Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ВУНИККӖМӖШ СЫПӐК

Вӑл Турӑ пулӑшнине туйса тӑнӑ

Вӑл Турӑ пулӑшнине туйса тӑнӑ

1, 2. Илияшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ кун мӗн пулса иртнӗ?

ИЛИЯ Изрееле каякан ҫул тӑрӑх ҫумӑр айӗн чупса пынӑ. Тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ. Ун умӗнче вӑрӑм ҫул выртнӑ. Анчах та вӑл, ҫамрӑк ҫын мар пулин те, пӗртте ывӑнман, мӗншӗн тесен ун ҫинче «Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ» пулнӑ. Вӑл хӑй ӑшӗнче ҫавӑн чухлӗ вӑй-хал унччен нихӑҫан та туйман. Ахав чаплӑ лашасем кӳлсе тухнӑ пулсан та, Илия унӑн урапине те хӑваласа иртсе кайнӑ! (3 Патшасен 18:46 вулӑр.)

2 Илия вӑрӑм ҫула тухнӑ. Вӑл ҫав кун пулса иртнӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ, ҫумӑр ҫунине асӑрхаман та тейӗн. Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн Турри, Иегова, чаплӑн ҫӗнтернине тата Ӑна чӑнлӑхпа пуҫҫапасси ҫиеле тухнине хӑй куҫӗпе курнӑ. Ҫумӑра пула курӑнми пулнӑ Кармил тӑвӗ ҫинче, яланах ҫил выляса тӑнӑ вырӑнта, Ваала пуҫҫапни ултав пулнине Иегова уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ваалӑн ҫӗр-ҫӗр пророкӗн суя ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ хыҫҫӑн вӗсене тивӗҫлипе вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Илия Иеговӑна ҫумӑр ҫутарма ыйтнӑ, Израиль халӑхӗ типӗ ҫанталӑка пула виҫӗ ҫул ҫурӑ асапланнӑ-ҫке. Кӗҫех ҫумӑр ҫума пуҫланӑ! (3 Патш. 18:18—45.)

3, 4. а) Изрееле кайнӑ чухне Илия пысӑк улшӑнусем пуласса мӗншӗн питӗ хытӑ шаннӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем сӳтсе явӑпӑр?

3 Илия Изрееле ҫити 30 ҫухрӑм таранах чупнӑ. Халӗ вӑл пысӑк улшӑнусем пуласса питӗ шаннӑ пулӗ. Ахавӑн улшӑнма тиветех! Ҫав кун мӗн курни хыҫҫӑн урӑх ҫул ҫук: унӑн Ваала пуҫҫапма пӑрахмаллах, хӑйӗн арӑмне Иезавеле хуҫаланма пӑрахтармаллах тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлеме чарӑнмаллах пулать тесе шутлама пултарнӑ вӑл.

Илия «Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ»

4 Лару-тӑру эпир шутланӑ пек пулса пырсассӑн, паллах ӗнтӗ, пирӗн шанчӑк ҫирӗпленет. Ун пек чухне эпир пурнӑҫ лайӑхланасса кӗтме тата япӑххи хыҫра тӑрса юлчӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Илия та ҫапла шутланӑ пулӗ, ҫавӑнтан вара тӗлӗнме кирлӗ мар, вӑл «пирӗн пек ҫынах пулнӑ» вӗт (Иак. 5:17). Тӗрӗссипе вара, Илиян пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем пуҫланнӑ ҫеҫ-ха. Тепӗр темиҫе  сехетренех вӑл питӗ хӑраса ӳкнипе тата хуйхӑ пуснипе вилӗм ыйтма пуҫлӗ. Мӗншӗн-ши? Иегова хӑйӗн пророкне ӗненӗвне ҫирӗплетме тата хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшӗ? Айтӑр пӗлер.

Лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен улшӑнать

5. Кармил тӑвӗ ҫинче пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн Ахав Иегова Турра хисеплеме вӗреннӗ-и тата эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?

