Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

 ВУНҪИЧЧӖМӖШ СЫПӐК

«Эпӗ — Турӑ чури»

«Эпӗ — Турӑ чури»

1, 2. а) Ют ҫын Марийӑна мӗнле тӗлӗнмелле сӑмахсемпе саламланӑ? ӑ) Мӗншӗн Марийӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ теме пулать?

МАРИЯ хӑйсен килне кӗрекен палламан ҫын ҫине тӗлӗнсе пӑхать. Ҫав ҫын унӑн ашшӗ е амӑшӗ патне килмен — шӑпах ун патне килнӗ! Ку хӑна Назарет ҫынни мар. Пӗчӗк хулара ют ҫынна тӳрех асӑрхама пулать, кун пек ҫынна вара — пушшех те. Вӑл Марийӑна тӗлӗнмелле сӑмахсем калать: «Эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ!» (Лука 1:26—28 вулӑр.)

2 Ҫапла Библи Мария ҫинчен — Галилейӑри Назарет хулинче пурӑнакан Илиян хӗрӗ ҫинчен — каласа пама пуҫлать. Эпир вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑну туни ҫинчен вулатпӑр. Мария каскалакан ӗҫне тӑвакан Иосифӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ пулнӑ, ҫав арҫын пуян пулман, анчах та Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ. Марийӑн пурнӑҫӗ мӗнлерех пуласси паллӑ пек туйӑннӑ: вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑнӗ, упӑшкине пулӑшса тӑрӗ тата ача-пӑча пӑхса ӳстерӗ. Анчах та сасартӑк ун умне ют ҫын тухса тӑрать те Туррӑн ӑна валли ятарлӑ ӗҫ пурри ҫинчен пӗлтерет.

3, 4. Мария ҫинчен тӗрӗссине пӗлес тесен мӗн пӑхса тухмалла, мӗн ҫине вара тимлемелле мар?

3 Библире Мария пирки сахал ҫырса пани сире тӗлӗнтерме пултарать. Унта унӑн йӑх-кӑкӗ ҫинчен питӗ сахал каланӑ, кӑмӑлӗ ҫинчен — тата та сахалрах, сӑн-сӑпачӗ пирки вара нимӗн те ҫырман. Апла пулин те, мӗн ҫырса панинчен Мария ҫинчен нумай пӗлме пулать.

4 Мария чӑннипе мӗнле ҫын пулнине пӗлес тесе эпир тӗрлӗ тӗнсен халапӗсене пӑхса тухмӑпӑр. Ӳнерҫӗсемпе скульпторсем ӑна мӗнле сӑнарланипе те кӑсӑкланмӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Мария ҫинчен тӗнсем мӗне вӗрентнине те тӗпчемӗпӗр (вӗсем ҫав сӑпайлӑ хӗрарӑма аслӑласа ҫакӑн пек чаплӑ титулсем панӑ: Турра ҫуратнӑ хӗр, Турӑ амӑшӗ тата Чӑн таса амӑшӗ). Ҫавсем ҫине тимлесе пӑхас вырӑнне айтӑр Мария пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухар. Шӑпах Турӑ Сӑмахӗ пире Марийӑн ӗненӗвӗ ҫинчен тата эпир унран мӗне вӗренме пултарни ҫинчен каласа парать.

 Мария патне ангел килет

5. а) Гавриил саламласан Мария хӑйне мӗнле тытни мӗн кӑтартса парать? ӑ) Марийӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

