Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

 ВУНПИЛЛӖКМӖШ СЫПӐК

Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ

Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ

1—3. а) Патша умне тӑма тивесси пирки шухӑшласанах Эсфирь мӗншӗн хӑраса ӳкме пултарнӑ? ӑ) Ҫак сыпӑкра эпир Эсфирь ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?

ЭСФИРЬ Сузӑри чаплӑ керменӗн шалти картишӗ патне ҫывхарнӑҫемӗн хӑйне лӑплантарма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫавна тума ҫӑмӑл пулман. Ялтӑркка кирпӗчсем ҫинчи ҫар ҫыннисен, арӑслансен тата ҫунатлӑ вӑкӑрсен тӗрлӗ-тӗслӗ барельефӗсем, пысӑк ҫӳллӗ чул юпасем тата чул кӗлеткесем, ҫавӑн пекех юрпа хупланнӑ Загрос тӑвӗсем ҫывӑхӗнчи пысӑк тӳремлӗхре, тап-таса Хоасп юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ кермен — ҫаксем пурте хумхантарса-хӑратса янӑ тата патшан питӗ пысӑк власть пулнине кӑтартнӑ. Эсфирь шӑп ҫав ҫын патне кайма пуҫтарӑннӑ. Лешӗ вара, хӑйне «аслӑ патша» текенскер, унӑн упӑшки пулнӑ.

2 Упӑшка?! Турӑран хӑракан иудей хӗрӗ унӑн Артаксеркс пек упӑшка пуласса шутламан та *. Артаксеркс Авраам пек ҫынсенчен тӗслӗх илмен: Авраам хӑйне кӗҫӗне хурса Турӑ хушнине итленӗ те хӑйӗн арӑмӗ, Сарра, каланӑ пек тунӑ (Пулт. 21:12). Патша Эсфирӗн Турри, Иегова, ҫинчен тата Унӑн Законӗ ҫинчен кӑшт ҫеҫ пӗлнӗ е пачах та пӗлмен. Анчах та вӑл Перси законне пӗлнӗ, ҫав закон тӑрӑх, Эсфирь мӗн тума шутланине тума юраман пулнӑ. Кам та пулин чӗнмен ҫӗртенех Перси патши патне пырсан ӑна вӗлермелле тенӗ законра. Патша Эсфире чӗнмен пулсан та, вӑл ҫав-ҫавах ун патне кайма тухнӑ. Шалти картиш патнелле, хӑйне патша курма пултарнӑ ҫӗрелле, ҫывхарса пынӑ май ӑна вилӗм умне тӑма кайнӑ пекех туйӑннӑ пулӗ. (Эсфирь 4:11; 5:1 вулӑр.)

3 Мӗншӗн Эсфирь вилме те хатӗр пулнӑ? Ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑмӑн ӗненӗвӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫак ыйтусем ҫине хуравличчен малтан вӑл мӗнле майпа Персири патша майри пулса тӑнине айтӑр пӗлер.

 Эсфирӗн унчченхи пурнӑҫӗ

4. Эпир Эсфирь ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата мӗншӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх хурӑнташӗ патӗнче пурӑнма пуҫланӑ?

4 Эсфирь тӑлӑх ача пулнӑ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен эпир ним те пӗлместпӗр. Вӗсем ӑна Гадасса ятлӑ хунӑ, еврей чӗлхинчен куҫарсан ҫак ят «мирт» — илемлӗ шурӑ чечеклӗ тӗмӗ — тенине пӗлтерет. Эсфирӗн ашшӗ-амӑшӗ вилсен, ӑна иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Мардохей усрава илнӗ, вӑл унран чылай аслӑрах пулнӑ. Мардохей Эсфире тӑван хӗрӗ вырӑнне хурса пӑхса ӳстернӗ (Эсф. 2:5—7, 15).

Усрава илнӗ хӗрӗпе мухтанма Мардохейӗн пур сӑлтав та пулнӑ

5, 6. а) Мардохей Эсфире мӗнле пӑхса ӳстернӗ? ӑ) Эсфирьпе Мардохейӗн Сузӑри пурнӑҫӗ пирки мӗн калама пулать?