5 Ахав Изреельти хӑйӗн керменне таврӑннӑ. Ҫак йӗркесӗр патша улшӑннӑ-ши? Библире ҫырнӑ: «Илия мӗн тунине, вӑл мӗнпур пророка хӗҫпе чиксе пӑрахнине те, Ахав пӗтӗмпех Иезавеле каласа панӑ» (3 Патш. 19:1). Асӑрхӑр-ха, ҫав кун пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ чухне Ахав Илиян Турри, Иегова, ҫинчен пӗрре те асӑнман. Ахав ҫав ӗҫсем ҫине ахаль ҫын куҫӗпе ҫеҫ пӑхнӑ, вӗсене Илия тунӑ тесе шутланӑ. Ахав Иеговӑна хисеплеме вӗренейменни куҫкӗретех. Унӑн усалпа тавӑрма юратакан арӑмӗ вара ҫак ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхнӑ-ха?

6. Иезавель Илия патне мӗнле хыпарпа ҫын янӑ?

6 Иезавель, урса кайнӑскер, тӳрех Илия патне ҫын янӑ та ҫапла калама хушнӑ: «Эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр» (3 Патш. 19:2). Ҫакӑ ытахальтен ҫеҫ хӑратса калани пулман. Иезавель Илияна тӗп тума, Ваал пророкӗсемшӗн тепӗр куннех тавӑрма хӑйӗн пурнӑҫӗпе тупа тунӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, чаплах мар ҫуртра ҫывӑракан Илияна хыпарҫӑ ҫӗр варринче вӑратать те патша майрин хӑрушӑ хыпарне пӗлтерет. Ҫавна илтсен пророк хӑйне мӗнле туйнӑ-ши?

Хӑраса кайнӑ тата хуйха ӳкнӗ

7. Иезавель вӗлерессипе хӑратсан, Илияпа мӗн пулса иртнӗ тата вӑл мӗн тунӑ?

7 Маларах Илия Ваала пуҫҫапнине тӗп тунӑпа пӗрех тесе шутланӑ пулсан, халӗ вӑл хӑй йӑнӑш шухӑшланине ӑнланса илнӗ. Иезавеле ним те тытса чараймӗ. Вӑл хушнипе Иеговӑн нумай пророкне вӗлернӗ те ӗнтӗ, халӗ вара Илиян черечӗ ҫитнӗнех туйӑннӑ. Илия мӗн тӑвӗ-ши? Библире вӑл «Изреельтен тухса кайнӑ» тенӗ. Тен, Илия Иезавель ӑна мӗнле вилӗмпе вӗлерттерме хатӗрленнине куҫ умне тӑратнӑ. Енчен те вӑл ҫавнашкал шухӑшсене хӑйне ҫавӑрса илме панӑ пулсан, вӑл хӑюсӑр пулса тӑнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Кирек мӗнле шухӑшланӑ пулсан та, Илия хӑй «пурӑнӑҫне ҫӑлас тесе Изреельтен тухса» тарнӑ (3 Патш. 18:4; 19:3).

Хӑюллӑ тӑрса юлас тетпӗр пулсан, хамӑр мӗнле хӑрушлӑхсене кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен пирӗн ытлашши шухӑшламалла мар

8. а) Илияпа Петр мӗнле пӗр евӗрлӗ лару-тӑрӑва лекнӗ? ӑ) Илияпа Петр тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пулать?

8 Хӑраса ӳкесси Илиян ҫеҫ мар, Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсен те  пулнӑ. Темиҫе ҫӗр ҫул иртсен Петр апостолпа та ҫавнашкалли пулса иртнӗ. Иисус Петра хӑй патне шыв ҫийӗн утса пыма хушсан, лешӗ утса кайнӑ, анчах та «ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ». (Матфей 14:30 вулӑр.) Петрпа тата Илияпа пулса иртнинчен питӗ кирлӗ япалана вӗренме пулать: хӑюллӑ тӑрса юлас тетпӗр пулсан, мӗнле хӑрушлӑхсене кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен ытлашши шухӑшламалла мар. Пирӗн шанчӑкпа вӑй паракан Турӑ ҫинчен шухӑшламалла.

«Ҫитрӗ пулӗ»

9. Илия ӑҫта кайнӑ тата вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ?

