Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 УЛТТӐМӖШ СЫПӐК

Вӑл Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ

Вӑл Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ

1, 2. а) Ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне Анна мӗншӗн хуйхӑрнӑ? ӑ) Аннӑпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

АННА хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе мӗн те пулин тума тӑрӑшать, ҫула тухма мӗн кирлине хатӗрлет. Ҫакӑ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пулмалла пулнӑ. Кашни ҫулах унӑн упӑшки Елкана хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине Силома, сӑваплӑ чатӑр вырнаҫнӑ хулана, Иеговӑна пуҫҫапма илсе кайнӑ. Иегова ҫавнашкал уявсем савӑнӑҫ кӳччӗр тенӗ. (Саккуна астутарни 16:15 вулӑр.) Паллах, Анна мӗн пӗчӗкренех ҫав уявсене юратнӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче лару-тӑру йӑлтах улшӑннӑ.

2 Елкана Аннӑна питӗ юратнӑ. Апла пулин те унӑн тепӗр арӑм пулнӑ. Ӑна Феннана тесе чӗннӗ. Ҫавӑ пӗтӗм вӑйран Аннӑна кулянтарма тӑрӑшнӑ пулас. Ҫулсерен иртекен уявсем вӑхӑтӗнче те Феннана унӑн чунне ыраттарма май тупнӑ. Айтӑр ҫав лару-тӑрӑва тӗплӗнрех пӑхса тухар та ҫав нихӑҫан вӗҫленмен пек туйӑнакан лару-тӑрура алла усасран Аннӑна Турра ӗненни мӗнле пулӑшнине пӗлер. Эсир савӑнӑҫа пӗтерсе хуракан лару-тӑрупа тӗл пулсан, Анна тӗслӗхӗ сире вӑй парса тӑрӗ.

«Мӗншӗн чӗрӳ хурланать-ха санӑн?»

3, 4. Аннӑн пурнӑҫне мӗн-мӗн йывӑрлатнӑ тата мӗншӗн?

3 Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Анна икӗ япалана пула хуйхӑрнӑ: пӗрремӗш тӗлӗшӗпе вӑл нимех те тума пултарайман, иккӗмӗш тӗлӗшӗпе вара — пач ним те. Пӗрремӗшӗнчен, унӑн упӑшкин тепӗр арӑм пулнӑ, вӑл Аннӑна курайман тата унпа тупӑшнӑ. Иккӗмӗшӗнчен — Аннӑн ача пулман. Ҫакӑ ачаллӑ пулас килнӗ кирек хӑш хӗрарӑмӑн чунне те ыраттарать, анчах та ҫав вӑхӑтри Израиль ҫыннисене ҫакӑ уйрӑмах хытӑ кулянтарнӑ. Вӑл вӑхӑтра кашни ҫемье йӑха тӑсакан ача пирки ӗмӗтленнӗ. Ача ҫукки мӑшкӑл тата ҫын кулли шутланнӑ.

4 Феннанӑн хӑтланкаларӑшӗсем пулмасанах, Анна, тен, хӑйӗн йывӑрлӑхне чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ пулӗччӗ. Арҫыннӑн темиҫе арӑм пулнӑ пулсан, ҫемьере яланах йывӑрлӑхсем сиксе  тухнӑ. Пӗр-пӗринпе тупӑшнине, харкашнине тата кӳренӳсене пула ҫакӑн пек ҫемьесем час-часах асап тӳснӗ. Ҫакӑ пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм мӑшӑрланса пурӑннинчен — Эдем пахчинче Турӑ панӑ йӗркерен — мӗн тери хытӑ уйрӑлса тӑрать! (Пулт. 2:24.) Ҫапла майпа Библи темиҫе арӑм пулни савӑнӑҫ кӳменнине палӑртать, Елкана ҫемйин тӗслӗхӗ вара ҫакна уҫҫӑн кӑтартать.

5. Мӗншӗн Феннана Аннӑн чунне ыраттарма тӑрӑшнӑ тата вӑл ҫакна мӗнле тунӑ?

5 Анна Елканӑн юратнӑ арӑмӗ пулнӑ. Еврейсем шутланӑ тӑрӑх, Елкана малтан Аннӑпа пӗрлешнӗ, ҫулсем иртсен вара Феннанӑна качча илнӗ. Ҫакӑ тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и, пӗр япала паллӑ: Феннана упӑшкине питӗ хытӑ кӗвӗҫнӗ тата Аннӑна кулянтарас тесе тӗрлӗрен май шыранӑ. Феннанӑн лару-тӑрӑвӗ чылай лайӑхрах пулнӑ. Вӑл упӑшкине пӗр ача хыҫҫӑн теприне ҫуратса панӑ тата кашни ачине ҫуратмассерен мӑнкӑмӑллансах пынӑ. Аннӑпа пӗрле хуйхӑрас тата ӑна йӑпатас вырӑнне Феннана йӗплӗ сӑмахсем каласа унӑн чӗрине ыраттарнӑ. Библире «Феннана Аннӑна кулянтарсах тӑнӑ» тенӗ (1 Патш. 1:6). Ҫакна вӑл ятарласа тунӑ. Феннанӑн Аннӑна питӗ асаплантарас килнӗ — унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫнӑ.

Анна ача ҫуккишӗн питӗ хуйхӑрнӑ, Феннана вара ӑна пӗрмаях кулянтарнӑ

6, 7. а) Елкана Аннӑна хавхалантарма тӑрӑшнӑ пулин те, мӗншӗн Анна ӑна веҫех каламасан та пултарнӑ? ӑ) Аннӑн ача пулманни Иегова унпа кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтернӗ-и? (Сноскӑна пӑхӑр.)

6 Ҫемйипех Силома уява ҫӳренӗ чухне Феннанӑн Аннӑна хурлантарма питӗ лайӑх май пулнӑ. Ҫав ҫулхине те нимӗн те улшӑнман. Елкана Иеговӑна кӳнӗ парнен пайӗсене «хӑйӗн арӑмне Феннанӑна тата унӑн мӗнпур ывӑлӗпе хӗрне уйӑрса панӑ», ачасӑр Аннӑна вара пӗр пай ҫеҫ панӑ. Феннана мӑнкӑмӑлланса кайса Аннӑна вӑл ача ҫуратма пултарайманни ҫинчен аса илтернӗ, лешӗ макӑрсах янӑ, унӑн ҫиес те килмен. Елкана хӑйӗн юратнӑ арӑмӗ Анна хуйхӑрнине тата ҫименнине асӑрханӑ. Вӑл унӑн кӑмӑлне ҫӗклес тесе ҫапла каланӑ: «Анна!.. мӗншӗн йӗретӗн-ха, мӗншӗн ҫиместӗн, мӗншӗн чӗрӳ хурланать-ха санӑн? эпӗ саншӑн вунӑ ывӑлтан та лайӑхрах мар-и вара?» (1 Патш. 1:4—8.)

7 Елкана пирки ыррине калама пулать, мӗншӗн тесен вӑл Анна ача ҫуратма пултарайманнишӗн куляннине асӑрханӑ. Елкана ӑна юратни ҫинчен ӑшшӑн шантарса каланӑ, Анна ҫакна питӗ  хакланӑ паллах *. Анчах Библире нихӑш вырӑнта та Елкана Феннанӑн усал ӗҫӗсем ҫинчен асӑнни пирки каламан. Анна ӑна ҫакӑн ҫинчен каласа панӑ тесе те ҫырман. Тен, вӑл хӑйӗн йывӑр лару-тӑрӑвне татах йывӑрлатасран хӑранӑ. Елкана мӗн те пулин тума пултарӗ-ши? Феннана ӑна тата хытӑрах курайми пулмӗ-ши? Ачасемпе тарҫӑсем ун майлӑ пулчӗҫ пулсан вара? Анна хӑйӗн килӗнчех хӑйне ют ҫын пек туйнӑ пулӗччӗ.

Ҫемьерисем кӳрентернӗ чухне Анна чунне лӑплантарас тесе Иеговӑна кӗлтунӑ

8. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан е ыттисем кӳрентерсен Иегова тӗрӗслӗх Турри пулнине пӗлни мӗншӗн йӑпатма пултарать?

8 Феннанӑн усал ӗҫӗсем ҫинчен Елкана пӗлнӗ-и е пӗлмен-и, Иегова Турӑ пӗтӗмпех курса тӑнӑ. Мӗн пулса иртнине Библире тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Кам та пулин кӗвӗҫнипе е курайманнипе ыттисене пӑшӑрхантарать пулсан тата ҫавӑнта ним япӑххи те ҫук тесе шутлать пулсан, ҫак тӗслӗх вӗсемшӗн — асӑрхаттару. Ыттисем кӳрентернине Анна пекех чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерекен ҫынсене Турӑ хӑй вӑхӑтӗнче тата хӑй суйласа илнӗ майпа тӳрре кӑларни ҫинчен пӗлни чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать. (Саккуна астутарни 32:4 вулӑр.) Анна ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл пулӑшу Иеговӑран ыйтнӑ.

«Сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман»

9. Феннана хӑйне мӗнле тытасса пӗлнӗ пулсан та, Анна Силома хаваспах кайни пире мӗне вӗрентет?

9 Ирпе ирех килте пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Пурте, ачасем те, ҫула тухма хатӗрленнӗ. Силома ҫитиччен ҫак пысӑк ҫемьен Ефремӑн сӑртлӑ-туллӑ ҫӗрӗ тӑрӑх 30 ҫухрӑм ытла утмалла пулнӑ *. Ҫуран каяс пулсан, ик-виҫ кунах утма тивнӗ. Анна Феннана хӑйне мӗнле тытассине пӗлнӗ. Апла пулин те вӑл килте тӑрса юлман. Туррӑн паянхи ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Ыттисем тӗрӗс мар ӗҫсем тӑваҫҫӗ пулсан та, пирӗн Турӑшӑн ӗҫлеме чарӑнмалла мар. Ҫапла тумасан, эпир йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме кирлӗ пулӑшӑва илеймӗпӗр.

10, 11. а) Мӗншӗн Анна май пулсанах Иеговӑн чатӑрӗ патне кайнӑ? ӑ) Анна хӑйӗн чӗрине пӗлӗтри Ашшӗне мӗнле уҫса панӑ?

10 Вӗсем кунӗпех сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа утнӑ, юлашкинчен Силома ҫитнӗ. Ҫав хула ҫӳллӗ сӑртсем хушшинчи тӳпемре вырнаҫнӑ пулнӑ. Хула патнелле ҫитсе пынӑ чухне Анна Иеговӑна кӗлӗре мӗн каласси ҫинчен шухӑшланӑ пулӗ. Силома ҫитсе апат ҫинӗ хыҫҫӑн Анна май тупӑнсанах Иеговӑн чатӑрӗ патнелле ҫул тытнӑ. Ҫав вӑхӑтра  чатӑр умӗнче аслӑ священник Илий ларнӑ. Анчах Анна ӑна асӑрхаман, вӑл мӗн ҫинчен кӗлтӑвасси пирки шухӑшланӑ. Вӑл ҫакӑнта, Иеговӑн чатӑрӗ умӗнче, Турӑ хӑйне илтессе питӗ шаннӑ. Унӑн йывӑр туйӑмӗсене никам та ӑнланман пулсан та, ӑна пӗлӗтри Ашшӗ ӑнланнӑ. Унӑн чӗри хуйхӑпа тулса ҫитнӗ пулнӑ, вара вӑл чӑтаймасӑр макӑрса янӑ.

11 Анна хӑйӗн чӗрине Иеговӑна уҫса панӑ. Ӗсӗклесех макӑрнӑран унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреннӗ, тутисем те хускалнӑ ҫеҫ — вӑл чун-чӗререн куляннӑ. Анна Турӑран хӑйне ача пама тархасласа ыйтнӑ. Анчах та вӑл пиллӗх пирки ҫеҫ ӗмӗтленмен, унӑн хӑйӗн те Турӑшӑн хӑй мӗн тума пултарнине тӑвас килнӗ. Ҫавӑнпа ывӑл ҫуралас пулсан, Анна ӑна «унӑн кунӗсем вӗҫленичченех» Иеговӑшӑн ӗҫлеме халалласа пама сӑмах панӑ (1 Патш. 1:9—11).

12. Анна тӗслӗхне шута илсен, кӗлӗ пирки мӗн асра тытмалла?

12 Кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Анна Туррӑн ӗҫлекенӗсене пурне те чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне чӗрисене уҫса пама, ача хӑйне юратакан ашшӗ-амӑшӗпе ирӗклӗн калаҫнӑ пек калаҫма ӑшшӑн чӗнет. (Псалом 61:9; 1 Фессалоника 5:17 вулӑр.) Турӑ хавхалантарнипе Петр апостол кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахсем ҫырнӑ: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» (1 Петр 5:7).

13, 14. а) Мӗншӗн Илий тӳрех Анна пирки ӳсӗр тесе шутланӑ? ӑ) Анна Илие мӗн хуравланӑ тата ҫакӑ мӗншӗн пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх?

13 Анчах та ҫынсем Иегова ӑнланнӑ пек ӑнланма, вӑл хӗрхеннӗ пек хӗрхенме пултараймаҫҫӗ. Анна макӑрсах кӗлтунӑ вӑхӑтра ӑна кӗтмен ҫӗртен такамӑн сасси пӳлнӗ. Вӑл мӗн тунине Илий аслӑ священник сӑнанӑ пулнӑ. Вӑл Анна хӑйӗн туйӑмӗсене Иеговӑна уҫса панӑ май унӑн тути-ҫӑварӗ хускалнине тата чӗтреннине курнӑ. Илий каланӑ: «Хӑҫанччен ӳсӗр пулӑн эсӗ? эрехӳнтен урӑл». Анна хӑйне мӗншӗн ҫапла тытнине пӗлес вырӑнне вӑл ун пирки тӳрех ӳсӗр тесе шутланӑ (1 Патш. 1:12—14).

14 Хӑйне сӑлтавсӑрах айӑпланине илтме Аннӑна мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! Тата камран?! Пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫынран! Анна каллех пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ: вӑл Турра ҫирӗп ӗненнӗ. Вӑл ыттисен ҫитменлӗхӗсене хӑйне Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма паман. Анна хӑйӗн хуйхи ҫинчен Илие хисеплӗн каласа панӑ. Чӗрине ҫемҫетсе пулас Илий каланӑ: «Лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ» (1 Патш. 1:15—17).

15, 16. а) Иеговӑна пуҫҫапмалли чатӑра килсе чӗрине Иеговӑна уҫса панӑ хыҫҫӑн Анна хӑйне мӗнле туйнӑ? ӑ) Тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне Анна пек пулас тесен мӗн тумалла?

15 Сӑваплӑ чатӑра килсе Иеговӑна хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ  хыҫҫӑн Анна хӑйне мӗнле туйнӑ? Библире каланӑ: «Вӑл ӗнтӗ хӑй ҫулӗпе кайнӑ, апат та ҫинӗ, унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» (1 Патш. 1:18). Вӑл хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Вӑл, тӗрӗссипе каласан, хӑйӗн вӑйсӑр хулпуҫҫийӗ ҫинчи чӗрине асаплантаракан ҫӗклемне пӗлӗтри Ашшӗн патвар хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, унӑн вӑйӗ вара нихӑҫан та иксӗлмест. (Псалом 54:23 вулӑр.) Иегова тума пултарайманни мӗн те пулин пур-и? Ҫук — нихӑҫан та пулман тата пулмасть те!

16 Кӑмӑл пусӑрӑннӑ чухне, куляннӑ чухне е хӗсӗрленӗ чухне Аннӑран тӗслӗх илни, кӗлтунине Итлекене чӗрене уҫса пани ӑслӑ-тӑнлӑ (Пс. 64:3). Эпир Иегова пулӑшасса шанса кӗлтусан, пирӗн кулянни иртсе кайӗ, Турӑ пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парӗ (Флп. 4:6, 7).

«Пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук»

17, 18. а) Елкана Анна сӑмах панине хирӗҫ пулманни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Мӗншӗн Феннана Аннӑна урӑх кулянтарма пултарайман?

17 Тепӗр ирхине Анна Елканӑпа пӗрле каллех сӑваплӑ чатӑр патне килнӗ. Вӑл хӑй Турӑран мӗн ыйтни ҫинчен, ҫавӑн пекех Турра сӑмах пани ҫинчен упӑшкине каласа панӑ пулӗ, мӗншӗн тесен Моисей законӗнче арӑмӗ упӑшкинчен ирӗк ыйтмасӑр сӑмах панине упӑшки пӑрахӑҫа кӑларма пултарнӑ тенӗ (Йыша шутл. 30:11—16). Анчах та ҫак тӳрӗ ҫын хӑйӗн арӑмӗ Турра сӑмах панине хирӗҫлемен. Вӑл Аннӑпа пӗрле Иеговӑна сӑваплӑ чатӑр умӗнче пуҫҫапнӑ, унтан вара килне таврӑннӑ.

18 Аннӑна урӑх кулянтарма пултарайманнине Феннана хӑҫан ӑнланса илнӗ-ши? Библире ҫакӑн ҫинчен нимӗн те каламан, анчах «унӑн сӑнӗ-пичӗ унчченхи пекех хурлӑхлӑ пулман» тени ҫав вӑхӑтран Аннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннине кӑтартать. Кирек епле пулсан та, кӗҫех Феннана Анна унӑн йӗплӗ сӑмахӗсене чӗрене илменнине асӑрханӑ. Малалла вара Феннана ячӗ Библире урӑх тӗл пулмасть.

19. Анна мӗнле пиллӗх илнӗ тата уншӑн кама тав тумаллине асра тытнине мӗнле кӑтартнӑ?

19 Уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртнӗ, Аннӑн чӗри лӑпкӑлӑхпа тулнӑ, кӗҫех тата пысӑк савӑнӑҫ йӑтӑнса аннӑ. Вӑл йывӑр ҫын пулса тӑнӑ! Ҫак пиллӗхе кам панине Анна нихӑҫан та манман. Унӑн арҫын ача ҫуралсан вӑл ӑна Самуил ятлӑ хунӑ, ҫак ят «Турӑ ячӗ» тенине пӗлтерет тата Турӑ ятне асӑнса тархасланипе ҫыхӑнса тӑма пултарать. Анна хӑй те Иегова Турра йӑлӑнса кӗлтунӑ. Ҫав ҫул вӑл Елканӑпа тата кил-йышпа пӗрле Силома кайман. Ачине кӑкӑр пӑрахтариччен вӑл виҫӗ ҫул килте ларнӑ. Юратнӑ ывӑлӗпе уйрӑлас кун ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫакӑн пирки шухӑшлама ҫӑмӑл мар пулнӑ.

20. Аннӑпа Елкана Иеговӑна сӑмах панине мӗнле пурнӑҫланӑ?

 20 Ывӑлӗпе уйрӑлма шутсӑр йывӑр пулнӑ. Паллах, Анна Силомра Самуила лайӑх пӑхасса пӗлнӗ, ҫакна сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекен хӗрарӑмсем тума пултарнӑ. Анчах та ывӑлӗ питӗ пӗчӗк-ҫке. Мӗнле амӑшӗн вара хӑйӗн ачипе юнашар пулас килмӗ? Апла пулин те Аннӑпа Елкана арҫын ачана Силома кӑмӑлсӑррӑн мар, пархатарлӑ пулнӑран илсе пынӑ. Вӗсем Турӑ ҫуртне парнесемпе килнӗ, унтан Самуила Илий патне илсе пынӑ та темиҫе ҫул каялла Анна мӗн пирки тупа тунине каласа панӑ.

Анна хӑйӗн ывӑлӗшӗн лайӑх анне пулнӑ

21. Анна Иеговӑна кӗлтуни вӑл ӑна хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартса парать? (Ҫавӑн пекех  «Пысӑк пӗлтерӗшлӗ кӗлӗсем» рамкӑна пӑхӑр.)

21 Ҫавӑн хыҫҫӑн Анна кӗлтунӑ. Иегова унӑн сӑмахӗсем Библире пулма тивӗҫлӗ тесе шутланӑ. 1 Патшасен 2:1—10-мӗшӗсене вуланӑ чухне эсир кашни йӗркинчех Анна Турра мӗн таран хытӑ ӗненнине курма пултаратӑр. Вӑл Иеговӑна нимӗнпе танлаштарма ҫук вӑйӗшӗн мухтанӑ — мӑнкӑмӑллисене мӗскӗне хӑварма, хӗн-асап тӳсекенсене асла кӑларма, пурнӑҫа татма тата вилӗмрен хӑтарма пултарнӑшӑн. Вӑл хӑйӗн пӗлӗтри Ашшӗне тӗлӗнмелле сӑваплӑхӗшӗн, тӗрӗслӗхӗшӗн тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн мухтанӑ. Витӗмлӗ сӑлтава пула Анна ҫапла калама пултарнӑ: «Пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук». Иеговӑна пур енчен те шанма юрать, вӑл улшӑнмасть. Хӗн-асап тӳсекен тата хуйха ӳкнӗ ҫынсем ӑна тархасласа пулӑшу ыйтнӑ чухне унра хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ.

22, 23. а) Мӗншӗн Самуил хӑйне ашшӗ-амӑшӗ юратни пирки иккӗленмен теме пулать? ӑ) Иегова Аннӑна тата мӗнле пилленӗ?

22 Паллах, хӑйӗн амӑшӗ Иеговӑна хытӑ ӗненнӗшӗн пӗчӗк Самуил савӑннӑ. Вӑл амӑшӗсӗр тунсӑхланӑ пулсан та, ман пирки манса кайнӑ тесе нихӑҫан та шутламан. Ҫултан ҫул Анна Силома ҫӳренӗ, вӑл ывӑлӗ  валли чатӑрта ӗҫленӗ чух тӑхӑнма хулсӑр кӗпе илсе килнӗ. Кашни ҫӗвви вӑл ывӑлне юратнине тата уншӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине кӑтартнӑ. (1 Патшасен 2:19 вулӑр.) Анна пӗчӗк Самуила ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ чухне, ӑна тирпейлесе янӑ чухне ывӑлӗ ҫине юратса пӑхса ӑна ырӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каланӑ пулӗ. Паллах ӗнтӗ, Анна Самуилшӑн лайӑх анне пулнӑ, Самуил вара ӳссе ҫитсен хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗшӗн те, пӗтӗм Израильшӗн те пиллӗх пулса тӑнӑ.

23 Иегова Анна ҫинчен те манса кайман: вӑл Елканӑна тата пилӗк ача ҫуратса панӑ (1 Патш. 2:21). Анчах та Аннӑшӑн чи пысӑк пиллӗх вӑл — пӗлӗтри Ашшӗпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем. Ҫав хутшӑнусем ҫултан ҫул ҫирӗпленсе ҫеҫ пынӑ. Анна пек ӗненме тӑрӑшсан Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем те ҫирӗпленсе кӑна пырӗҫ!

^ 7 абз. Сӑваплӑ Ҫырура Иегова «Аннӑн варне хупӑ тытнӑ» тенӗ пулин те, Вӑл ҫак хӑйне кӗҫӗне хуракан тата Турра итлесе пурӑнакан хӗрарӑма ырламан тесе шутлама пӗр сӑлтав та ҫук (1 Патш. 1:5). Хӑш-пӗр чухне Турӑ пӗр вӑхӑтлӑха мӗне те пулин пулма ирӗк парсан, ҫавна вӑл хӑй тунӑ тесе ҫырнӑ Библире.

^ 9 абз. Елканӑн тӑван хули, Рама, Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра Аримафея вырнаҫнӑ вырӑнта ларма пултарнине шута илсе 30 ҫухрӑм тесе ҫырнӑ.