Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ВУНСАККӐРМӖШ СЫПӐК

Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ

Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ

1, 2. Мария мӗнле ҫулпа пыни ҫинчен каласа парӑр тата ҫак ҫул уншӑн мӗншӗн йывӑр пулнине ӑнлантарса парӑр.

МАРИЯ нумай сехет хушши ӗнтӗ ашак ҫинче ларса пырать, вӑл ывӑнса та ҫитнӗ пулӗ. Малта унӑн упӑшки Иосиф утать. Вӗсем Вифлеемелле каяҫҫӗ. Сасартӑк Мария хӑйӗн варӗнчи ачи каллех тӑпӑлтатса илнине туять.

2 Вӑл йывӑр ҫын пулни тӑххӑрмӗш уйӑх ҫине кайнӑ, унӑн «ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ» ҫывхарса пынӑ (Лука 2:6). Ҫак мӑшӑр уйсем урлӑ тӑсӑлса выртакан ҫулпа пынӑ. Уйра ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин, Марийӑна курсан, тӗлӗннӗ пулӗ: паян-ыран ҫӑмӑлланас хӗрарӑм мӗншӗн ҫула тухнӑ-ши? Чӑнах та, Мария хӑйӗн тӑван хулинчен, Назаретран, халӗ мӗншӗн ҫав тери инҫетре-ха?

3. Марийӑн мӗнле чыслӑ ӗҫ тумалла пулнӑ, тата Мария ҫинчен пирӗн мӗн пӗлес килет?

3 Темиҫе уйӑх маларах ҫак ҫамрӑк иудей хӗрарӑмне чыслӑ ӗҫ шанса панӑ, ҫакӑн пекки этемлӗх историйӗнче нихӑҫан та пулман. Мария Туррӑн ывӑлне ҫуратма тивӗҫлӗ пулнӑ, ҫав ача вара Мессия пулса тӑрӗ! (Лука 1:35.) Ҫуратас вӑхӑт ҫывхарсан Мария хӑйӗн ҫула тухмалли ҫинчен пӗлнӗ. Малашне унӑн нумай йывӑрлӑхпа тӗрӗслевсене чӑтса ирттермелле пулӗ. Ӑна хӑйӗн ӗненӗвне упраса хӑварма мӗн пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.

Ҫул ҫинче

4, 5. а) Иосифпа Мария Вифлееме мӗншӗн кайнӑ? ӑ) Цезарь кӑларнӑ хушӑва пула мӗнле пророкла калани пурнӑҫланнӑ?

4 Ҫавӑн чухне Иосифпа Мария ҫеҫ мар, ыттисем те ҫула тухнӑ пулнӑ. Август Цезарь халӑха шута илсе ҫырса тухмалли пирки хушу кӑларнӑ, ҫав хушу тӑрӑх кашнин хӑйӗн тӑван хулине таврӑнса ҫырӑнмалла пулнӑ. Иосиф мӗн тӑвӗ-ши? Библире ҫапла ҫырнӑ: «Иосиф Давид килӗ-йышӗнчен, ун ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй валли ҫураҫнӑ Марийӑпа пӗрле Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеем ятлӑ Давид хулине ҫырӑнма кайнӑ» (Лука 2:1—5).

5 Цезарь хушу кӑларни ӑнсӑртран пулман. Ҫичӗ ӗмӗре яхӑн  маларах Мессия Вифлеемре ҫураласси пирки пророк урлӑ пӗлтерсе хунӑ пулнӑ. Анчах Назаретран вунпӗр ҫухрӑм аяккарах Вифлеем ятлӑ тепӗр хула та ларнӑ. Пророкла каланинче вара Мессия шӑпах «Вифлеем-Ефрафа» ятлӑ хулара ҫуралӗ тесе ҫырнӑ. (Михей 5:2 вулӑр.) Назаретран ҫав пӗчӗк хулана Самари урлӑ сӑртлӑ вырӑнсем тӑрӑх каяс пулсан, 130 ҫухрӑма яхӑнах утма тивнӗ. Иосифӑн шӑп ҫав Вифлееме каймалла пулнӑ та, мӗншӗн тесен Давид патшан йӑхӗ ҫав хуларан тухнӑ, Иосифпа Мария вара унӑн килӗ-йышӗнчен пулнӑ.

