗсем ҫавна ӑнланман. Вӗсем хӑйсен ирсӗр йӑли-йӗркисене туса тӑнипе Ваал кӑмӑлне ҫырлахтарма тӑрӑшнӑ, ҫав хушӑрах Иегова Турӑран та пулӑшу ыйтма юрать тесе шутланӑ. Ваал вӗсен уй-хирӗсемпе выльӑх-чӗрлӗхне пиллессе, «Саваоф Ҫӳлхуҫа», е «ҫӳлти ҫарсенӗн Турри», вара вӗсене вӑрҫӑра хӳтӗлессе шаннӑ пулас вӗсем (1 Патш. 17:45, Пс. 45:12). Хальхи вӑхӑтри ҫынсенчен ытларахӑшӗ пекех, вӗсем Иегова хӑйӗн чапне никампа та пайламаннине — вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнма ыйтнине тата вӑл ҫавна тивӗҫлине ӑнланман. Иеговӑна пуҫҫапнӑ хушӑрах кама е мӗне те пулин урӑххине пуҫҫапни ун умӗнче юрӑхсӑр ӗҫ тата ҫакӑ ӑна питӗ кӳрентерет. (Тухни 20:5 вулӑр.)

11. Илия Кармил тӑвӗ ҫинче каланӑ сӑмахсем эпир мӗне чи мала хунине тата Турра пуҫҫапасси пирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑннине мӗнле тӗрӗслеме пулӑшать?

11 Икӗ урипе те уксахлакан израильтянсем пӗр вӑхӑтрах икӗ сукмакпа утма хӑтланакан ҫын евӗрлӗ пулнӑ. Паян та ҫынсем ҫакӑн пек йӑнӑша час-часах тӑваҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗрен «ваалсене» хӑйсен пурнӑҫне майӗпен кӗме парса чӑн Турӑран пӑрӑнса каяҫҫӗ. Илия халӑха камшӑн ӗҫлемеллине суйласа илме чӗнсе калани пире те эпир мӗне малти вырӑна хунине тата Турра пуҫҫапасси мӗнле вырӑн йышӑннине тӗрӗслеме пулӑшӗ.

Татӑклӑ тӗрӗслев

12, 13. а) Илия мӗнле тӗрӗслев туса ирттерме сӗннӗ? ӑ) Илия пекех, эпир Иеговӑна ҫирӗп шаннине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Илия тӗрӗслев туса ирттерме сӗннӗ. Ҫакӑ йывӑр ӗҫ пулман. Ваал апӑсӗсен чӳк вырӑнӗ туса лартса ун ҫине парнене памалли выльӑх хумалла пулнӑ. Ун хыҫҫӑн вӗсен хӑйсен туррине вут тивертме ыйтмалла пулнӑ. Илиян та ҫавнах тумалла пулнӑ. Вӑл каланӑ: «Вут-ҫулӑм ярса хуравлакан Турӑ чӑн Турӑ пулӗ». Кам чӑн Турӑ пулни пирки Илиян пӗр чӗптӗм иккӗленӳ те пулман. Вӑл  Иеговӑна питӗ хытӑ ӗненнӗ: пӗр иккӗленмесӗр Ваал пророкӗсене чи лайӑх майсемпе усӑ курма сӗннӗ. Вӑл вӗсене хӑйӗнчен малтан парне кӳме ирӗк панӑ. Апӑссем чӳк тума вӑкӑр суйласа илнӗ те Ваала чӗнме пуҫланӑ * (3 Патш. 18:24, 25).

13 Пирӗн вӑхӑтра ҫавнашкал тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртмеҫҫӗ пулин те, Иегова улшӑнман. Эпир, Илия пекех, ӑна ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Сӑмахран, паян нумай ҫын Библи мӗне вӗрентнипе килӗшмест. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене каланӑ чухне пирӗн хӑрама кирлӗ мар. Илия пекех, эпир Иегова вӗсене чӑнлӑха уҫса парасса шанма пултаратпӑр. Пирӗн хамӑр ҫине мар, Библи пулӑшасса шанмалла, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ «тӳрлетет» (2 Тим. 3:16).

Ваала пуҫҫапни ӑссӑрла пулнине пророк ӑнланнӑ, Ваал суя турӑ пулнине унӑн Туррӑн халӑхне те уҫҫӑн кӑтартас килнӗ

14. Илия Ваал пророкӗсене мӗншӗн тата мӗн каласа тӑрӑхланӑ?

14 Ваал пророкӗсем чӳк тума мӗн кирлине хатӗрлесе пӗтерсен хӑйсен туррине чӗнме пуҫланӑ. Вӗсем ҫине-ҫинех: «Ваал, илтсем пире!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Минут хыҫҫӑн минут, сехет хыҫҫӑн сехет иртнӗ, «анчах хирӗҫ пӗр сас-хура та пулман». Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ, вӑл Ваал пушӑ мар пуль, ҫавӑнпа хуравламасть тесе тӑрӑхланӑ. Тен, Ваал тула кайнӑ е ҫывӑрать, ӑна вӑратмалла пулӗ. «Хытӑрах кӑшкӑрӑр»,— тенӗ Илия ҫав ултавҫӑсене. Ваала пуҫҫапни ӑссӑрла пулнине пророк лайӑх ӑнланнӑ, Ваал суя турӑ пулнине унӑн Туррӑн халӑхне те уҫҫӑн кӑтартас килнӗ (3 Патш. 18:26, 27).