5 Мардохейпе Эсфирь Иудейӑран куҫса килнӗ пулнӑ. Кунта, Перси империйӗн тӗп хулинче, вӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна ӗненнӗ тата унӑн Законне пӑхӑнса пурӑннӑ. Паллах, Мардохей хӗрхенекен Иегова Турӑ ҫинчен, вӑл хӑйӗн халӑхне ӗлӗк-авал темиҫе хут та ҫӑлни ҫинчен тата малашне те хӳтӗлеме сӑмах пани ҫинчен Эсфире каласа панӑ (Лев. 26:44, 45). Ҫавна пула Мардохейпе Эсфирь пӗр-пӗриншӗн ҫывӑхран та ҫывӑх ҫынсем пулса тӑнӑ.

6 Мардохей патша патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ курӑнать, вӑл Сузӑри керменӗн хапхи умӗнче ытти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ (Эсф. 2:19, 21; 3:3). Эсфирь ҫамрӑклӑхне мӗнле ирттернине эпир пӗлместпӗр, анчах та вӑл Мардохейшӗн тӑрӑшнӑ тата унӑн кил-ҫуртне тирпейлесе тӑнӑ пулӗ, вӗсем патша керменӗ ларнӑ енче мар, юханшывӑн тепӗр енче, хулан чухӑнрах пайӗнче пурӑннӑ. Тен, вӑл хӑйсене мӗн кирлине илме хула пасарне ҫӳренӗ, унта ӑна ылтӑн-кӗмӗл ӑстисем тата купсасем сӗнекен япаласене пӑхма килӗшнӗ пулӗ. Ҫакнашкал ылтӑн-кӗмӗлпе ахах-мерчен уншӑн кулленхи япала пулса тӑрасси унӑн шухӑшра та пулман. Пуласлӑхра хӑйне мӗн кӗтнине вӑл пӗлмен те.

Ытармалла мар илемлӗ хӗр

7. Мӗншӗн Астинь хӑйӗн хисеплӗ вырӑнне ҫухатнӑ тата ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ?

7 Пӗррехинче Сузӑра патша килӗнче  темӗнле аван мар ӗҫ пулса иртни ҫинчен сас-хура тухнӑ. Артаксеркс хӑйӗн улпучӗсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, унта чи лайӑх апат-ҫимӗҫпе эрех панӑ. Чипер патша майри Астинь те хӗрарӑмсем валли уйрӑм ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ. Патша хӑйӗн арӑмне хӑй патне пыма чӗннӗ, анчах та лешӗ килӗшмен. Кӳреннӗ тата тарӑхса кайнӑ патша хӑйӗн ӑсчахӗсенчен арӑмӗпе мӗн тумалли пирки ыйтнӑ. Ҫапла вара Астинь хӑйӗн хисеплӗ вырӑнне ҫухатнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша хӑйӗн тарҫисене хӑйӗн империйӗнче илемлӗ хӗрсем шыраса тупма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен ҫӗнӗ патша майри суйласа илесшӗн пулнӑ (Эсф. 1:1—2:4).

8. а) Ӳссе ҫитӗннӗ Эсфирь пирки Мардохей мӗншӗн пӑшӑрханма пултарнӑ? ӑ) Сирӗн шутпа, сӑн-пит илемӗ ҫине тӗрӗс пӑхнине мӗнле кӑтартма пулать? (Ҫавӑн пекех Ытарӑшсем 31:30 пӑхӑр.)

8 Эсфирь ҫине юратса пӑхнӑ чухне Мардохей унпа мухтаннӑ та пулӗ, анчах та вӑл ӳссе илемлӗ хӗр пулса тӑни ӑна ҫав хушӑрах пӑшӑрхантарма пултарнӑ. «Ҫав хӗр пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ»,— тесе ҫырнӑ Эсфирь 2:7-мӗшӗнче. Библи сӑн-пит илемӗ ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет: ку аван ӗнтӗ, анчах ӑслӑ-тӑнлӑ та сӑпайлӑ пулмасан, чӗрере мӑнкӑмӑллӑх, чапшӑн ҫунасси тата ытти ирсӗр енсем аталанма пултараҫҫӗ. (Ытарӑшсем 11:22 вулӑр.) Ҫакӑ чӑнах та ҫапла иккенне хӑҫан та пулин асӑрханӑ-и эсир? Илемлӗ пулнӑран Эсфирь пӑсӑлса каймӗ-ши? Ҫакӑ вӑхӑт иртсен курӑнӗ.

9. а) Эсфире курсан патша тарҫисем мӗн тунӑ тата ӑна мӗншӗн Мардохейрен уйрӑлма питӗ йывӑр пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Мардохей Эсфире йӗрӗхсене пуҫҫапакан ҫынна качча кайма ирӗк панӑ? (Ҫавӑн пекех рамкӑри шухӑшсене пӑхӑр.)

9 Патша тарҫисем Эсфире асӑрханӑ. Вӗсем ӑна Мардохей патӗнчен юханшыв тепӗр енче ларакан капӑр кермене илсе кайнӑ (Эсф. 2:8). Мардохейпе Эсфире пӗр-пӗринчен уйрӑлма питӗ йывӑр пулнӑ пулӗ, вӗсем ашшӗпе хӗрӗ пекех пулнӑ-ҫке. Мардохейӗн хӑйӗн усрава илнӗ хӗрне иудей пулман ҫынна, вӑл патша пулсан та, качча парас килмен, анчах та ку лару-тӑрура вӑл ним те тума пултарайман *. Эсфирь хӑйне илсе кайиччен Мардохей вӗрентсе каланӑ сӑмахсене питӗ тимлӗ итленӗ пулӗ! Керменелле утнӑ май вӑл хӑйне малашне мӗн кӗтни пирки ҫеҫ шухӑшлама пултарнӑ.

Ӑна «курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ»

10, 11. а) Ҫӗнӗ лару-тӑру Эсфире мӗнле витӗм кӳме пултарнӑ? ӑ) Эсфирьшӗн пӑшӑрханнине Мардохей мӗнле кӑтартнӑ?

10 Эсфирь пачах урӑхла тӗнчене лекнӗ. Халӗ вӑл Перси империйӗн кашни кӗтесӗнчен пуҫтарса илсе килнӗ илемлӗ  ҫамрӑк хӗрсем хушшинче пулнӑ. Тен, вӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнӑ, тӗрлӗ йӑла-йӗркене тытса тӑнӑ тата пурнӑҫ ҫине тӗрлӗрен пӑхнӑ. Хӗрсене патша ҫуртӗнче ӗҫлекен Гегай патне кайса янӑ. Унта вӗсене пӗр ҫул хушши илем кӗртнӗ, тӗрлӗрен ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе массаж та тунӑ (Эсф. 2:8, 12). Ҫакӑн пек лару-тӑрура хӗрсем хитре пулассишӗн, чапшӑн ҫунма тата пӗр-пӗринпе ӑмӑртма пуҫлама пултарнӑ. Ҫакӑ Эсфирь ҫине витӗм кӳнӗ-и?

11 Эсфирьшӗн Мардохей чухлӗ никам та пӑшӑрханман. Библире вӑл кашни кунах хӗрарӑм ҫурчӗн картишне пыра-пыра кайнӑ тата вӑл мӗнле пурӑннине пӗлме тӑрӑшнӑ тенӗ (Эсф. 2:11). Тарҫӑсенчен кӑшт ыйтса пӗлни те ӑна хӗрӗпе мухтанма май панӑ. Мӗншӗн?

12, 13. а) Таврари ҫынсем Эсфирь ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Эсфирь хӑй хӑш халӑхран пулнине вӑрттӑнлӑхра тытни Мардохее мӗншӗн савӑнтарнӑ?

 12 Эсфирь Гегай кӑмӑлне кайнӑ, вара вӑл унпа уйрӑмах ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӑл ӑна ҫичӗ хӗр тарҫӑ панӑ тата ӑна хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ. Библире ҫырнӑ: «Эсфире курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ» (Эсф. 2:9, 15). Анчах ыттисем Эсфире илемлӗ пулнӑран ҫеҫ-ши кӑмӑллама пуҫланӑ? Ҫук, ҫавӑншӑн мар.

Сӑпайлӑ та ӑслӑ пулни хитре сӑн-сӑпатран та кирлӗрех пулнине Эсфирь ӑнланнӑ

13 Тӗслӗхрен, Библире каланӑ: «Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман» (Эсф. 2:10). Мардохей Эсфире хӑй хӑш халӑхран пулнине вӑрттӑнлӑхра тытма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Перси патши керменӗнче  ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ иудейсене шансах кайманнине курнӑ. Эсфирь хӑйпе юнашар пулман чухне те унчченхи пекех ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тата итлени Мардохее мӗн тери савӑнтарнӑ!

14. Паян ҫамрӑксем Эсфирьтен мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

14 Паян та ҫамрӑксем хӑйсен тӑван е тӑван мар ашшӗ-амӑшне савӑнтарма пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑлттай тата аскӑнчӑк ҫынсем хушшине лексен те, ҫавӑн чухне аслисем юнашар пулмасан та, Турӑран хӑракан яшсемпе хӗрсем япӑх витӗме хирӗҫ тӑма тата тӗрӗссине тума пултараҫҫӗ. Ҫапла тусан вӗсем, Эсфирь пекех, хӑйсен пӗлӗтри Ашшӗн чӗрине савӑнтарӗҫ. (Ытарӑшсем 27:11 вулӑр.)

15, 16. а) Эсфирь патша чӗрине мӗнле парӑнтарнӑ? ӑ) Мӗншӗн Эсфире патша майри тата патша арӑмӗ пулма хӑнӑхмашкӑн йывӑр пулнӑ пулӗ?

15 Эсфирӗн патша умне тӑма черет ҫитсен, ӑна хӑйне илемлетме мӗн кирлине пурне те суйласа илме ирӗк панӑ. Анчах та вӑл, сӑпайлӑ пулса, Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман (Эсф. 2:15). Пӗр хитрелӗхпе ҫеҫ патшана тӗлӗнтерме ҫуккине Эсфирь ӑнланнӑ паллах. Сӑпайлӑ пулнипе тата хӑйне кӗҫӗне хунипе вара, ҫавнашкал ҫынсем патша керменӗнче сайра тӗл пулнӑран, вӑл патша чӗрине тыткӑнлама пултарнӑ. Эсфирь тӗрӗсех шухӑшланӑ-ши?

16 Библире каланӑ: «Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ» (Эсф. 2:17). Сӑпайлӑ иудей хӗрне ҫав вӑхӑтри чи хӑватлӑ патшан арӑмӗ тата патша майри пулма хӑнӑхмашкӑн мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! Ҫакӑ унӑн пуҫне ҫавӑрса янӑ-и? Патша майри пулса тӑрсан вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ-и? Пачах ҫук!

17. а) Эсфирь хӑйӗн тӑван мар ашшӗне итленине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Мӗншӗн Эсфирь тӗслӗхӗ пирӗн вӑхӑтра питӗ хаклӑ?

17 Эсфирь хӑйӗн тӑван мар ашшӗне, Мардохее, итлеме пӑрахман. Вӑл хӑй иудей хӗрӗ пулнине унчченхи пекех уҫса паман. Унсӑр пуҫне, Артаксеркса хирӗҫ кавар тунине Мардохей пӗлсен, Эсфирь вӑл мӗн каланине патшана пӗлтернӗ те каварҫӑсене айӑпланӑ (Эсф. 2:20—23). Эсфирь Турра ӗненни вӑл сӑпайлӑ пулнинчен тата итленинчен курӑнса тӑнӑ. Паян, аслисем каланине ним вырӑнне хуманни, пӑхӑнманни тата пӑлхав ҫӗклесси йӗркеллӗ япала шутланнӑ вӑхӑтра, унӑн тӗслӗхӗ мӗн тери хаклӑ! Турра чӗререн ӗненекенсем, Эсфирь пекех, итлени питӗ кирлӗ паха ен тесе шутлаҫҫӗ.

 Эсфирӗн ӗненӗвӗ тӗрӗсленет

18. а) Мӗншӗн Мардохей Амана пуҫ тайма килӗшмен? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Паян Турӑран хӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем Мардохейрен мӗнле тӗслӗх илеҫҫӗ?

18 Ҫав вӑхӑталла Артаксеркс Аман ятлӑ ҫынна пысӑк вырӑн панӑ. Патша ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те асла хунӑ тата тӗп канашҫӑ тунӑ. Ҫапла Аман патшалӑхра иккӗмӗш ҫын пулса тӑнӑ. Аманпа тӗл пулсан пурин те ун умне ӳксе пуҫҫапмалла тесе хушу та кӑларнӑ патша (Эсф. 3:1—4). Ҫакна пула Мардохейӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл патшана пӑхӑнмаллине ӑнланнӑ, анчах та ҫакӑ Турра кӳрентерес пулсан ӑна пӑхӑнмалла маррине те пӗлнӗ. Аман амаликитянсен патшин, Агагӑн, йӑхӗнчен пулнӑ пулмалла, ҫав патшана Туррӑн пророкӗ Самуил вӗлернӗ (1 Патш. 15:33). Амаликитянсем Иеговӑн тата Израилӗн тӑшманӗсем пулнӑ. Иегова ҫак йӗркесӗр халӑха тивӗҫлипе айӑпланӑ * (Сак. аст. 25:19). Турра шанчӑклӑ иудей амаликитянина пуҫҫапма мӗнле пултартӑр-ха? Мардохей нихӑҫан та апла тумастӑп тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Паянхи кун та Турӑран хӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем вилӗмпе куҫа куҫӑн тӑнӑ чухне те ҫак принципа тытса тӑраҫҫӗ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Ап. ӗҫ. 5:29).

19. Аман мӗн тума шут тытнӑ тата патша ҫавна тума килӗштӗр тесе мӗн тунӑ?

19 Аман урсах кайнӑ! Пӗр Мардохее ҫеҫ вӗлерни уншӑн ытла та сахал пек туйӑннӑ. Вӑл унӑн пӗтӗм халӑхне пӗтерме шут тынӑ! Патшапа калаҫнӑ чухне вӑл иудейсем ҫинчен элекленӗ. Мӗнле халӑхне каламасӑр, Аман вӗсем пирки пӗчӗк халӑх, вӗсем «пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса» пурӑнаҫҫӗ тенӗ. Анчах вӑл ҫакӑнпа ҫырлахман-ха, вӗсем патша законӗсене пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа патшалӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ тесе те каланӑ. Иудейсене тӗп тӑвассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарма Аман патша хысни валли хыснаҫӑсен аллине вунӑ пин талант кӗмӗл виҫсе пама пулнӑ *. Ҫавӑн хыҫҫӑн Артаксеркс Амана кирек епле хута та пусса ҫирӗплетмелли пичетлӗ ҫӗррине панӑ (Эсф. 3:5—10).

20, 21. а) Аман хушӑвӗ Мардохейпе Перси патшалӑхӗнчи мӗнпур иудей пурнӑҫне мӗнле пырса тивнӗ? ӑ) Мардохей Эсфире мӗн пирки тархасланӑ?

20 Кӗҫех пысӑк патшалӑхӑн кашни кӗтесне хыпарҫӑсем  лаша ҫине ларса вӗҫтернӗ, вӗсем иудей халӑхне вӗлерме йышӑннӑ приговора пӗлтернӗ. Аякри Иерусалимри иудейсене ҫав хыпара илтме калама ҫук йывӑр пулнӑ, вӗсем Вавилон тыткӑнӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн хулана ҫӗнӗрен туса лартма тӑрӑшнӑ, вӗсен хӳтӗленмешкӗн стена та пулман. Ҫав хӑрушӑ хыпара илтсен Мардохей вӗсем ҫинчен, ҫавӑн пекех Сузӑри тусӗсемпе хурӑнташӗсем ҫинчен шухӑшланӑ пулас. Хуйхӑпа касӑлнӑскер, вӑл ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ, унтан хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, тусанпа сапӑнса хула варрине ларнӑ та кӑшкӑрса макӑрса янӑ. Аман вара патшапа ӗҫме-ҫиме ларнӑ. Иудейсем тата вӗсен Сузӑри тусӗсем хуйха ӳкни ӑна ним чухлӗ те пӑшӑрхантарман. (Эсфирь 3:12—4:1 вулӑр.)

21 Иудейсене хӳтӗлес тесе мӗн те пулин тумаллине Мардохей пӗлнӗ. Анчах та вӑл мӗн тума пултартӑр-ха? Вӑл асапланни ҫинчен илтсен Эсфирь ун валли тумтир парса янӑ, анчах та лешӗ йышӑнман. Тен, Мардохей нумай вӑхӑт хушши мӗншӗн Иегова Эсфире патша керменне илсе кайма тата ют халӑх патшин арӑмӗ пулса тӑма ирӗк пани пирки шухӑшланӑ. Халӗ вара вӑл веҫех ӑнланма пуҫланӑ пулас. Мардохей патша майрине патшапа калаҫма, «хӑй халӑхне хӳтӗле[ме]» йӑлӑнса ыйтнӑ (Эсф. 4:4—8).

22. Мӗншӗн Эсфирь хӑйӗн упӑшки патне кайма хӑранӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

 22 Мардохей сӑмахӗсене Эсфире пӗлтерсен, вӑл питӗ хӑраса ӳкнӗ, тен. Ҫакӑ унӑн ӗненӗвне нихҫанхинчен вӑйлӑ тӗрӗсленӗ. Вӑл хӑй хӑрани ҫинчен Мардохее тӳррӗн каланӑ. Ӑна патша кӑларнӑ закон ҫинчен аса илтернӗ: чӗнмесӗрех ун патне пыракана вӗлермелле пулнӑ. Патша хӑйӗн ылтӑн туйине тӑссан ҫеҫ ҫын чӗрӗ юлма пултарнӑ. Артаксеркс патне кайма килӗшмен Астиньпе мӗн пулса тухнине шута илсен, Эсфирь патша хӑйне хӗрхенессе шанма пултарнӑ-и? Эсфирь хӑйне упӑшки патне вӑтӑр кун ӗнтӗ чӗнменни пирки Мардохее каланӑ. Ҫавӑнпа унӑн патша хӑйне юратма пӑрахнӑ тесе шутлама сӑлтав пулнӑ * (Эсф. 4:9—11).

23. а) Мардохейӗн сӑмахӗсем Эсфирӗн ӗненӗвне мӗнле тӗреклетнӗ? ӑ) Мӗншӗн Мардохей пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх?

23 Мардохей ҫирӗппӗн хуравлани Эсфирь ӗненӗвне тӗреклетнӗ. Вӑл, Эсфирь ним тумасӑр ларсан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫ урӑх ҫӗртен ҫитӗ тенӗ. Анчах та хӗсӗрлени вӑйлӑланса пырсан, Эсфирь хӑй ҫӑлӑнса юласса шанма пултарӗ-ши? Ҫапла майпа Мардохей Иеговӑна ҫирӗп ӗненнине кӑтартнӑ — Иегова хӑйӗн халӑхне тӗп тума нихӑҫан та ирӗк парас ҫукки тата хӑй сӑмах панисене пурнӑҫламасӑр хӑварас ҫукки пирки вӑл иккӗленмен (Иис. Н. 23:14). Мардохей Эсфире каланӑ: «Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн?» (Эсф. 4:12—14.) Мардохей пире пурне те чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, яланах шаннӑ. Пирӗн пирки ҫапла калама пулать-и? (Ытар. 3:5, 6.)

 Ӗненӳ вилӗмрен хӑранине ҫӗнтерет

24. Эсфирь ӗненнине тата хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

24 Эсфирьшӗн татӑклӑ самант ҫитнӗ. Вӑл Мардохей урлӑ Сузӑри иудейсене хӑйпе пӗрле виҫӗ кун типӗ тытма ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл каланӑ: «Вилес пулсан — вилӗп» (Эсф. 4:15—17). Ҫак сӑмахсем халӗ те унчченхи пекех вӑл ҫирӗп ӗненни ҫинчен тата хӑюллӑ пулни ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫав виҫӗ кун хушшинче нихӑҫанхинчен те хӗрӳллӗ кӗлтунӑ пулӗ. Халӗ вара мӗн тумаллине тума вӑхӑт ҫитнӗ. Эсфирь чи чаплӑ патша тумне тӑхӑннӑ та, патша ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илтӗр тесе, мӗн кирлине пӗтӗмпех тунӑ. Унтан патша патне кайнӑ.

Эсфирь Туррӑн халӑхне хӳтӗлес тесе вилме те хатӗр пулнӑ

25. Эсфирь упӑшки умне пырса тӑрсан мӗн пулса иртнӗ?

25 Ҫак сыпӑк пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, Эсфирь патша керменӗн шалти картишӗ еннелле утса пынӑ. Вӑл мӗн тери хумханнӑ тата хӑй ӑшӗнче мӗн тери хӗрӳллӗн кӗлтунӑ пулӗ. Эсфирь шалти картише кӗнӗ, унта вӑл патша пуканӗ ҫинче ларакан Артаксеркса курма пултарнӑ. Вӑл патшан кӑмӑлӗ мӗнлерех-ши тесе унӑн кӑтралатса тирпейленӗ ҫӳҫӗпе тӑваткаллатса каснӑ сухалӗ хупӑрласа тӑракан сӑн-питне тимлесе пӑхнӑ. Эсфирӗн кӗтмелле пулнӑ пулсан вара, ӑна ӗмӗр иртнӗн туйӑннӑ пулӗ. Акӑ упӑшки Эсфире асӑрханӑ. Вӑл питӗ тӗлӗннӗ паллах, анчах унӑн сӑн-пичӗ ҫемҫелнӗ. Вӑл Эсфирь еннелле ылтӑн туйине тӑснӑ! (Эсф. 5:1, 2.)

26. Мӗншӗн чӑн христиансен Эсфирь пекех хӑюллӑ пулмалла, тата малашне Эсфире мӗн кӗтнӗ?

26 Патша Эсфире йышӑннӑ, ӑна тимлӗ итленӗ. Хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе Турра юрӑхлӑ ӗҫ туса вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене пурне те чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Турра ҫавнашкал ҫирӗп ӗненнӗ ҫынсене чӑн христиансем паян та хаклаҫҫӗ. Иисус унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнипе палӑрса тӑрӗҫ тенӗ. (Иоанн 13:34, 35 вулӑр.) Ыттисене ҫавнашкал юратас тесен час-часах, Эсфирь пек, хӑюллӑ пулмалла. Анчах та, Эсфирь Туррӑн халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ пулсан та, чи йывӑрри ӑна малашне кӗтнӗ. Аман, патшан пӗрремӗш канашҫи, усал каварҫӑ пулнине унӑн патшана мӗнле ӗнентермелле-ши? Унӑн хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлмалла-ши? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тепӗр сыпӑкра сӳтсе явӑпӑр.

^ 2 абз. Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, Артаксеркс вӑл — Ксеркс I, пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче Перси империне ертсе пынӑ патша.

^ 9 абз. 16-мӗш сыпӑкри «Эсфирь пирки ыйтусем» рамкӑна пӑхӑр.

^ 18 абз. Аман юлашки амаликитянсенчен пӗри пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен «сыхланса юлнӑ амаликсен йӑлкӑмне» Езекия патша вӑхӑтӗнче тӗп тунӑ пулнӑ (1 Ҫулс. 4:43).

^ 19 абз. Аман 10 000 кӗмӗл талант сӗннӗ — хальхи укҫапа ҫӗр-ҫӗр миллион доллар. Енчен те ҫак Артаксеркс вӑл Ксеркс I пулсан, укҫа ҫинчен асӑнни уншӑн витӗмлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна грексемпе вӑрҫӑ вӑрҫма нумай укҫа-тенкӗ кирлӗ пулнӑ, ҫав вӑрҫа вӑл чылай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ, анчах ҫӗнтереймен.

^ 22 абз. Ксеркс I хаяр тата паян капла, ыран апла шухӑшлакан ҫын пулнӑ. Геродот, грексен историкӗ, Ксеркс грексемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне пулса иртнӗ темиҫе тӗслӗхе ҫырса панӑ. Пӗррехинче патша кимӗсене юнашар ларта-ларта Геллеспонт проливӗ урлӑ кӗпер тума хушнӑ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула кӗпер ишӗлсе ансан, Ксеркс кӗпер тӑвакансен пуҫлӑхӗсен пуҫӗсене татма хушнӑ, Геллеспонта вара «хаса» пама хушнӑ: унӑн шывне ҫапа-ҫапа, мӑшкӑл сӑмахсем каламалла тенӗ. Тата ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗр пуян ҫын патшана хӑйӗн ывӑлне вӑрҫа каяссинчен хӑтарма ыйтсан, Ксеркс ҫамрӑка ҫурмаран касса ваклама, унӑн кӗлеткине, ыттисене хӑратас тесе, пурте курмалла ҫӗре ҫакса хума хушнӑ.