6, 7. а) Мӗншӗн Марийӑна Вифлееме кайма йывӑр пулма пултарнӑ? ӑ) Иосифӑн арӑмӗ пулса тӑрсан Мария йышӑнусем тӑвасси ҫине мӗнле пӑхнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

6 Иосиф Цезарь хушнине пурнӑҫлама шут тытнине Мария хирӗҫ пулӗ-ши? Ҫак ҫул уншӑн пӗртте ҫӑмӑл пулмӗ-ҫке. Унӑн кӗркунне, октябрь пуҫламӑшӗнче ҫула тухмалла вӗт, ҫав уйӑхра вара ҫанталӑк типӗ тӑмасть, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫумӑрсем те ҫукалаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, «Галилейӑран кайнӑ» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, сӑмахран сӑмах куҫарсан, «Галилейӑран хӑпарнӑ» тенине пӗлтерет, ҫакӑ тӗрӗс те, мӗншӗн тесен Вифлеем тинӗс шайӗнчен 760 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Апла пулсан, темиҫе кун ҫул ҫинче пулнӑ хыҫҫӑн Иосифпа Марийӑн Вифлееме тӑвалла утса хӑпармалла пулнӑ, ҫакӑ тата хытӑрах ывӑнтарнӑ. Мария йывӑр ҫын пулнӑран вӗсене ҫула утса тухма ытти чухнехинчен ытларах вӑхӑт кирлӗ пулнӑ: унӑн ытларах канмалла-ҫке. Паллах, ҫак тапхӑрта кирек хӑш хӗрарӑмӑн  та килте юлас килет, ун чухне ҫемье те, туссем те юнашар пулӗччӗҫ, ҫуратма пуҫласан вара вӗсем тӳрех пулӑшӗччӗҫ. Ҫавӑнпа ҫула тухма Марийӑна хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ тесе пӗр иккӗленӳсӗр калама пулать.

Вифлееме ҫитме ҫӑмӑл пулман

7 Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иосиф, Лука ҫырнӑ тӑрӑх, «Марийӑпа пӗрле... ҫырӑнма кайнӑ» (Лука 2:4, 5). Иосифа качча тухнӑ хыҫҫӑн Мария йышӑнусем тӑвасси ҫине урӑхла пӑхнӑ ӗнтӗ. Иосиф уншӑн ҫемье пуҫӗ пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа Турӑ шанса панӑ тивӗҫе пурнӑҫлама, упӑшкине пулӑшса тӑма, Мария хатӗр пулсах килӗшнӗ. Ҫакӑ упӑшкин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе унпа пӗрле вӑй хумаллине пӗлтернӗ *. Эппин, Мария хӑйӗн упӑшкине пӗтӗм кӑмӑлтан итленӗ, ҫапла Турра хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ.

8. а) Марийӑна Вифлееме кайма тата мӗн хавхалантарма пултарнӑ? ӑ) Хӑш тӗлӗшрен Мария Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ?

8 Марийӑна ҫула тухма тата мӗн хавхалантарма пултарнӑ-ха? Вӑл Мессия Вифлеемре ҫураласси ҫинчен пророкла каланине пӗлнӗ-ши? Пӗлме те пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав пророкла каланӑ сӑмахсене аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те, ахаль ҫынсем те лайӑх пӗлнӗ (Матф. 2:1—7; Иоанн 7:40—42). Мария та  Ҫырусене лайӑх пӗлнӗ (Лука 1:46—55). Вӑл кирек мӗнле сӑлтава пула ҫула тухма шут тытнӑ пулсан та — упӑшкин йышӑнӑвне, Цезарь хушӑвне итлес тесе-и, е Иеговӑн пророкла сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗ тӑвас тесе-и, е тӳрех темиҫе сӑлтава пула-и — Мария пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем хӑйсене кӗҫӗне хунине тата итленине Иегова питӗ хаклать. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хӑйсене кӗҫӗне хума тата ыттисене пӑхӑнма юратмаҫҫӗ пулсан та, Турра шанчӑклӑ пулас текенсен пурин те Марийӑран тӗслӗх илсе унӑнни пек шухӑш-кӑмӑла аталантармалла.

Христос ҫурални

9, 10. а) Вифлеем патне ҫывхарса пынӑ май Марийӑпа Иосиф мӗн аса илме пултарнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иосифпа Марийӑн выльӑх картинче ҫӗр каҫма тивнӗ?

9 Вифлеем курӑна пуҫласанах, Мария ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ пулӗ. Иосифпа Мария ҫу йывӑҫҫи вӑрманӗ ҫумӗпе тӑвалла хӑпарнӑ, ҫу ҫырлисем пиҫме пуҫланӑ та ӗнтӗ (вӗсене кӗркунне чи кайран пуҫтараҫҫӗ). Утнӑ май вӗсем ҫак пӗчӗк хулан историне аса илме пултарнӑ. Михей пророк ҫырнӑ тӑрӑх, Вифлеем питӗ пӗчӗк хула пулнӑ, ҫавӑнпа Иудӑри хуласем пирки каланӑ чухне ун пирки асӑнман та. Анчах шӑп ҫак хулара пин ҫул ытла каялла Вооз, Ноеминь, каярахпа вара Давид ҫуралнӑ.

10 Вифлееме ҫитсен Марийӑпа Иосиф хулара халӑх туп-тулли пулнине курнӑ. Нумайӑшӗ ҫырӑнма вӗсенчен маларах килнӗ, ҫӗр каҫма пӗр пушӑ вырӑн та юлман *. Ҫавӑнпа ҫак мӑшӑра выльӑх картинче ҫӗр каҫма тивнӗ, вӗсен урӑхла май пулман. Иосифа мӗн тери йывӑр килнӗ пулӗ: вӑл арӑмӗ нихҫанхинчен хытӑ асапланнине, пилӗкӗ вӑйлӑрах та вӑйлӑрах касса ыратма пуҫланине курнӑ. Шӑпах ҫакӑнта арӑмӗн ҫӑмӑлланма вӑхӑт ҫитнӗ.

11. а) Мӗншӗн хӗрарӑмсем Мария мӗн туйнине ӑнланаҫҫӗ теме пулать? ӑ) Мӗншӗн Иисус пирки «малтанхи ывӑл» тенӗ?

11 Мария мӗн туйнине хӗрарӑмсем ӑнланаҫҫӗ пулӗ. Адамран куҫнӑ ҫылӑха пула хӗрарӑмсем ача ҫуратнӑ чухне асапланасси пирки Иегова унчченех, 4 000 ҫула яхӑн маларах, пӗлтерсе хунӑ пулнӑ (Пулт. 3:16). Мария асапланмасӑр ҫуратнӑ тесе шухӑшлама сӑлтавсем ҫук. Апла пулин те, Лука тӗпӗ-йӗрӗпе мар, ҫакна ҫеҫ ҫырса панӑ: «Вӑл хӑйӗн малтанхи ывӑлне ҫуратнӑ» (Лука 2:7, ҪТ). Ҫапла, Марийӑн «малтанхи ывӑл» ҫуралнӑ — ҫемьери пӗрремӗш ача, унӑн вара сахалтан та ҫичӗ ача пулнӑ (Марк 6:3). Анчах та ку ачи ыттисенчен яланах уйрӑлса тӑрӗ. Мӗншӗн тесен вӑл Марийӑн ҫеҫ малтан ҫуралнӑ ачи пулман, ҫак ача Иеговӑшӑн та малтанхийӗ пулнӑ, «Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» пулнӑ, вӑл — Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ! (Кол. 1:15.)

12. Мария хӑйӗн ачине ӑҫта хунӑ тата Иисус ҫуралнӑ вырӑн пирки мӗн калама пулать?

 12 Евангелире нумайӑшӗ пӗлекен япалана асӑрхама пулать: «[Мария] Ӑна пиелесе, сырӑша вырттарнӑ» (Лука 2:7). Пӗтӗм тӗнчипех Христос мӗнле ҫуралнине ӳкерсе панисем те, выляса кӑтартнисем те ҫакӑ чӑннипе мӗнле пулса иртнипе пӗр килмеҫҫӗ. Чӑннипе вара мӗнле пулнӑ-ха? Сырӑш вӑл — выльӑха апат памалли савӑт е ещӗк. Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Иосифпа Мария выльӑх картинче ҫӗр каҫнӑ, ҫавӑн пек вырӑнсем вара таса тесе тата унта сывлӑш уҫӑ тесе калаймӑн. Тӗрӗссипе каласан, мӗнле ашшӗ-амӑшӗ, урӑх май пур пулсан, хӑйсен ачине ҫуратма выльӑх картине суйласа илтӗр-ха? Ытларах чухне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене чи лайӑххине пама тӑрӑшать. Марийӑпа Иосифӑн вара хӑйсен ачине пушшех те чи лайӑххине парас килнӗ, ку Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ вӗт!

13. а) Марийӑпа Иосиф хӑйсен ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче ачишӗн тӑрӑшас тесе мӗн-мӗн тунӑ? ӑ) Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем, Иосифпа Марийӑран тӗслӗх илсе, хӑйсен умне мӗнле тӗллевсем лартма пултараҫҫӗ?

13 Марийӑпа Иосиф ачишӗн нумаях тума пултарайман пулин те, алла усман тата хытӑ чӗреллӗ пулса кайман; вӗсем хӑйсем мӗн тума пултарнине тунӑ. Сӑмахран, Мария пепкине хӑех пӑхнӑ: вӑл ӑна лайӑх пиеленӗ те сырӑша ҫывӑрма вырттарнӑ, унта ӑшӑ пулнӑ тата ача пурнӑҫӗ пирки хӑрамалла пулман. Мария пӗртте хыпкаланса ҫӳремен тата пулса тухнӑ лару-тӑру пирки ытлашши пӑшӑрханман, вӑл ачишӗн мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иосифпа иккӗшӗ те ачашӑн чи кирли мӗн пулнине ӑнланнӑ — ӑна Турра юратма вӗрентесси. (Саккуна астутарни 6:6—8 вулӑр.) Пирӗн вӑхӑтра та ӑслӑ ашшӗ-амӑшӗсем, ачисене Турӑшӑн ӗҫлессине хакламан тӗнчере пӑхса ӳстереҫҫӗ пулсан та, ҫакӑн пек тӗллевсемех лартаҫҫӗ.

Хавхалантаракан тӗлпулу

14, 15. а) Кӗтӳҫӗсен ачана мӗншӗн курас килнӗ? ӑ) Выльӑх картинче пӗчӗк Иисуса курсан кӗтӳҫӗсем мӗн тунӑ?

14 Кӗтмен ҫӗртен ҫамрӑк мӑшӑрӑн канӑҫлӑхне татнӑ. Ҫак ҫемьене, уйрӑмах пепкене, курас тесе выльӑх картине кӗтӳҫӗсем пырса кӗнӗ. Ҫак арҫынсен сӑн-пичӗсем савӑнӑҫпа ҫуталса тӑнӑ. Вӗсем, кӗтӗвӗсене сыхласа сӑрт айккинче ҫӗр каҫнӑскерсем, унтан васкаса аннӑ *. Вӗсем хӑйсемпе мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртни ҫинчен каласа парсан, Иосифпа Мария тӗлӗнсе тӑнӑ. Ҫав каҫ  сӑрт айккинче кӗтӳҫӗсен умне сасартӑк ангел пырса тӑнӑ. Пӗтӗм таврана Иеговӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ, вара ангел вӗсене Вифлеемре Христос, е Мессия, ҫурални ҫинчен пӗлтернӗ. Тата «пиелесе сырӑша вырттарнӑ ачана курӑр» тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унтан та тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ: Иеговӑна мухтаса юрлакан ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ! (Лука 2:8—14.)

15 Ҫавӑнпа кӗтӳҫӗсем Вифлеемелле васканинчен тӗлӗнмелли ҫук. Ангел каланӑ вырӑнта анчахрах ҫуралнӑ ача выртнине курсан, вӗсем хӗпӗртесе кайнӑ! Евангелире каланӑ: «Вӗсем ҫак Ача ҫинчен хӑйсене мӗн пӗлтернине каласа кӑтартнӑ. Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ» (Лука 2:17, 18). Ҫав вӑхӑтри тӗн ертӳҫисем кӗтӳҫӗсене ҫын вырӑнне те хуман. Анчах та Иегова ҫак хӑйне шанчӑклӑ ахаль ҫынсене питӗ хакланӑ паллах. Мария вара, кӗтӳҫӗсем килсен, мӗн тунӑ-ха?

Иегова хӑйне шанчӑклӑ ахаль кӗтӳҫӗсене хакланӑ

16. Тарӑн шухӑшлани Марийӑна хытӑ ӗненме мӗнле пулӑшнӑ?

16 Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн Мария вӑйсӑрланнӑ пулӗ, апла пулин те вӑл вӗсен кашни сӑмахне тимлӗ итленӗ. Унтан та ытларах, вӑл «ҫак сӑмахсене пурне те Хӑй чӗринче тытса тӑнӑ» тата пӗтӗмлетӳсем тунӑ (Лука 2:19). Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм тарӑн шухӑшлама пӗлнӗ. Вӑл ангел каланӑ хыпар пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланнӑ. Иегова Туррӑн Марийӑна вӑл ҫуратнӑ ача чӑннипе камӑн ывӑлӗ иккенне тата вӑл ҫӗр ҫине мӗншӗн килнине пӗлтерес килнӗ. Ҫавӑнпа Мария ҫиелтен ҫеҫ итлемен. Вӑл ҫав сӑмахсене чӗринче упранӑ, каярахпа вара уйӑхсем, ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн та ҫавӑн пирки шухӑшланӑ. Шӑп ҫапла тунине пула Мария пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Турра ҫирӗп ӗненнине кӑтартма пултарнӑ. (Еврейсем 11:1 вулӑр.)

Мария кӗтӳҫӗсене тимлӗ итленӗ, вӗсем каланӑ сӑмахсене чӗринче упранӑ

17. Ӗненӗве ҫирӗплетес тесен пирӗн, Мария пекех, мӗн тумалла?

17 Марийӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иеговӑн Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем питӗ нумай. Анчах вӗсем пире усӑ паччӑр тесен пирӗн вӗсене «тимлӗ итлемелле». Библие куллен-кун вулатпӑр пулсан тата вӑл пирӗншӗн илемлӗ литература мар, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Ҫыру пулсан, эпир «тимлӗ итлетпӗр» теме пулать (2 Тим. 3:16). Унтан вара пирӗн, Мария пекех, Библири чӑнлӑхсене хамӑрӑн чӗрере упрамалла тата пӗтӗмлетӳсем тумалла. Библи вуласа мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, Иеговӑн канашӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплететпӗр.

 Хӑй чӗринче упраса пурӑннӑ

18. а) Иисус ҫурални саккӑрмӗш кун ҫине кайсан, Марийӑпа Иосиф Моисей Законне тытса тӑнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иосифпа Мария храма илсе килнӗ парне мӗн кӑтартса парать?

18 Саккӑрмӗш кунне, Моисей Законӗпе килӗшӳллӗн, Марийӑпа Иосиф арҫын ачан ӳтне кастарнӑ та ӑна Иисус ятлӑ хунӑ (Лука 1:31). Хӗрӗхмӗш кунне вара, Марийӑн тасалмалли кунӗсем иртсен, вӗсем Вифлеемрен вунӑ ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Иерусалимри храма кайнӑ та Турра парне кӳнӗ: чухӑн ҫынсем пирки Законра каланине шута илсе вӗсем икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн кӳнӗ. Марийӑпа Иосиф ҫавӑншӑн хӑйсене аван мар туйма пултарнӑ пулсан та, Закона пӑхӑннӑ тата чи лайӑххине пама тӑрӑшнӑ. Чи кирли — храмра пулни вӗсене ҫӗнӗ вӑй кӗртнӗ тата хавхалантарнӑ (Лев. 12:6—8; Лука 2:21—24).

19. а) Симеонӑн мӗнле сӑмахӗсене Мария хӑйӗн чӗринче нумай вӑхӑт хушши упранӑ? ӑ) Анна Иисуса курсан мӗн тунӑ?

19 Вӗсем патне Симеон ятлӑ ватӑ ҫын пынӑ та Мария нумай вӑхӑт хушши хӑйӗн чӗринче упранӑ сӑмахсенех каланӑ. Ҫак ҫынна Мессийӑна курмасӑр вилместӗн тесе сӑмах панӑ пулнӑ, тата Иеговӑн святой сывлӑшӗ Симеона пӗчӗк Иисус вӑл Турӑ пама пулнӑ Ҫӑлакан иккенне кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Симеон Марийӑна унӑн чунӗ асапланасси, хӗҫпе каснӑ пек касӑласси пирки пӗлтернӗ (Лука 2:25—35). Ҫак сӑмахсем хурлӑхлӑ пулнӑ пулсан та, вӗсем Марийӑна вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн питӗ йывӑр вӑхӑтра ҫирӗплетнӗ  пулас. Симеон хыҫҫӑн пӗчӗк Иисуса Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк курнӑ. Вӑл пурне те, Иерусалима хӑтарасса кӗтекенсене, ача ҫинчен каласа кӑтартма пуҫланӑ. (Лука 2:36—38 вулӑр.)

Иерусалимра Иеговӑн храмӗнче Иосифпа Марийӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ

20. Иисуса Иерусалимри храма илсе килни мӗншӗн лайӑх пулнӑ?

20 Иосифпа Мария ачана Иерусалима Иеговӑн храмне илсе килни мӗн тери лайӑх! Ҫапла вӗсем ӑна мӗн пӗчӗкренех Иеговӑн храмне тӑтӑшах ҫӳреме хӑнӑхтарма пуҫланӑ. Храма килсен вӗсем, Законпа килӗшӳллӗн, Иеговӑна чи лайӑххине панӑ. Турӑ ҫуртӗнче пулни вӗсене ытларах пӗлме пулӑшнӑ тата вӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫав кун Мария храмран кайнӑ чухне хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнине туйнӑ, вӑл храма килсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑхсем ҫинчен пӗлнӗ-ҫке, малашне вара вӗсем ҫинчен шухӑшлама тата ыттисене каласа пама пултарнӑ.

21. Пирӗн хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетес тесен, Мария пекех, мӗн тумалла?

21 Пирӗн вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсем Иосифпа Мария пек пулма тӑрӑшни питӗ савӑнтарать. Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ачисене христиансен тӗлпулӑвӗсене тӑтӑшах илсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫав ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсем мӗн тума пултарнине тӑваҫҫӗ тата пухури тӑвансене ырӑ сӑмахсемпе хавхалантарса вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак тӗлпулусем вӗсене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, вӑй парса тӑраҫҫӗ тата унта илтнӗ чӑнлӑхсем ҫинчен ыттисене каласа пама хавхалантараҫҫӗ. Эпир сире Иегова Свидетелӗсемпе паллашма чӗнетпӗр. Ҫапла тусан эсир те, Мария пекех, хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пултаратӑр.

^ 7 абз. Асӑрхӑр-ха, Мария унччен ҫула тухни ҫинчен ҫырса пани хальхинче мӗн каланинчен улшӑнса тӑрать. Библире «Мария ҫула пуҫтарӑннӑ та васкасах» Елизавета патне кайнӑ тенӗ (Лука 1:39). Ҫавӑн чухне вӑл качча кайнӑ хӗрарӑм мар, ҫураҫнӑ хӗр анчах пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл Иосифпа канашламасан та пултарнӑ. Вӗсем пӗрлешсен вара унӑн пурнӑҫӗ улшӑннӑ. Акӑ мӗншӗн Мария мар, Иосиф ҫула тухма йышӑну тунӑ тесе ҫырнӑ.

^ 10 абз. Вӑл вӑхӑтра хуласенче иртен-ҫӳрене ҫӗр каҫмалли ятарлӑ ҫурт-йӗр пулнӑ.

^ 14 абз. Кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсене хирте сыхланӑ тени Библи хронологийӗ тӗрӗссине ҫирӗплетсе парать: Христос декабрьте е январьте мар, октябрь пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ, мӗншӗн тесен декабрьпе январьте кӗтӳсене кил ҫывӑхӗнчи ятарласа тӑррине витсе тунӑ картара усранӑ.