Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ҪИРӖМ ВИҪҪӖМӖШ СЫПӐК

Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ

Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ

1. Петрӑн пурнӑҫӗнче чи йывӑр самант хӑҫан пулнӑ?

ПЕТР ҫак саманта, Иисус хӑйне куҫран мӗнле пӑхнине, нихӑҫан та манас ҫук. Вӑл унӑн куҫӗсенче хӑйне шанма пӑрахнине е сивленине курнӑ-ши? Эпир ҫавна пӗлместпӗр. Сӑваплӑ Ҫырура ҫапла ҫеҫ ҫырнӑ: «Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ» (Лука 22:61). Петр хӑй мӗн туса хунине ӑнланса илнӗ — вӑл хӑйӗн юратнӑ Вӗрентекенне сутнӑ. Иисус ҫавӑн ҫинчен ӑна унчченех асӑрхаттарса каланӑ. Петр вара паҫӑр кӑна, мӑнкӑмӑлланса, нихӑҫан та унашкал тумастӑп тесе мухтаннӑ вӗт. Ҫапла пулса тухнӑшӑн унӑн чунӗ питӗ ыратнӑ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кун пулнӑ пулӗ.

2. Петрӑн мӗне вӗренмелле пулнӑ тата хӑш тӗлӗшрен унӑн тӗслӗхӗ пирӗншӗн усӑллӑ?

2 Паллах ӗнтӗ, лару-тӑру шанчӑксӑр пулман. Петр Турра хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл улшӑнма пултарнӑ. Кӗҫех унӑн Иисусран каҫарма вӗренмелле пулӗ. Пирӗн те ҫавна вӗренмелле, ҫавӑнпа Петра ҫак тӗлӗшрен мӗн пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

Унӑн вӗренмелли нумай пулнӑ

3, 4. а) Петр Иисусран мӗн ҫинчен ыйтнӑ тата вӑл хӑй ҫавӑн пирки мӗн шутланӑ? ӑ) Ҫав вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ шухӑш-кӑмӑл Петр ҫине те витӗм кӳнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

3 Ҫур ҫула яхӑн маларах хӑйӗн тӑван хулинче Капернаумра пулнӑ чухне Петр Иисусран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и?» Петр хӑй пирки ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе шутланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтри тӗн ертӳҫисем виҫӗ хутчен ҫеҫ каҫармалла тесе вӗрентнӗ. Анчах та Иисус хуравланӑ: «Ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран» (Матф. 18:21, 22).

4 Иисус Петра кам та пулин кӳрентерсен ҫавна шутласа пымалла тесшӗн пулнӑ-ши? Паллах ҫук. Иисус 7 хутчен мар, 77 хутчен каҫармалла тенипе ыттисене юратни пире вӗҫӗ-хӗррисӗр каҫарма хавхалантарса тӑмаллине кӑтартнӑ (1 Кор. 13:4, 5). Ҫапла  Иисус Петр мӗнле шухӑшлани ҫине хытӑ чӗреллӗ, каҫарма пӗлмен ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗ витӗм кӳнине палӑртнӑ, ҫав ҫынсем вара, сӑнарлӑ каласан, хӑйсене кӳрентерни ҫинчен парӑм кӗнекине ҫырса пынӑ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе танлаштарсан, Турӑ ырӑ кӑмӑлтан каҫарать. (1 Иоанн 1:7—9 вулӑр.)

5. Каҫару мӗнне эпир мӗнле лару-тӑрура лайӑхрах ӑнланма пуҫлатпӑр?

5 Петр Иисуспа тавлашман. Анчах та Иисусӑн сӑмахӗсем унӑн чӗри патне ҫитнӗ-ши? Ытларах чухне ҫынсем каҫару мӗнне хӑйсем пысӑк йӑнӑш тунӑ хыҫҫӑн хӑйсене каҫарасса кӗтнӗ чухне ҫеҫ ӑнланма тытӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иисус вилес умӗн мӗн-мӗн пулса иртнине айтӑр тӗплӗнрех пӑхса тухар. Ҫав йывӑр вӑхӑтра Петр Ҫӳлхуҫана темиҫе хутчен те кӳрентернӗ вӗт.

Вӑл нумай йӑнӑш тунӑ

6. Иисус апостолсене хӑйсене кӗҫӗне хума вӗрентнӗ чухне Петр хӑйне мӗнле тытнӑ, Иисус вара мӗн тунӑ?