9 Вӗлересрен хӑранипе Илия хӗвеланӑҫ еннелле, Иудӑн кӑнтӑр енче чи аякра вырнаҫнӑ Вирсавия хулине тарнӑ. Вӑл 150 ҫухрӑм таранах утнӑ! Илия хӑйӗн тарҫине хӑварнӑ та пушхире кайнӑ. Библире вӑл «кунӗпех пушхирпе утнӑ» тенӗ. Вӑл тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах хуларан тухса кайнӑ пулӗ, тен, хӑйпе пӗрле ҫимелли те чикмен. Хӑранипе тараканскер, вӑл хӗвел хӗртнине пӑхмасӑр утнӑ. Хӗвел аннӑҫемӗн пӗлӗт хӗреле пуҫланӑ чухне Илиян пӗр вӑй та юлман пулӗ. Хуйха ӳкнӗскер тата халран кайнӑскер, вӑл уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ, ку ҫав пушхирте пӗртен-пӗр хӳтлӗх пулнӑ (3 Патш. 19:4).

10, 11. а) Илия мӗн ҫинчен кӗлтунӑ тата мӗншӗн? ӑ) Илсе панӑ сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса Туррӑн хуйха ӳкнӗ ӗҫлекенӗсен мӗнле туйӑмсем пулни ҫинчен каласа парӑр.

10 Пӗр шанчӑк та юлманран Илия Турӑран вилӗм ыйтнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ аттемсенчен мала мар». Вӑл ашшӗ-аслашшӗсем вилсе тӑпра пулнине тата вӗсем никама та пулӑшайманнине пӗлнӗ (Еккл. 9:10). Илия хӑй пирки эпӗ вӗсенчен нимӗнпе те лайӑхрах мар тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа мӗншӗн вӑл «ҫитрӗ пулӗ» тесе каланине ӑнланма йывӑр мар. Малалла пурӑнни мӗне кирлӗ?

11 Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ хуйха ӳкни пире тӗлӗнтермелле-и? Ҫук паллах. Турӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫленӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗн хуйхӑ пуснӑ самантсенче вилес килнӗ; вӗсем хушшинче Ревекка, Иаков, Моисей тата Иов (Пулт. 25:22; 37:35; Йыша шутл. 11:13—15; Иов 14:13).

12. Хуйхӑ пусса лартсан эпир, Илия пекех, мӗн тума пултаратпӑр?

12 Эпир «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа ҫынсенчен чылайӑшӗ — Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те — хушӑран хуйха  ӳкнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (2 Тим. 3:1). Сирӗнпе те ҫавнашкал пулса тухсан, Илияран тӗслӗх илсе хӑвӑрӑн туйӑмсем ҫинчен Турра каласа парӑр. Асра тытӑр: Иегова — «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ». (2 Коринф 1:3, 4 вулӑр.) Илияна вара Турӑ лӑплантарнӑ-ши?

Иегова хӑйӗн пророкне пулӑшнӑ

13, 14. а) Иегова хӑйӗн хуйха ӳкнӗ пророкне ангел урлӑ мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Иегова эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманни ҫинчен пӗлни пире мӗншӗн савӑнтарать?

13 Эсир мӗнле шутлатӑр, Иегова пӗлӗтрен хӑйӗн юратнӑ пророкӗ, Илия, пушхирте уртӑш тӗмӗ айӗнче выртнине курсан тата вилӗм ыйтнине илтсен мӗн туйнӑ-ши? Тавҫӑрса илме йывӑр мар. Илия ҫывӑрса кайсанах, Иегова ун патне ангела янӑ. Ангел Илияна сӗртӗнсе вӑратнӑ та каланӑ: «Тӑр, ҫи». Илиян пуҫ вӗҫӗнче вӗри пашалу выртнӑ тата пӗр кӑкшӑм шыв ларнӑ. Тен, Илия ангела ырӑ ӗҫӗшӗн тав туман та пулӗ. Сӑваплӑ Ҫырура пророк ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ тенӗ. Хӑйне хуйхӑ пусса лартнӑран унӑн пӗр сӑмах та калас килмен пулӗ. Ун пек пулнӑ-и, пулман-и, ангел ӑна тепӗр хут тул ҫутӑласпала вӑратнӑ пулас. «Тӑр, ҫи»,— тенӗ вӑл Илияна. Унтан ҫапла каланӑ: «Инҫе ҫул выртать сан умӑнта» (3 Патш. 19:5—7).

14 Илиян вӑрӑм ҫула тухмаллине тата унӑн вӑйӗ ҫитеес ҫуккине ангел пӗлнӗ. Турӑ пире те пулӑшма хатӗр: вӑл пирӗн ӗмӗт-шухӑша пӗлсе тӑрать тата эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине пирӗнтен те лайӑхрах ӑнланать! (Псалом 102:13, 14 вулӑр.) Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Илия хӑйне мӗнле туйнӑ-ши?