15. Иеговӑна мар, урӑх хуҫана суйласа илни ӑссӑрла пулнине Ваала чӳк тӑвакансемпе мӗн пулса иртни мӗнле кӑтартса парать?

15 Ваал апӑсӗсем урса кайса «тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ». Анчах пӗтӗмпех кӑлӑхах пулнӑ! «Нимӗнле сасӑ та пулман, нимӗн те илтӗнмен» (3 Патш. 18:28, 29). Мӗншӗн тесен Ваал ҫук. Ӑна Сатана ҫынсене Иеговӑран пӑрса ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Ку чӑн та ҫапла — хӑйсен хуҫи пулма Иеговӑна мар, кама е мӗне те пулин урӑххине суйласа илекенсем шанчӑка ҫухатаҫҫӗ тата намӑс кураҫҫӗ. (Псалом 24:3; 113:12—16 вулӑр.)

 Чӑн Турӑ хуравлать

16. а) Илия Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӗнӗрен туса лартнӑ Иеговӑн парне вырӑнӗ Израиль халӑхне мӗн ҫинчен аса илтерме пултарнӑ? ӑ) Илия Иеговӑна хытӑ шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

16 Каҫалапа Илиян черет ҫитнӗ. Вӑл 12 чул илнӗ те чӑн Туррӑн тӑшманӗсем аркатнӑ Иеговӑн парне вырӑнне каллех туса лартнӑ. Ҫапла тунипе Илия Турӑ 12 йӑха панӑ Закона 10 йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗн ҫыннисен унчченхи пекех пӑхӑнса тӑмаллине аса илтернӗ пулмалла. Пуснӑ пӑрӑва пророк парне вырӑнӗ ҫине хунӑ та парнепе вутӑ ҫине шыв сапма хушнӑ, ҫав шыва ҫывӑхри Вӑтаҫӗр тинӗсӗнчен илсе килнӗ пулӗ. Илия парне вырӑнӗ тавра канав алтса ҫавӑрма тата унта шыв тултарма хушнӑ. Вӑл Ваал пророкӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатнӑ, Иеговӑшӑн вара — йывӑрлатнӑ. Илия Турра мӗн тери хытӑ шаннӑ! (3 Патш. 18:30—35.)

Илия кӗллинчен вӑл хӑй халӑхӗшӗн тӑрӑшни курӑнать, вӑл Иеговӑна «вӗсен чӗрине» хӑв енне ҫавӑр тесе кӗлтунӑ

17. Илия кӗлтунинчен вӑл мӗне малти вырӑна хуни мӗнле курӑнать тата унран тӗслӗх илнине эпир кӗлтунӑ чухне мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

17 Пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитерсен Илия кӗлтунӑ. Витӗмлӗ те ансат сӑмахсемпе кӗлтуни Илияшӑн чи кирли мӗн пулнине кӑтартса панӑ. Пӗрремӗшӗнчен, «Израильре пӗр Эсӗ — Турӑ» тесе вӑл Израиль халӑхӗн Турри Ваал мар, Иегова пулнине пурне те пӗлтересшӗн пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Илия хӑй Иеговӑн чури ҫеҫ иккенне, пӗтӗм чыс-мухтава вара пӗр Иегова кӑна тивӗҫлине кӑтартасшӑн пулнӑ. Юлашкинчен вӑл хӑй халӑхӗн ҫыннисемшӗн пӑшӑрханнине кӑтартнӑ, ҫакӑ Илия Иеговӑна «вӗсен чӗрине» хӑв енне ҫавӑр тесе ыйтнинчен курӑнать (3 Патш. 18:36, 37). Израильтянсем ӗненменнишӗн Илия нумай хӗн-хур тӳснӗ пулин те, вӑл вӗсене юратма пӑрахман. Пирӗн кӗлӗсенчен Турӑ ятне чыслани-хисеплени, хамӑра кӗҫӗне хуни тата йывӑрлӑх тӳсекен ҫынсене хӗрхенни курӑнать-и?

18, 19. а) Илия кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иегова мӗнле хуравланӑ? ӑ) Илия халӑха мӗн тума хушнӑ тата мӗншӗн Ваал пророкӗсем хӗрхеннине тивӗҫлӗ пулман?

18 Илия кӗлтӑвиччен ҫынсем Иегова Ваалран нимпе те уйрӑлса тӑмасть тесе шутлама пултарнӑ, анчах та кӗлтунӑ хыҫҫӑн веҫех паллӑ пулнӑ. Библире каланӑ: «Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ» (3 Патш. 18:38). Ку чӑнах та тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ! Ҫавна курсан халӑх мӗн тунӑ-ха?

«Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ»

19 Пурте кӑшкӑрса янӑ: «Иегова — чӑн Турӑ! Иегова — чӑн Турӑ!» (3 Патш. 18:39, ҪТ.) Вӗсен куҫӗ тинех уҫӑлнӑ! Анчах та халӑх чӗререн ӗненнӗ теме ҫук. Ҫав ҫынсем Илия кӗлтунӑ хыҫҫӑн  вут-ҫулӑм ансан ҫеҫ Иеговӑна чӑн Турӑ вырӑнне хурса йышӑннӑ. Анчах та унашкал ӗненни ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа Илия вӗсене хӑйсем ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартма ыйтнӑ. Вӑл вӗсене Иеговӑн Законне пӑхӑнса пурӑнма хушнӑ, ҫавна вӗсен унччен те туса тӑмалла пулнӑ. Закон тӑрӑх суя пророксене тата йӗрӗхсене пуҫҫапакансене вӗлермелле пулнӑ (Сак. аст. 13:5—9). Ваал апӑсӗсем Иегова Туррӑн ӗмӗрхи тӑшманӗсем пулнӑ тата ҫине тӑрсах унӑн ирӗкне хирӗҫ тӑнӑ. Хӑйсене хӗрхеннине тивӗҫлӗ пулнӑ-ши вӗсем? Ним айӑпсӑр ачасене чӗррӗнех Ваала ҫунтарса панӑ чухне вӗсем ҫав ачасене шелленӗ-и? (Ытарӑшсем 21:13 вулӑр; Иер. 19:5.) Ҫав лару-тӑрура нимӗнле хӗрхенӳ пирки те сӑмах пыма пултарайман! Акӑ мӗншӗн Илия Ваал пророкӗсене тӗп тума хушнӑ тата ҫак приговора пурнӑҫа кӗртнӗ (3 Патш. 18:40).

20. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтри критиксен Ваал апӑсӗсене вӗлернӗшӗн пӑшӑрханма сӑлтавсем ҫук?

20 Хальхи вӑхӑтри критиксем Кармил тӑвӗ ҫинчи тӗрӗслев мӗнпе вӗҫленни пирки сивлесе калаҫҫӗ. Ҫав тӗслӗхе тӗпе хурса тӗн фанатикӗсем урӑх тӗне тытса тӑракансене хӗсӗрлеме тата пусмӑрлама пуҫласран хӑраҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Шел пулин те, паян ҫавӑн пек хӑтланакан ҫынсем нумай. Илия вара фанатик пулман. Вӑл Иегова хушнине туса тӗрӗс приговора пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне чӑн христиансем, Илияпа танлаштарсан, йӗркесӗр ҫынсене хирӗҫ хӗҫ ҫӗклеме хӑйсен тивӗҫ ҫуккине ӑнланаҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем Христос хӑйӗн пӗтӗм вӗренекенне панӑ ҫирӗп принцип тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Ҫав принципа Христос Петра каланӑ сӑмахсенче курма пулать: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ» (Матф. 26:52). Пуласлӑхра тӳрӗ суд тума Иегова хӑйӗн Ывӑлне шанса панӑ.

21. Илия тӗслӗхӗ чӑн христиансене паян мӗнле пулӑшать?

21 Чӑн христиансен хӑйсем мӗне ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла (Иоанн 3:16). Ҫав тӗлӗшрен вӗсем Турра ҫирӗп ӗненнӗ ҫынсенчен, сӑмахран, Илияран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Вӑл Иеговӑшӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑнӑ, ыттисене те ҫапла тума чӗнсе каланӑ. Сатана ҫынсене Турӑран пӑрса яма усӑ куракан тӗн вӗрентӗвӗсем суя пулнине Илия хӑюллӑн кӑтартнӑ. Ҫак пророк хӑйӗн вӑй-халне мар, Иеговӑна шанса тӑнӑ. Вӑл халӑха чӑн Турра пуҫҫапма ӳкӗтленӗ. Айтӑр пурте Илия ӗненнӗ пек ӗненер!

^ 9 абз. Кармил тӑвӗ ҫинче ялан тенӗ пекех ем-ешӗл йывӑҫ-курӑк ешерсе ларнӑ, мӗншӗн тесен ту айккисене тинӗс енчен вӗрекен нӳрӗ ҫил шӑварса тӑрать. Унта час-часах ҫумӑр ҫӑвать тата сывлӑм вӑйлӑ ӳкет. Ҫынсем Ваала ҫумӑр паракан турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнӑ, ҫавӑнпа ӑна пуҫҫапма шӑп ҫав вырӑнта пуҫтарӑннӑ пулас. Хӗвелпе ӗнсе кайнӑ Кармил тӑвӗ Ваал суя турӑ пулнине кӑтартма чи лайӑх вырӑн пулнӑ.

^ 12 абз. Ҫакна палӑртса хӑвармалла: Илия апӑссене «вут ан тивертӗр» тенӗ. Библи тӗпчевҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, суя турӑсене пуҫҫапакансем вут тӗлӗнмелле майпа тухнӑ пек кӑтартас тесе хӑш-пӗр чухне чӳк вырӑнӗ тӗпӗнче вӑрттӑн вырӑн тунӑ.