Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ҪИРӖМ ИККӖМӖШ СЫПӐК

Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ

Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ

1, 2. Иисус Капернаумра вӗрентнӗ чухне Петр мӗн пуласса шаннӑ пулӗ, анчах та чӑннипе мӗн пулса иртнӗ?

ПЕТР Иисуса итлеме килнӗ ҫынсем ҫине хумханса пӑхса тӑнӑ, ҫакӑ Капернаумри синагогӑра пулса иртнӗ. Петр ҫак хулара пурӑннӑ. Вӑл унта, Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр енне, пулӑ тытма ҫӳренӗ. Унӑн тусӗсенчен, хурӑнташӗсенчен тата пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсенчен нумайӑшӗ Капернаумра пурӑннӑ. Петр ҫак хулари ҫынсем те, хӑй пекех, Иисус Мессия пулнине йышӑнасса тата чи аслӑ вӗрентекенрен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлсен питӗ савӑнасса шаннӑ пулӗ. Анчах ҫав кун вӑл мӗн кӗтни пурнӑҫланман.

2 Чылайӑшӗ Иисуса итлеме пӑрахнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмесӗр ӳпкелешме, хирӗҫ калаҫма пуҫланӑ. Анчах та Петра Иисусӑн вӗренекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене мӗнле тытни уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑ. Вӗсен сӑн-пичӗ тӗксӗмленнӗ: куҫӗсенчи савӑнӑҫ хӗлхемӗ мӗншӗн сӳнсе ларнӑ-ха? Чӑнлӑх ҫинчен илтсе хытӑ хӗпӗртени те ӑҫта кайса кӗнӗ-ши? Хӑшӗ-пӗрисем Иисус йӗркесӗр сӑмахсем калать тенӗ. Ӑна итлесе пӗтермесӗрех вӗсем синагогӑран пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайнӑ — вӗсем унӑн вӗренекенӗ пулма пӑрахнӑ. (Иоанн 6:60, 66 вулӑр.)

3. Турра ӗненни Петра мӗнле пулӑшнӑ?

3 Петршӑн та, ытти апостолсемшӗн те ҫакӑ ҫӑмӑл вӑхӑт пулман. Иисус ҫав кун мӗн каланине Петр та пӗтӗмпех ӑнланса ҫитереймен. Вӗрентекенӗн сӑмахӗсем, вӗсене тӳррӗн ӑнлансан, чӑнах та кӳрентерме-тарӑхтарма пултарнӑ. Ҫак лару-тӑрура Петр мӗн тунӑ-ши? Вӑл Ҫӳлхуҫана шанчӑклӑ пулнипе пулманни пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ тӗрӗсленнӗ, малашне те тӗрӗсленӗ-ха. Турра ӗненни Петра ҫак тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче те шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

Ыттисем шанчӑклӑ тӑрса юлман чухне те

4, 5. Ҫынсем урӑххине кӗтнӗ пулсан та, Иисус мӗн тунӑ?

4 Иисус мӗн туни тата мӗн калани Петршӑн час-часах кӗтмен япала пулнӑ. Хушӑран Вӗрентекенӗн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫынсене  тӗлӗнтернӗ. Пӗр кун маларах Иисус тӗлӗнмелле майпа темиҫе пин ҫынна тӑрантарнӑ, лешӗсен вара ӑна патшана лартас килсе кайнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗпе Капернаума ишсе кайма хушнӑ, хӑй те халӑха пӑрахса кайнӑ, ҫакӑ нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Ҫӗрле, вӗренекенӗсем Галилея тинӗсӗ тӑрӑх кимӗпе ишнӗ чухне, вӑл шавласа тӑракан хумсем тӑрӑх вӗсем патнелле утса кайнӑ, ҫакна вӗсем пачах та кӗтмен. Ҫавӑн чухне вӑл Петра Турра ӗненни питӗ кирли ҫинчен вӗрентнӗ.

5 Ирхине ирех Иисусӑн вӗренекенӗсем малтанхи кун ӑна итленӗ ҫынсем те кимӗсемпе вӗсем хыҫҫӑн килни ҫинчен пӗлнӗ. Вӗсем Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫуннӑран мар, Иисус каллех тӗлӗнмелле ӗҫ туса пурне те тӑрантарнине курасшӑн пулнӑран килнӗ пулас. Иисус вӗсене ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑшӑн сивленӗ (Иоанн 6:25—27). Вӑл вӗсемпе Капернаумри синагогӑра та ҫавӑн ҫинчен калаҫнӑ. Унта Иисус вӗсене ӑнланма йывӑр, анчах та питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентсе ҫитересшӗн пулнӑ, вӑл мӗн калани вӗсемшӗн каллех кӗтмен япала пулнӑ.