15, 16. а) Иегова панӑ апата ҫинӗ хыҫҫӑн Илия мӗн тума вӑй ҫитернӗ? ӑ) Иегова паян хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑнине пирӗн мӗншӗн хакламалла?

15 «Илия тӑнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан, ҫав апатпа вӑй илсе, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ Турӑ тӑвӗ патне — Хорив патне — ҫитиччен утнӑ»,— тенӗ Библире (3 Патш. 19:8). Моисей пекех тата Иисус Христос пекех, Илия та 40 кун та 40 каҫ нимӗн те ҫимен (Тух. 34:28; Лука 4:1, 2). Ангел панӑ апата ҫини ӑна хӑйӗн пӗтӗм йывӑрлӑхӗнчен хӑтарман пулин те, вӑл тӗлӗнмелле вӑй илнӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫак ватӑ пророк ҫара пушхир тӑрӑх кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне хуллен утнӑ, ҫапла вара пӗр уйӑх ҫурӑ майлах иртнӗ.

16 Иегова хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑрать, анчах та тӗлӗнмелле майпа апат-ҫимӗҫ панипе мар. Вӑл пире хӑйпе лайӑх хутшӑнусем аталантарма пулӑшакан апата парса тӑрать, ку вара чи кирли (Матф. 4:4). Библие тата Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисене тӗпчесе Турӑ ҫинчен мӗн пӗлсе  пыни пире малалла та уншӑн ӗҫлесе тӑма вӑй парса тӑрать. Паллах ӗнтӗ, апатпа танлаштарнӑ пӗлӳсем пире йывӑрлӑхсенчен пуринчен те хӑтармаҫҫӗ, апла пулин те вӗсем пире хамӑр вӑйпа ҫӗнтерме ҫук йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак апат «ӗмӗрлӗх пурнӑҫа» кӗме пулӑшӗ (Иоанн 17:3).

17. Илия ӑҫта пырса ҫитнӗ тата ҫав вырӑн мӗнпе паллӑ пулнӑ?

17 Илия Хорив тӑвӗ патне ҫитиччен 320 ҫухрӑм майлах утнӑ. Ӗлӗк-авал ҫав вырӑнта Иегова Турӑ ҫунакан тӗмӗ ӑшӗнчен ангел урлӑ Моисейпе калаҫнӑ, каярахпа вара Израиль халӑхӗпе Саккун килӗшӗвӗ тунӑ. Халӗ ҫавӑнта ҫӗр хӑвӑлӗнче Илия хӳтлӗх тупнӑ.

Иегова хӑйӗн пророкне лӑплантарнӑ тата тӗреклетнӗ

18, 19. а) Иегова янӑ ангел Илияна мӗнле ыйту панӑ тата лешӗ мӗн хуравланӑ? ӑ) Мӗнле виҫӗ сӑлтава пула Илия хуйха ӳкнӗ?

18 Хорив тӑвӗ ҫинче Илияна «Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ», Иегова унран ангел урлӑ ыйтнӑ: «Мӗншӗн кунта эсӗ, Илия?» Ангел ӑшшӑн ыйтнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑн хыҫҫӑн пророкӑн хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа парас килнӗ. Вара вӑл Иеговӑна хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ. Илия: «Эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн»,— тенӗ (3 Патш. 19:9, 10). Илия сӑмахӗсенчен унӑн хуйха ӳкме сахалтан та виҫӗ сӑлтав пулни курӑнать.