5 Мария патне ҫын мар, ангел килнӗ. Вӑл Гавриил ятлӑ пулнӑ. Ҫав ангел ӑна «тивлетлӗ Хӗр» тесен, Мария ун сӑмахӗсенчен «тӗлӗнсе» кайнӑ, ҫакӑн пек саламлани ӑна шухӑша янӑ (Лука 1:29). Вӑл кам ырланине тивӗҫлӗ пулнӑ-ши? Мария хӑйне чысласса-мухтасса ҫынсенчен те кӗтмен, ангел вара ӑна Иегова ырлани ҫинчен каланӑ! Марийӑн Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулас килнӗ пулсан та, вӑл, мӑнаҫланса, Турӑ мана ырлать тесе шухӑшлама пуҫламан. Ҫак тӗлӗшрен ҫамрӑк Мария пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ: Турӑ кӑмӑлне каякан ҫынсем пулас тетпӗр пулсан, пирӗн нихӑҫан та, мӑнкӑмӑлланса, эпӗ Турӑ ырланине тивӗҫлӗ пултӑм та ӗнтӗ тесе шутламалла мар. Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑвашшисене вара юратать тата пулӑшать (Иак. 4:6).

Мария, мӑнаҫланса, Турӑ мана ырлать тесе шухӑшламан

6. Ангел Марийӑна вӑл мӗнле чыса тивӗҫлӗ пулни ҫинчен пӗлтернӗ?

6 Марийӑна хӑйне кӗҫӗне хума пӗлни питӗ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен кӗҫех ангел ӑна вӑл питӗ пысӑк чыса тивӗҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл Мария ывӑл ҫуратасси ҫинчен, ҫав ача чи аслӑ ҫын пулса тӑрасси ҫинчен каланӑ. «Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗн, патша пуканне парӗ; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ»,— тенӗ Гавриил (Лука 1:32, 33). Паллах ӗнтӗ, ҫак кунччен пин ҫул ытла маларах Турӑ Давида мӗн ҫинчен сӑмах панине Мария пӗлнӗ — унӑн тӑхӑмӗсенчен пӗри ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулать (2 Патш. 7:12, 13). Эппин, унӑн ывӑлӗ Турӑ халӑхӗ ӗмӗрсем хушши кӗтнӗ Мессия пулса тӑрӗ!

Гавриил ангел Марийӑна вӑл пысӑк чыса тивӗҫлӗ пулни ҫинчен калать

7. а) Мария ангела панӑ ыйту мӗн кӑтартса парать? ӑ) Мария паянхи ҫамрӑксене мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

7 Унтан та ытларах, ангел сӑмахӗсем тӑрӑх, Марийӑн ачи пирки «ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ». Анчах та мӗнле майпа ахаль хӗрарӑм Туррӑн Ывӑлне ҫуратма пултартӑр-ха? Унсӑр пуҫне, Мария хӗр пуҫӑнах ача мӗнле ҫуратӗ вара? Вӑл Иосифӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ ҫеҫ тата вӗсем пӗрлешмен те вӗт. Ҫавӑнпа Мария уҫҫӑн ыйтнӑ: «Ку епле пулӗ? Эпӗ упӑшкама пӗлместӗп» (Лука 1:34). Асӑрхӑр-ха, Мария хӑйӗн хӗрлӗхӗ ҫинчен пӗр вӑтанмасӑр каланӑ. Вӑл хӑйӗн тасалӑхне хакланӑ. Паян ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ хӑйсен тасалӑхне ҫӑмӑлттайла ҫухатаҫҫӗ, тасалӑха упракансенчен вара тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Тӗнче улшӑнни уҫҫӑн курӑнать. Анчах  Иегова улшӑнман (Мал. 3:6). Мария пурӑннӑ вӑхӑтри пекех, Турӑ хӑй панӑ нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнакансене питӗ хаклать. (Еврейсем 13:4 вулӑр.)

8. Мария, ҫитменлӗхлӗ ҫын, пӗр ҫитменлӗхсӗр ача мӗнле ҫуратма пултарнӑ?

8 Мария Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пулсан та, вӑл ҫитменлӗхлӗ ҫын ҫеҫ пулнӑ. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ача — Туррӑн Ывӑлне — мӗнле ҫуратма пултартӑр-ха? Гавриил ҫапла ӑнлантарнӑ: «Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ» (Лука 1:35). Таса тени айӑпсӑр, кӑлтӑксӑр, сӑваплӑ тенине пӗлтерет. Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ пулнӑран вӗсен ачисем те ҫылӑхлӑ ҫуралаҫҫӗ. Анчах та халӗ Иегова тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвӗ. Вӑл хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне пӗлӗтрен Марийӑн варне куҫарӗ, унӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, е святой сывлӑшӗ, Марийӑна «витсе тӑрӗ» тата ачана ҫылӑх витӗм кӳресрен хӳтӗлӗ. Мария ангел сӑмах пани пурнӑҫланасса ӗненнӗ-ши? Вӑл ӑна мӗн хуравланӑ-ха?

Марийӑн хуравӗ

9. а) Мария ҫинчен ҫырса пани чӑн пулни пирки иккӗленни мӗншӗн тӗрӗс мар? ӑ) Гавриил Марийӑна ҫирӗп ӗненме мӗнле пулӑшнӑ?

9 Хӑш-пӗр иккӗленчӗк ҫынсем, ҫав шутра христиан тӗнне тытса тӑракан теологсем те, таса хӗр Мария ача ҫуратма пултарнине ӗненмеҫҫӗ. Нумай вӗреннӗ пулсан та, вӗсем ансат чӑнлӑха ӑнланмаҫҫӗ. Гавриил каланӑ тӑрӑх, «Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть» (Лука 1:37). Мария Гавриилӑн сӑмахӗсем чӑн пулни пирки иккӗленмен, мӗншӗн тесен вӑл Турра хытӑ ӗненнӗ. Апла пулин те, Мария тӳрех ӗненсе лартакан ҫын та пулман. Ӑна та, ытти ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем пекех, ӗненмешкӗн ҫирӗплетӳсем кирлӗ пулнӑ. Гавриил ӑна ҫав ҫирӗплетӳсене илсе панӑ. Вӑл Марийӑна нумай вӑхӑт хушши ача ҫуратайман ватӑ хурӑнташӗпе, Елизаветӑпа, мӗн пулса иртнине каласа панӑ. Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ — Елизавета йывӑр ҫын пулса тӑнӑ!

10. Мӗншӗн Марийӑна Турӑ шанса панӑ ӗҫе тума ҫӑмӑл пулнӑ тесе шутлама кирлӗ мар?

10 Мария мӗн тӑвӗ-ши? Турӑ ӑна пысӑк ӗҫ шанса панӑ, унӑн вара Турӑ пӗтӗмпех Гавриил каланӑ пек тӑвассине ӗненмешкӗн ҫирӗплетӳсем пулнӑ. Анчах та ҫак ӗҫе тума ҫӑмӑл пулӗ тесе шутламалла мар. Пӗр енчен, Марийӑн ҫураҫнӑ каччи пулнӑ. Мария йывӑр ҫын пулнине илтсен, Иосиф ӑна качча илме килӗшӗ-и? Унсӑр пуҫне, ҫав ӗҫе тӑвасси ӑна питӗ яваплӑ та ытла йывӑр пек туйӑнма пултарнӑ. Марийӑн Турӑшӑн чи хаклӑскере — унӑн юратнӑ Ывӑлне — хӑйӗн варӗнче йӑтса ҫӳремелле пулать-ҫке! Унӑн ҫак ачана пӑхса ӳстермелле тата усал тӗнчере ӑна хӳтӗлемелле пулать вӗт. Чӑннипех те ку питӗ пысӑк яваплӑх!

11, 12. а) Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ хӑш-пӗр арҫынсем Турӑ йывӑр ӗҫ хушсан мӗн тунӑ? ӑ) Мария Гавриила каланӑ сӑмахсенчен эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

 11 Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ хӑш-пӗр арҫынсем те Турӑ хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнма хӑтланнӑ. Моисей эпӗ калаҫма пӗлместӗп, ҫавӑнпа сан ятупа калаҫакан пулаймастӑп тенӗ (Тух. 4:10). Иеремия вара Турӑ ӗҫне тума «эпӗ ҫамрӑк-ха» тесе шутланӑ (Иер. 1:6). Ионӑна илес пулсан, хушнӑ ӗҫе тӑвас мар тесе вӑл Иеговӑран тарма хӑтланнӑ! (Иона 1:3.) Мария вара мӗн хуравлӗ-ши?

12 Мария хӑйне кӗҫӗне хурса тата Турра чунтан парӑннине кӑтартса каланӑ сӑмахсене паянхи кун та нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, вӑл Гавриила ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана» (Лука 1:38). Хӗрарӑм чуран пурнӑҫӗ пӗтӗмпех хуҫи аллинче пулнӑ. Мария Иеговӑна хӑйӗн хуҫи вырӑнне хунӑ та. Турӑпа чухне унӑн нимрен те хӑрама кирлӗ маррине, Турӑ хӑйне чунтан парӑннӑ ҫынсене нихӑҫан та хӑварманнине тата ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе тӑвас тесе вӑй хурсан Турӑ пиллессине Мария пӗлнӗ (Пс. 17:26).

Иегова Турӑ шанчӑклӑ пулнине тата унпа чухне нимрен те хӑрамалла маррине Мария пӗлнӗ

13. Турӑ ыйтнине тума йывӑр пек е пачах пурнӑҫлама ҫук пек туйӑнать пулсан, Мария тӗслӗхӗ пире мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Хӑш-пӗр чухне Турӑ ыйтнине тума йывӑр пек е пачах пурнӑҫлама ҫук пек туйӑнма пултарать. Апла пулин те эпир Турра Мария пек ҫирӗп шанма пулӑшакан сӑмахсем Библире нумай тупма пултаратпӑр (Ытар. 3:5, 6). Эпир Иегова ҫине шанса тӑрӑпӑр-и? Ҫапла тусан, вӑл пире пиллӗ тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ.

Елизаветӑпа тӗл пулни

14, 15. а) Мария Елизаветӑпа Захария патне кайсан, Иегова ӑна мӗнле пилленӗ? ӑ) Лука 1:46—55-мӗшӗсенчен эпир Мария ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

14 Гавриил Елизавета ҫинчен мӗн калани Марийӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Унӑн лару-тӑрӑвне Елизаветӑран лайӑхрах кам ӑнланма пултартӑр-ха? Мария Иуда ҫӗрӗнчи туллӑ-сӑртлӑ вырӑна васканӑ. Унта ҫитмешкӗн виҫӗ-тӑватӑ кунах утмалла пулнӑ пулас. Мария Елизаветӑпа Захария священникӑн килне кӗрсен, Иегова унӑн ӗненӗвне тата ытларах ҫирӗплетнӗ. Марийӑн салам сӑмахӗсене илтсенех Елизавета хӑйӗн варӗнчи ача савӑнса тӑпӑлтатса илнине туйнӑ. Святой сывлӑшпа хӑватлӑланса Елизавета Мария пирки «Ҫӳлхуҫамӑн Амӑшӗ» тесе каланӑ. Турӑ  Елизаветӑна Марийӑн ывӑлӗ унӑн Ҫӳлхуҫи — Мессия — пулса тӑрассине уҫса панӑ. Елизавета Святой сывлӑш хавхалантарнипе Марийӑна Турра шанчӑклӑ пулнӑшӑн тата итленӗшӗн мухтаса ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа мӗн калани пурӑнӑҫланасса Ӗненекенскерӗ телейлӗ» (Лука 1:39—45). Ҫапла, Иегова Марийӑна сӑмах панисем пурте пурнӑҫланасси пирки иккӗленмелли ҫук!

Елизаветӑпа Мария хушшинчи туслӑх иккӗшӗшӗн те пиллӗх пулнӑ

15 Мария Елизаветӑна мӗн хуравланине Сӑваплӑ Ҫырура тӗплӗн ҫырса панӑ. (Лука 1:46—55 вулӑр.) Библири ытти вырӑнсемпе танлаштарсан, ҫак тӗлте Марийӑн сӑмахӗсене нумай илсе панӑ, вӗсене вуласа эпир ун ҫинчен чылай пӗлме пултаратпӑр. Унӑн сӑмахӗсенчен вӑл питӗ пархатарлӑ пулни курӑнать. Мария  Иеговӑна хӑйне чыс тунӑшӑн, Мессия амӑшӗ пулма тивӗҫлӗ тесе шутланӑшӑн мухтавлать. Вӑл Иегова мӑнкӑмӑллисене тата пысӑк вырӑн йышӑнакансене сирпӗтсе антарни пирки, хӑйшӗн ӗҫлекен чухӑн тата ахаль ҫынсенех асла кӑларни пирки калать, ҫакӑнтан Мария Турра питӗ хытӑ ӗненни курӑнать. Тата вӑл Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлнӗ теме те пулать. Пӗр тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, Мария Еврей Ҫырӑвӗсенчи сӑмахсемпе 20 хут ытла усӑ курнӑ! *

16, 17. а) Марийӑпа унӑн ывӑлӗнчен тӗслӗх илсе пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл аталантармалла? ӑ) Мария Елизавета патне кайни пире мӗнле пиллӗх пирки аса илтерет?

16 Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырни пирки Мария тарӑн шухӑшланӑ. Апла пулин те вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, хӑйӗн шухӑшӗсене мар, Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене каланӑ. Унӑн пулас ывӑлӗ те ҫавнашкалах шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса пӗр-пӗр кун ҫапла калӗ: «Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран» (Иоанн 7:16). Пирӗн кашнин хамӑртан ыйтмалла: «Эпӗ Турӑ Сӑмахне ҫавнашкалах хаклатӑп-и тата хисеплетӗп-и? Е мана ытларах хамӑн шухӑшсене калама килӗшет?» Ҫав ыйтусем ҫине Мария мӗнле хуравланине эпир пӗлетпӗр.

17 Мария Елизавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑннӑ, ҫак вӑхӑт вӗсемшӗн иккӗшӗшӗн те савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пулнӑ паллах (Лука 1:56). Вӗсен ӑшӑ тӗлпулӑвӗ ҫинчен ҫырса пани пире пӗр чӑнлӑх пирки аса илтерет: туслӑх калама ҫук пысӑк пиллӗх пулса тӑма пултарать. Эпир туссене Иегова Турра юратакансем хушшинче шыратпӑр пулсан, унпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗпленсе пырӗҫ (Ытар. 13:21). Акӑ Марийӑна киле таврӑнма та вӑхӑт ҫитнӗ. Вӑл йывӑр ҫын пулни ҫинчен пӗлсен Иосиф мӗн калӗ-ши?

Мария тата Иосиф

18. Мария Иосифа мӗн ҫинчен каласа панӑ тата Иосиф мӗн тума шут тытнӑ?

18 Мария хӑй йывӑр ҫын пулнине таврари ҫынсем асӑрхасса кӗтесшӗн пулман. Унӑн Иосифпа хӑйӗн калаҫмалла пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӑл мӗн каланине илтсен ҫак тӳрӗ кӑмӑллӑ, Турӑран хӑракан ҫын мӗн тӑвасси ӑна канӑҫ паман. Апла пулин те, Мария Иосифа хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа панӑ. Ҫав самантра Иосифӑн чунӗ мӗн тери пӑлханнӑ пулӗ. Пӗр енчен, унӑн Марийӑна ӗненес килнӗ, тепӗр енчен вара ӑна ҫакӑ пулма пултараймасть пек туйӑннӑ. Библире Иосиф пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем явӑнни ҫинчен ҫырса паман. Вӑл Марийӑна уйӑрса ярасшӑн пулнӑ тесе ҫырнӑ ҫеҫ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑ  упӑшкипе арӑмӗ пекех шутланнӑ. Иосифӑн Марийӑн ятне ярас килмен паллах, ҫавӑнпа вӑл унпа вӑрттӑн уйрӑлма шут тытнӑ (Матф. 1:18, 19). Иосиф асапланнине тата пӑшӑрханнине курсан, Марийӑн чӗри ыратнӑ ӗнтӗ. Анчах та хӑйне ӗненменшӗн Мария Иосифа айӑпламан.

19. Иегова Иосифа тӗрӗс йышӑну тума мӗнле пулӑшнӑ?

19 Иегова Иосифа тӗрӗс йышӑну тума ыррӑн пулӑшнӑ. Ӑна тӗлӗкре Иеговӑн ангелӗ курӑннӑ та Мария Святой сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулса тӑнине ҫирӗплетсе панӑ. Иосиф тинех ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ! Халӗ вӑл, Мария пекех, Иегова мӗн каланине пурнӑҫлама хатӗр пулнӑ. Вӑл Марийӑпа пӗрлешнӗ те Иеговӑн Ывӑлне пӑхса ӳстерес яваплӑха хӑй ҫине илнӗ (Матф. 1:20—24).

20, 21. Мӑшӑрланнисем те, мӑшӑрланма хатӗрленекенсем те Марийӑпа Иосифран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

20 Мӑшӑрланнисем те, мӑшӑрланма хатӗрленекенсем те 2 000 ҫул каялла пурӑннӑ ҫак ҫамрӑк мӑшӑртан нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Хӑйӗн юратнӑ арӑмӗ килти ӗҫсене тунине, ачисемшӗн тӑрӑшнине курнӑ чухне Иосиф хӑйне тӗрӗс йышӑну тума Иегова пулӑшнине аса илме пултарнӑ, унӑн чӗри вара пархатарлӑхпа тулнӑ пулӗ. Пысӑк йышӑнусем тунӑ чухне Иегова ҫине шанни питӗ кирлине Иосиф тата лайӑхрах ӑнланса илнӗ (Пс. 36:5; Ытар. 18:13). Вӑл ырӑ та тӑрӑшуллӑ ҫемье пуҫӗ пулни пирки иккӗленмелли ҫук.

21 Мария Иосифа качча тухма хатӗр пулни вара мӗн кӑтартса парать? Иосиф малтан ӑна ӗненмен пулсан та, Мария, Иосифа пулас ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса, вӑл йышӑну тӑвасса чӑтӑмлӑн кӗтнӗ. Ҫак кӑткӑс лару-тӑрӑва пула вӑл нумай вӗреннӗ. Унӑн тӗслӗхӗ паянхи христианкӑсемшӗн чаплӑ тӗслӗх. Унсӑр пуҫне, ҫав пулса иртнӗ ӗҫсем Иосифпа Марийӑна пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫни мӗн тери кирлине ӑса хывма пулӑшнӑ. (Ытарӑшсем 15:22 вулӑр.)

22. Иосифпа Мария хӑйсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ валли мӗнле никӗс хывнӑ тата малашне вӗсене мӗн кӗтнӗ?

22 Ҫак ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗ валли чи лайӑх никӗс хывнӑ. Иосифпа Мария Иеговӑна питӗ юратнӑ, вӗсен яваплӑха туякан тӑрӑшуллӑ ашшӗ-амӑшӗ пулас килнӗ. Малашне вӗсене пысӑк пиллӗхсем кӗтнӗ, анчах вӗсене йывӑрлӑхсем чӑтса ирттерме те тивӗ. Вӗсен Иисуса пӑхса ӳстермелле пулнӑ, вӑл вара пуласлӑхра ҫӗр ҫинчи чи аслӑ ҫын пулса тӑрӗ.

^ 15 абз. Мария Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса хунӑ Турра чунтан парӑннӑ Аннӑн сӑмахӗсене асӑнать пулас, Иегова ҫав хӗрарӑма пилленӗ — ӑна та ывӑл панӑ. (6-мӗш сыпӑкри «Пысӑк пӗлтерӗшлӗ кӗлӗсем» рамкӑна пӑхӑр.)