Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ВУНПӖРМӖШ СЫПӐК

Вӑл сыхӑ тӑнӑ тата кӗтнӗ

Вӑл сыхӑ тӑнӑ тата кӗтнӗ

1, 2. Илиян кӑмӑла кайман мӗнле ӗҫе тумалла пулнӑ тата вӑл Ахавран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

ИЛИЯ пророкӑн пӗччен юлса хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗпе ҫав тери калаҫас килнӗ. Анчах та ун тавра ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнӑ: тин кӑна вӗсем чӑн-чӑн пророк пӗлӗтрен вут-ҫулӑм чӗнсе антарнине курнӑ. Ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗн Илияна хӑйсем пирки лайӑх шухӑшлаттарас тата хӑйсене ырлаттарас килнӗ. Кармил тӑвӗ тӑррине хӑпарса Иеговӑна кӗлтӑвас умӗн пророкӑн кӑмӑла кайман ӗҫе тума тивнӗ. Унӑн Ахав патшапа калаҫмалла пулнӑ.

2 Ахавпа Илия пӗр-пӗринчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Ахав чаплӑ патша тумӗпе пулнӑ, Илия тӗве е качака тирӗнчен е ҫӑмӗнчен тунӑ ахаль тумтир ҫеҫ тӑхӑннӑ пулмалла. Чӑн тӗнрен пӑрӑнса кайнӑ Ахав патша ҫӑткӑн, ҫемҫешке кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, Илия вара — тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ тата Турра шанчӑклӑ ҫын. Ҫав кун вӗҫнелле вӗсем мӗнлерех ҫынсем пулни уҫҫӑн курӑннӑ.

3, 4. ӑ) Ахавшӑн тата Ваала пуҫҫапакансемшӗн ҫав кун мӗншӗн ытла та хӑрушӑ пулнӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫав кун Ахавшӑн та, Ваала пуҫҫапакансемшӗн те ытла та хӑрушӑ кун пулнӑ. Вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче Ахав патшапа унӑн арӑмӗ, Иезавель, сарнӑ суя тӗн намӑса юлнӑ. Ваала тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ваал пророкӗсем урса кайса кӑшкӑрнӑ, ташланӑ тата хӑйсен йӑли тӑрӑх хӑйсене чике-чике амантса юн юхтарнӑ пулин те, ҫав суя турӑ вут та пулин тивертме пултарайман. Ҫавӑн пекех Ваал хӑйӗн 450 пророкне вилӗмрен ҫӑлса хӑварайман. Ҫав суя турӑ ниме юрӑхсӑр пулнине тепӗр япала та кӑтартса панӑ. Виҫӗ ҫул ытла Ваал пророкӗсем хӑйсен туррине типсе ларнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарма ыйтнӑ. Анчах Ваалран хурав пулман. Кӗҫех вара Иегова, ҫумӑр ҫутарса, хӑй пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине кӑтартӗ (3 Патш. 16:30—17:1; 18:1—40).

 4 Анчах та ҫакӑ хӑҫан пулӗ-ши? Тата ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май Илия мӗн тӑвӗ? Ҫак шанчӑклӑ пророкран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Айтӑр Библире ҫав событисем ҫинчен мӗн каланине тӗплӗнрех пӑхса тухар. (3 Патшасен 18:41—46 вулӑр.)

Вӑл кӗлтума пӑрахман

5. Илия Ахава мӗн тума хушнӑ тата ҫав кун пулса иртнӗ ӗҫсенчен усал патша мӗне те пулин вӗреннӗ-и?

5 Илия Ахав патне пынӑ та каланӑ: «Кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет». Анчах та ҫак усал патша ҫав кун мӗн пулса иртнинчен мӗне те пулин вӗреннӗ-и? Ҫук пулас. Библире Ахав ӳкӗннӗ тесе ҫырман, Иеговӑран каҫару ыйтма пулӑш тесе пророка йӑлӑнни те ҫук унта. «Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ» ҫеҫ тенӗ Библире (3 Патш. 18:41, 42). Илия вара ҫав вӑхӑтра мӗн тунӑ-ха?

6, 7. Илия мӗн ҫинчен кӗлтунӑ тата мӗншӗн?

6 «Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ». Ахав хӑйӗн хырӑмне тултарнӑ вӑхӑтра Илиян хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗпе калаҫма май пулнӑ. Илия мӗнле кӗлтунине асӑрхӑр-ха: вӑл ӳпне ӳкнӗ, унӑн пуҫӗ вара  чӗркуҫҫине кӑшт ҫеҫ перӗнмен. Илия мӗн ҫинчен кӗлтунӑ-ши? Хуравне Иаков 5:18-мӗшӗнче тупма пулать, унта Илия Турӑран ҫумӑр пама ыйтнӑ тенӗ. Шӑп ҫавӑн ҫинчен пророк Кармил тӑвӗ тӑрринче кӗлтунӑ.

Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫланма тытӑннине курас тесе Илия чӗререн кӗлтунӑ

7 Унччен Иегова каланӑ: «Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр ярӑп» (3 Патш. 18:1). Апла пулсан, Илия Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтунӑ. Пин ҫула яхӑн иртсен, Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫавӑн ҫинченех кӗлтума вӗрентнӗ (Матф. 6:9, 10).

8. Илия тӗслӗхӗнчен кӗлӗ пирки эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8 Илия тӗслӗхӗнчен кӗлӗ пирки эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Унӑн пӗтӗм шухӑшӗ те Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласси ҫинче пулнӑ. Турра кӗлтунӑ чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла: «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14). Ҫапла вара, эпир кӗлтуни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен, пирӗн унӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлмелле. Акӑ мӗншӗн пирӗн кашни кун Библи тӗпчемелле. Паллах ӗнтӗ, Илия Иеговӑран ҫумӑр пама тепӗр сӑлтавпа та ыйтнӑ: унӑн халӑхӗ тата тӑван ҫӗрӗ шӑрӑх ҫанталӑк тӑнипе нумай хӗн-хур тӳснӗ. Ҫав кун Иегова тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑшӑн пророкӑн чӗри пархатарлӑхпа тулнӑ. Пирӗн кӗлӗсенчен те ыттисемшӗн тӑрӑшни тата Турра чӗререн пархатарлӑ пулни курӑнса тӑмалла. (2 Коринф 1:10, 11; Филиппӑ 4:6 вулӑр.)

Ҫирӗп ӗненнӗ тата сыхӑ тӑнӑ

9. Илия хӑйӗн тарҫине мӗн тума хушнӑ тата эпир пророкӑн мӗнле икӗ паха енне пӑхса тухӑпӑр?

9 Иегова ҫумӑр ҫутарасса Илия хытӑ ӗненнӗ, анчах та ҫакӑ хӑҫан пулассине вӑл пӗлмен. Пророк мӗн тунӑ-ха? Библире акӑ мӗн ҫырнӑ: «Хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ. Лешӗ кайса пӑхса килнӗ те: нимӗн те ҫук, тенӗ. Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту» (3 Патш. 18:43). Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Пӗрремӗшӗнчен, Илия Иеговӑна ҫирӗп ӗненнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл сыхӑ тӑнӑ.

Иегова хӑйӗн сӑмахне кӗҫех пурнӑҫа кӗртессине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене Илия ҫине тӑрсах кӗтнӗ

10, 11. а) Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненнине Илия мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Мӗншӗн эпир те ҫавнашкалах ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?

10 Илия Иеговӑн сӑмахӗ пурнӑҫланасса шаннӑ, ҫавӑнпа вӑл Турӑ кӗҫех ҫумӑр ярассине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем кӗтнӗ.  Вӑл ҫумӑр килнине курма май пултӑр тесе хӑйӗн тарҫине ҫӳллӗ вырӑна хӑпарма хушнӑ. Таврӑнсан, тарҫӑ шанчӑксӑррӑн каланӑ: «Нимӗн те ҫук». Инҫетре, тӳпе хӗрринче пӗр пӗлӗт татки те пулман. Ҫакӑ сире тӗлӗнтермест-и? Илия тин ҫеҫ Ахава: «Ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет»,— тенӗ вӗт. Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те пулман пулсан, мӗншӗн пророк ҫак сӑмахсене каланӑ-ши?

11 Илия Турра ҫирӗп ӗненнӗ. Иеговӑн пророкӗ тата представителӗ пулнӑ май, вӑл Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки пӗртте иккӗленмен. Иеговӑна ҫав тери хытӑ ӗненнӗрен Илияна ҫумӑр шавӗ илтӗннӗ пекех туйӑннӑ. Библире ҫавӑн пекрех сӑмахсене Моисей пирки те каланӑ: «Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ». Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иеговӑна тата вӑл сӑмах панисене ҫавнашкалах ҫирӗп шанма сӑлтавсем пирӗн туллиех (Евр. 11:1, 27).

12. Илия сыхӑ тӑнине мӗнле кӑтартнӑ тата пӗчӗк пӗлӗт ҫинчен илтсенех вӑл мӗн тунӑ?

12 Илия мӗн таран ҫине тӑнине тата сыхӑ тӑнине асӑрхарӑр-и эсир? Вӑл хӑйӗн тарҫине ҫине-ҫинех янӑ — пӗрре те мар, иккӗ те мар, ҫичӗ хутчен! Илия хушнине туса тарҫӑ йӑлӑхсах ҫитнӗ пулӗ. Анчах Илия алла усман — паллӑсем кӗтме пӑрахман. Юлашкинчен акӑ, ҫиччӗмӗш хут таврӑнсан, тарҫӑ каланӑ: «Акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать». Тарҫӑ Аслӑ тинӗс ҫийӗпе хӑпаракан пӗчӗк пӗлӗт мӗн пысӑкӑшне кӑтартас тесе аллине тӑсса ывӑҫ тупанне кӑтартнӑ пулӗ. Анчах та хӑй мӗн курни тарҫӑн чӗрине хускатман пулас. Илияшӑн вара ҫав пӗлӗт татки пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӑл тарҫине васкавлӑ ӗҫ хушнӑ: «Ахава кайса кала: „ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай“ те» (3 Патш. 18:44).

13, 14. а) Илия пекех сыхӑ тӑма пире мӗн пулӑшать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн вӑраха ямасӑр Турӑ ӗҫне туса тӑмалла?

13 Илия каллех пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Эпир те Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине кӗҫ-вӗҫ пурнӑҫа кӗртес чухне пурӑнатпӑр. Илия Иегова ҫумӑр ҫутарасса кӗтнӗ, Туррӑн ӗҫлекенӗсем вара паян ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтессе кӗтеҫҫӗ (1 Иоанн 2:17). Ҫавӑнпа пирӗн, Илия пекех, сыхӑ тӑрас пулать. Туррӑн ывӑлӗ, Иисус Христос, хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла канаш панӑ: «Сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» (Матф. 24:42). Иисус сӑмахӗсем унӑн вӗренекенӗсем ҫак усал тӗнче кӗҫех пӗтесси пирки нимӗн те пӗлменнине пӗлтерет-и? Ҫук, вӑл ҫав вӑхӑтра тӗнчере лару-тӑру мӗнле пулассине тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Пирӗнтен кашниех «ӗмӗр  вӗҫленессине» кӑтартакан паллӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлме пултарать. (Матфей 24:3—7 вулӑр.)

Илия пӗр пӗлӗт татки курнипех Иегова кӗҫ-вӗҫ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫа кӗртессе ҫирӗп шанма пултарнӑ. Юлашки кунсен палли пурнӑҫланса пыни пире те вӑраха ямасӑр Турӑ ӗҫне тума хавхалантармалла

14 Паллӑн кашни уйрӑмлӑхӗ пӗтес вӑхӑт ҫывӑххине питӗ уҫҫӑн кӑтартать. Ҫакӑ пире сыхӑ тӑма тата Иеговӑшӑн хастарлӑн ӗҫлеме хавхалантарать-и? Илия пӗр пӗлӗт татки курнипех Иегова кӗҫ-вӗҫ хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫа кӗртессе ҫирӗп шанма пултарнӑ. Пророк мӗн кӗтни кӑлӑхах пулман-ши?

Иегова пулӑшса тӑрать тата пиллет

15, 16. Мӗнле ӗҫсем хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ тата Илия Ахав мӗн тӑвасса шанма пултарнӑ?

15 Библире ҫапла ҫырнӑ: «Акӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе ҫил тухнӑран тавралӑх тӗксӗмленсе килнӗ, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ. Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ... Изреель хулине тухса кайнӑ» (3 Патш. 18:45). Ӗҫсем питӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Илиян тарҫи Ахава пророк сӑмахӗсене каласа панӑ тӗлне пӗчӗк пӗлӗт таткинчен хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем пулса тӑнӑ, пӗтӗм тӳпене карса илнӗ. Вӑйлӑ ҫил тухнӑ. Юлашкинчен вара, виҫӗ ҫул ҫурӑ иртнӗ хыҫҫӑн, Израиль ҫӗрӗ ҫине ҫумӑр ҫуса янӑ. Ҫуркаланса пӗтнӗ ҫӗр антӑхса кайсах шыв ҫӑтма пуҫланӑ. Ҫумӑр юхтарса ҫума тытӑннӑ, вара Киссон юханшывӗ тулса-сарӑлса кайнӑ. Унӑн шывӗ Ваалӑн вӗлернӗ пророкӗсен юнне ҫуса тасатма пуҫланӑ. Тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайнӑ израильтянсен те хӑйсен ҫӗрне хӑрушла тасамарлӑхран тасатма — Ваала пуҫҫапнине пӑрахӑҫа кӑларма — май тупӑннӑ.

«Вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ»

16 Илия шӑпах ҫавна кӗтнӗ те! Ҫавӑнпа Ахав ҫав хумхантаракан ӗҫсем хыҫҫӑн хӑйне мӗнле тытни ӑна тӗлӗнтернӗ пулӗ. Ҫав кун пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн Ахавӑн Ваала пуҫҫапма пӑрахмалла пулнӑ-ҫке. Вӑл ҫав самантра мӗн ҫинчен шухӑшланине эпир пӗлместпӗр. Библире ҫапла ҫеҫ каланӑ: «Ахав... Изреель хулине тухса кайнӑ». Ӑна ӑс кӗнӗ-ши? Хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарма шут тытнӑ-ши вӑл? Ҫук, ҫакӑ малалла мӗн пулса иртнинчен курӑнать. Анчах Ахавшӑн та, Илияшӑн та кун вӗҫленмен пулнӑ-ха.

17, 18. а) Изрееле кайнӑ чухне Илияпа мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Пророк Кармил тӑвӗ патӗнчен пуҫласа Изрееле ҫити чупни мӗншӗн тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

 17 Илия Ахав кайнӑ ҫулпах уттарнӑ. Пророкӑн тӗттӗмре йӗпе ҫул тӑрӑх нумай утмалла пулнӑ. Анчах та тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ.

18 «Илия ҫинче Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ пулнӑ. Вӑл тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ та Ахав умӗнчен мӗн Изрееле ҫитиччен чупса пынӑ» (3 Патш. 18:46). Иегова хӑйӗн «хӑвачӗпе» Илияна тӗлӗнмелле вӑй парса пулӑшни уҫҫӑн курӑнать. Изрееле ҫитмешкӗн пророкӑн 30 ҫухрӑм утмалла пулнӑ, вӑл вара ҫамрӑк пулман ӗнтӗ *. Ҫумӑрпа исленнӗ ҫул тӑрӑх чупма ҫӑмӑл пултӑр тесе Илия вӑрӑм тумтирне пилӗкӗ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ. Вӑл питӗ хытӑ чупнӑ — патша урапине хӑваласа ҫитнӗ ҫеҫ мар, иртсе те кайнӑ!

19. а) Турӑ Илияна тӗлӗнмелле вӑй пани мӗнле пророкла каланисем ҫинчен аса илтерет? ӑ) Илия Изрееле каякан ҫулпа чупса пынӑ чухне мӗн пирки иккӗленмен?

19 Илияшӑн ҫакӑ мӗн тери пысӑк пиллӗх пулнӑ! Унӑн вӑйӗ вӗресе тӑнӑ: вӑл хӑйне ҫамрӑк чухнехинчен те вӑйлӑрах туйнӑ. Вӑл хӑпартлансах кайнӑ. Илияпа мӗн пулса иртни пире ҫӗр ҫинче кӗҫех Рай пуласси ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсене аса илтерет, унта Турра шанчӑклӑ ҫынсем сывлӑхлӑ пулӗҫ, вӗсен вӑйӗ тапса тӑрӗ. (Исаия 35:6 вулӑр.) Илия йӗпе ҫул тӑрӑх чупнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗ — пӗртен-пӗр чӑн Турӑ, Иегова,— хӑйне ырлани пирки пач та иккӗленмен!

20. Иегова пама пулнӑ пиллӗхсене илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

20 Иеговӑн пире питӗ пиллес килет. Ҫав пиллӗхсене илес тесен пирӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. Ҫак хӑрушӑ юлашки кунсенче пирӗн, Илия пекех, сыхӑ тӑмалла тата Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине кӗҫ-вӗҫ пурнӑҫлама пуҫланине кӑтартакан паллӑсене курмӑш тумалла мар. Илия пекех, пирӗн те Иегова, «шанчӑклӑ Турӑ», сӑмах панисене шанма сӑлтавсем ҫителӗклех (Пс. 30:6).

^ 18 абз. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова, ҫав ӗҫсем хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Илияна хӑйӗн пулӑшаканӗ пулма Елисее вӗрентме хушнӑ, ҫапла лешӗ «Илия алли ҫине шыв ярса тӑнӑскерӗ» пулса тӑнӑ (4 Патш. 3:11). Елисей ватӑ пророка пур ӗҫре те пулӑшнӑ.