6. Иисус мӗнле танлаштару илсе панӑ тата ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем мӗн тунӑ?

6 Иисус ҫынсене хӑй патне ахаль ҫӑкӑр ҫиессишӗн ҫеҫ пыртарасшӑн пулман. Вӑл этемлӗхшӗн вилессине ӗненсен тата ун пек пулма тӑрӑшсан ҫеҫ Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парассине ӑнлантарасшӑн пулнӑ вӗсене. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ пӗлӗтрен панӑ маннӑпа танлаштарнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем тарӑхса калаҫма пуҫласан Иисус тата витӗмлӗрех тӗслӗх илсе панӑ: вӗсем унӑн ӳтне ҫимесен тата унӑн юнне ӗҫмесен ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илеймӗҫ. Ҫакна илтсен ҫынсем тата хытӑрах тарӑхса кайнӑ, вӗсем каланӑ: «Темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисусӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ ӑна хӑварнӑ * (Иоанн 6:48—60, 66).

7, 8. а) Петр Иисус пирки малтанлӑха мӗн ӑнланман? ӑ) Иисус апостолсене панӑ ыйту ҫине Петр мӗнле хуравланӑ?

7 Петр вара хӑйне мӗнле тытнӑ-ши? Иисусӑн сӑмахӗсем ӑна та пӑлхатса янӑ пулас, мӗншӗн тесен Туррӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн Иисусӑн вилмеллине вӑл хальлӗхе ӑнланман пулнӑ-ха. Ҫав самантра Петр та лару-тӑрупа усӑ курса ыттисемпе пӗрле каяс темен-ши? Ҫук, унӑн ҫавнашкал шухӑш пулман. Унӑн ыттисен пулман питӗ кирлӗ паха ен пулнӑ. Мӗнле паха ен-ши?

8 Иисус вуникӗ апостолӗ ҫине пӑхса ыйтнӑ: «Эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и?» (Иоанн 6:67.) Пуринчен те ыйтнӑ пулин те,  хуравлаканӗ Петр пулнӑ. Вӑл, чи асли пулнӑран пулас, час-часах апостолсем ятӗнчен каланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл уҫӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, хӑйӗн шухӑшӗсене уҫҫӑн каланӑ. Петр ҫавӑн чухне мӗн калани нумайлӑха чӗрене кӗрсе юлать. «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем»,— тенӗ вӑл Иисуса (Иоанн 6:68).

9. Иисуса чунтан парӑннине Петр мӗнле кӑтартнӑ?

9 Мӗн тери хумхантаракан сӑмахсем! Иисуса ӗненни Петра питӗ кирлӗ паха ене аталантарма пулӑшнӑ — вӑл чунтан парӑнса пурӑнма вӗреннӗ. Иисус Иегова янӑ Ҫӑлакан пулнине те, ҫӑлӑнас тесен Иисусӑн сӑмахӗсене, вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнисене тимлемеллине те Петр питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Ҫавӑн пекех Петр ҫакна пӗлнӗ: вӑл мӗне те пулин ӑнлансах кайман пулсан та, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан Турра юрӑхлӑ ҫул урӑх ҫук.

Христос вӗрентӗвӗсене ӑнланман е вӗсемпе килӗшӳллӗ тӑвас килмен чухне те пирӗн Иисуса шанчӑклӑ пулмалла

10. Петр пек чунтан парӑнса пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла?

10 Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Паян чылайӑшӗ Иисуса юрататӑп теҫҫӗ, анчах, шел пулин те, нумай лару-тӑрура ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмаҫҫӗ. Чӑннипех те чунтан парӑнса пурӑнни вӑл эпир Иисусӑн вӗрентӗвӗсене Петр пекех хакланине пӗлтерет. Ҫакна кӑтартас тесен пирӗн ҫав вӗрентӳсене ӑнланман чухне те, вӗсемпе килӗшӳллӗ тӑвас килмен чухне те вӗсене тарӑнрах ӑнланма тӑрӑшмалла, тӗпчемелле тата вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнмалла. Иисуса чунтан парӑнса пурӑннине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе парсан ҫеҫ эпир вӑл пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗме пултарӑпӑр. (Псалом 96:10 вулӑр.)