6 Кун каҫ еннелле сулӑннӑ. Ҫак кун унӑн ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗ пулнине Иисус пӗлнӗ. Унӑн хӑйӗн вӗренекенӗсене тата нумай япалана вӗрентес килнӗ, сӑмахран, хӑйсене кӗҫӗне хума. Каҫхине, вӗренекенӗсем сӗтел тавра выртса тухсан, вӑл тӑнӑ та вӗсен урисене ҫума пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе ытларах чухне тарҫӑсем тунӑ. Малтанах Петр Иисус ҫавна мӗншӗн тунине пачах ӑнланман. Вӑл Иисуса хирӗҫлесе каланӑ: «Манӑн урана Эсӗ ӗмӗрне те ҫӑвас ҫук». Унтан вара вӑл Иисуса хӑйӗн урине кӑна мар, аллине те, пуҫне те ҫутарасшӑн пулнӑ! Чӑтӑмлӑ пулса Иисус хӑй мӗн тунине апостолсене лӑпкӑн ӑнлантарса панӑ (Иоанн 13:1—17).

7, 8. а) Петра пула Иисусӑн чӑтӑмлӑхӗ каллех мӗнле тӗрӗсленнӗ? ӑ) Иисус ырӑ кӑмӑллӑ та каҫарма хатӗр пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Кӑшт вӑхӑт иртсенех Петра пула Иисусӑн чӑтӑмлӑхӗ тепӗр хут тӗрӗсленнӗ. Вӗренекенӗсем каллех хӑйсенчен хӑшӗ чи асли пулни пирки тавлашма пуҫланӑ, Петр та айккинче юлман. Вӗсем ҫапла майпа этем мӑнкӑмӑллӑхне кӑтартса намӑс курнине пӑхса тӑнӑ чухне Иисус мӗн туйнӑ-ши? Вӑл вӗсене ҫемҫен тӳрлетнӗ, хӑйне шанчӑклӑ пулнӑшӑн тата чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн мухтаса та илнӗ. Апла пулин те, вӑл эсир пурте кӗҫех мана пӑрахса каятӑр тенӗ. Петр вара хам вилес пулсан та пӑрахса хӑвармӑп сана тенӗ. Иисус ӑна хуравланӑ: «Кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн». Петр Иисуса хирӗҫленӗ ҫеҫ мар, эпӗ ытти апостолсенчен те шанчӑклӑрах пулӑп тесе мухтаннӑ (Матф. 26:31—35; Марк 14:27—31; Лука 22:24—28; Иоанн 13:36—38).

8 Иисуса хӑйне алра тытма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫак йывӑр вӑхӑтра хӑйӗн ҫитменлӗхлӗ апостолӗсенче ыррине курма тӑрӑшнӑ.  Петр хӑйне пӑрахса каясса пӗлнӗ пулсан та, Иисус ҫав-ҫавах: «Эпӗ, эсӗ ӗненни ан иксӗлтӗр тесе, саншӑн кӗлтурӑм; эсӗ те ӳлӗмрен, Ман енне ҫаврӑнсан, тӑванусене тӗреклӗлентер»,— тенӗ (Лука 22:32). Ҫак сӑмахсемпе Иисус Петр хӑйӗн йӑнӑшӗшӗн ӳкӗнесси пирки тата малалла та Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесси пирки пачах иккӗленменнине кӑтартнӑ. Иисус ырӑ кӑмӑлтан каҫарма хатӗр пулни — мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!

9, 10. а) Иисус Гефсимани пахчинче Петра мӗнле тӳрлетнӗ? ӑ) Петрӑн тӗслӗхӗ пире мӗн ҫинчен аса илтерет?

9 Каярахпа Гефсимани пахчинче Петра темиҫе хут та тӳрлетмелле пулнӑ. Иисус хӑй кӗлтунӑ вӑхӑтра Петра, Иакова тата Иоана сыхӑ тӑма хушнӑ. Унӑн чунӗ вилесле асапланнӑ, ӑна питӗ йывӑр пулнӑ, анчах Петр та, ытти апостолсем те пӗрре ҫеҫ мар ҫывӑрса кайнӑ. Иисус вӗсене ҫакӑншӑн вӑрҫман. Вӑл вӗсене ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫапла каланӑ: «Сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр» (Марк 14:32—41).

10 Кӑштахран вӗсем патне хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн ҫывхарнӑ. Ҫак лару-тӑрура питӗ асӑрхануллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла пулнӑ. Анчах та Петр хӗҫне туртса кӑларнӑ та, ӑна аслӑ священникӑн Малх ятлӑ чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. Иисус Петра унчченхи пекех лӑпкӑн тӳрлетнӗ, унтан вара чуран хӑлхине сыватнӑ. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансен ҫапӑҫма юратакан ҫынсем пулмалла маррине ӑнлантарса панӑ. Ҫак принципа чӑн христиансем паянхи кун та тытса тӑраҫҫӗ (Матф. 26:47—55; Лука 22:47—51; Иоанн 18:10, 11). Иисус Петра темиҫе хут та каҫарнӑ ӗнтӗ, ҫакӑ эпир час-часах ҫылӑх тунине аса илтерет. (Иаков 3:2 вулӑр.) Чӑнах та, Турӑ каҫарни пирӗнтен кашнинех кирлӗ мар-и вара? Петр пирки те ҫавнах калама пулать, уйрӑмах ҫав каҫ ӑна йывӑр пулнӑ, вӑл питӗ пысӑк йӑнӑш тунӑ-ҫке.

Петрӑн чи пысӑк йӑнӑшӗ

11, 12. а) Мӗншӗн Петр пирки хӑравҫӑ теме ҫук? ӑ) Мӗншӗн Петр хӑйӗн сӑмахӗсене тӳрре кӑларайман?

11 Иисус ҫав ҫынсем хӑйне тытса кайма килнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене яма ыйтнӑ. Иисуса ҫыхса хунине Петр курса тӑнӑ, анчах ним те тӑвайман. Вара вӑл, ытти апостолсем пекех, тарнӑ.

12 Петрпа Иоанн унчченхи аслӑ священник Анна килӗ патне пыма шут тытнӑ, Иисуса ыйтса тӗпчеме унта илсе килнӗ пулнӑ. Хуралҫӑсем Иисуса илсе кайнӑ чухне Петрпа Иоанн вӗсем «хыҫӗнчен аякран пынӑ» (Матф. 26:58; Иоанн 18:12, 13). Петр пирки  хӑравҫӑ теме ҫук. Хӗҫ-пӑшаллӑ ушкӑн хыҫҫӑн кайма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ паллах. Унсӑр пуҫне, вӑл аслӑ священникӑн чурине амантнӑ. Анчах та Петрӑн ӗҫӗсенчен вӑл Иисуса хӑй каланӑ пек чунтан-вартан юратни пачах курӑнман: вӑл хӑйӗн Вӗрентекенӗшӗн вилме те хатӗр тенӗччӗ вӗт (Марк 14:31).

13. Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас тесен мӗн тумалла?

13 Петр пекех, паян нумай ҫын, ыттисем ан асӑрхаччӑр тесе, Христос «хыҫӗнчен аякран» пырать. Анчах Петр каярахпа ҫырнӑ тӑрӑх, кирек хӑҫан та, ҫав шутра йывӑр килнӗ чухне те, Христос пек пулма тӑрӑшсан ҫеҫ унӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулать. (1 Петр 2:21 вулӑр.)

14. Иисуса суд тунӑ каҫ Петр мӗн тунӑ?

14 Петр Иерусалимри чи пысӑк та капӑр ҫуртсенчен пӗрин патне питӗ асӑрхануллӑн пынӑ. Ҫак ҫуртра пуян аслӑ священник Каиафа пурӑннӑ, унӑн пысӑк власть пулнӑ. Ялан тенӗ пекех ҫакӑн пек ҫуртсен картишӗ тавра хуралтӑ туса ҫавӑрнӑ. Петр хапха патне пынӑ, анчах ӑна картише кӗртмен. Шала маларах кӗнӗ Иоанн вара хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илнӗ те, Петра та шала кӗртнӗ. Петр Иоанпа пӗрле юлман пулас, анчах та хӑйӗн Вӗрентекенне пулӑшмашкӑн пӳрте кӗме те вӑл хӑюлӑх ҫитереймен. Кунта, картишре, вут умӗнче ӑшӑнса ларакан тарҫӑсемпе чурасем хушшинче вӑл Иисус ҫинчен суйса калакан ҫынсем килни-кайнине сӑнаса тӑнӑ (Марк 14:54—57; Иоанн 18:15, 16, 18).

15, 16. Петр Иисусран виҫӗ хутчен тунасси ҫинчен малтанах калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?

15 Петра кӗртнӗ хӗрарӑм вут ҫутипе унӑн питне лайӑхрах курма пултарнӑ. Вӑл ӑна палласа илнӗ те кӑшкӑрса янӑ: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ!» Ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗрен Петр Иисуса пӗлместӗп тенӗ, вӑл хӑйне сӑмах мӗн ҫинчен пынине пӗлмен пек тытнӑ. Ыттисем хӑйне ан асӑрхаччӑр тесе Петр хапха патне кайса тӑнӑ, анчах та унта ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ курнӑ та ҫав сӑмахсенех каланӑ: «Ку та Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ». Петр: «Эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп»,— тесе тупа тунӑ (Матф. 26:69—72; Марк 14:66—68). Тен, шӑп ҫав самантра автан пӗрремӗш хут авӑтса янӑ. Анчах та Петр, ҫухалса кайнӑскер, Иисус унччен темиҫе сехет маларах пророкла каланӑ сӑмахсене аса илмен.

16 Петр унчченхи пекех ыттисем хӑйне ан асӑрхаччӑр тесе тӑрӑшнӑ, анчах та ӗҫ тухман. Ун патне ҫынсен ушкӑнӗ пынӑ. Вӗсен хушшинче Малхӑн — Петр амантнӑ чуран — хурӑнташӗ пулнӑ. Вӑл Петра каланӑ: «Эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм -и вара?» Петр каллех ку ҫынна пӗлместӗп тенӗ, суймастӑп тесе ҫине тӑрсах тупа тума та пуҫланӑ, суятӑп пулсан пӗтӗм ылхан ман ҫине ҫиттӗр тесе те каланӑ. Вӑл ҫак сӑмахсене каласанах автан ҫав каҫ иккӗмӗш хут авӑтса янӑ (Иоанн 18:26, 27; Марк 14:71, 72).

«Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ»

17, 18. а) Хӑйӗн Вӗрентекенне сутнине ӑнланса илсен Петр хӑйне мӗнле туйнӑ? ӑ) Петр мӗн ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ?

17 Ҫавӑн чухне Иисус картиш енне тухакан балкон ҫине тухса тӑнӑ пулнӑ. Шӑпах ҫав самантра, сыпӑк пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, вӑл Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ. Сасартӑк апостол хӑйӗн Вӗрентекенне сутнине ӑнланса илнӗ. Питӗ хытӑ куляннипе Петр аслӑ священник килӗнчен тухнӑ та сивӗ уйӑх ҫути ӳкнӗ урамсем тӑрӑх сӗнкӗлтетнӗ. Унӑн куҫӗсем куҫҫульпе тулнӑ. Тавралӑх ӑна тӗтреллӗ курӑна пуҫланӑ. Чӑтайманнипе вӑл йӗрсех янӑ (Марк 14:72; Лука 22:61, 62).

18 Ҫын ҫакӑн пек лару-тӑрӑва лексен эпӗ каҫарӑва тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултарать. Тен, Петр та ҫапла шутланӑ. Анчах та ҫавнашкал шухӑшлани тӗрӗс-ши?

Петр каҫарӑва тивӗҫлӗ пулнӑ-и?

19. Хӑйӗн Вӗрентекенӗнчен туннӑ хыҫҫӑн Петр мӗн туйма пултарнӑ, анчах та вӑл хуйхӑ ӑшне путманни ӑҫтан курӑнать?

19 Тепӗр кунхине, Иисус темиҫе сехетех асапланнӑ хыҫҫӑн вилни ҫинчен пӗлсен, Петрӑн чунӗ мӗн тери хытӑ ыратнӑ пулӗ. Хӑйӗн Вӗрентекенӗнчен унӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче тунни ҫинчен шухӑшласа Петр калама ҫук хытӑ асапланнӑ. Анчах та хӑйне тем пек йывӑр пулнӑ пулин те, вӑл хуйхӑ ӑшне путман. Мӗншӗн тесен ҫак событисем хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех вӑл ытти апостолсемпе пӗрле пулнӑ (Лука 24:33). Паллах, апостолсем пурте ҫав каҫ хӑйсене мӗнле тытнӑшӑн питӗ куляннӑ, халӗ вара вӗсен пӗр-пӗрне йӑпатма май пулнӑ.

20. Петр хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

20 Петр хӑйне мӗнле тытнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Туррӑн ӗҫлекенӗ йӑнӑш тусан, унӑн йӑнӑшӗ пысӑк е пӗчӗк пулни мар, вӑл мӗн тери хытӑ ӳкӗнни пӗлтерӗшлӗрех. (Ытарӑшсем 24:16 вулӑр.) Петр, хуйхӑрнӑ пулин те, ҫав тӗлпулӑва килнипе Турра хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ. Ҫын хуйха ӳкнине е айӑпа кӗнине пула асапланнӑ чухне унӑн никампа та  калаҫас-хутшӑнас килмест, анчах та ҫак туйӑм хыҫҫӑн кайни хӑрушӑ (Ытар. 18:1). Пухури тӑвансемпе хутшӑнса Турӑшӑн малалла та ӗҫлеме вӑй илсе тӑни ӑслӑ-тӑнлӑ (Евр. 10:24, 25).

21. Апостолсемпе тӗл пулсан Петр мӗнле хыпар илтнӗ?

21 Ҫав тӗлпулура Петр шалт тӗлӗнтерекен хыпар илтнӗ: тупӑклӑхран Иисусӑн кӗлетки ҫухалнӑ. Петрпа Иоанн тӳрех тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Иисуса пытарнӑ хыҫҫӑн тупӑклӑха чулпа хупланӑ пулнӑ. Иоанн, ҫамрӑкрах пулнӑран пулас, чи малтан унта чупса ҫитнӗ. Тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑк уҫӑ пулнӑ, анчах та Иоанн унта кӗме иккӗленсе тӑнӑ. Петр вара, чупнипе хашкана ернӗ пулсан та, ним шутласа тӑмасӑр унта кӗнӗ. Тупӑклӑх пушах иккен! (Иоанн 20:3—9.)

22. Мӗншӗн Петр иккӗленме тата хуйхӑрма пӑрахнӑ?

22 Иисус чӗрӗлсе тӑнине Петр ӗненнӗ-и? Тӳрех мар. Ангелсем Христос чӗрӗлсе тӑни ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑмсем каласа панӑ хыҫҫӑн та вӑл иккӗленнӗ (Лука 23:55—24:11). Анчах та кун вӗҫнелле Петр иккӗленме те, хуйхӑрма та пӑрахнӑ. Иисус чӑнах та чӗрӗ пулнӑ тата хӑватлӑ ангел пулса тӑнӑ! Вӑл хӑйӗн пур вӗренекенне те курӑниччен пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Ҫав кун апостолсем каланӑ: «Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ» (Лука 24:34). Павел каярахпа ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус «Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ» (1 Кор. 15:5). Петрӑн темиҫе ят пулнӑ, ӑна Кифа тата Симон тесе те чӗннӗ. Иисус Петра пӗччен чухне курӑннӑ пулмалла.

Иисус Петра нумай каҫарнӑ, Турӑ каҫарни пирӗнтен кашнинех кирлӗ мар-и вара?

23. Ҫылӑха кӗнӗ христиансен Петрпа мӗн пулса иртнине мӗншӗн асра тытмалла?

23 Библире ҫав тӗлпулу пирки нимех те ҫырса паман. Унта мӗн пулни ҫинчен Иисуспа Петр ҫеҫ пӗлеҫҫӗ. Хӑй юратнӑ Иисус чӗррине курсан Петр мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл вӗт халӗ хӑй питӗ ӳкӗнни, питӗ кулянни ҫинчен калама пултарнӑ. Пуринчен ытла Петр Иисус хӑйне каҫарасса кӗтнӗ. Паллах ӗнтӗ, Иисус ӑна чун-чӗререн каҫарнӑ. Паян христианин ҫылӑха кӗчӗ пулсан, унӑн Петрпа мӗн пулса иртнине асра тытмалла. Турӑ пире нихӑҫан та каҫармӗ тесе шухӑшламалла мар. Иисус пур енчен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулнӑ, Турӑ вара «нумай ырӑлӑхлӑ», чунтан каҫарать (Ис. 55:7).

Каҫарнине тепӗр хут кӑтартнӑ

24, 25. а) Петр ҫӗрле Галилея тинӗсӗнче мӗн туни ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Иисус ирхине тӗлӗнмелле ӗҫ тусан Петр мӗн тунӑ?

24 Иисус хӑйӗн апостолӗсене Галилейӑна кайма хушнӑ, вӑл унта каллех тӗл пулӑпӑр тенӗ. Галилейӑра Петр тата ытти хӑш-пӗр вӗренекенӗсем тинӗсе пулӑ тытма кайнӑ. Христос вӗренекенӗ  пулса тӑриччен Петр яланах шӑп ҫак вырӑна пулӑ тытма ҫӳренӗ. Кимӗ чӗриклетни, хумсем ҫапӑнни, алри хытӑ тетелсем — ҫакӑ пурте Петршӑн хӑнӑхнӑ япала пулнӑ. Ҫав каҫхине вӗсем нимӗн те тытайман (Матф. 26:32; Иоанн 21:1—3).

Петр кимӗрен шыва сикнӗ те ҫыран хӗррине ишсе тухнӑ

25 Тул ҫутӑла пуҫласан вӗсене такам ҫыран хӗрринчен кӑшкӑрса тетелӗсене киммӗн тепӗр енне карма хушнӑ. Вӗсем ҫапла тунӑ та, вара 153 пулӑ таранах тытнӑ! Петр хӑйсене кам кӑшкӑрса чӗннине ӑнланса илнӗ. Вӑл кимӗрен тинӗсе сикнӗ те ҫыран хӗрринелле ишсе кайнӑ. Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсем валли  вут-кӑвар ҫинче ирхи апат хатӗрленӗ. Унтан вӑл Петрпа калаҫма пуҫланӑ (Иоанн 21:4—14).

26, 27. а) Иисус Петра виҫӗ хутчен мӗн тума май панӑ? ӑ) Иисус Петра чун-чӗререн каҫарнине мӗнле кӑтартнӑ?

26 Иисус, апостолсем тин ҫеҫ тытнӑ пулӑсем ҫине кӑтартса пулас, Петртан ыйтнӑ: «Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» Петр Иисуса пулӑ тытассинчен те ытларах юратӗ-ши? Унччен Петр виҫӗ хутчен хӑйӗн Ҫӳлхуҫинчен туннӑ, халӗ вара Иисус ӑна хӑйне юратнине ытти вӗренекенӗсем умӗнче кӑтартма виҫӗ хутчен май панӑ. Унтан Иисус хӑйне юратнине мӗнле кӑтартмаллине ӑнлантарса панӑ: пуринчен ытла сӑваплӑ ӗҫе хакламалла, ҫавӑн пекех Христосӑн кӗтӗвне, урӑхла каласан, унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене тӑрантармалла, ҫирӗплетмелле тата вӗсемшӗн тӑрӑшмалла (Лука 22:32; Иоанн 21:15—17).

27 Иисус Петра вӑл тата нумай усӑллӑ ӗҫ тума пултарасси пирки шантарса каланӑ. Ҫавӑн пекех христиансен пухӑвӗнче те унӑн тӳпи пысӑк пулассине ӑнлантарнӑ. Апла пулсан, Иисус Петра чун-чӗререн каҫарнӑ! Иисус хӑйне хытӑ юратнине ӗҫсемпе кӑтартни Петрӑн чӗрине хускатнӑ.

28. Петр хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗ пурӑнни ӑҫтан курӑнать?

28 Ҫав событисем хыҫҫӑн Петр нумай ҫул хушши Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫленӗ. Вӑл Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ мӗн хушса хӑварнине пурнӑҫланӑ — пухури тӑванӗсене тӗреклетсе тӑнӑ. Вӑл Христос хыҫҫӑн пыракансемшӗн юратса тӑрӑшнӑ тата вӗсене вӗрентсе тӑнӑ. Симон ӗненӗвӗ чул пек ҫирӗп пуласса пӗлсе Иисус ӑна Петр, е «чул», ят панӑ. Ҫак ятӑн пӗлтерӗшӗпе килӗшӳллӗн, Симон христиансен пухӑвӗшӗн ҫирӗп тӗрек пулса тӑнӑ. Ҫакӑ тӗрӗс пулни Библирен, Петрӑн икӗ ӑшӑ ҫырӑвӗнчен курӑнать. Ҫак ҫырусем Петр хӑйне Иисус мӗне вӗрентнине — ыттисене каҫармаллине — яланах асра тытнине те кӑтартса параҫҫӗ. (1 Петр 3:8, 9; 4:8 вулӑр.)

29. Петр пек ӗненес тесен тата Иисус пек ырӑ кӑмӑллӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

29 Ҫак тӗслӗхрен эпир те нумай вӗренме пултаратпӑр. Эпир хамӑр кашни кун тӑвакан ҫылӑхсемшӗн Турӑран каҫару ыйтатпӑр-и? Вӑл пире каҫарнине ӗненетпӗр-и? Тата ыттисене каҫаратпӑр-и? Ҫапла тусан эпир Петр ӗненнӗ пек ӗненнине тата унӑн Вӗрентекенӗ пек ырӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартатпӑр.