Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

 ВИҪҪӖМӖШ СЫПӐК

«Пур ӗненекенӗн те ашшӗ»

«Пур ӗненекенӗн те ашшӗ»

1, 2. Ной вилнӗренпе тӗнчере мӗн улшӑннӑ тата ҫакӑ Аврама мӗнле пырса тивнӗ?

АВРАМ * хӑйӗн тӑван хули Ур ҫийӗн ҫӗкленсе тӑракан пирамида евӗрлӗ башня ҫине пӑхса илет. Унта кӑшкӑрашни тата шавлани илтӗнет, пӗлӗтелле тӗтӗм юпа пек хӑпарать: уйӑх туррин апӑсӗсем каллех хӑйсен парнисене кӳреҫҫӗ. Аврамӑн сӑн-пичӗ тӗксӗмленет, вӑл апӑссем мӗн тунине курас мар тесе пуҫне сулкаласа урӑх еннелле ҫаврӑнса утать. Вӑл, урам тулли халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе килелле утнӑ май, Урта йӗрӗхсене пуҫҫапасси вӑйлӑ сарӑлни ҫинчен шухӑшлать пулӗ. Ҫавнашкал ирсӗр йӑла-йӗрке Ной пурӑннӑ вӑхӑтранпах мӗн тери анлӑ сарӑлнӑ!

2 Ной хӑйӗн ҫемйипе ковчегран тухсан Иеговӑна парне кӳнӗ, Турӑ вара ӑна пиллесе пӗлӗтре асамат кӗперӗ кӑтартнӑ (Пулт. 8:20; 9:12—14). Ҫав вӑхӑтра ҫынсем пурте чӑн Турра кӑна пуҫҫапнӑ. 350 ҫул иртсен Ной вилнӗ, тата икӗ ҫултан вара Аврам ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле ҫынсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саланнӑ та ӗнтӗ. Чӑн Турра ӗненекенсем вара сахалланса юлнӑ, тӗнче суя турӑсене пуҫҫапнипе тулнӑ. Аврамӑн ашшӗ те, Фарра, йӗрӗхсене пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хутшӑннӑ, вӑл йӗрӗхсем тунӑ пулас (Иис.Н. 24:2).

Ӗненес тӗлӗшрен Аврам мӗншӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ?

3. Ҫулсем иртнӗҫемӗн Аврам мӗнле паха енпе палӑрса тӑма пуҫланӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

3 Аврам ыттисем пек пулман. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл Турра ӗненнипе таврари ҫынсенчен тата та ытларах уйрӑлса тӑнӑ. Каярахпа Павел апостол ун пирки «пур ӗненекенӗн те ашшӗ» тенӗ. (Рим 4:11 вулӑр.) Аврама ӗненекен ҫын пулма мӗн пулӑшнине  айтӑр пӗлер. Ҫакӑ пире те ҫирӗп ӗненӳ аталантарма пулӑшӗ.

Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑнхи тапхӑр

4, 5. Аврам Иегова ҫинчен камран пӗлме пултарнӑ тата мӗншӗн ҫапла калама пулать?

4 Аврам Иегова Турӑ ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ? Эпир ҫав вӑхӑтра Иеговӑн ҫӗр ҫинче шанчӑклӑ ӗҫлекенсем пулнине пӗлетпӗр. Вӗсенчен пӗри Сим пулнӑ. Вӑл Нойӑн виҫӗ ывӑлӗнчен чи асли пулман пулсан та, питӗ хытӑ ӗненнӗрен пулас, ун пирки час-часах чи малтан асӑннӑ *. Талай хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Ной Иегова пирки «Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри» тенӗ (Пулт. 9:26). Сим Иеговӑна питӗ хисепленӗ тата Турра тӗрӗс пуҫҫапма май пуррине хакланӑ.

5 Аврам Симпа хӑҫан та пулин тӗл пулнӑ-ши? Пулма пултарать. Тӑватӑ ӗмӗр ытла пурӑнса ӑслӑлӑх пухнӑ мӑн аслашшӗ ҫӗр ҫинче халӗ те пурӑннине Аврам пӗчӗклех пӗлнӗ, ҫакӑ ӑна питӗ савӑнтарнӑ пулӗ! Сим тӗнчере усал ӗҫсем нумайлансах кайнине тата тӗнчене шыв илсен ҫӗр тасалнине, халӑхсем мӗнле пулса кайнине тата мӗнле йышланса пынине, Нимрод Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине тата Вавилонта башня тума пуҫланине курнӑ. Иеговӑна чунтан парӑннӑ Сим пӑлхавҫӑсемпе хутшӑнман тата, Турӑ башня тӑвакансен чӗлхисене арпаштарса ярсан, Симпа унӑн ҫемйи этемлӗхӗн пирвайхи чӗлхипе, Ной калаҫнӑ чӗлхепе, калаҫма пӑрахман. Аврам та ҫав ҫемьеренех пулнӑ, вӑл Сима питӗ хисепленӗ паллах. Унсӑр пуҫне, Сим Аврам 150 ҫула ҫитичченех пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл Иегова ҫинчен Аврама питӗ нумай каласа пама пултарнӑ.

Аврам йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен пӑрӑннӑ

6. а) Турӑ ҫӗре мӗншӗн шыв илтернине Аврам лайӑх ӑнланни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Аврампа Сара мӗнле пурӑннӑ?

6 Кирек мӗнле пулсан та, Турӑ мӗншӗн пӗтӗм ҫӗре шыв илтернине Аврам питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Вӑл, хӑйӗн мӑн аслашшӗ Ной пекех, Турра итлесе пурӑннӑ. Ҫавӑнпа суя турӑсене пуҫҫапман, ҫакӑнпа вӑл Ур хулинче пурӑнакан пур ҫынран та, тен, хӑйӗн ҫывӑх хурӑнташӗсенчен те, уйрӑлса тӑнӑ. Анчах та вӑл хӑйне валли шанчӑклӑ тус тупма пултарнӑ: питӗ лайӑх хӗре, Сарӑна *, качча  илнӗ. Сара ытарайми илемлӗ пулнипе анчах мар, Иеговӑна хытӑ ӗненнипе те палӑрса тӑнӑ. Вӗсен ачасем пулман пулин те, Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлени ҫак мӑшӑра нумай савӑнӑҫ кӳнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Аврам пиччӗшӗн тӑлӑха юлнӑ ачине, Лота, пӑхнӑ.

7. Иисус Христос хыҫҫӑн пыракансен хӑш тӗлӗшрен Аврам пек пулмалла?

7 Ур йӗрӗхӗсем Аврама нихӑҫан та илӗртмен, вӑл яланах Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ. Вӗсем Сарӑпа иккӗшӗ ҫав хулара йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнакан ҫынсенчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Эпир чун-чӗререн ӗненес тетпӗр пулсан, пирӗн те ҫавнашкалах шухӑш-кӑмӑл аталантармалла тата ыттисенчен уйрӑлса тӑма хӑрамалла мар. Иисус Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансем «тӗнченӗн мар» пулӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене тӗнче кураймӗ тенӗ. (Иоанн 15:19 вулӑр.) Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытнӑшӑн ҫемьерисем е ытти ҫынсем сирӗнпе хутшӑнасшӑн пулманнипе чуна ыраттараҫҫӗ пулсан, асра тытӑр: эсир пӗччен мар. Турӑпа ҫӳресен эсир, Аврампа Сара пекех, тӗрӗс тӑватӑр.

«Хӑвӑн ҫӗрӳнтен... тух»

8, 9. а) Аврампа мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ? ӑ) Иегова Аврама мӗн ҫинчен пӗлтернӗ?

8 Пӗррехинче Аврампа питӗ тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ: Иегова Турӑ ӑна хыпар пӗлтернӗ! Библире ҫакӑ мӗнле пулса иртни ҫинчен тӗплӗн ҫырса паман, анчах унта ҫав тӳрӗ ҫынна «мухтав Турри... курӑннӑ» тенӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 7:2, 3 вулӑр.) Тен, ангел Аврама Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканӑн аслӑ мухтавне кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтри ҫынсем пуҫҫапнӑ чӗрӗ мар турӑсемпе чӗрӗ Турӑ хушшинчи уйрӑмлӑха курсан, вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ пулӗ.

9 Иегова Аврама мӗн ҫинчен пӗлтернӗ-ха? Вӑл ӑна хушнӑ: «Хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен... тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай». Иегова Аврама хӑш ҫӗре каймаллине каламан, ҫав ҫӗре кӑтартма сӑмах панӑ ҫеҫ. Анчах малтан Аврамӑн тӑван вырӑнсене тата ҫывӑх ҫынсене хӑвармалла пулнӑ. Авалхи вӑхӑтра Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫра ҫемье малти вырӑнта пулнӑ. Нумайӑшӗ тӑван-пӗтенрен аякра пурӑннинчен вилни лайӑхрах тесе шутланӑ, аякра пурӑнни вӗсемшӗн чи япӑххи пулнӑ.

10. Аврампа Сарӑна Ур хулинчен тухса кайма мӗншӗн ҫӑмӑл пулман?

10 Тӑван ҫӗрӗнчи канлӗ пурнӑҫа хӑварма Аврама ҫӑмӑл пулман. Ур пысӑк та пуян хула пулнӑ. ( «Аврампа Сара мӗнле хуларан тухса кайнӑ» рамкӑна пӑхӑр.) Ҫӗре чавса тупнӑ ӗлӗк-авалхи япаласем кӑтартнӑ тӑрӑх, авалхи Урта ҫынсем хӑтлӑ ҫуртсенче пурӑннӑ, хӑшӗ-пӗрисен вара кил-йышӗ валли тата чурисем валли вун-вун е ытларах та пӳлӗмлӗ ҫуртсем пулнӑ. Пӳлӗмӗсем чул  сарнӑ картишӗ тавра вырнаҫнӑ. Ялан тенӗ пекех ҫуртсенче пӗчӗк фонтансем, туалетсем тата канализаци системине тунӑ. Унсӑр пуҫне, Аврампа Сара ун чухне ҫамрӑк пулманнине те манмалла мар: Аврам 70-тен, Сара 60-тан иртнӗ пулмалла. Мӗнпур лайӑх упӑшка пекех, Аврамӑн хӑйӗн арӑмне канлӗ пурӑнтарас, хитре пултарас килнӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗсен ыйтусем те, пӑшӑрханмалли те, сӳтсе явмалли те шутсӑр нумай пулнӑ! Сара ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе тума килӗшсен, Аврам вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑннӑ пулӗ! Упӑшки пекех, Сара канлӗхлӗ пурнӑҫа хӑварма хатӗр пулнӑ.

11, 12. а) Уртан тухса каяс умӗн мӗн-мӗн тумалла пулнӑ тата мӗн пирки шутламалла пулнӑ? ӑ) Караван ҫула тухас умӗн ирхине мӗн пулса иртме пултарнӑ?

11 Тухса кайма шут тытнӑ хыҫҫӑн Аврампа Сарӑн нумай ӗҫ тумалла пулнӑ. Вӗсен ҫула тухма питӗ тӗплӗн пуҫтарӑнмалла-ҫке. Пӗтӗмпех маларах шутласа, палӑртса хумалла. Хӑйсем пӗлмен вырӑна тухса кайма пӗрле мӗн илмелле-ши? Ҫавӑн пекех вӗсен хӑйсен кил-йышӗпе, тарҫисемпе тата ватӑлнӑ ашшӗпе, Фаррӑпа, мӗн тумалли пирки шутламалла. Вӗсем ӑна хӑйсемпе пӗрле илме тата мӗн виличченех пӑхса пурӑнма шут тытнӑ. Фарра хаваспах килӗшнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен Библире вӑл, ҫемье пуҫӗ пулнӑ май, хӑйӗн ҫемйине Уртан илсе тухнӑ тенӗ. Фарра йӗрӗхсене пуҫҫапма пӑрахни пирки иккӗленмелли ҫук. Вӗсемпе пӗрле Аврам пиччӗшӗн ывӑлӗ Лот та кайнӑ (Пулт. 11:31).

12 Акӑ ҫула тухас умӗнхи юлашки ир. Ур хулин стенипе канавӗ леш енче караван тӑрать. Тӗвесемпе ашаксем ҫине япаласем тиесе хунӑ, выльӑх-чӗрлӗхе пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ, кил-йыш тата тарҫӑсем кашни хӑй вырӑнӗнче пулнӑ ӗнтӗ *. Аврам ҫула тухма паллӑ парасса кӗтсе пурте ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Акӑ ҫав самант та ҫитет, вара вӗсем Уртан яланлӑхах тухса каяҫҫӗ.

13. Паян Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ, Аврампа Сара пекех, мӗнле шухӑш-кӑмӑл кӑтартаҫҫӗ?

13 Паян Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма шут тытаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе ют чӗлхе вӗренеҫҫӗ. Теприсем хӑйсене йывӑр пулсан та ырӑ хыпара ҫӗнӗ меслетсемпе сарма вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑн пек йышӑнусем тӑвас тесен пысӑк улшӑнусем тума — канлӗхлӗ пурӑнма май паракан условисене хӑварма — хатӗр пулмалла. Ҫав ҫынсем, Аврампа Сара пекех, мӗн тери лайӑх шухӑш-кӑмӑл кӑтартаҫҫӗ! Эпир вӗсем пекех хытӑ ӗненетпӗр пулсан, Иегова пире эпир ӑна панинчен те ытларах парасса шанма  пултаратпӑр. Ӗненнӗшӗн вӑл яланах пиллӗхсем парать (Евр. 6:10; 11:6). Аврам пиллӗх илнӗ-ши?

Ефрат урлӑ каҫни

14, 15. Ҫулҫӳревҫӗсем Ур хулинчен Харрана мӗнле ҫитнӗ тата мӗншӗн Аврам вӑхӑтлӑха ҫавӑнта чарӑнса тӑнӑ?

14 Караван вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ, ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Акӑ Аврампа Сара тӗве ҫинче ларса пыраҫҫӗ, кӑшт вӑхӑт иртсен тӗвесемпе юнашар утаҫҫӗ, вӗсем калаҫнисем выльӑхсене кӳлнӗ хатӗрсем ҫинчи шӑнкӑравсен сассисемпе хутӑшса каяҫҫӗ. Вӑхӑт иртсен вӗсем, ҫул ҫӳресе курманскерсем, чатӑр вырнаҫтарма тата пуҫтарма, ватӑлнӑ Фаррӑна тӗве е ашак ҫине меллӗрех вырнаҫтарса лартма вӗренеҫҫӗ. Вӗсен ҫулӗ ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле аслӑ юханшыв Ефрат хӗррипе выртать. Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет, пӗр тӗрлӗ тавралӑх тепӗр тӗрлипе улшӑнать.

15 Юлашкинчен, 1000 ҫухрӑма яхӑн кайсан, ҫулҫӳревҫӗсем хурт вӗлли пек ҫуртсем кураҫҫӗ. Ку Харран пулнӑ — Хӗвелтухӑҫпа Хӗвеланӑҫ хушшинчи суту-илӳ ҫулӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ пуян хула. Караван Харранта чарӑннӑ, вара ҫулҫӳревҫӗсем вӑхӑтлӑха ҫавӑнта пурӑнма шут тытнӑ. Тен, халсӑрланнӑ Фаррӑн ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсене чӑтма вӑйӗ те юлман.

16, 17. а) Мӗнле халал Аврама хумхантарса-хавхалантарса янӑ? ӑ) Иегова Аврама Харранра мӗнле пилленӗ?

 16 Фарра 205 ҫула ҫитсен вилнӗ (Пулт. 11:32). Ҫав хуйхӑллӑ вӑхӑтра Иегова Аврама каллех курӑннӑ та лӑплантарнӑ. Вӑл Аврама унччен Урта панӑ хушусене тепӗр хут аса илтернӗ те хӑй мӗн тума шутласа хуни пирки тӗплӗнрех каласа панӑ. Турӑ Аврамран «аслӑ халӑх» тума тата ун урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ҫемьене те пиллеме сӑмах панӑ. (Пултарни 12:2, 3 вулӑр.) Турӑ хӑйӗнпе халал хывнӑ пирки питӗ хавхаланса Аврам каллех ҫула тухма вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутлать.

17 Хальхинче ҫула тухма пуҫтарӑнмашкӑн малтанхинчен ытларах вӑхӑт кирлӗ, мӗншӗн тесен Харранра пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова Аврама пилленӗ, Библире вӑл «хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ» тенӗ (Пулт. 12:5). Ҫавнашкал пысӑк ҫемье тата хуҫалӑх Аврама питӗ кирлӗ пулать, унӑн йышлӑ халӑхӑн ашшӗ пулса тӑмалла-ҫке. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пур чухне те ырлӑх-пурлӑхпа пиллемест, анчах хӑйӗн ирӗкне туса тӑма мӗн кирлине яланах парать. Аврамӑн караванӗ каллех ҫула тухать, вӑл ӑҫталла ҫул тытнине вара пӗр Турӑ ҫеҫ пӗлнӗ.

Урти канлӗ пурнӑҫа хӑварнӑ хыҫҫӑн Аврампа Сара йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ

18. а) Турӑ халӑхӗн историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи хӑҫан пулса иртнӗ? ӑ) Кайранхи ҫулсенче нисанӑн 14-мӗшӗнче тата мӗнле паллӑ событисем пулса иртнӗ? ( «Библи хронологийӗнчи паллӑ дата» рамкӑна пӑхӑр.)

18 Тепӗр темиҫе кунтан вӗсем Кархемиша ҫитнӗ, каравансем ытларах чухне ҫавӑнта Ефрат урлӑ каҫнӑ. Тен, шӑпах ҫак вырӑнта Турӑ халӑхӗн историйӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртнӗ. Ҫакӑ пирӗн эрӑчченхи 1943 ҫулта, каярахпа нисан теме пуҫланӑ уйӑхӑн 14-мӗш кунӗнче, Аврам караванӗ Ефрат урлӑ каҫсан пулнӑ (Тух. 12:40—43). Кӑнтӑралла Иегова Аврама кӑтартма сӑмах панӑ ҫӗр сарӑлса выртнӑ. Турӑ Аврампа хывнӑ халал ҫав кун вӑя кӗнӗ.

19. Аврама сӑмах панӑ чухне Иегова мӗн каланӑ тата Аврам мӗн аса илме пултарнӑ?

19 Кӑнтӑр еннелле ҫул тытнӑ караван Сихем ҫывӑхӗнчи Море ҫӗрӗнчи пысӑк йывӑҫсем патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Кунта Аврама  Турӑран каллех сӑмах пулнӑ. Хальхинче Турӑ Аврамран вӑрлӑх кӑларасси, е йӑх пуҫланса каясси, пирки тата ҫав йӑх ҫак ҫӗрпе хуҫа пуласси пирки сӑмах панӑ. Аврам ҫавӑн чухне Иегова Эдемра этемлӗхе ҫӑлакан вӑрлӑх пирки каланӑ пророкла сӑмахсене аса илнӗ-ши? (Пулт. 3:15; 12:7.) Пулма пултарать. Тен, вӑл Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлас тесе унпа усӑ курнине кӑштах ӑнланма пуҫланӑ.

20. Хӑйне чыс тунӑшӑн Иеговӑна питӗ пархатарлӑ пулнине Аврам мӗнле кӑтартнӑ?

20 Иегова хӑйне пысӑк чыс тунӑшӑн Аврам питӗ пархатарлӑ пулнӑ. Ҫав ҫӗрпе пынӑ чухне тата унта пурӑннӑ хананейсенчен сыхланнӑ чухне Аврам Иегова валли парне вырӑнӗ тума малтан Море ҫӗрӗнчи пысӑк йывӑҫсенчен инҫех мар чарӑнса тӑнӑ, унтан вара — Вефиль ҫывӑхӗнче. Пулас ачисен малашлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӑл Иегова ятне асӑннӑ тата пӗтӗм чӗререн Турра тав тунӑ. Тен, вӑл таврари хананейсене Турӑ ҫинчен пӗлтернӗ. (Пултарни 12:7, 8 вулӑр.) Аврамӑн ӗненӗвӗ вӑйлӑ тӗрӗслевсем витӗр тухмалла пулнӑ. Анчах вӑл хыҫалалла — хӑй тухса кайнӑ кил еннелле тата унчченхи канлӗ пурнӑҫ ҫине ҫаврӑнса пӑхман. Еврейсем 11:10-мӗшӗнче каланӑ: «Авраам ӗнтӗ Турӑ Хӑй тунӑ хулана — ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана — кӗтсе пурӑннӑ».

21. Аврампа танлаштарсан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

21 Паян эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, ҫав сӑнарлӑ хула — Турӑ Патшалӑхӗ — ҫинчен Аврамран ытларах пӗлетпӗр. Эпир Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре ӗҫлеме пуҫланине тата кӗҫех ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тӑвассине пӗлетпӗр; Аврама тахҫанах пама пулнӑ Вӑрлӑх — Иисус Христос — ҫав Патшалӑхӑн патши пулнине те пӗлетпӗр. Пуласлӑхра Авраам каллех пурӑнма пуҫлӗ те Турӑ шутласа хунине тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнланса илӗ. Ҫав вӑхӑта эпир хамӑр куҫпа курма пултарни — мӗн тери пысӑк чыс! Иегова сӑмах панисем пӗтӗмпех пурнӑҫланнине сирӗн курас килет-и? Ҫапла пулсан, малалла та Аврам пекех пулма тӑрӑшӑр: хӑвӑра шеллемесӗр Турӑшӑн ӗҫлӗр тата хӑвӑра Турӑшӑн ӗҫлеме парса чыс тунӑшӑн ӑна кӗлӗре тав тӑвӑр. Эсир Аврам пекех ӗненетӗр пулсан, пур ӗненекенӗн те ашшӗ хӑш-пӗр енчен сирӗншӗн те атте пулса тӑрӗ!

^ 1 абз. Ҫулсем иртсен Турӑ Аврам ятне улӑштарнӑ та ӑна Авраам ят панӑ, ҫакӑ «тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ» тенине пӗлтерет (Пулт. 17:5).

^ 4 абз. Ҫавнашкалах Аврам Фаррӑн чи аслӑ ывӑлӗ пулман пулин те, ун пирки час-часах Фаррӑн ытти ачисенчен малтан асӑннӑ.

^ 6 абз. Каярахпа Турӑ Сарӑн ятне улӑштарнӑ, ӑна Сарра ят панӑ, ҫакӑ «княгиня» тенине пӗлтерет.

^ 12 абз. Аврам вӑхӑтӗнче килти хуҫалӑхра тӗвесем тытни пирки хӑш-пӗр ученӑйсем иккӗленеҫҫӗ. Анчах ҫапла ҫирӗплетсе калама сӑлтавсем ҫук. Библире Аврамӑн тӗвесем пулни пирки темиҫе хут та асӑннӑ (Пулт. 12:16; 24:35).