Хӑйне тӳрлетнӗ чухне те

11. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑҫта илсе кайнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

11 Ҫав событисем хыҫҫӑн кӗҫех Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе тата ытти вӗренекенӗсемпе пӗрле Палестинӑн ҫурҫӗр енне кайнӑ, ҫавӑнта Ермон тӑвӗ ҫӗкленсе ларнӑ. Хӑш-пӗр чухне юрпа витӗннӗ ҫав ту тӑрри Галилея тинӗсӗнчен те курӑннӑ. Филипп Кесарийӗ ҫӗрӗнчи ялсенчен ирте-ирте ту патнелле ҫывхарнӑҫемӗн вӑл тата ҫӳллӗрех туйӑннӑ *. Ҫак питӗ илемлӗ вырӑнта, Турӑ Пама пулнӑ ҫӗрӗн ытларах пайӗ курӑннӑ ҫӗрте, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ ыйту панӑ.

12, 13. а) Иисус ҫынсем хӑй ҫинчен мӗн шухӑшлани пирки мӗншӗн ыйтнӑ? ӑ) Петрӑн сӑмахӗсенчен вӑл чун-чӗререн ӗненни мӗнле курӑнать?

12 Вӑл ыйтнӑ: «Халӑх Мана кам вырӑнне хурать?» Петр Иисус  ҫине пӑхса илнӗ. Вӗрентекенӗн тарӑн та вичкӗн куҫӗсем ӑшшӑн та лӑпкӑн пӑхнӑ. Иисусӑн ҫынсем хӑй пирки мӗн шухӑшланине пӗлес килнӗ. Вӗренекенӗсем халӑхра тӗрлӗрен суя сас-хура ҫӳрени ҫинчен каласа пама пуҫланӑ. Анчах ӑна тепӗр япала та интереслентернӗ: унӑн тусӗсем ҫавнашкалах шухӑшланӑ-и? Ҫавӑнпа вӑл ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр?» (Лука 9:18—20.)

13 Малтан каллех Петр хуравланӑ. Уҫӑмлӑ та ҫирӗппӗн вӑл ыттисем тунӑ пӗтӗмлетӗве сасӑпа каланӑ: «Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ». Иисус Петра ырланине кӑтартса ун ҫине ӑшшӑн йӑл кулса пӑхнӑ пулӗ. Вӑл апостола ҫак питӗ кирлӗ чӑнлӑха ӑнланса илме ҫын мар, Иегова Турӑ пулӑшнине аса илтернӗ, Турӑ ҫав чӑнлӑха хӑйне чун-чӗререн ӗненекенсене ҫеҫ уҫса парать. Петр чи кирлӗ чӑнлӑхсенчен пӗрне — пама пулнӑ Мессия, е Христос, кам иккенне — ӑнланса илнӗ! (Матфей 16:16, 17 вулӑр.)

14. Иисус Петра мӗнле тивӗҫлӗхсем шанса панӑ?

14 Ӗлӗк-авалах пророкла каланӑ сӑмахсенче Христос пирки ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул тенӗ (Пс. 117:22; Лука 20:17). Ҫак тата ытти пророкла сӑмахсем ҫине тимлеттерсе, Иисус ҫав чул хысакӗ, е чул, ҫинче Иегова пуху йӗркелесси пирки каланӑ (Петр тин ҫеҫ Иисус ҫине кӑтартса Христос тенӗ). Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Петра ҫав пухура туса тӑмалли яваплӑ тивӗҫлӗхсем шанса панӑ. Вӑл Петра, хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ пек, ытти апостолсенчен ҫӳллӗрех шая лартман, вӑл ун ҫине пысӑк яваплӑх хунӑ. Иисус Петра «Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине» панӑ (Матф. 16:19). Турӑ Патшалӑхне ҫынсен виҫӗ ушкӑнӗ кӗме пултартӑр тесе Петрӑн ҫав уҫӑсемпе алӑк уҫмалла пулнӑ: малтан иудейсем валли, унтан самаритянсем валли, юлашкинчен вара суя тӗнлисем, е урӑх халӑх ҫыннисем, валли.

15. Петр Иисуса ӳпкелесе мӗн каланӑ тата мӗншӗн?

15 Каярахпа Иисус «кама нумай панӑ, унран ыйтасса та нумай ыйтӗҫ» тенӗ. Петра ҫак сӑмахсем тӗрӗссине пуласлӑхра курма тивӗ (Лука 12:48). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Мессия ҫинчен калакан питӗ хаклӑ чӑнлӑхсене малалла уҫса панӑ, хӑй хӗн-асап тӳсесси пирки те, Иерусалимра вилесси пирки те вӗсене каланӑ. Петр, ҫак сӑмахсене илтнипе хумханса кайнӑскер, Иисуса айккинелле илсе кайнӑ та ӳпкелешсе каланӑ: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ!» (Матф. 16:21, 22.)

16. Иисус Петра мӗнле тӳрлетнӗ тата унӑн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?

 16 Паллах ӗнтӗ, Петр ҫакна ырӑ шухӑшпа каланӑ, ҫавӑнпа Иисус мӗн хуравлани ӑна тӗлӗнтерсех янӑ. Петр енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑрса Иисус ытти вӗренекенӗсем ҫине пӑхнӑ: вӗсем те ҫавнашкал шухӑшланӑ пулас. Вара каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн» (Матф. 16:23; Марк 8:32, 33). Христосӑн сӑмахӗсем пирӗншӗн те усӑллӑ. Ҫын ҫӑмӑллӑнах этем пек шухӑшлама тытӑнма, Турӑ ирӗкӗ ҫинчен вара хӑвӑртах манса кайма пултарать. Ҫын кама та пулин пулӑшас тенӗ чухне те, хӑй ӑнланмасӑрах, Турра савӑнтарас вырӑнне Сатанана савӑнтарма пултарать. Петр вара мӗн тунӑ-ши?

17. «Ман хыҫа тӑр» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?

17 Иисус ӑна Сатана Шуйттанпа нихӑш енчен те танлаштарасшӑн пулманнине Петр ӑнланнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйне илӗртме хӑтланнӑ Сатанапа мӗнле калаҫнине пӑхсан, вӑл Петрпа унпа калаҫнӑ пек калаҫман (Матф. 4:10). Иисус апостола каланӑ сӑмахсене авалхи грек чӗлхинчен «ман хыҫа тӑр» тесе куҫарма пулать. Иисус Петра хӑйӗн вӗренекенӗ вырӑнне хума пӑрахман, вӑл унӑн паха енӗсене курса тӑнӑ, ҫавӑнпа ӑна шухӑш-кӑмӑлне тӳрлетме пулӑшнӑ. Хӑйӗн Ҫӳлхуҫине хирӗҫ пырас, ӑна чӑрмантарас вырӑнне Петрӑн ун хыҫне тӑрса тата унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗ пулса ӑна пулӑшса тӑмаллине ӑнланса илмелле пулнӑ.

Хамӑра кӗҫӗне хурса, канашсене йышӑнсан тата улшӑнусем тусан эпир Иисус Христоспа тата Иеговӑпа туслӑ пулма пултарӑпӑр

18. Петр Иисуса чунтан парӑннине мӗнле кӑтартнӑ тата ун пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

18 Петр тӳрре тухма тӑрӑшнӑ-ши, вӑл кӳреннӗ-ши е тарӑхнӑ-ши? Ҫук. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, тӳрлетсе каланӑ сӑмахсене йышӑннӑ. Ҫапла вӑл Иисуса чунтан парӑннине кӑтартнӑ. Христос хыҫҫӑн пыракансене пурне те хушӑран тӳрлетмелле. Хамӑра кӗҫӗне хурса, канашсене йышӑнсан тата улшӑнусем тусан ҫеҫ эпир Иисус Христоспа тата унӑн Ашшӗпе, Иеговӑпа, хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе пыма пултарӑпӑр. (Ытарӑшсем 4:13 вулӑр.)

Иисус тӳрлетнӗ чухне те Петр шанчӑклӑ пулнӑ

Шанчӑклӑ пулнӑшӑн пиллӗх илнӗ

19. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле тӗлӗнмелле сӑмахсем каланӑ тата Петр мӗн ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ?

19 Тепӗртакран Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗлӗнтерсе-хумхантарса яракан сӑмахсем каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта  тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри Этем Ывӑлӗ Патша пек килнине курмасӑр вилмӗ» (Матф. 16:28). Петр хӑй пирки ҫакнашкал чыса тивӗҫлӗ мар пулӗ тесе шутланӑ, ӑна анчахрах кӑна-ҫке хытарсах канаш панӑ.

20, 21. а) Петр мӗн курни ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Иисус курӑнура пророксемпе калаҫни Петра хӑй унччен тӗрӗс мар шухӑшланине мӗнле ӑнланса илме пулӑшнӑ?

20 Апла пулин те, пӗр эрне майлӑ иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана илнӗ те вӗсемпе пӗрле «ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ» — ку вӗсенчен инҫех мар вырнаҫнӑ Ермон тӑвӗ пулнӑ пулас. Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗренекенӗсене ыйхӑ пуса пуҫланӑ. Анчах та Иисус кӗлтунӑ чухне тӗлӗнмелле япала пулса иртнӗ, вӗсен ыйхи тӳрех вӗҫсе кайнӑ (Матф. 17:1; Лука 9:28, 29, 32).