19 Пӗрремӗшӗнчен, Илияна хӑй мӗн туни пӗтӗмпех усӑсӑр пек туйӑннӑ. Вӑл нумай ҫул хушши хастарлӑн Иеговӑшӑн ӗҫленӗ, ӑна пуҫҫапасси тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси пророкӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулнӑ, анчах та лару-тӑру япӑхланса ҫеҫ пынӑ. Шанчӑкран тухнӑ израильтянсем пӑлхавлӑ шухӑш-кӑмӑлне пӑрахман, суя турӑсене пуҫҫапасси те сарӑлсах пынӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Илия хӑйне пӗчченӗн туйнӑ. «Пӗр эпӗ юлтӑм»,— тенӗ пророк. Вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче Иеговӑшӑн ӗҫлекенни хӑй кӑна тӑрса юлнӑ тесе шутланӑ пулас. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Илия хӑраса ӳкнӗ. Иегова пророкӗсенчен нумайӑшне вӗлернӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне те вилӗм кӗтет тесе шухӑшланӑ. Илияна хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа пама ҫӑмӑл пулман пулӗ, анчах та вӑл мӑнкӑмӑллӑха е вӑтаннине хӑйне чарса тӑма паман — вӑл хӑйӗн чӗрине Турра уҫса панӑ. Ҫапла тунипе Илия Иеговӑн ӗҫлекенӗсемшӗн пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ (Пс. 61:9).

20, 21. а) Хорив тӑвӗ ҫинчи ҫӗр хӑвӑлӗ умӗнче Илия мӗн курнӑ? ӑ) Иеговӑн вӑй-хӑватне курни Илияна мӗне вӗрентнӗ?

20 Иегова Илияна мӗнле тӗреклӗлетнӗ тата хӑранине ирттерсе яма мӗнле пулӑшнӑ? Ангел Илияна ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли вырӑн  патне кайса тӑма каланӑ. Малалла мӗн пулассине пӗлмен пулсан та, вӑл хӑйне мӗн хушнине тунӑ. Сасартӑк вӑйлӑ ҫил тухнӑ, вӑл тусене, ту хысакӗсене кисретнӗ, аркатнӑ. Ҫил хӑлхана хупласа хумаллах уланӑ-шӑхӑрнӑ пулӗ! Тен, Илия куҫне аллипе хупланӑ тата хӑй ҫийӗнчи йывӑр та ҫӑмлӑ тумтирне асар-писер ҫил хывса илсе каясран ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Илия ури айӗнче ҫӗр чӗтреннине туйса илнӗ, вӑл ури ҫинче аран-аран тытӑнкаласа тӑнӑ — ҫӗр вӑйлах чӗтренме пуҫланӑ! Мӗн пулса иртнине ӑнланса илме ӗлкӗриччен кӗтмен ҫӗртен вут-ҫулӑм тухнӑ, хӑранипе вара Илия ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе тарнӑ (3 Патш. 19:11, 12).

Илияна тӗреклетес тесе Иегова хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑйӗпе усӑ курнӑ

21 Библире Иегова ҫилре те, ҫӗр чӗтренинче те, вут-ҫулӑмра та мар тенӗ. Иегова — ҫутҫанталӑк вӑйӗсене сӑнарласа паракан юмах-халапри турӑ мар, ҫавна Илия пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, ҫынсем Ваала «пӗлӗт ҫинче сиккипе пыракан» тата ҫумӑр паракан турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнӑ. Ҫутҫанталӑкри хӑратса-тӗлӗнтерсе яракан вӑйсене пурне те Иегова тунӑ, хӑй пултарнӑ япаласенчен нихӑшӗ те унӑн хӑвачӗпе танлашаймасть. Ҫӳлти тӳпе те Ӑна шӑнӑҫтараймасть! (3 Патш. 8:27.) Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсем Илия ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ-ши? Унпа юнашар иксӗлми вӑй-хӑватлӑ Иегова Турӑ пулнӑ. Апла пулсан, Илиян Ахавпа Иезавельтен хӑрамалла-и? (Псалом 117:6 вулӑр.)

22. а) Иегова хакланине ҫирӗп ӗненме «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» Илияна мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) «Лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» камӑн сасси пулма пултарнӑ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

22 Вут-ҫулӑм сӳннӗ хыҫҫӑн Илия «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» илтнӗ. Ҫав сасӑ Илияна каллех ыйту панӑ, вара пророк иккӗмӗш хут хӑйне мӗн хумхантарни ҫинчен каласа панӑ *. Ҫавӑн хыҫҫӑн Илия хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ пулӗ. Анчах та «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» каярахпа мӗн калани унӑн чунне тата та ытларах лӑплантарнӑ. Иегова Илияна питӗ хаклани ҫинчен шантарса каланӑ. Мӗнле майпа? Турӑ хӑйӗн пророкне Израильте Ваала пуҫҫапнипе малашне мӗнле кӗрешесси ҫинчен пӗлтернӗ. Паллах ӗнтӗ, Илиян ӗҫӗ харама кайман, мӗншӗн  тесен Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине малалла та пурнӑҫласа пынӑ. Унсӑр пуҫне, мӗн-мӗн тумаллине каланипе Иегова Илияна вӑл малашне те пророк тивӗҫне туса тӑрассине ӑнланма пулӑшнӑ (3 Патш. 19:12—17).

23. Илияна пӗчченлӗх туйӑмне сирсе яма Иегова мӗнле пулӑшнӑ?

23 Иегова Илияна пӗчченлӗх туйӑмне сирсе яма мӗнле пулӑшнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ӑна Елисее пророк пулма суйласа лартма хушнӑ. Ҫак ҫамрӑк ҫыннӑн нумай ҫул хушши Илияпа пӗрле ӗҫлемелле, ӑна пулӑшса тӑмалла пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ пророкшӑн калама ҫук пысӑк пулӑшу пулнӑ! Иккӗмӗшӗнчен, Иегова Илияна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ: «Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин ар хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман» (3 Патш. 19:18). Илия пӗччен мар иккен! Туррӑн пин-пин шанчӑклӑ ҫынни Ваала пуҫҫапманни ҫинчен тата таса тӑрса юлни ҫинчен илтсен вӑл мӗн тери хӗпӗртенӗ пулӗ. Ҫав йывӑр саманара Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнипе Илия вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иеговӑн ангелӗ «лӑпкӑ та йӑваш сасӑпа» каланӑ сӑмахсем пророкӑн чӗрине пырса тивнӗ.

Библие хамӑра ертсе-кӑтартса пыма паратпӑр пулсан, вӑл пирӗншӗн «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» пекех пулӗ

24, 25. а) Мӗнле майпа Иегова паян пирӗнпе «лӑпкӑ та йӑваш сасӑпа» калаҫать? ӑ) Иегова лӑплантарни Илияна вӑй пани пирки мӗншӗн иккӗленме кирлӗ мар?

24 Илия пекех, эпир те ҫутҫанталӑкри иксӗлми вӑй-хӑвата курса тӗлӗнсе-хӑраса кайма пултаратпӑр. Пултарнӑ япаласем Пултараканӑн хӑватне уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ (Рим 1:20). Иегова хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн иксӗлми вӑйӗпе усӑ курса хӑйне чун-чӗререн парӑннӑ ҫынсене хаваспах ырӑ тӑвать (2 Ҫулс. 16:9). Калаҫасса вара вӑл пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ калаҫать. (Исаия 30:21 вулӑр.) Эпир Библие хамӑра ертсе-кӑтартса пыма паратпӑр пулсан, вӑл пирӗншӗн «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» пекех пулма пултарать. Иегова пирӗнпе ҫав кӗнекен страницисем урлӑ калаҫать: тӳрлетет, пулӑшать тата юратни ҫинчен шантарсах тӑрать.

25 Иегова Хорив тӑвӗ ҫинче Илияна лӑплантарни ӑна вӑй илме пулӑшнӑ-и? Паллах, пулӑшнӑ. Кӗҫех вӑл хастаррӑн, пӗр хӑрамасӑр ҫынсене суя турӑсене пуҫҫапма пӑрахмалли пирки асӑрхаттарса ҫӳренӗ. Эпир «Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса» пурӑнатпӑр пулсан, Илия ӗненнӗ пекех ӗненме пултарӑпӑр (Рим 15:4).

^ 22 абз. Ҫав «лӑпкӑ та йӑваш сасӑ» унччен 3 Патшасен 19:9-мӗшӗнче асӑннӑ ангелӑн сассиех пулма пултарнӑ, вӑл Илияна Иеговӑн сӑмахне пӗлтернӗ. 15-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫав ангел пирки «Иегова» (ҪТ) тенӗ. Ҫакӑ пире Иегова Израиль халӑхне пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳреме усӑ курнӑ ангел ҫинчен аса илтерет, ун пирки Иегова «Унра — Манӑн ятӑм» тенӗ (Тух. 23:21). Ҫирӗппӗн калама ҫук пулин те, ҫакна палӑртса хӑвармалла: Иисус Христос, ҫын пулса ҫӗр ҫине киличчен, «Сӑмах» е Иеговӑн ятарлӑ Представителӗ пулнӑ (Иоанн 1:1).