Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ҪИРӖММӖШ СЫПӐК

«Ӗненетӗп»

«Ӗненетӗп»

1. Марфа хӑйне мӗнле туйнӑ тата мӗншӗн?

МАРФА ҫине-ҫинех хурлӑхлӑ саманта аса илнӗ: акӑ Лазаре тупӑклӑха хураҫҫӗ, шӑтӑкне пысӑк чулпа хуплаҫҫӗ. Марфӑн чӗри тӳсмелле мар ыратнӑ. Юратнӑ пӗртӑванӗ урӑх ҫуккине унӑн ӗненес те килмен. Ҫак юлашки тӑватӑ кун, Лазарь вилнӗ хыҫҫӑнхи кунсем, уншӑн тӗлӗкри пек иртсе кайнӑ: макӑрни-йӗни, ҫынсем килни-кайни, ыттисем хуйха пусарма пулӑшни.

2, 3. а) Иисуса курсан Марийӑн мӗнле туйӑмсем пулма пултарнӑ? ӑ) Марфа каланӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

2 Халӗ вара Марфӑпа юнашар Лазарӗн хаклӑ тусӗ тӑнӑ. Ӑна курсан Марфӑн чунӗ тата хытӑрах ыратма пуҫланӑ: унӑн пӗртӑванне Иисус вилӗмрен ҫӑлса хӑварма пултарнӑ вӗт. Апла пулин те Иисус вӗсен ялне, Вифание, килни тата вӗсемпе пӗрле пулни унӑн чунне лӑплантарнӑ. Иисус ун ҫине ӑшшӑн пӑхни тата унӑн туйӑмӗсене ӑнланни Марфӑна тӳрех вӑй панӑ. Иисус Марфӑна темиҫе ыйту панӑ, ҫапла вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ. Унпа калаҫнӑ чухне Марфа хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене каланӑ: «Ӗненетӗп: Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос» (Иоанн 11:27).

3 Ҫак сӑмахсем Марфа хытӑ ӗненнине кӑтартаҫҫӗ. Библире ун ҫинчен сахал ҫырнӑ пулин те, эпир унран нумай вӗренме пултаратпӑр, унӑн тӗслӗхӗ пире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ. Айтӑр Турра шанчӑклӑ ҫак хӗрарӑмпа лайӑхрах паллашар.

Вӑл нумайшӑн чӑрманнӑ-хыпкаланнӑ

4. Марфӑн ҫемйи ытти ҫемьесенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ тата унӑн ҫемйипе Иисус хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулнӑ?

4 Темиҫе уйӑх маларах, Лазарь чӗрӗ-сывӑ чухне, вӗсен килне хаклӑ хӑна, Иисус Христос, килмелле пулнӑ. Лазарь, Марфа тата Мария ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ: ҫав ҫитӗнсе ҫитнӗ виҫӗ пӗртӑван пӗр ҫуртра пурӑннӑ. Хӑш-пӗр библеистсем шутланӑ тӑрӑх, Марфа чи асли пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне кил хуҫи  пек тытнӑ тата хушӑран ун ҫинчен Библире чи малтан асӑннӑ (Иоанн 11:5). Вӗсем хӑҫан та пулин ҫемьеллӗ пулнипе пулманни паллӑ мар. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӗсем Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем пулнӑ. Иудейӑра, нумайӑшӗ хирӗҫ тӑнӑ тата вӑйлӑ хӗсӗрленӗ ҫӗрте, ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иисус час-часах вӗсем патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, Иисус вӗсен килӗнче канма май пулнӑшӑн тата вӗсем хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ.

5, 6. а) Мӗншӗн Марфа Иисус килсен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме уйрӑмах тӑрӑшнӑ? ӑ) Марийӑн мӗн тума май пулнӑ тата вӑл ҫав майпа мӗнле усӑ курнӑ?

5 Марфа килте тирпейлӗ те таса пултӑр тесе нумай тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшуллӑ та ӗҫе юратаканскер, вӑл яланах хыпкаланса ҫӳренӗ пулас. Халӗ те ҫаплах пулнӑ. Марфа хаклӑ хӑна валли, вӑл пӗччен килмӗ тесе, тӳрех тулӑх сӗтел хатӗрлеме шутланӑ. Хӑналани ҫав вӑхӑтра йӑлара пулнӑ. Киле хӑна кӗрсен, ӑна чуптуса саламланӑ, ура сыррине хывма пулӑшнӑ, урине ҫуса янӑ, пуҫне вара ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ. (Лука 7:44—47 вулӑр.) Унсӑр пуҫне, ӑна канма меллӗ вырӑн уйӑрса панӑ тата тутлӑ апат ҫитернӗ.

6 Марфӑпа Марийӑн ӗҫ нумай пулнӑ. Мария — хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, сисӗм-туйӑмлӑ, час-часах шухӑша каякан ҫын — малтан Марфӑна пулӑшнӑ пулас. Анчах та Иисус килсен тата вӗрентме пуҫласан, вӑл килти ӗҫсене тума пӑрахнӑ. Ҫав вӑхӑтри тӗн ертӳҫисемпе танлаштарсан, Иисус хӗрарӑмсене хисепленӗ тата вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Иисуса итлеме май пулнӑшӑн Мария савӑнса кайнӑ та ун ури умне ларса кашни сӑмахне тӑнланӑ.

7, 8. Марфӑн кӑмӑлӗ мӗншӗн пӑсӑлсах пынӑ тата вӑл ҫавна мӗнле кӑтартнӑ?

7 Марфӑн кӑмӑлӗ пӑсӑлсах пынӑ пулӗ. Унӑн нумай апат пӗҫермелле-ҫке, хӑнасене те пӑхмалла, ҫавӑнпа вӑл ытларах та ытларах пӑшӑрханнӑ тата кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл, питӗ ӗҫлӗскер, пӳртре унталла-кунталла ҫӳренӗ май Мария ахалех ларнине тата пулӑшма шухӑшламаннине те курсан, ассӑн сывланӑ, унӑн сӑн-пичӗ вара тӗксӗмленнӗ пулӗ. Марфӑна ӑнланма пулать, пӗтӗм ӗҫе пӗччен туса ӗлкӗреймӗн вӗт.

8 Юлашкинчен вара Марфа чӑтаймасӑр Иисуса пӳлсех каланӑ: «Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ» (Лука 10:40). Марфа хыттӑн каланӑ курӑнать. Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче ҫак сӑмахсене ҫапла куҫарнӑ: «Вӗрентекен! Сана вара... пурпӗрех-и-мӗн?» Вӑл Иисуса Марийӑна килти ӗҫсене тума хуш тесе те ыйтнӑ.

9, 10. а) Иисус Марфӑна мӗн хуравланӑ? ӑ) Мӗншӗн Марфа хӑналама тӑрӑшнине Иисус хакламан тесе калама ҫук?

 9 Иисусӑн хуравӗ Марфӑна тӗлӗнтернӗ пулас, каярахпа Библи вулакансенчен нумайӑшӗн те ҫавнашкал туйӑмсемех пулнӑ пулӗ. Иисус ӑшшӑн каланӑ: «Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн; кирли вара — пӗрре анчах. Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ» (Лука 10:41, 42). Иисус ҫакӑнпа мӗн калас тенӗ-ши? Вӑл Марфа ырлӑх-пурлӑха Турӑран ытларах юратать тесшӗн пулнӑ-ши? Иисусӑн сӑмахӗсем тутлӑ апат хатӗрлеме чӗререн тӑрӑшни усӑсӑррине пӗлтернӗ-и?

Марфа нумайшӑн хыпкаланнӑ, анчах Иисус тӳрлетнине хӑйне кӗҫӗне хурса йышӑннӑ

10 Паллах ҫук. Марфа ыттисене юратнипе тата ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа хыпкаланнине Иисус ӑнланнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑналама апат-ҫимӗҫ нумай хатӗрлени япӑх тесе шутламан. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл Матфей ун ячӗпе тунӑ «пысӑк ӗҫке-ҫике» кайнӑ (Лука 5:29). Апла кунта Марфа мӗне мала хуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӑл чаплӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме тӑрӑшса чи кирлине куҫран вӗҫертнӗ. Мӗне-ши?

Тараватлӑ пулнӑшӑн Иисус Марфӑна хакланӑ, ҫакна вӑл ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа тунине ӑнланнӑ

11, 12. Иисус Марфӑна мӗнле тӳрлетнӗ?

11 Марфӑн килӗнче Иисус, Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ, пулнӑ тата вӑл Турӑ ҫинчен чӑннине вӗрентнӗ. Тутлӑ апат хатӗрлесси е тараватлӑ пуласси кирлӗрех пулма пултарнӑ-ши вара? Марфа хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме май пуррине хакламанни Иисуса пӑшӑрхантарнӑ паллах, апла пулин те Марфӑн ҫапла тума ирӗк пулнӑ *. Анчах та Марийӑна Иисусран вӗренме чӑрмантарма хӑтланни пач тӗрӗс мар пулнӑ.

12 Марфӑна лӑплантарас тесе Иисус ӑна ӑшшӑн икӗ хутчен ятран чӗннӗ те нумайшӑн чӑрманма кирлӗ мар тесе ҫемҫен тӳрлетнӗ. Пӗр-ик тӗрлӗ ахаль апат та ҫителӗклӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав самантра пурте Турӑ ҫинчен пӗлӳ илсе савӑнма пултарнӑ. Иисус Марийӑна «лайӑх пайсӑр» — хӑй паракан пӗлӳсемсӗр — тӑратса хӑварасшӑн пулман.

13. Иисус Марфӑна каланӑ сӑмахсенчен мӗне вӗренме пулать?

13 Паян Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫав пулса иртнинчен нумай  вӗренме пултараҫҫӗ. Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме пирӗн ниме те чӑрмантарма памалла мар (Матф. 5:3, ҪТ). Марфа пекех тараватлӑ, тӑрӑшуллӑ пулмалла пулин те, хӑнасем чӗнсен пирӗн, чи кирлине манса, «нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса» ҫӳремелле мар. Пухури тӑвансене хӑнана чӗнсен эпир вӗсене тутлӑ апатпа сӑйласшӑн ҫеҫ мар, пӗр-пӗрне хавхалантарасшӑн тата пӗр-пӗрин ӗненӗвне ҫирӗплетесшӗн. (Рим 1:11, 12 вулӑр.) Ҫакна тума вара ахаль апат та ҫитет.

Вилнӗ тата чӗрӗлсе тӑнӑ

14. Марфа Иисус тӳрлетнине йышӑнни пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар?

14 Марфа Иисус ҫемҫен тӳрлетнине йышӑннӑ-и? Ҫакӑн  пирки иккӗленме кирлӗ мар. Иоанн апостол Марфӑн тӑванӗ ҫинчен ҫырнӑ чухне чи малтан ҫакна асӑннӑ: «Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те, Лазаре те юратнӑ» (Иоанн 11:5). Вифанири тӗлпулу хыҫҫӑн, ун пирки ҫӳлерех ҫырса панӑччӗ ӗнтӗ, темиҫе уйӑх иртнӗ. Марфа хӑй ӑшӗнче ҫилленсе ҫӳремен тата Иисус ырӑ сунса канаш панӑшӑн кӳренмен. Пачах урӑхла, вӑл Иисус каланине пӗтӗм чӗререн йышӑннӑ. Ҫапла вӑл пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашнинех вӑхӑтран вӑхӑта тӳрлетни кирлӗ.

15, 16. а) Лазарь чирлесен Марфа мӗн тунӑ? ӑ) Мӗншӗн Марфӑпа Марийӑн шанчӑкӗ пурнӑҫланман теме пулать?

15 Лазарь чирлесен Марфа уншӑн тӑрӑшма пуҫланӑ. Асапне ҫӑмӑллатас тесе тата сывалма пулӑшас тесе Марфа мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Вӗсем Марийӑпа иккӗшӗ ӑна кунӗн-ҫӗрӗн пӑхнӑ. Анчах та Лазарӗн сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Тӑванӗ вӑйсӑрланса пынине курсан Марфа унпа пӗрле пурӑннӑ вӑхӑта, савӑнӑҫлӑ самантсене те, пӗрле тӳссе ирттернӗ хуйхӑ-суйхӑсене те, час-часах аса илнӗ пулӗ.

16 Лазарь вилессине пӗлсе Марфӑпа Мария ҫавӑн ҫинчен Иисуса пӗлтерме ҫын янӑ. Иисус вӗсенчен инҫетре ырӑ хыпар сарнӑ, унта ҫитме икӗ кунах утмалла пулнӑ. Вӗсем ҫакна ҫеҫ калама хушнӑ: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» (Иоанн 11:1, 3). Вӗсем Иисус Лазаре юратнине пӗлнӗ, вӑл хӑйӗн тусне пулӑшатех тесе шутланӑ. Иисус Лазарь виличчен килсе ӗлкӗрессе шаннӑ-ши вӗсем? Шаннӑ пулсан, вӗсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ — Лазарь вилсе кайнӑ.

17. Мӗншӗн Марфа хытӑрах та хытӑрах тӗлӗннӗ тата Иисус Вифание ҫитсе пыни ҫинчен илтсен вӑл мӗн тунӑ?

17 Хуйха ӳкнӗ Марфӑпа Мария хӑйсен пӗртӑванне пытарма хатӗрленнӗ, ҫавӑн пекех вӗсен Вифанирен тата ун таврашӗнчен килнӗ нумай ҫынна кӗтсе илмелле пулнӑ. Иисусран вара унчченхи пекех сас-хура пулман. Вӑхӑт шунӑҫемӗн ҫакӑ Марфӑна хытӑрах та хытӑрах тӗлӗнтернӗ. Акӑ юлашкинчен, Лазарь вилни тӑваттӑмӗш кун ҫине кайсан, Марфа Иисус кӗҫех Вифание ҫитесси ҫинчен илтнӗ. Яланах ӗҫлӗскер, ҫак хурлӑхлӑ самантра та Марфа тӑнӑ та, Марийӑна ним шарламасӑрах, Иисуса хирӗҫ васканӑ. (Иоанн 11:18—20 вулӑр.)

18, 19. Марфа мӗнле шанчӑк пирки каланӑ тата унӑн ӗненӗвӗ мӗншӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ?

18 Иисуса курсан вӑл юлашки темиҫе кун ӗнтӗ хӑйӗн чунне те, Марийӑн чунне те питӗ ыраттаракан шухӑша каланӑ: «Ҫӳлхуҫамӑр!  Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ». Анчах та Марфа ӗненме те, шанма та пӑрахман. «Ҫапах та Эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтнине те Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп»,— тенӗ вӑл. Иисус ӑна шанчӑка ҫирӗплетекен сӑмахсемпе хуравланӑ: «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ» (Иоанн 11:21—23).

19 Иисус вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлесси ҫинчен калать пулӗ тесе, Марфа: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл»,— тенӗ (Иоанн 11:24). Вӑл вилнисем чӗрӗлессе ӗненнипе чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Сӑваплӑ Ҫырура ҫак вӗрентӳ пирки уҫҫӑн каланӑ пулин те, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем — саддукейсем — вилнисем чӗрӗлессине ӗненмен (Дан. 12:13; Марк 12:18). Марфа вара Иисус вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен вӗрентнине, ҫавӑн пекех вӑл темиҫе ҫынна  вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех чӗртсе тӑратнине асра тытнӑ (Лазарь вилнӗренпе вара темиҫе кунах иртнӗ пулнӑ). Анчах та малалла мӗн пулассине Марфа пӗлмен.

20. Иоанн 11:25—27-мӗшӗсенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсем тата Марфӑн хуравӗ мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑр.

20 Иисус ҫавӑн чухне асран кайми сӑмахсене каланӑ: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ». Иегова Турӑ хӑйӗн Ывӑлне пуласлӑхра нумай-нумай ҫынна чӗртсе тӑратма власть панӑ. Иисус Марфӑран ыйтнӑ: «Ҫакна ӗненетӗн-и?» Марфа сыпӑк пуҫламӑшӗнче илсе панӑ сӑмахсемпе хуравланӑ. Иисус — Христос, е Мессия, тата Иегова Туррӑн Ывӑлӗ пулнине, вӑл килесси пирки пророксем малтанах каласа хунӑ сӑмахсене Марфа ӗненнӗ (Иоанн 5:28, 29; 11:25—27 вулӑр).

21, 22. а) Хуйхӑракан ҫынсемпе пӗрле Иисус та чунтан хурланни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Лазарь чӗрӗлсе тӑни ҫинчен каласа парӑр.

21 Марфа пек хытӑ ӗненнине Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, хаклаҫҫӗ-и? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлмешкӗн айтӑр малалла мӗн пулса иртнине пӑхар. Марфа тӳрех Марийӑна чӗннӗ. Вӑл Иисус Марийӑпа тата ытти хуйхӑракан ҫынсемпе калаҫнине курнӑ, ҫавӑн пекех питӗ хурланнипе пӗр вӑтанмасӑр йӗрсе янине асӑрханӑ. Анчах та сасартӑк вӑл Иисус тупӑклӑха хупланӑ чула айккинелле йӑвантарса хума хушнине илтнӗ (Иоанн 11:28—39).

22 Марфа, ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм, Иисуса хирӗҫлесе Лазарь вилнӗренпе тӑватӑ кун иртрӗ ӗнтӗ тата шӑршӑ та ҫапма пуҫланӑ пулӗ тенӗ. Лешӗ ӑна аса илтернӗ: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана?» Марфа ӗненнӗ, вара Иеговӑн мухтавне курнӑ. Ҫав самантра Турӑ хӑйӗн Ывӑлне вилнӗ Лазаре чӗртсе тӑратма вӑй панӑ! Малалла мӗн пулса иртни Марфӑн асне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ пулӗ: Иисус «Лазарь, тух!» тени; алли-урине пирпе чӗркенӗ Лазарь тӑрса тупӑклӑхран тухнӑ чухне шалтан кӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗнни; Иисус «салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр» тени. Ҫавӑн пекех вӑл Марийӑпа иккӗшӗ калама ҫук савӑнса Лазарь ытамне ыткӑннине те нихӑҫан та манас ҫук. (Иоанн 11:40—44 вулӑр.) Марфӑн чӗри мӗн тери хӗпӗртенӗ!

Иисуса ӗненнӗшӗн Марфа пиллӗх илнӗ: вӗсем Марийӑпа иккӗшӗ Лазарь чӗрӗлсе тӑнине курнӑ

23. Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ сире валли мӗн тӑвасшӑн, ҫавӑнпа пирӗн мӗн тумалла?

23 Ҫак пулса иртнӗ тӗслӗхрен вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ӗмӗт ҫеҫ марри курӑнать, ку вӑл — шанчӑк паракан Библи вӗрентӗвӗ, ҫавӑн пекех ҫакна ҫирӗплетсе паракан фактсем пур  (Иов 14:14, 15). Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ӗненекен ҫынсене хаваспах пиллӗхсем параҫҫӗ, ҫакӑ Марфӑпа, Марийӑпа тата Лазарьпе пулса иртнинчен курӑнать. Сирӗн те, хытӑ ӗненетӗр пулсан, пуласлӑхра пиллӗхсем туллиех пулӗҫ.

«Марфа хӑнасене пӑхнӑ»

24. Библире Марфа ҫинчен юлашки хут асӑннӑ чухне мӗн ҫырнӑ?

24 Ҫак пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн Библире Марфа ҫинчен тата пӗр хут ҫеҫ асӑннӑ. Малашне хӑйне мӗнле йывӑрлӑхсем кӗтнине ӑнланнӑран Иисус ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗн юлашки эрнинче каллех хӑйӗн тусӗсем патӗнче, Иерусалимран виҫӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Вифанире, чарӑнса тӑма шутланӑ. Иисуспа Лазарь юхан-суранлӑ Симон килӗнче пӗрле апатланнӑ чухне «Марфа хӑнасене пӑхнӑ» (Иоанн 12:2).

25. Пухура Марфа евӗрлӗ хӗрарӑмсем пурри мӗншӗн пуриншӗн те пысӑк пиллӗх?

25 Марфа унчченхи пекех ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ! Библире ун ҫинчен пӗрремӗш хут асӑннӑ чухне вӑл хыпкаланса ӗҫленӗ тенӗ; юлашки хут асӑннӑ чухне те вӑл хӑйпе юнашар ҫынсене ырӑ тума тӑрӑшни курӑнать. Хальхи вӑхӑтра та Христосӑн вӗренекенӗсенчен тӑракан пухусенче Марфа пек ҫирӗп кӑмӑллӑ, тараватлӑ тата ыттисене пулӑшма хатӗр тӑнипе Турра ӗненнине кӑтартакан хӗрарӑмсем пурри мӗн тери аван! Марфа пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Турра хытӑ ӗненнӗ пулас. Ӗненни ӑна пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшнӑ.

26. Хытӑ ӗненни Марфӑна мӗнле пулӑшнӑ?

26 Тепӗр темиҫе кунран Марфӑна хӑйӗн Ҫӳлхуҫи, Иисус, асапланса вилнине курма тивнӗ. Унсӑр пуҫне, Христоса вӗлернӗ хытӑ чунлӑ икӗ питлӗ ҫынсем Лазаре те вӗлересшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине пула нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ. (Иоанн 12:9—11 вулӑр.) Юлашкинчен Марфӑна хӑйӗн пӗртӑванӗсенчен вилӗм пурпӗрех уйӑрнӑ. Ҫакӑ хӑҫан тата ӑҫта пулса иртни паллӑ мар пулин те, Марфа питӗ хытӑ ӗненнине пула пӗтӗм йывӑрлӑха тӳссе ирттерме пултарни пирки эпир иккӗленместпӗр. Паллах ӗнтӗ, христиансен те Марфа ӗненнӗ пек ӗненмелле.

^ 11 абз. Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте еврей хӗрарӑмӗсем ниҫта та вӗренмен. Вӗсем килти хуҫалӑха тытса пыма ҫеҫ вӗреннӗ. Ҫавӑнпа та вӗрентекен ури умӗнче вӗренес шутпа хӗрарӑм итлесе ларни Марфӑна тӗлӗнтерме пултарнӑ.