21 Вӗсен куҫӗ умӗнчех Иисусӑн сӑнӗ улшӑнма пуҫланӑ. Унӑн сӑн-пичӗ хӗвел пек ҫиҫме тытӑннӑ, тумтирӗ вара чӑлт шуралса,  йӑлтӑртатса кайнӑ. Унтан унпа юнашар икӗ ҫын, Моисейпе Илия пекскерсем, курӑнса кайнӑ. Вӗсем Иисуспа «Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен» — вӑл вилесси тата чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен пулас — калаҫнӑ. Иисуса пулас асапсенчен пӑрӑнма ӳкӗтлени мӗн тери тӗрӗс мар пулни халӗ уҫҫӑнах курӑннӑ! (Лука 9:30, 31.)

22, 23. а) Петр чунтан хавхаланни тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Петр, Иаков тата Иоанн ҫав каҫ тата мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ курнӑ?

22 Сасартӑк Петра ҫак тӗлӗнмелле курӑну ҫине ним тумасӑр пӑхса тӑни лайӑх мар пек туйӑнса кайнӑ. Моисейпе Илия Иисуса пӑрахса кайма тӑрсан, унӑн ҫак курӑнӑва малалла тӑсас килнӗ, тен. Ҫавӑнпа Петр каланӑ: «Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли». Паллах ӗнтӗ, хӳшӗсем кирлӗ пулман, ку курӑну ҫеҫ пулнӑ-ҫке тата унта курӑннӑ Иеговӑн икӗ ӗҫлекенӗ тахҫанах вилнӗ ӗнтӗ. Петр хӑй мӗн каланине хӑй те ӑнланман. Анчах та вӑл чунтан хавхаланса ырӑ кӑмӑлпа калани пирӗн чӗрене хускатмасть-и вара? (Лука 9:33.)

Иаковпа Иоанн пекех, Петр тӗлӗнмелле курӑну курма тивӗҫнӗ

23 Ҫав каҫ Петр, Иаков тата Иоанн тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫ курса савӑннӑ. Кӗтмен ҫӗртен ту ҫинче пӗлӗт курӑннӑ та вӗсене хупӑрласа илнӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнсе кайнӑ. Ку — Иеговӑн сасси! Вӑл каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр». Ҫакӑнпа курӑну вӗҫленнӗ, вара ту ҫинче вӗсем виҫҫӗшӗ Иисуспа ҫеҫ тӑрса юлнӑ (Лука 9:34—36).

24. а) Ту ҫинчи курӑну Петр ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Ҫак курӑну пире тӗреклеттӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?

24 Иисусӑн сӑнӗ улшӑннине курни Петршӑн питӗ пысӑк пиллӗх пулнӑ. Вун-вун ҫул иртнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫав каҫ Христосӑн «аслӑлӑхне», пулас Патшан чап-мухтавне, куракансенчен пӗри пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак курӑну Турӑ Сӑмахӗнчи нумай пророкла калани тӗрӗссине ҫирӗплетсе панӑ тата Петра хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурнӑҫӗнче малашне нумай йывӑрлӑх пулӗ. (2 Петр 1:16—19 вулӑр.) Иегова лартнӑ Ҫӳлхуҫана эпир, Петр пекех, чунтан парӑнса пурӑнсан, унран вӗренсен, унӑн канашӗсене тата тӳрлетнисене йышӑнсан, ҫавӑн пекех хамӑра кӗҫӗне хурса кунран-кун ун хыҫҫӑн пырсан, ҫак курӑну пире те тӗреклетӗ.

^ 6 абз. Иисус синагогӑра вӗрентнӗ чухне ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнине вӗсем пӗр кун маларах пӗр иккӗленмесӗр ун пирки Туррӑн пророкӗ тесе каланипе танлаштарсан, вӗсем Иисус пирки хӑйсен шухӑшӗсене питӗ хӑвӑрт улӑштарнине курма пулать (Иоанн 6:14).

^ 11 абз. Тинӗс шайӗнчен 210 метра яхӑн аяларах вырнаҫнӑ Галилея тинӗсӗ патӗнчен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тепӗр вырӑна, тинӗс шайӗнчен 350 метра яхӑн ҫӳлерех вырнаҫнӑ ҫӗре, кайнӑ. Вӗсен 50 ҫухрӑма яхӑн ҫула утса тухмалла пулнӑ, ҫав тӑрӑхра вара тавралӑх ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ.