Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

Библире асӑннӑ Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен мӗне вӗренме пулать?

Вӑхӑт шкали

Вӑхӑт шкали тата карттӑсем сире Библире асӑннӑ Турра шанчӑклӑ ҫынсем хӑҫан тата ӑҫта пурӑннине курма пулӑшаҫҫӗ

Ертсе пыракан совет ҫырнӑ ҫыру

Ертсе пыракан совет сире ҫак кӗнекене хӑвӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вуласа усӑ илме ӑшшӑн хавхалантарать.

Умсӑмах

Библире Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен пурнӑҫӗнче чӑннипе пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен нумай ҫырса панӑ. Эпир вӗсен тӗслӗхӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

АВЕЛЬ

«Вилнӗ пулсассӑн та... халӗ те калаҫать»

Библире Авель ҫинчен сахал каланӑ пулсан та, эпир ун ҫинчен тата унӑн ӗненӗвӗ ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

НОЙ

Вӑл «Турӑ умӗнче ҫӳренӗ»

Ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне Нойпа унӑн арӑмӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Ковчег тунипе вӗсем хӑйсем ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

АВРААМ

«Пур ӗненекенӗн те ашшӗ»

Авраам ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ? Хӑш тӗлӗшрен сирӗн Авраам ӗненнӗ пек ӗненес килет?

РУФЬ

«Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп»

Мӗншӗн Руфь хатӗр пулсах хӑйӗн ҫемйине те, ҫӗршывне те хӑварса тухса кайнӑ? Турӑ хаклакан мӗнле паха енсем Руфӗн пулнӑ?

РУФЬ

«Ырӑ хӗрарӑм»

Вооз Руфе качча илни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ? Руфьпе Ноеминь тӗслӗхӗнчен эпир ҫемье пирки мӗне вӗренетпӗр?

АННА

Вӑл Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ

Иеговӑна ӗненнӗрен Анна нихӑҫан вӗҫленмен пек туйӑнакан лару-тӑрӑва чӑтса ирттерме пултарнӑ.

САМУИЛ

Вӑл «Ҫӳлхуҫа патӗнче ҫитӗннӗ»

Самуилӑн ачалӑхӗ ыттисеннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? Сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлесе тӑнӑ чухне ӗненӗвне ҫирӗплетме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

САМУИЛ

Вӑл хурлӑхлӑ вӑхӑтра та тӳсӗмлӗ пулнӑ

Эпир пурте пирӗн ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑр лару-тӑрусемпе тӗл пулатпӑр. Самуил тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

АВИГЕЯ

Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ

Авигейӑн ҫемйинчи лару-тӑру ҫӑмӑл пулманни пире мӗне вӗрентет?

ИЛИЯ

Вӑл чӑн Турӑ патне таврӑнма ӳкӗтленӗ

Кам та пулин Библи вӗрентӗвӗсемпе килӗшмен чухне эпир, Илия пекех, мӗн тума пултаратпӑр?

ИЛИЯ

Вӑл сыхӑ тӑнӑ тата кӗтнӗ

Иеговӑн сӑмахӗ пурнӑҫланасса кӗтнӗ май, кӗлтӑвасси Илияшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ӑҫтан курӑнать?

ИЛИЯ

Вӑл Турӑ пулӑшнине туйса тӑнӑ

Мӗне пула Илия вилӗм ыйтмаллах хуйха ӳкнӗ?

ИОНА

Хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен ӑса вӗреннӗ

Турӑ ӗҫ шанса парсан Ионӑн сехри хӑпнӑ. Сирӗнпе ҫавнашкалли пулнӑ-и? Унпа мӗн пулса иртни пире Иегова тӳсӗмлӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса парать.

ИОНА

Вӑл ыттисене хӗрхенме вӗреннӗ

Иона ҫинчен ҫырса пани пире хамӑра тӗрӗслеме мӗнле пулӑшать?

ЭСФИРЬ

Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ

Ыттисене, Эсфирь пекех, чун-чӗререн юратнине кӑтартас тесен пире ӗненӳпе хӑюлӑх кирлӗ.

ЭСФИРЬ

Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен

Эсфирь хӑйӗн пурнӑҫне хӗрхенмесӗр Иеговӑшӑн тата хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑни мӗнрен курӑнать?

МАРИЯ

«Эпӗ — Турӑ чури»

Мария Гавриил ангела мӗнле хуравлани вӑл Турра ӗненни ҫинчен мӗн кӑтартса парать? Марийӑн тата мӗнле паха енсем пулнӑ?

МАРИЯ

Вӑл хӑй ӑшӗнче пӗтӗмлетӳсем тунӑ

Вифлеемре мӗн пулса иртни Марийӑна Турӑ сӑмах панисене хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ.

ИОСИФ

Вӑл лайӑх ашшӗ пулнӑ

Иосиф хӑйӗн ҫемйине мӗнле хӳтӗленӗ? Иосиф Марийӑпа Иисуса мӗншӗн Египета илсе кайнӑ?

МАРФА

«Ӗненетӗп»

Марфа хурлӑхлӑ вӑхӑтра та хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

ПЕТР

Вӑл иккӗленӳсемпе тата хӑранипе кӗрешнӗ

Иккӗленӳсем шар кӑтартма пултараҫҫӗ. Анчах та Петр хӑранине тата иккӗленӳсене ҫӗнтерсе Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

ПЕТР

Вӑл йывӑр вӑхӑтра та шанчӑклӑ пулнӑ

Ӗненни тата Иисуса чунтан парӑнни Петра хӑйне тӳрлетнине йышӑнма мӗнле пулӑшнӑ?

ПЕТР

Вӑл Вӗрентекенӗнчен каҫарма вӗреннӗ

Иисус Петра ыттисене каҫармалли пирки мӗне вӗрентнӗ? Иисус Петра каҫарнине мӗнле кӑтартнӑ?

Хыҫсӑмах

Ӗненӗве тӗреклетес тата шанчӑка куҫ умӗнче тытас тесе мӗн тумалла?